Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарта наци культурисен «Хула пикникӗ» фестивалӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн тӗп хулин кунне халалланӑ. Мероприяти ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Лакрей вӑрманӗнче пулӗ. Вӑл 12-рен пуҫласа 18 сехетчен иртӗ.
«Хыпар» издательство ҫурчӗн халах тетелӗнчи пабликӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, уявра пирӗн республикӑра пурӑнакан тӗрлӗ халӑхӑн культурипе ҫывӑхрах паллашма май килӗ. Тӗрле халӑхӑн наци апатне астивсе пӑхма, халӑх ӑстисен ӗҫӗсемпе паллашма, ӑсталӑх лаҫҫисене хутшӑнма, наци вӑййисенче тата спорт ӑмӑртӑвӗсенче тупӑшма май килӗ.
Унсӑр пуҫне тӗрлӗ халӑхӑн юрри-ташшипе киленме май туса пырӗҫ.
Уяв, тепӗр хутчен аса илтерер, Лакрей вӑрманӗнче ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пулӗ. Ку вӑл — вырсарни кун. Кӑмӑл пулсан ҫитсе курма май пур.
