Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Халӑха халалланӑ пурнӑҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 01.05.2011 09:53 | 2109 хут пӑхнӑ
Георгий Семенович Самсонов
Георгий Семенович Самсонов

Ҫитес ҫул Хӗрлӗ Чутай районӗ 85 ҫул тултарнине паллӑ тӑваҫҫӗ. Сумлӑ юбилей ҫывхарса пынӑ май районта кунта ҫуралса ӳснӗ, район историйӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ паллӑ ентешсен ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисем ирттерме палӑртнӑ. Акан 27-мӗшӗнче Ҫӗн Атикасси шкулӗнче район шайӗнче «Манӑн шкул: истори, ҫынсем, пулӑмсем» ятпа конференци ирттерчӗҫ. Ӑна Ленина пытарма хутшӑннӑ Георгий Семенович Самсонов ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче 125 ҫул тултарнӑ май йӗркеленӗ.

Конференци пуҫаруҫи — Георгий Семеновичӑн мӑнукӗ Юрий Никонович Григорьевский. Вӑлах конференци умӗн кукашшӗне халалласа «Жизнь, отданная народу» ятлӑ кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ.

Конференци ӗҫне Штанашри чиркӳ пачӑшки Отец Вячеславпа унӑн пулӑшаканӗсем хутшӑнса пухӑннисене пил парса саламларӗҫ, залри кашни ҫынна сӑваплӑ мӑнкун ҫӑмарти парса хӑналарӗҫ.

Вӗренекенсем тӑватӑ номинаципе тӗпчев ӗҫӗ ҫырса хатӗрленӗ: шкулӑн пӗрремӗш директорӗ; шкул историйӗ; вӗсем пирӗн шкулта вӗреннӗ; вӗрентекен, сан умра пуҫ таятӑп...

Самсонов Г.С 1886 ҫулхи ҫӑвӑн 6-мӗшӗнче Кӑрмӑш уесӗнчи Атай вулӑсӗнчи Ҫӗнӗ Атикасси ялӗнче ҫуралнӑ. Штанашри (1900) унтан Хӗрлӗ Чутайри икӗ класлӑ шкул пӗтернӗ. 1909 ҫулта вӗрентекен ятне илме экзамен тытнӑ. Малтанах Ӗпхӳ кӗпернинче вӗрентекенре тӑрӑшнӑ, унтан — Кӑрмӑшри тата Етӗрнери РОНО инструкторӗнче. 1922 ҫулта Штанаш салинчи вулӑс библиотекинче, 1922-1925 — Атай вулӑсӗн ертӳҫи, 1925-1927 ҫулсенче Штанашри ултӑ ҫул вӗренмелли шул ертӳҫинче, 1927-1946 — Ҫӗн Атикассинчи пуҫламӑш, каярах 7 ҫул вӗренмелли шкул директорӗнче тӑрӑшнӑ. Ӑна 1940 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗнче «Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ учителӗ» хисеплӗ ят парса чысланӑ.

Г.С.Самсонова 1924 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри Советсен XI-мӗш съезчӗн делегачӗ пулма суйланӑ. Ленин тупӑкӗ умӗнче караулта тӑма тивӗҫ пулнӑ, ӑна пытарма хутшӑннӑ.

Конференцире ӑна халалланӑ докладсем, хӑйсен шкул историне тӗпченӗ ӗҫсем, юратнӑ вӗрентекенсене халалланӑ ӗҫсем те чылай пулчӗҫ. Кашни ӗҫех презентаци илемлетрӗ.

Самсонов пурнӑҫӗнче Штанаш шкулӗ те паллӑ вырӑн йышӑнать. Ку шкула 1842 ҫулта уҫнӑ. Кӑрмӑш уесӗнчи Штанаш сали Атай вулӑсӗн центрӗ пулнӑ. Шкула 1871 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗнче Ульянов инспектор ҫитсе курнӑ. Вӑл кунта пулни пирки шкулта Чӗмпӗрти архивран ярса панӑ материал упранать. Георгий Самсонов 1900 ҫулта Штанаш салинчи шкулта вӗреннӗ.

Конференци ҫӳллӗ шайра иртрӗ.

Кашни вӗренекен Хисеп хучӗ е сертификатилме тивӗҫлӗ пулчӗ. Вӗсене хатӗрленме пулӑшнӑ вӗрентекенсем те парнесемсӗр юлмарӗҫ.

 

Галина Зотова

#Ҫӗнӗ Атикасси, #конференцисем, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Хӗрлӗ Чутай, #Штанаш

 

Комментари:

2011.05.01 21:39
Аксар Чунтупай
Ленин вилнĕ, Ленин урăх чĕрĕлес çук. Çаплах чăваш Ленина пуç çапса пурăнать иккен. Хăй туррине вара маннă...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем