Штанаш ял тӑрӑхӗ 6 яла пӗрлештерсе тӑрать. Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ тӗп уяв ку таранччен яланах Штанашри пӗрремӗш ракетчик Иван Николаевич Коннов ӑсталанӑ палӑк умӗнче иртнӗ. Кӑҫал та вӑл чуна хумхантармалла иртрӗ.
Совет Союзӗн Паттӑрӗ Алексей Романович Логинов (1903-1943) кӳршӗ ялта — Упӑкушкӑнь ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Днепр юханшывӗ урлӑ каҫнӑ чухне хастар офицер вилмеллех аманать. 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче ӑна Совет Союзӗн Паттарӗ ят парса чысланӑ.
Вӑл ҫуралса ӳснӗ ҫурт ҫинче асӑну хӑми ҫакӑнса тӑрать. Пирӗнтен инҫех мар ҫитӗнекен вӑрманта Логинов кати ятлӑ вырӑн пур. Кунти йывӑҫсене ӑна хисеплесе лартса чӗртнӗ. Иртнӗ ҫул Упӑкушкӑнь ялӗнче Романовсен ҫемьи ертсе пынипе Логинов ячӗллӗ парк лартса хӑварчӗҫ, Ҫӗнтерӳ кунӗнче кунта вӑрҫӑра тата вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫӗре кӗнӗ паттӑрсене халалласа обелиск уҫрӗҫ. Постамент ҫинче 89 ят.
Кӑҫал Романовсем Ирина Михайловнӑпа Владимир Геннадьевич каллех вырӑнти салтак арӑмӗсемпе вӑрҫӑ нушисене ыттисемпе танах тӳссе ирттернӗ (вӑрҫӑ умӗн е вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫуралнисене) уяв йӗркелесе пачӗҫ.
Хӗрлӗ Чутайри халӑх музейне 1979 ҫулта В.Г. Толстов-Атнарский пуҫарнипе йӗркелесе янӑ. Вӑл «Человек и природа» (чӑв. «Ҫын тата ҫутҫанталӑк») ятлӑ, хальхи вӑхӑтра унӑн директорӗ пулса паллӑ юрӑҫ-композитор Зоя Сергеевна Спиридонова тӑрӑшать. Музей икӗ хутлӑ ҫуртра вырнаҫнӑ, темиҫе пӳлӗмрен тӑрать. Хӑнасем Толстов-Атнарскин залӗпе, халӑх пултарулӑхне сӑнлакан материалсемпе, ӗлӗкхи керамикӑпа (куршаксем, мискӑсем), Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхне сӑнлакан сӑнӳкерчӗксемпе, ӳкерчӗксен куравӗпе, патриотизм залӗпе хаваспах паллашаҫҫӗ.
Музейре 5 пин ытла экспонат упранать.
Музей ӗҫченӗсем экспонатсене улӑштарсах тӑраҫҫӗ. Космонавтика кунӗ тӗлне кунта РФ тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн Петр Сымовӑн «Притяжение земли» фотокуравне йӗркеленӗ. Чӑваш халӑхне чапа кӑларнӑ Андриян Григорьевич Николаев пурнӑҫне сӑнлакан 15 сӑнӳкерчӗк куҫа илӗртет.
Ҫитес ҫул Хӗрлӗ Чутай районӗ 85 ҫул тултарнине паллӑ тӑваҫҫӗ. Сумлӑ юбилей ҫывхарса пынӑ май районта кунта ҫуралса ӳснӗ, район историйӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ паллӑ ентешсен ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисем ирттерме палӑртнӑ. Акан 27-мӗшӗнче Ҫӗн Атикасси шкулӗнче район шайӗнче «Манӑн шкул: истори, ҫынсем, пулӑмсем» ятпа конференци ирттерчӗҫ. Ӑна Ленина пытарма хутшӑннӑ Георгий Семенович Самсонов ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче 125 ҫул тултарнӑ май йӗркеленӗ.
Конференци пуҫаруҫи — Георгий Семеновичӑн мӑнукӗ Юрий Никонович Григорьевский. Вӑлах конференци умӗн кукашшӗне халалласа «Жизнь, отданная народу» ятлӑ кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ.
Конференци ӗҫне Штанашри чиркӳ пачӑшки Отец Вячеславпа унӑн пулӑшаканӗсем хутшӑнса пухӑннисене пил парса саламларӗҫ, залри кашни ҫынна сӑваплӑ мӑнкун ҫӑмарти парса хӑналарӗҫ.
Вӗренекенсем тӑватӑ номинаципе тӗпчев ӗҫӗ ҫырса хатӗрленӗ: шкулӑн пӗрремӗш директорӗ; шкул историйӗ; вӗсем пирӗн шкулта вӗреннӗ; вӗрентекен, сан умра пуҫ таятӑп.
Сивӗ... Сивӗ ҫанталӑк... Сивӗ ҫанталӑк ку ӑшӑ чӳк уйӑхне кӗтмен-ҫитмен пек килсе кӗчӗ, пӗр самантрах хӗл кунӗ тавралӑха хӑй аллине илчӗ. Хӑй ҫинчен асаилтерчӗ. Хӗл ҫитрӗ. Урамра та, календарьпе те. «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» литература ӑмӑртӑвӗн пӗтӗмлетӗвне тума та вӑхӑт ҫитрӗ. Унпа паллашнӑ май вӑл сире кӑшт та пулин ӑшӑтатех тесе шутлатпӑр. Сивӗ хӗл сивви те туйӑнмӗ...
Кӑҫалхи ӑмӑрту епле иртни самай пирӗн кӑмӑла кайрӗ. Малтанхисене вӗренӳ министерстви хутшӑнатчӗ пулсан, кӑҫалхи йӗркелӳҫӗсен шутӗнче вӗсем пулмарӗҫ. Вӗсене те ҫӑмӑлрах пулчӗ пулӗ, пире те ку самай ирӗк пачӗ. Вӗсем пӗлтернине кӗтмесӗр пӗтӗмлетӗве эпир паянах, раштавӑн пӗрремӗш кунӗнчех, пӗлтерме пултаратпӑр! Пурӗ 140 хайлав йышӑнтӑмӑр. Ытларах та ярса пачӗҫ ӗнтӗ, анчах та хӑшӗ-пӗрине, ӑмӑрту йӗрки-шывӗпе килӗшӳсӗр пулнӑран, йышӑнма май пулмарӗ. Чылайӑшӗ эпир фантастика конкурсне ирттерни ҫинчен манса кайнӑ пулас — пӗр чӗптӗм те пулин тупма май ҫуккӑччӗ. Эпир вӗсене йышӑнтӑмӑр, анчах та хайлавӗ темле чаплӑ пулсан та вырӑн памарӑмӑр.
Ҫапла, нумай пулмасть, пӗрремӗш хайлавсем ҫитрӗҫ. Икӗ юмах килчӗ — иккӗшӗ те Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш ялӗнчен. Вӗсем малтанхи ӑмӑртусене те хастар хутшӑнатчӗҫ, кӑҫалхине те ирттерсе ямарӗҫ. Шел те, пурне те йышӑнма май ҫук. «Юратнӑ лаша Ҫӑлтӑр» хайлава ҫеҫ илтӗмӗр — ӑна 5-мӗш клас ачи ҫырнӑ пулин те авӑн уйӑхӗнче 6-мӗшне каятех пулӗ терӗмӗр. Тепри вара вырӑсларан куҫарнӑ хайлав ҫеҫ пулчӗ. Асаилтеретпӗр: кӑҫал эпир 1-5 класра вӗренекен шкул ачисен хайлавӗсене йышӑнмастпӑр — вӗсене тӗрӗслеме питӗ хӗн. Ҫавӑн пекех ӑмӑрту йӗрки-шывӗпе килӗшӳллӗн чӑвашла ҫырнӑ хайлавсем ҫеҫ хутшӑнайраҫҫӗ.
«Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» интернет конкурса ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, културине вӗрентекенсене литература пултарулӑхне аталантарас, ҫутҫанталӑкри, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркеленӗ, вӗрентекен ҫулталӑкне халалланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |