Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Улатӑр хули 474-мӗш суралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Уяв мероприятийӗсене Чӑваш Ен Правительствин делегацийӗ те хутшӑннӑ.
Ҫак кун Улатӑрта А.Г.Николаев летчик-космонавт ячӗллӗ 1-мӗш спорт шкулне тӗпрен юсанӑ хыҫҫӑн уҫнӑ. Ӑна ҫӗнетме тата хальхи йышши спорт инвентарӗсемпе тивӗҫтерме республика хыснинчен 72,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Шкулта ачасем валли пӗтӗм условие туса панӑ: спорт гимнастикипе, ирӗклӗ кӗрешӳпе, бокспа тата футболпа туслашма йӑлтах пур халӗ.
ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Сергей Артамонов улатӑрсем ӗҫлеме, чемпионсене воспитани пама пӗлнине палӑрнӑ, малашне те пулӑшассине каланӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 2027 ҫулта хулара футбол уйӗ тума палӑртнӑ. Унта искуственнӑй курӑк, чупмалли ҫулсем, ГТО лапамӗсем тата канмалли зонӑсем пулӗҫ.
