Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Штанаш

КӐР
20

Крещени йӑли
 Галина Зотова | 20.01.2014 17:38 |

Республикӑра

Хӗрлӗ Чутай районӗнче Крещени кунӗнче шыва кӗрессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Кӑҫал район территорийӗнче пӑр ҫӳхе пирки пӗр вырӑнта кӑна шыва кӗме ирӗк панӑ: Хӗрлӗ Чутайри Турӑ Хӗресне Ҫӗкленӗ Храм ҫумӗнчи пӗвере. Кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче храм настоятелӗ Максим атте каҫхи кӗлӗ ирттерчӗ, ун хыҫҫӑн тӗне ӗненекенсемпе пӗве патне анса хӗрес евӗр каснӑ вакӑри шыва сӑвапларӗ. Ҫак каҫ чылай халӑх чир-чӗртен сипленес, ҫылӑхсенечен тасалас шутпа сӑвапланӑ пӗвере шыва кӗрсе тухрӗ.

Кӑшарни кун ир-ирех кунта Чаплӑ кӗлӗ ирттерчӗҫ. Пухӑннисем киле валли ҫветтуй шыв илчӗҫ. Ку шыв сӑваплӑ, йывӑрлӑхсенче пулӑшать, чир-чӗртен уҫӑлтарать. Вӑл нумайччен упранать. Штанаш ялӗнчи Вознесенски чиркӗвӗн настоятелӗ Амвросий игуменпа ӑна пулӑшакан Георгий атте тата юрлакансем Крещени каҫӗнче пысӑк кӗлӗ ирттерчӗҫ. Штанаш чиркӗвне турӑ уявӗсенче халӑх чылай пуҫтарӑнать. Малтанах каҫхи кӗлӗ унтан ирхи кӗлӗ темиҫе сехетех тӑсӑлчӗ, ватти-вӗтти ҫакна кӗлӗ ирттерекенсемпе танах тӳссе ирттерчӗ. Максим атте тӗрлӗ тирӗкри шыва сӑвапларӗ, пухӑннисемпе чиркӳ йӑли-йӗркине туса ирттерчӗ, унтан кашнин ҫинех кӗмӗл хӗреспе сӑвапланӑ шыв тӑрӑх ячӗ.

Малалла...

 

Культура

Паян Хӗрлӗ Чутайра Кивӗ Ҫӗнӗ Ҫула халалласа Хӗл Мучисемпе Юрпикесен парачӗ иртрӗ. Уява районти пур ял тӑрӑхӗнчи Хӗл Мучисемпе Юрпикесем тата юмахсенчи тӗрлӗ сӑнарсем хутшӑнчӗҫ.

Хӗл Мучисен тумӗсем пӗринчен тепри хитререх! Юрпикесем тата еплерех илемлӗ! Пухӑннисене район администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров тата администрацинче тӑрӑшакансем кӗтсе илсе саламларӗҫ. Районти Культура ҫурчӗ умӗнчи чӑрӑш тавра савӑнакан Хӗл Мучисемпе Юрпикесене курма часах халӑх йышлӑн пуҫтарӑнчӗ. Уяв хуҫисен карҫинккисене пылак ҫимӗҫсем тултарма та манса кайман иккен, ача-пӑча чӑрӑш тавра ташларӗ, юрларӗ, Хӗл Мучисепе Юрпикесем тӗрлӗ конкурссене хутшӑннине курса савӑнчӗ.

Уява Штанаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Светлана Ефремова ерсе пынипе Надежда Павловӑпа Ираида Семёнова та хутшӑнса пухӑннисемпе пӗрле савӑнчӗҫ.

Сӑнсем (81)

 

Культура

Раштавӑн 18-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутайри Культура ҫуртӗнче «Иксӗлми Чутай ҫӑлкуҫӗсем» фольклор фестивалӗ иртрӗ. Кӑҫал вӑл саккӑрмӗш ҫул пухӑнчӗ ӗнтӗ. Фестивале районти 13 ушкӑн хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Хаклав пайташӗсен йышӗнче районти культурӑпа спорт пайӗн ертӳҫи Александр Самсонов, вӗренӳ пай пуҫлӑхӗ Алексей Порфирьев, администрацин культурӑпа спорт енӗпе ӗҫлекен эксперчӗ Алина Михуткина тата Валентина Грачева пулчӗҫ, вӗсем уява хутшӑннӑ фольклор ушкӑнӗсен ҫӳллӗ шайри ӑсталӑхне палӑртрӗҫ. Кашни коллектив хӑйнеевӗрлӗхпе уйрӑлса тӑрать, кашниех пултаруллӑ, артистсенчен пӗрре те кая мар!

