
Нумаях пулмасть Вӑрнар округӗнчи Малтикас Ялтӑра ялӗнче пурӑнакансем уява пухӑннӑ. Вӗсем ял уявӗнче савӑннӑ.
Ку ял-йышшӑн хӑйне евӗр юбилей темелле – вӗсем ял уявне пиллӗкмӗш ҫул паллӑ тунӑ. Пӗрле пухӑнас йӑла Малтикас Ялтӑрасен 2022 ҫулта пуҫланнӑ.
Ял уявне халӑх нумай пухӑннӑ. Вӗсем хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Сӗтел ҫине чӑваш сӑрине, шӳрпе, ытти наци ҫимӗҫне лартнӑ. Кашниех хӑналанма пултарнӑ. Стенд ҫинче ял летопиҫӗпе паллашма май пулнӑ.
Уява сумлӑ хӑнасем те килсе ҫитнӗ. Вӗсем Малтикас Ялтӑрара пурӑнакансем ӗҫчен пулнине палӑртнӑ. Кӑҫал ял ҫыннисем «Ниме – халӑх хысни» программӑпа ача-пӑча лапамне ҫӗнетнӗ. Ҫитес вӑхӑтра Малтикас Ялтӑрара пӗвене хӑтлӑлатасшӑн, ун хӗрринче ял халӑхӗ уявсем ирттерме кӑмӑллать.

Чӑваш Енре хӑш-пӗр уявра эрех-сӑра сутма чарасси йӑлара. Пӗлӳ кунӗ ҫывхарать. Ҫапла, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче те республикӑри лавккасенче эрех-сӑра сутмӗҫ. Ку ваккӑн сутакансене пырса тивет.
Палӑртса хӑварар; ЧР Министрсен Кабинечӗн 2012 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, Чӑваш Республикинче эрех-сӑрана ҫулталӑкне тӑватӑ кун сутма юрамасть: шкулсенче юлашки шӑнкӑрав ирттернӗ кунсенче (ҫу уйӑхӗн вӗҫӗ), Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун (ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ), Ҫамрӑксен кунӗнче (ҫӗртме уйӑхӗнчи юлашки шӑматкун) тата Пӗлӳ кунӗнче (авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ).

Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунӗ ҫывхарса пынӑ май паян Шупашкар хулинчи «Спартак» стадионта массӑллӑ вӑйӑ карти иртмеллеччӗ. Анчах кунӗпе тенӗ пек ҫумӑр лӳшкенине кура мероприятие пӑрахӑҫланӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ.
«Ҫанталӑк япӑххине кура уяв мероприятийӗсен программине улшӑнусем кӗртнӗ: «Спартак» стадионти пысӑк вӑйӑ карти иртмест», — тенӗ мэри.
Вӑйӑ картине «Ясна Музыка» пӗтӗм тӗнчери этнофестивальпе килӗшӳллӗн ирттерме палӑртнӑ пулнӑ. Фестиваль вара иртет, вӑл стадионта 14 сехетре пуҫланнӑ. Унта этно-костюмсене кӑтартаҫҫӗ, фолк-ушкӑнсем тата симфони коллективӗсем юрлаҫҫӗ. Каҫхи 8 сехетре гала-концерт пулӗ. Кунӗпех гастрономи лапамӗсем ӗҫлӗҫ, унта наци кухнин ҫимӗҫӗсене тутанса курма пулать.
Сӑмах май, вӑйӑ картине тӑма 1 пин ҫурӑ ытла ҫын регистрациленнӗ пулнӑ.

Шупашкар хули ҫуралнӑ куна хатӗрленет. Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вӑл 557 ҫул тултарӗ.
Спорт тата массӑллӑ мероприятисем «Спартак» стадионта пулӗҫ, Хӗрлӗ тӳреме вара ӗҫлӗ тӗлпулусем тата куравсем валли уйӑрӗҫ.
Урамсене афишӑсемпе, ялавсемпе илемлетме тытӑннӑ ӗнтӗ. Ҫуртсен картишӗсенче вара ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнченпе хаваслӑ программӑсем иртеҫҫӗ. Тӗп мероприятисем паян, Физкультурник кунӗнче, старт илнӗ. Ҫурла уйӑхӗн 15-16-мӗшӗсенче Хӗрлӗ тӳремре «Шупашкар хумӗ» ҫамрӑксен форумӗ иртӗ. Унта хутшӑнакансем хӑйсен проекчӗсене пуҫарма, ӗҫлӗ партнерсем тупма вӗренӗҫ. Ҫавӑн чухнех «Шупашкар – Атӑл ҫинчи телей» ретроперспектива фестивалӗ пулӗ. Хула кунӗ ячӗпе тата ытти мероприятисем иртӗҫ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Хула кунӗ Хӗрлӗ тӳремре уяв концерчӗпе вӗҫленӗ.

Ҫак шӑматкун, ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнчи Совхознӑй поселокра лаша спорчӗн енӗпе Чӑваш Ен кубокӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн лаша завочӗн 100 ҫулхине халалланӑ.
Уяв программине тӗрлӗ енлӗ мероприятипе пуянлатнӑ, ҫавна май унта янаварсен ӑмӑртӑвӗ ҫеҫ мар, концерт та пулӗ.
Концерт курма юратакансем валли икӗ сцена хатӗрлӗҫ: рок-сцена тата поп-сцена.
Рок-сцена ҫине ҫак коллективсем тухӗҫ: «ДМЦ | Дороги Меняют Цвет», «TattooIN Band | Татуин ушкӑн», «ДОНЭРА», «Ё» ушкӑн, «Румба комикс», «Габарит», «ПРИЧИНА ПАДЕНИЯ», «Маньяна».
Тӗп сцена ҫинче ҫаксем пулӗҫ: «The Hatters», «Браво», «Газан», «Малов», «Беz Б».
Лаша ӑмӑртӑвне те, концерта та тӳлевсӗрех кӗрсе курма пулать. Уяв программи 14 сехетре пуҫланӗ.

Хальхи вӑхӑтра чылай ҫӗрте ял кунӗсем иртеҫҫӗ. Кам мӗнле пултарать, ҫавӑн пек йӗркелет ӑна. Хӑш-пӗр ҫӗрте пысӑк йышпа, чаплӑ концерт лартса, тепӗр ҫӗрте — ансатрах.
Шупашкар районӗнчи Янӑш ял тӑрӑхне кӗрекен Аначкасси тата Пранькка ялӗсем пысӑк мар. Клубӗ те унта икӗ яла пӗрлештерет. Ҫавӑнпа ял кунне те вырӑнтисем пӗрле йӗркелме йышӑннӑ. Уява ял-йыш иртнӗ вырсарникун пухӑннӑ.
Аначкасси ял клубӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ял уявне унтисен тӗрлӗ ҫӗре сапаланнӑ тӑванӗсем те килсе ҫитнӗ.
Ялти хастарсене хавхалантарма тӳре-шара алӑ пуснӑ хут панӑ.
Республикӑра «Арча» проект пурнӑҫа кӗрет те, ку тӑрӑхрисем те хӑйсен арчинчи япалисене туртса кӑларнӑ, курав йӗркеленӗ, хӑшӗсем арчари япалана, ҫав шутра ҫӑпата та, тӑхӑнса тухнӑ.

Шупашкарта наци культурисен «Хула пикникӗ» фестивалӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн тӗп хулин кунне халалланӑ. Мероприяти ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Лакрей вӑрманӗнче пулӗ. Вӑл 12-рен пуҫласа 18 сехетчен иртӗ.
«Хыпар» издательство ҫурчӗн халӑх тетелӗнчи пабликӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, уявра пирӗн республикӑра пурӑнакан тӗрлӗ халӑхӑн культурипе ҫывӑхрах паллашма май килӗ. Тӗрлӗ халӑхӑн наци апатне астивсе пӑхма, халӑх ӑстисен ӗҫӗсемпе паллашма, ӑсталӑх лаҫҫисене хутшӑнма, наци вӑййисенче тата спорт ӑмӑртӑвӗсенче тупӑшма май килӗ.
Унсӑр пуҫне тӗрлӗ халӑхӑн юрри-ташшипе киленме май туса пырӗҫ.
Уяв, тепӗр хутчен аса илтерер, Лакрей вӑрманӗнче ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулӗ. Ку вӑл — вырсарни кун. Кӑмӑл пулсан ҫитсе курма май пур.

Улатӑр хули 474-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Уяв мероприятийӗсене Чӑваш Ен Правительствин делегацийӗ те хутшӑннӑ.
Ҫак кун Улатӑрта А.Г.Николаев летчик-космонавт ячӗллӗ 1-мӗш спорт шкулне тӗпрен юсанӑ хыҫҫӑн уҫнӑ. Ӑна ҫӗнетме тата хальхи йышши спорт инвентарӗсемпе тивӗҫтерме республика хыснинчен 72,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Шкулта ачасем валли пӗтӗм условие туса панӑ: спорт гимнастикипе, ирӗклӗ кӗрешӳпе, бокспа тата футболпа туслашма йӑлтах пур халӗ.
ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Сергей Артамонов улатӑрсем ӗҫлеме, чемпионсене воспитани пама пӗлнине палӑртнӑ, малашне те пулӑшассине каланӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 2027 ҫулта хулара футбол уйӗ тума палӑртнӑ. Унта искуственнӑй курӑк, чупмалли ҫулсем, ГТО лапамӗсем тата канмалли зонӑсем пулӗҫ.

Утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ӗренпур облаҫӗнчи Грачевка ялӗнче чӑваш культурин праҫникӗ «Уяв» иртнӗ. Унта Чӑваш Енри, Пушкӑртстанри, Ӗренпур облаҫӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ.
Артистсем сцена ҫинче чӑвашла юрӑсем шӑрантарнӑ. Мероприяти хаваслӑ та кӑсӑклӑ иртнӗ: йӗркелӳҫӗсем этнокартишсем хатӗрленӗ, куравсем, ӑсталӑх класӗсем, спорт ӑмӑртӑвӗсем ирттернӗ. Ҫавӑн пекех наци апат-ҫимӗҫне тутанса пӑхма май пулнӑ, ҫавӑнтах чӑваш сувенирӗсене сутнӑ.
«Уява» Чӑваш Республикинчен Вӑрнар округӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ кайнӑ.

Муркаш районӗнчи Очӑкасси ял клубӗнче кӗнеке хӑтлавӗ иртнӗ. Ҫавна май Муркаш районӗнчи тӗп вулавӑш тата Очӑкассинчи ял вулавӑшӗ вулав конференцийӗ йӗркеленӗ.
Леонид Морозов ятлӑ автор «Слово ученика об учителях» кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ. Тиражӗ пысӑк мар-ха. 100 экземпляр. Сӑмах май каласан, Леонид Петрович 15 кӗнеке авторӗ иккен.
Леонид Петрович Морозов хӑйӗн пӗрремӗш кӗнекинче («Малая родина Оточево», 2014 ҫул) Шурик Матвеев ҫывӑх юлташӗ пирки пичетлесе кӑларнӑ. Александр Витальевич — инженер тата конструктор. Александр Витальевич сӑвӑ та ҫырать иккен. «Мой мир в рифмах» сӑвӑсен пуххине вӑл 30 экземплярпа тӑванӗсем валли кӑларнӑ. Кӗнеке 198 страницӑран тӑрать, унта 150 ытла сӑвӑ.
Муркаш муниципалитет округӗн администрацийӗн культура тата архив ӗҫӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Любовь Рыжкова Л. П. Морозова тата А. В. Матвеева Муркаш тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн Тав хучӗпе чысланӑ.
