Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.5 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Уявсем

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Раштавӑн 20-мӗшӗнче Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре Хӗл Мучи резиденцийӗ алӑкне уҫӗ. Вӑл мӗнле расписанипе ӗҫлени паллӑ.

Резиденци раштавӑн 20-29-мӗшӗсенче 18 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен ӗҫлӗ. Раштавӑн 29-30-мӗшӗсенче вара —13 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен (15-16 сехетре тӑхтав пулӗ). Раштавӑн 31-мӗшӗнче резиденци 12 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен уҫӑ пулӗ.Кӑрлачӑн 1-8-мӗшӗсенче унта 13-20 сехетсенче кайса курма пулать (15-16 сехетре тӑхтав).

Хӗл Мучи патне тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall45217227_5216
 

Раҫҫейре

Килес ҫул пирӗн ҫӗршывра юлашки шӑнкӑрав тата шкулсенчи уйрӑлу каҫӗ хӑҫан иртесси паллӑ.

Юлашки шӑнкӑрав кунне ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Шкулпа сывпуллашмалли каҫ вара тепӗр уйӑхран, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, пулӗ. Ҫав уявсене патриотизм темипе тата ҫемьене хаклассипе ҫыхӑнтарма сӗннӗ.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ ҫулти уявсенче тата канмалли кунсенче Шупашкарта пиротехникӑпа усӑ курассине чикӗлӗҫ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑрӑва асӑрхаттарас тата пӗтерес енӗпе ӗҫлекен комисси ларӑвӗнче пӗлтернӗ.

Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта раштавӑн 25-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 11-мӗшӗччен пушара хирӗҫ режим вӑйра пулӗ. Ҫавна май уявсенче пиротехникӑпа ирӗклӗн усӑ курма чарӗҫ. Хальлӗхе ӑҫта тата мӗнле усӑ курма юраманни пирки пӗлтермен.

Иртнӗ ҫулсенче вара ҫак икӗ хулара пиротехникӑпа усӑ курмалли ятарлӑ лапамсем пулнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Йӗпреҫ округӗнчи Агеевсем пурнӑҫ ҫулӗпе пӗрле утса 5 ача ӳстернӗ, халӗ 11 мӑнукӗпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Ҫак кунсенче Сергей Николаевичпа Ольга Евгеньевна ылтӑн туйне паллӑ тунӑ.

Сергей Николаевич Горькинчи чукун ҫул ҫинче ӗҫленӗ. Ольга Евгеньевна колхозра бухгалтерта чылай ҫул тӑрӑшнӑ, кайран 18 ҫул почта уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.

Мӑшӑра Кӗлӗмкасси территори уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Валерий Никонов саламланӑ.

 

Республикӑра
historical-baggage.ru сӑнӳкерчӗкӗ
historical-baggage.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре Улатӑр хулин 475 ҫулхине уявлама хатӗрленеҫҫӗ. Асӑннӑ хулана йӗркеленӗренпе 475 ҫул ҫитнине 2027 ҫулта уявлӗҫ.

Ҫавна май пирӗн республикӑра ӗҫлӗ ушкӑн туса хунӑ, унта камсем кӗрессине палӑртнӑ.

Йӗркелӳпе техника ӗҫӗсемшӗн Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви яваплӑ пулӗ.

 

Хулара

Ыран, чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарта хӑш-пӗр ҫулпа чылай машинӑна ҫӳреме чарӗҫ. Ҫапла ирхи 7 сехетрен пуҫласа Ача амӑшӗн кунӗпе ҫыхӑннӑ массӑллӑ мероприятисем вӗҫлениччен пулӗ. Ку Ленинград урамне (Воробьев композиторсен урамӗпе хӗресленнӗ вырӑнтан пуҫласа Хӗрлӗ тӳрем таран) пырса тивет.

Ҫак вырӑнта тӳлевлӗ паркинг та ӗҫлемӗ. Ҫавна май Шупашкар хула администрацийӗ маршрута маларах палӑртса хума сӗнет.

 

Чӑвашлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра Чӑваш тӗррин кунне уявларӗҫ. Кӑҫал вӑл улттӑмӗш хутчен иртрӗ.

Тӗп мероприяти Шупашкарта, Чӑваш академи драма театрӗнче, пулнӑ. Унта пухӑннисене уявпа республика Элтеперӗ Олег Николаев саламланӑ.

Сумлӑ ытти хӑна та пулнӑ. Ҫав шутра — Раҫҫей Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Алла Салаева, Чӑваш Енри хӗрарамсен канашӗн председателӗ Наталья Николаева, «Ӗҫлӗ Раҫҫей» общество организацийӗн республикӑри уйрӑмӗн ертӳҫи Алексей Ефимов.

Республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова хӑнасене театрта ятарласа вырнаҫтарнӑ экспозиципе паллаштарнӑ. Унта пир тӗртмелли станок та, чӑваш тумне тӑхӑнтартнӑ манекенсем те, салтак тутри те тата ытти нумай япала пулнӑ.

 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Вӑрнарсем ентешлӗх уявне пухӑннӑ. Уяв Шупашкарта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче иртнӗ.

«Туслӑх» ентешлӗх уявне пултарулӑх коллективӗсем тата Вӑрнар округӗнчи артистсем хутшӑннӑ, юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Сӑра вӗретекенсен конкурсне хутшӑннисем ҫак ӗҫмене мӗнле хатӗрленине кӑтартнӑ. Жюри пайташӗсем сӑра пахалӑхне, рецептне, тутине пахаланӑ.

Тепӗр конкурс сӗтел хитре хатӗрлесси пулнӑ. Территори пайӗсем хӑнасене наци апат-ҫимӗҫӗпе хӑналанӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_16269
 

Культура
Чӑваш Енӗн Культура министерствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Культура министерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пирӗн республикӑра Чӑваш тӗррин кунне уявлаҫҫӗ. Ҫавна май республикӑн Культура министерстви кӑҫал та ҫав кун ӗҫе е вӗренме чӑваш тӗрриллӗ ҫипуҫпа, эрешпе кайма сӗнет.

Сӑнӳкерчӗксене сайтсенче тата халӑх тетелӗсенче вырнаҫтарма, вӗсене #Деньчувашскойвышивки2025, #наработусвышивкой, #научебусвышивкой хештгесемпе палӑртмалла.

«Ӗҫе е вӗренме чӑваш тӗррипе» акцие пирӗн республикӑра 2023 ҫултанпа ирттереҫҫӗ.

 

Раҫҫейре

Пирӗн ҫӗршывра кӑҫал Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкӗ тесе йышӑнни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ унччен темиҫе хутчен те пӗлтернӗччӗ.

Пирӗн ҫӗршывра ҫар мухтавӗн тата тепӗр кунӗ пулӗ. Кун пирки ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ. Вӑл уяв ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулӗ. Ӑна Кенигсберга паттӑрла хӳтӗлесе хӑварнине халалланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/bbbreaking/219474
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, ... 178
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 04

1924
102
Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ ҫуралнӑ.
1938
88
Гордеев Денис Викторович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1968
58
Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем