Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Уявсем

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарта пурӑнакан, Корея вӑрҫине хутшӑннӑ Георгий Александров 98 ҫул тултарнӑ.

Ӑна ҫуралнӑ кунпа саламлама Ленин районӗн Патшалӑх хӳтӗлевӗ тата инкеклӗ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен штаб пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов килнӗ. Вӑл Георгий Александрова РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ открыткине тата асӑнмалӑх парнесем панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_265478
 

Раҫҫейре
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарти Рспублика тӳремӗнче вырнаҫтарнӑ тӗп ёлка Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей ёлкисем» конкурса хутшӑнать.

Конкурс раштавӑн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Кӑҫал Шупашкарти тӗп ёлка ҫине 500 тетте ҫакнӑ, вӗсенчен 70-шӗ ҫутатать.

Шупашкарти ёлкӑшӑн кӑрлачӑн 9-13-мӗшӗсенче сасӑлама май пур. Ҫак каҫӑ ҫине кӑна пусмалла: vk.com/art.goroda_rossii. Пирӗн ёлкӑна ҫӗнтерме пулӑшӑр!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Тӗн
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Паян Раштав кӗлли Шупашкарти Введени кафедра соборӗнче пулӗ. Ӑна Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ Савватий ирттерӗ. Ӑна 22:00 сехетре Наци телекуравӗпе тӳрӗ эфирта курма май пулӗ. Комментаторӗ Введени соборӗн клирикӗ, вырсарни шкулӗн преподавателӗ Александр Михайлов иерей пулӗ.

Наци телекуравӗ ҫавӑн пекех Муркаш округӗнчи арҫынсен Александр Невский храмӗнче иртекен кӗлле те кӑтартӗ.

 

Раҫҫейре

Шупашкар районӗнчи Вӑрманкасси ялӗнче пурӑнакан Селедкинсем пирки Пӗрремӗш каналпа каласа кӑтартнӑ.

Ҫак ҫемье кашни ҫулах Ҫӗнӗ ҫул умӗн хӑйсен кил-ҫуртне тӗлӗнсе каймалла илемлӗ капӑрлатать иккен. Тата тӗрӗсрех каласан, 12 ҫул ҫапла тӑвать-мӗн. Тӗрле кӳлепе ӑсталама та юратать ҫемье.

Раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ку ҫемье ҫинчен Пӗрремӗш канал сюжет кӑтартнӑ.

Кил хуҫи, электрик пулса ӗҫлекен Александр, кашни ҫулах ҫак вӑхӑтра виҫӗ эрнелӗх отпуск илет. Мӑшӑрӗпе пӗр шухӑшлӑ пулса вӗсем кил-ҫурта капӑрлатаҫҫӗ. Кӑҫал 600 метр гирлянда кирлӗ пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/Chuv_today/18947
 

Хулара
«Грани» хаҫат сайтӗнчи сӑн
«Грани» хаҫат сайтӗнчи сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта та Хӗл Мучин резиденцийӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл ачасене ӗнертенпе йышӑнать.

Резиденци Тӗкӗрҫ рашчинче вырнаҫнӑ. Вӑл раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен 11 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен ӗҫлет. Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ачасене 14:00-18:00 сехетсенче йышӑнать. Кӑрлач уйӑхӗн 2-11-мӗшӗсенче вара 11 сехетре уҫӑлать те 18 сехетчен ӗҫлет.

Аса илтерер: Шупашкарта та Хӗл Мучи резиденцийӗ ӗҫлет. Вӑл кӳлмекре вырнаҫнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Пӗтӗм Раҫҫейри «Ӗмӗтсен ёлки» акцие хутшӑннӑ. Вӑл чӑрӑш ҫинчен виҫӗ тетте илнӗ, вӗсенче – ачасен ӗмӗчӗсем.

Олег Алексеевич 13 ҫулти Федора телескоп парнелӗ, Аринӑна – балансборд. 15 ҫулти Никитӑна вара кӗтмен парнепе савӑнтарӗ.

Чӑваш Енри хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗн председателӗ Наталья Николаева Шупашкарти 5-ри Ульянӑн, Ҫӗнӗ Шупашкарти Кирӑн тата Шупашкар округӗнчи Чӗркаш ялӗнчи Дарьйӑн ӗмӗчӗсене пурнӑҫлӗ.

 

Раҫҫейре

Ку эрнере 5 кун ӗҫлӗпӗр, тепӗр эрнере вара – икӗ кун кӑна. Унтан 2 эрнене яхӑн тӑсӑлакан каникул пулӗ.

Ҫитес эрнере раштавӑн 29 тата 30-мӗшӗсенче, тунтикунпа ытларикун, ӗҫлемелле. Раштавӑн 31-мӗшӗнче кӑҫал канатпӑр. Кун пекки – пӗрремӗш хут. Ытти ҫул вӑл ӗҫ кунӗ пулнӑ.

Каникул кӑрлачӑн 11-мӗшӗччен тӑсӑлӗ, 12-мӗшӗнче ӗҫе тухмалла.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Раштавӑн 20-мӗшӗнче Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре Хӗл Мучи резиденцийӗ алӑкне уҫӗ. Вӑл мӗнле расписанипе ӗҫлени паллӑ.

Резиденци раштавӑн 20-29-мӗшӗсенче 18 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен ӗҫлӗ. Раштавӑн 29-30-мӗшӗсенче вара —13 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен (15-16 сехетре тӑхтав пулӗ). Раштавӑн 31-мӗшӗнче резиденци 12 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен уҫӑ пулӗ.Кӑрлачӑн 1-8-мӗшӗсенче унта 13-20 сехетсенче кайса курма пулать (15-16 сехетре тӑхтав).

Хӗл Мучи патне тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall45217227_5216
 

Раҫҫейре

Килес ҫул пирӗн ҫӗршывра юлашки шӑнкӑрав тата шкулсенчи уйрӑлу каҫӗ хӑҫан иртесси паллӑ.

Юлашки шӑнкӑрав кунне ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Шкулпа сывпуллашмалли каҫ вара тепӗр уйӑхран, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, пулӗ. Ҫав уявсене патриотизм темипе тата ҫемьене хаклассипе ҫыхӑнтарма сӗннӗ.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ ҫулти уявсенче тата канмалли кунсенче Шупашкарта пиротехникӑпа усӑ курассине чикӗлӗҫ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑрӑва асӑрхаттарас тата пӗтерес енӗпе ӗҫлекен комисси ларӑвӗнче пӗлтернӗ.

Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта раштавӑн 25-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 11-мӗшӗччен пушара хирӗҫ режим вӑйра пулӗ. Ҫавна май уявсенче пиротехникӑпа ирӗклӗн усӑ курма чарӗҫ. Хальлӗхе ӑҫта тата мӗнле усӑ курма юраманни пирки пӗлтермен.

Иртнӗ ҫулсенче вара ҫак икӗ хулара пиротехникӑпа усӑ курмалли ятарлӑ лапамсем пулнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, ... 182
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрПулӑсем
Сурӑх: Малашлӑхра тупӑш паракан проектсене пуҫӑнма лайӑх вӑхӑт. Эрне варринелле вӑй-хал, хастарлӑх чакма пултарӗ, ҫавӑнпа вӑя тӗрӗс пайласа усӑ курма пӗлӗр.

Юпа, 12

1911
115
Уйӑп Мишши, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1918
108
Юшков Сергей Павлович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1938
88
Иванова Любовь Филипповна, вулавӑшҫӑ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1944
82
Решетов Юрий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ, баянист ҫуралнӑ.
1956
70
Игнатьева Валентина Ивановна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