Уява Хӗрлӗ Чутайри шкул ҫулне ҫитмен ачасен «Рябинушка» (чӑв. Пилеш) ача-пахчине ҫӳрекенсем уҫрӗҫ. Шӑпӑрлансем чӑваш вӑййисене вылярӗҫ, хӑйсен уҫӑ сассисемпе хитре юрӑсем юрласа куракансене савӑнтарчӗҫ. Кӑҫалхи фестивале пӗрремӗш хут Мӑн Этменти «Савӑнари» ушкӑн та хутшӑнчӗ. Куракансем кашни номерех тӑвӑллӑн алӑ ҫупса саламларӗҫ. Хаклав пайташӗсем уява пӗтӗмлетнӗ май пӗрремӗш вырӑна Пантьӑк ял тӑрӑхӗнчи «Сӑр таппи» фольклор ансамблӗ, иккӗмӗш вырӑна Хӗрлӗ Чутайри «Ҫартмас» тата Штанаш ял тӑрӑхӗнчи «Шуҫӑм» ансамблӗсем йышӑннине пӗлтерчӗҫ.

Малалла...

 

Спорт

Хӗрлӗ Чутайри «Хастар» спорткомплексра чӳкӗн 8-мӗшӗнче сӗтелҫи теннисла выляс енӗпе районти ӑмӑртусем иртнӗ. Унта районти шкул ачисем хастар хутшӑннӑ. Ӑмӑртусене 2001 ҫулта ҫуралнисем тата унран кӗҫӗнреххисем хушшинче иртнӗ — ҫулӗсене кура вӗсене виҫӗ ушкӑна пайланӑ. 2001 ҫулта ҫуралнӑ хӗрачасем хушшинче Штанаш шкулӗнче 6-мӗш класра вӗренекен Вероника Макарова, арҫын ачасене илес пулсан вара ҫав шкулти Станислав Манин ҫӗнтернӗ.

1999-2000 ҫулхи хӗрачасем хушшинчи тупӑшура малти вырӑна Питӗркасси шкулӗнчи Евгения Герасимова тухрӗ, иккӗмӗш вырӑнта Штанашри Роксана Хромова, виҫҫӗмӗшӗ Надежда Устинова (Штанаш) пулчӗ. Ку ушкӑнри арҫын ачасем пурте Хӗрлӗ Чутай шкулӗнчен: Геннадий Данилов, Владимир Магаськин, Даниил Георгиевский.

1996-1998 ҫулта ҫуралнӑ хӗрачасем вырӑнсене ҫапларах йышӑнчӗҫ: Штанашри Вероника Тумашкова — пӗрремӗш, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсенче халӗ Ҫӗнӗ Атикасси шкулӗнчи 10-мӗш класра вӗренекен Штанаш хӗрӗсем Ксения Семенова тата Алевтина Коннова. Арҫын ачасенчен Хӗрлӗ Чутай шкулӗн вӗренекенӗ Дмитрий Мидейкин, Ҫӗнӗ Атикасси шкулӗнчи Евгений Романов тата Мӑн Этмен шкул вӗренекенӗ Михаил Григорьев ҫӗнтерчӗҫ.

Малалла...

 

Культура

Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралса ӳснӗ Чӑваш академи драма артисчӗсене Ирина Садовниковӑпа Николай Булаткина асӑнса театр пултарулӑх ушкӑнӗсем хушшинче «Асамлӑ чаршав» фестиваль иртрӗ. Юпан 28-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутайри Культурӑпа кану центрӗнче фестивале пӗтӗмлетрӗҫ. Куракансем умне районти 10 ял тӑрӑхӗсенчи 11 коллектив хутшӑннӑ. Вӗсем Сергей Белов, Николай Сидоров, Николай Угарин, Виктор Петров, Петр Осипов, Николай Коляда, Арсений Волков, Ефим Никитин тата Анатолий Кудрявцев пьесисемпе сцена ҫине тухрӗҫ. Уяв каҫӗнче кашни коллектив спектакльти пӗр эпизода сӑнласа пачӗ. Жюри членӗсем районти культурӑпа спорт пуҫлӑхӗ Александр Самсонов, культура енӗпе ӗҫлекен эксперт Алина Михуткина, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Роберт Галимов 11 спектакле хакланӑ.

Кашни коллективах питех те пултарулли палӑрнӑ, ҫавӑнпа та 1-мӗш вырӑна никама та паман. 2–3-мӗш вырӑнсене вара ҫаксем тивӗҫнӗ:

2-мӗш вырӑн — Ачкасси ял тӑрӑхӗн пултарулӑх ушкӑнӗ;

3-мӗш вырӑн — Атнарсем, Хусанушкӑньсемпе Штанашсем.

«Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» номинацире Н. Сидоровӑн «Кукша пуҫа куршанкӑ ҫыпӑҫмасть» спектакльти Кулине рольне ӑста сӑнарланӑшӑн Хусанушкӑнь ял тӑрӑхӗнчи Ираида Пакрушова тивӗҫнӗ.

Малалла...

 

Вӗренӳ Тӗлпулура. Галина Зотовӑн сӑнӗ
Тӗлпулура. Галина Зотовӑн сӑнӗ

2013 ҫул — Ҫутҫанталӑк ҫулталӑкӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнче Шуськин Е.М., Трофимов О.В., Гусельщиков А.К. газ участок мастерӗсем тата «Моргаушмежрайгаз» АУО «Чӑвашсетьгаз» газ участокӗн ертӳҫи Орлов В.Г. районти шкулсене ятарлӑ графикпа ҫитсе «Газ тата экологи» темӑпа калаҫусем ирттерме палӑртнӑ. Графикпа килӗшӳллӗн Валерий Гурьевич Орлов паян Штанашри тӗп шкулта шкул ачисемпе тӗл пулчӗ.

Валерий Гурьевич пухӑннисене газ историйӗпе паллаштарчӗ. Пӗрремӗш хут газпа Пӗрлешӳллӗ Штатсенче (США) 1859-мӗш ҫулта усӑ курма пуҫланӑ иккен.

Районти 70 ялтан 63-шӗнче газпа усӑ кураҫҫӗ, ҫичӗ яла газ баллонӗсемпе тивӗҫтереҫҫӗ. Ачасене газ баллонӗ ӑшне газ еплерех тултарни пирки пӗлме те кӑсӑклӑ пулчӗ. Районта 10012 хваттерпе ҫуртран 6672-ӗшӗнче газпа усӑ кураҫҫӗ иккен.

Хӗрлӗ Чутай район территорийӗ витӗр Раҫҫейри чи вӑрӑм, 4 500 ҫухрӑм тӑршшӗ газопровод иртет, вӑл Тури Ҫӗрпӳкасси, Хӑмаркка, Шулю хӗррипе вырнаҫнӑ, унтан Сӑр урлӑ каять. Валерий Орлов ачасене газпа усӑ курнӑ чухнехи хӑрушсӑрлӑх правилисемпе паллаштарчӗ, ҫутҫанталӑка упрама чӗнсе каларӗ: «Пӗр йывӑҫран сире валли темиҫе кӗнеке ҫеҫ тухать, ҫавӑнпа та кашни ачан кивӗ хут пуҫтарма тӑрӑшмалла, ҫапла майпа кашниех йывӑҫсен кун-ҫулне тӑсма пулӑшӗ».

Малалла...

 

Культура Спектакль саманчӗ. Галина Зотова сӑнӗ
Спектакль саманчӗ. Галина Зотова сӑнӗ

Хӗрлӗ Чутай районӗнче «Асамлӑ чаршав» фестиваль малалла пырать. Ял тӑрӑхӗсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри Культура ҫурчӗсен сцени ҫине паллӑ драматургсен хайлавӗсемпе тухаҫҫӗ. Халӑх ытларах камитсем пӑхма юратать, ҫавӑнпа артистсем ытларах чухне сцена ҫинче кулӑшла спектакльсем лартса пама кӑмӑлларах параҫҫӗ.

Штанашсем вара вӑрҫӑ теми суйласа илнӗ, куракансем умне Беларуҫ драматургӗ Алексей Кудрявцев ҫырнӑ «Тӑлӑх Марье» ятлӑ икӗ пайлӑ драмӑпа тухрӗҫ. Залра «Асамлӑ чаршав» сӑн тата кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Пьесӑри ӗҫсем вӑрҫӑ пӗтнӗренпе 40 ҫул иртсен пулса иртеҫҫӗ. Тӑлӑх хӗрарӑм Марье (Надежда Егорова) ӗмӗр тӑршшӗпех хӑй пытарнӑ летчикӑн вил тӑприне пӑхса пурӑнать, ӑна асрах тытать, вӑл ӑна юратнӑ пулнӑ-ҫке, ял пуҫлӑхӗ лайӑхрах кил-ҫурта куҫма сӗнсессӗн ҫӗнӗ ҫӗре ниепле те куҫса каясшӑн мар. Вӑрҫӑ пьесӑри геройсен асӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ: Мотя хӑйӗн ачине вӗлернӗ хыҫҫӑн ӑсран тайӑлнӑ (ку сӑнара Майа Егорова чуна тивмелле сӑнласа пачӗ, сасси, хӑйне тытни, пуканене ача тесе ыталаса алӑ ҫинче йӑтса ҫӳрени ытла та чуна ҫӳҫентерет.

Малалла...

 

Вӗренӳ

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем паян Штанашри шкула уҫӑ урок итлеме пуҫтарӑнчӗҫ. Штанаш шкулӗ районтан 25 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ пулин те районти пур шкулти вӗрентекен те урок итлеме кӑмӑл тунӑ.

Пухӑннисем умӗнче Питӗркассинчи вӑтам шкулти чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Людмила Валентиновна Жукова, чӑваш чӗлхи секци ертӳҫи «Современные подходы к преподаванию традиционных уроков чувашского языка и литературы в условиях введения ФГОС» (чӑв. ФГОС кӗртнӗ май чӑваш чӗлхипе литературине традицилле уроксенче вӗрентмелли хальхи мелсем) темӑпа калаҫу ирттерчӗ, вӗрентекенсен умӗнче тӑракан ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарчӗ. Штанаш шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекен Майоров Сергей Борисович пухӑннисене 5-мӗш класс ачисемпе паллаштарма кӑмӑл тунӑ. Туслӑ класра 5 вӗренекен ҫеҫ. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑранпа ачасем класӗпех виҫӗ хутчен пӗчӗк хайлавсемпе «Тантӑш» хаҫатра пичетленнӗ, район хаҫатне те ҫырнӑ.

Урок теми «Алфавит ҫӗршывӗнче» (Вӑйӑ-ӑмӑрту) пулчӗ. Сергей Борисович вӗренекенсене алфавит пирки, фонетика, орфографи пирки аса илтерчӗ.

Малалла...

 

Спорт

Ӗнер, юпан 19-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутайра вырнаҫнӑ «Хастар» споркомплексра Афган вӑрҫинче интернационаллӑ тивӗҫе пурнӑҫласа пуҫӗсене хунӑ тата Чечен Республикинче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне вилнӗ салтаксене асӑнса Хӗрлӗ Чутай тата Етӗрне хастарӗсем хушшинче спорт ӑмӑртӑвӗсем иртрӗҫ. Ку ӑмӑртусем яланхи пекех тӗрлӗ ҫулсенче Афган тата Чечня вӑрҫине хутшӑннӑ паттӑрсем хушшинче иртеҫҫӗ. Ӑмӑртӑва йӗркелеме Чӑваш Республикин Хӗрлӗ Чутай тата Етӗрне уйрӑмӗсенчи «Российский Союз ветеранов Афганистана» (чӑв. Раҫҫейри Афганистан ветеранӗсен пӗрлӗхӗ) обществӑлла организаци пулӑшнӑ. Ертӳҫисем — Александр Хозяйкин тата Сергей Михеев.

Спорт ӑмӑртӑвӗсем пуҫланиччен пухӑннисем вӑрҫӑсенче пуҫӗсене хунисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ.

Хӗрлӗ Чутай районӗн администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров пухӑннисем умӗнче сӑмах каларӗ. Унтан Александр Викторович Василий Афанасьева ҫитӗнекен ӑру хушшинче патриотизм туйӑмне аталантарас енӗпе хастар ӗҫленӗшӗн ЧРО РСВА председателӗ И.Кашаев алӑ пуснӑ Хисеп Хучӗ пачӗ.

Малтанах пухӑннисем волейбол вӑййи вылярӗҫ.

Малалла...

 

Спорт

Хӗрлӗ Чутай районӗнчен виҫӗ вӑрҫӑ ветеранӗ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ракетчик пулса ҫапӑҫнӑ: Штанаш салинчи Коннов Иван Николаевич, Шулю ялӗнчи Алексей Анисимович Захаров тата Ишеккассинчи Степан Павлович Плисов. Юпан 16-мӗшӗнче Акчикасси ял тӑрӑхӗнчи Шулюри пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулта Алексей Анисимович Захарова халалласа шахмат турнирӗ иртнӗ.

Турнира чылай ҫын хутшӑннӑ.

Хӗрсем хушшинчи ҫӗнтерӳҫӗсем:

• 1 вырӑн — Анастасия Григорьева (студентка);

• 2 вырӑн — Анастасия Инжебейкина ( 6 класс);

• 3 вырӑн — Полина Медакина (4 класс)

Арҫын ачасем хушшинче:

• 1 вырӑн — Дмитрий Мерзлайкин (6 класс);

• 2 вырӑн — Валерий Кудряшов (6 класс);

• 3 вырӑн — Константин Солдаткин (6 класс).

1–4 классем хушшинче малтисем Петр Захаров тата Светлана Инедеркина. 4–5 класри ачасем хушшинче Константин Тернев и Полина Медакина. Дмитрий Мерзлайкинпа Анастасия Инжебейкина 6–7 класс ачисем хушшинче, 8–9 класри вӗренекенсем хушшинче Вадим Розов и Александра Ходыко ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑчӗҫ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть