Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Хӗрлӗ Чутайри халӑх музейне 1979 ҫулта В.Г. Толстов-Атнарский пуҫарнипе йӗркелесе янӑ. Вӑл «Человек и природа» (чӑв. «Ҫын тата ҫутҫанталӑк») ятлӑ, хальхи вӑхӑтра унӑн директорӗ пулса паллӑ юрӑҫ-композитор Зоя Сергеевна Спиридонова тӑрӑшать. Музей икӗ хутлӑ ҫуртра вырнаҫнӑ, темиҫе пӳлӗмрен тӑрать. Хӑнасем Толстов-Атнарскин залӗпе, халӑх пултарулӑхне сӑнлакан материалсемпе, ӗлӗкхи керамикӑпа (куршаксем, мискӑсем), Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхне сӑнлакан сӑнӳкерчӗксемпе, ӳкерчӗксен куравӗпе, патриотизм залӗпе хаваспах паллашаҫҫӗ.
Музейре 5 пин ытла экспонат упранать.
Музей ӗҫченӗсем экспонатсене улӑштарсах тӑраҫҫӗ. Космонавтика кунӗ тӗлне кунта РФ тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн Петр Сымовӑн «Притяжение земли» фотокуравне йӗркеленӗ. Чӑваш халӑхне чапа кӑларнӑ Андриян Григорьевич Николаев пурнӑҫне сӑнлакан 15 сӑнӳкерчӗк куҫа илӗртет.
Космонавтика кунне халалласа музей ӗҫченӗсем районти шкул ачисем хушшинче «Что мы знаем о космонавтах?» (чӑв. Космонавтсем пирки эпир мӗн пӗлетпӗр?) викторина ирттерчӗҫ. Нумаях пулмасть ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсем Хӗрлӗ Чутай, Штанаш, Мӑн Этмен, Питӗркасси тата Мишеркасси шкулӗсенче ӑс пухни паллӑ пулчӗ. Вӗренекенсем музейри экспонатсемпе паллашрӗҫ.
Музей ертӳҫи З. Спиридонова пухӑннисене Андриян Григорьевич Николаев-космонавта халалланӑ сӑнӳкерчӗксемпе паллаштарчӗ, мала тухнисене дипломсем парса чысларӗ.
