«Эсир Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара пӗрлештерме шутламастӑр-и?» Ҫапла тӑтӑшах ыйтаҫҫӗ-мӗн Чӑваш Ен Элтеперӗнчен Олег Николаевран. Мӗнле хуравлать-ха вӑл?
«Хӑй вӑхӑтӗнче сасӑлав пулнӑ. Анчах ку кирлӗ кӑтарту патне илсе ҫитермен. Ҫынсем икӗ хулана юридици тӗлӗшӗнчен пӗрлештересшӗн тӗк ҫакна хӑйсем татса паччӑр. Мана хама Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем пулни пӗрре те кансӗрлемест», - тенӗ Олег Алексеевич.
Унӑн шухӑшӗпе, икӗ хулана агломераци мелӗпе пӗрлештерме пулать. Ҫынсен пӗр муниципалитетра пурӑнас килет тӗк – ку вӗсен ирӗкӗ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан Надежда Протолионова тивӗҫлӗ канӑва тухса хӑйӗн чун киленӗҫӗпе — тӗрӗ тӗрлессипе тата чӑваш тумне хатӗрлессипе — ҫине тӑрсах аппаланма тытӑннӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче ҫуралса ӳснӗ, артист пулма ӗмӗтленнӗ хӗрарӑм фельдшер пулса 41 ҫул ӗҫленӗ.
24 ҫулта чухне вӑл туя кайма тесе хушпу хӑй аллипе ӑсталанӑ. Кайран та ал ӗҫӗпе аппаланма хӑтланнӑ-ха, анчах вӑхӑт хӗсӗкки кансӗрленӗ. Паян тивӗҫлӗ канура та ан ӳркен кӑна — тем туса та ӗлкӗрӗн.
Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центра ҫӳренӗ май Надежда Аркадьевна унта та ал ӗҫӗпе аппаланать, социаллӑ учрежденири «Калинушка» хорта юрлать, центрта ӗҫлекен сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине тытса пыракансен клубне ҫӳрет.
Хӗр банкоматран ют ҫын укҫине илнӗ. Куншӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ унӑн явап тытма тивӗ.
Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 34 ҫулти арҫын банкомат урлӑ хӑйӗн счечӗ ҫине 29 пин тенкӗ хума тӑнӑ. Анчах операцие вӗҫлемесӗрех хайхискер пӑрӑнса утнӑ. Счечӗ ҫине укҫа куҫманнине кура вӑл каялла таврӑннӑ. Анчах банкоматра унӑн укҫи пулман ӗнтӗ, ӑна такам илсе кайнӑ.
Видеокамерӑна пӑхсан ҫакӑ палӑрнӑ: бакномат патне хӗр пынӑ. Ӑна тупса палӑртнӑ. Суд пуличчен унӑн таҫта тухса ҫӳреме юрамасть.
Шупашкарти кардиодиспансерта кӑшӑлвируса пула ӳпки 100 проценчӗпех сиенленнӗ хӗрарӑма ҫӑлнӑ. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ.
Наталья Иванова иккӗмӗш ачине кӗтнӗ чухне кӑшӑлвируспа чирленӗ. Сывлӑхӗ хавшасах пынӑ. Ҫавна пула ӑна кесарево мелӗпе ҫураттарнӑ. Ывӑлӗ сывах ҫуралнӑ. Амӑшне хӑйне вара пулӑшу кирлӗ пулнӑ. Унӑн пӗтӗм ӳпки сиенленни палӑрнӑ.
Пациента ЭКМО аппарат айне вырттарнӑ, медикаментозлӑ комӑна кӗртсе ӳкернӗ. Ӳпки вырӑнне аппарат сывланӑ.
Халӗ Наталья Иванова хӑйне чиперех туять, ҫапах хальлӗхе ӑна киле ямаҫҫӗ. Унӑн реабилитаци курсӗ витӗр тухмалла. Икӗ ача амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл 1,5 уйӑх ҫывӑрайман, юлашки 3 кунра ҫеҫ канлӗ хуп турттарнӑ. Ывӑлӗ вара кӗҫех 2 уйӑха ҫитет.
Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарта канмалли кунсенчи ярмӑрккӑ ӗҫлеме тытӑнӗ. Малтан унашкал вырӑнсем виҫӗ ҫӗрте пулассине пӗлтернӗ. Анчах халӗ пӗр вырӑн ҫеҫ пулӗ-мӗн: «Шупашкар» суту-илӳ комплексӗ умӗнче.
Унта ярмӑрккӑ мӗнле ӗҫленине сӑнӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӑх нумай пулсан ытти ҫӗрте те тавара йӳнӗрехпе сутакан вырӑнсем уҫӗҫ. Унашкаллисем «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче тата «Ҫурҫӗр» суту-илӳ комплексӗнче пулма пултараҫҫӗ.
Вырӑнти производительсем ярмӑрккӑра кӗрпе, ҫӗрулми, кӑлпасси, пахча ҫимӗҫ, аш-какай сутма пултараҫҫӗ. Сутуҫӑсене вырӑнсемпе тӳлевсӗрех тивӗҫтерӗҫ. Тивӗҫлӗ канурисене тата ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ куракан ҫынсене тавара килех пырса парӗҫ. Ку ӗҫе пурнӑҫлама студентсем пулӑшӗҫ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 72 ҫулти арҫынна питӗ ӑннӑ темелле. Ӑна санавиаци вертолечӗпе Шупашкара хӑвӑрт илсе ҫитернӗ.
Пӗр кун маларах арҫынна васкавлӑ медпулӑшупа Ҫӗмӗрлери пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унӑн кӑшӑлвирус чирне пула миокард инфаркчӗ пулнӑ. Тухтӑрсем унӑн сывлӑхӗ йывӑр пулнине палӑртнӑ.
Пациента санитари вертолечӗпе Шупашкара, Республикӑри кардиологи диспансерӗн ковид-госпитальне, илсе ҫитернӗ.
Палӑртмалла: юлашки уйӑхра санавиаци вертолечӗ Ҫӗмӗрлери пульницӑна тӑватӑ хут вӗҫнӗ.
Шупашкарти «Богданка» микрорайонти уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансем хӑйсен хуҫалӑхӗсене тӗп шыв тытӑмӗпе ҫыхӑнтарасшӑн. Кун пирки ӗнер, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, республика Элтеперӗ Олег Николаев патне йышӑнӑва пынӑ Дмитрий Чернышов каланӑ.
Ҫурт-йӗр хуҫисем хулари пуҫаруллӑ проектсен конкурсне хутшӑннӑ иккен, анчах вӗсен проектне суйласа илмен.
Хула ҫыннисем тӑкакӑн 15 процентне хӑйсем ҫине илме кӑмӑл тунӑ-мӗн. Анчах паян саккун тӑкакӑн 20 процентран кая мар пайне саплаштарма ыйтать. Ыттине республика хыснинчен уйӑрӗҫ. Пуҫаруллӑ проектсен конкурсӗнче ҫӗнтерес тесе тепӗр ҫӗрте ҫынсем тӑкакӑн 30 процентне те саплаштарма хатӗр иккен.
Олег Николаев «Богданка» микрорайонти уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансене проекта ҫӗнӗрен йӗркелеме сӗннӗ. Вара конкурса тепӗр хутчен 2023 ҫулта хутшӑнма май килӗ. Е «Водоканал» акционерсен обществи уйрӑм ҫынсен ҫурчӗсене шывпа тивӗҫтерме тытӑнассине кӗтсе пурӑнма тивӗ.
Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 3 сехетре Шупашкарти Октябрь: 50 ҫул урамра вырнаҫнӑ лавккана 42 ҫулти арҫын кӗрсе эрех, улма-ҫырла, шӑккалат йӑкӑртса тухнӑ. Вӑрра тупса палӑртма видеокамера пулӑшнӑ.
Ҫак арҫын унччен те судпа айӑпланнӑ пулнӑ. Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче ӑна раштавӑн 31-мӗшӗнче тата нарӑсӑн 2-мӗшӗнче лавккаран тавар вӑрланӑшӑн 360 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ.
Хальхинче те лавккана кӗрсе вӑрланине вӑл тунман. Ҫав каҫ арҫын алӑка ҫӗмӗрсе кӗнӗ, унтан пӗр ывӑҫ иҫӗм ҫырли, икӗ мандарин, икӗ шӑккалат тата виҫӗ кӗленче эрех йӑкӑртса тухнӑ. Вӗсене кайран йӗрке хуралҫисем унӑн килӗнче тупнӑ.
Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонти пӗр урама Анатолий Игумнов ятне парасшӑн. Ҫапла йышӑннӑ Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем. Ку ыйтӑва «халӑх тарҫисем» пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче хула урамӗсен, лапамсен ятне улӑштарас, ҫӗннине парас енӗпе ӗҫлекен комиссире сӳтсе явнӑ.
Хальлӗхе хӑш вырӑнти урама ун ятне парассине каламан. Ҫапах ҫакӑ паллӑ: вӑл микрорайонти тӗп урамсенчен пӗри пулӗ.
Анатолий Игумнов 1994–2002 ҫулсенче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ, ҫавӑн пекех Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ пулнӑ. Вӑл — тӗп хулан хисеплӗ ҫынни.
Шупашкарта "Волжский-3" микрорайонта таксист 9 ҫулти хӗрачан урине таптанӑ. Хӑй вара тарса ҫухалнӑ. Ку пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулнӑ.
Ун чухне таксист хӗрачана шкул умне илсе ҫитернӗ. Хӗрача аннӑ, таксист вара хускалса кайнӑ та ачан урине таптанӑ. Вӑл ӑна пулӑшман, вырӑнтан тарнӑ. Хӗрача хӑйех пульницӑна кайса тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Ӑна медпулӑшу панӑ хыҫҫӑн киле янӑ.
Йӗрке хуралҫисем таксиста часах шыраса тупнӑ. Водитель ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл хӗрачана асӑрхаман, часрах тепӗр клиент патне кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |