Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Долинӑпа тӗл пулма Михаил Игнатьев чӑваш тӗрриллӗ кӗпе тӑхӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 17.08.2014 19:11 | 1794 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх Лариса Долинӑпа Михаил Игнатьев
Лариса Долинӑпа Михаил Игнатьев

Шупашкар хулине йӗркеленӗренпе 545 ҫул (кун пирки тӗпчевҫӗсенчен хӑшӗсем урӑхларах шухӑшлаҫҫӗ те, анчах официаллӑ йышӑннӑ тӑрӑх вӑл ҫавӑн чул ҫулта) ҫитнӗ май паян Шупашкарта паллӑ эстрада тата джаз юрӑҫи Лариса Долина пулнӑ. Раҫҫейӗн халӑх артисчӗ хисеплӗ ята тивӗҫнӗ пултарулӑх ҫыннипе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗл пулнӑ. Тӗлпулӑва вӑл, сӑмах май, тӗрленӗ чӑваш кӗпи тӑхӑнса пынӑ.

Долина пултарулӑхне пысӑка хурса хакланӑ май Михаил Васильевич джаз юрӑҫи совет тата Раҫҫей эстрадине аталанма пысӑк тӳпе хывнине, ҫынсене чылай ҫул чун ӑшшине парнеленине палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне Чӑваш Ен Элтеперӗ Лариса Долина юрлани ҫынсенче чи лайӑх туйӑма — юрату, шанчӑклӑх, ҫепӗҫлӗх, ырӑлӑх — ҫуратать тесе шухӑшлать иккен.

Долина Шупашкар питӗ килӗшнине пӗлтернӗ. Регионсенче юрлама ӑна Мускавпа Питӗртинчен ытларах килӗшнине те пытарман вӑл. Каҫхи тӑхӑр сехетре вӑл Шупашкрати Хӗрлӗ тӳремре концерт кӑтартнӑ. Ӑна Наци телекуравӗ тата республикӑн влаҫ органсӗен официаллӑ порталӗ тӳрӗ эфирта трансляциленӗ.

#Шупашкар, #тӗлпулусем, #Шупашкар хула кунӗ, #уявсем, #концертсем

 

Комментари:

Алина // 2964.66.2697
2015.01.30 17:58
Алина
Чӑваш ҫыннисем ,эпӗ пӗлекень енчень...Чӑвашла калаҫмаҫҫӗ,вӑтанаҫҫҫӗ хӑйсень челхинчень..

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем