Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Хыпар: «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» ӑмӑртӑва хайлавсем киле пуҫларӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 24.08.2010 12:45 | 2117 хут пӑхнӑ

Ҫапла, нумай пулмасть, пӗрремӗш хайлавсем ҫитрӗҫ. Икӗ юмах килчӗ — иккӗшӗ те Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш ялӗнчен. Вӗсем малтанхи ӑмӑртусене те хастар хутшӑнатчӗҫ, кӑҫалхине те ирттерсе ямарӗҫ. Шел те, пурне те йышӑнма май ҫук. «Юратнӑ лаша Ҫӑлтӑр» хайлава ҫеҫ илтӗмӗр — ӑна 5-мӗш клас ачи ҫырнӑ пулин те авӑн уйӑхӗнче 6-мӗшне каятех пулӗ терӗмӗр. Тепри вара вырӑсларан куҫарнӑ хайлав ҫеҫ пулчӗ. Асаилтеретпӗр: кӑҫал эпир 1-5 класра вӗренекен шкул ачисен хайлавӗсене йышӑнмастпӑр — вӗсене тӗрӗслеме питӗ хӗн. Ҫавӑн пекех ӑмӑрту йӗрки-шывӗпе килӗшӳллӗн чӑвашла ҫырнӑ хайлавсем ҫеҫ хутшӑнайраҫҫӗ.

«Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» интернет конкурса ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, културине вӗрентекенсене литература пултарулӑхне аталантарас, ҫутҫанталӑкри, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркеленӗ, вӗрентекен ҫулталӑкне халалланӑ.

Хайлавсене 2010 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗччен (ку вӑхӑтра 1-мӗш тапхӑр иртет) йышӑнатпӑр. Вӑхӑт пур — хутшӑнӑр. Малти вырӑна тухнисене чаплӑ парнесем кӗтеҫҫӗ.

#Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Штанаш, #Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса..., #конкурссем, #вӗрентекен ҫулталӑкӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем