Улатӑр тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене хӑтлӑх кӗртӗҫ. Ку тӗллевпе республикӑн Министрсен Кабинечӗн резерв хыснинчен 24 миллион та 900 пин тенкӗ уйӑрнӑ.
Укҫа-тенке Пӗтӗм Раҫҫейри хӑтлӑх кӗртмелли чи лайӑх проектсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисем валли уйӑраҫҫӗ. 24,9 миллион тенке Ҫӗнӗ Шупашкарпа Улатӑр пайлӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкара – 4972600 тенкӗ лекӗ, Улатӑра – 20 миллион тенкӗ.
Чӑваш патшалӑх филармонийӗн «Ҫеҫпӗл» ансамблӗ гастроле тухса кайнӑ. Аякках мар-ха, хамӑр республика тӑрӑх.
Виҫӗ кунлӑх тур вӑхӑтӗнче артистсем тӗрлӗ ҫӗре ҫитсе хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарӗҫ.
Пӗрремӗш кун вӗсем Улатӑр хулинчи Культура ҫурчӗн сцени ҫине тухнӑ. Унта ансамбль «Тӑван халӑх сасси» программӑпа ҫитнӗ. Филармонире палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, концерт артистсен пултарулӑхне яр уҫҫӑн уҫса панипе пӗрлех чӑваш чӗлхин илемлӗ янӑравӗпе киленме май парать.
Чӑваш Республикин Наци библиотеки централизациленӗ майпа кӑҫал 6 млн тенкӗлӗх 11 пине яхӑн экземпляр кӗнеке туяннӑ, вӗсенче 82 библиотекӑна валеҫсе тухнӑ.
Ҫӗнӗ кӑларӑмсем ялти 50 библиотекӑна, хулари 25 вулавӑша, ҫавӑн пекех Улатӑрти, Канашри, Куславккари, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери, Шупашкарти тӗп вулавӑшсене тата Чӑваш Енӗн Наци библиотекине лекнӗ.
Вулавӑшсен кӗнеке фончӗ ҫапла майпа тӗрлӗ отрасль литературипе, словарьсемпе тата энциклопедисемпе, илемлӗ литературӑпа пуянланнӑ.
АКА | 10 |
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприяийӗсем ҫуракине тухнӑ. Ҫак ӗҫе республикӑмӑрӑн кӑнтӑр енчи районӗсенче пурӑнакансем ыттисенчен маларах кӳлӗнеҫҫӗ.
Паянхи кун илсен уй-хирте Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка тата Пӑрачкав муниципалитет тӑрӑхӗсенче ӗҫлеҫҫӗ. Вӑл тӑрӑхри аграрисем ҫуртри пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 3007 гектар ҫинче акнӑ, рапса — 10 гектар.
Ҫуракине ирттерме хуҫалӑхсен вӑрлӑх ҫителӗклӗ. Кондициллӗ вӑрлӑха кирлинчен 96 процент чухлӗ хатӗрленӗ.
Ҫӑлавҫӑсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Улатӑрта 15 кил хуҫалӑхне шыв кӗнӗ. Анчах пӑшӑрханмалли ҫук - Сӑрта шыв чакма пуҫланӑ. Ӗнер шыв шайӗ 7 сантиметр аннӑ.
Мӑн Ҫавал вара ҫыранран тухать те тухать. Ҫӗрпӳ районӗнчи Туҫи ялне шыв илес хӑрушлӑх пур. Ун ҫывӑхӗнче ӗнер Мӑн Ҫавал 60 сантиметр хӑпарнӑ. Ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пур вырӑнсенче экстреннӑй службӑсем дежурствӑра тӑраҫҫӗ.
Чӑваш Ен Правительстви массӑллӑ информаци хатӗрӗсене грант шучӗпе 19 миллион тенкӗ ытларах укҫа пама палӑртать.
«Чӑваш Ен» ПТРКна 1 миллион та 226,4 пин тенкӗ уйӑрса парасшӑн. Ҫав укҫа икӗ телепрограммӑпа 1 радиопрограмма хатӗрлеме кайӗ. «Чӑваш Ен» НТРКна — 1 миллион та 671,2 пин тенкӗ (2 телепрограммӑпа 3 радиопрограмма валли), ЮТВна — 502 пин тенкӗ (1 телепрограмма валли), «Высший пилотаж» обществӑна — 222,4 пин тенкӗ (1 радиопрограмма валли).
«Советская Чувашия» хаҫат 4 миллион та 314,9 пин тенкӗлӗх 16 гранта ҫӗнсе илнӗ, «Грани» хаҫат — 1 миллион та 925 пин тенкӗлӗх 7 гранта, «Хыпар» издательство ҫурчӗ — 3 миллион тенкӗ те 489,9 пин тенкӗлӗх 13 гранта.
Списокра ҫавӑн пекех Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай тата Ҫӗрпӳ районӗсен хаҫачӗсем.
Республикӑра ейӳне хатӗрленеҫҫӗ. Лару-тӑру йывӑрлансан 17 муниципплитетра ейӳ сарӑлма пултарать. Вӗсенче 1,5 пин ҫуртра 3,5 пин ытла ҫын пурӑнать.
Хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултаракан вырӑнсенчен чи пӗлтерӗшли - Улатӑр.
Ҫуркуннене кӗтсе илнӗ май ҫак 17 районта ейӳпе кӗрешмелли комисси йӗркеленӗ, мероприятисен планне хатӗрленӗ. Юханшывсенчи шыв шайне оперативлӑ майпа тӗрӗслесе тӑракан 5 стационарлӑ гидропост пулӗ.
Улатӑрта икӗ хутлӑ хӑна ҫурчӗ хута ярӗҫ. «Электроприбор» савут пӗлтернӗ тӑрӑх, унта 20 пӳлӗм пулӗ. Савут – строительствӑна саккас параканни.
Предприяти инвестици проектне пурнӑҫлама пуҫланӑ ӗнтӗ. Хӑна ҫуртне ҫулталӑк вӗҫлениччен туса пӗтересшӗн. Ҫак кунсенче техника ҫӗр ӗҫӗсене пурнӑҫлама пуҫланӑ.
Хӑна ҫуртне И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн филиалӗ пулнӑ вырӑнта хута ярӗҫ. Ҫав ҫурта 1939 ҫулта тунӑ, кивелнипе ишсе антарнӑ. Интерьера тунӑ чухне Улатӑрта ҫуралса ӳснӗ, унтах ӗҫлесе пурӑннӑ Степан Эрьзи скульптор пултарулӑхӗпе уса курӗҫ.
Улатӑрта 12 ҫын пыршӑлӑх инфекцине пула пульницӑна лекнӗ. Вӗсем пурте суши-барта пулнӑ.
Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, Первомайски урамӗнче вырнаҫнӑ кафере пулнӑ 11 ҫын тата унта ӗҫлекен 1 ҫын чирлесе ӳкнӗ. Шар курнисен йышӗнче – 4 ача. Пурне те пульницӑна вырттарнӑ. Анализсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, Сальмонелла тупса палӑртнӑ.
Суши-бар хуҫи тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, хушма профилактика мероприятийӗсем ирттерме хушнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче кӑнтӑрла Улатӑрта ҫурт ҫунса кайнӑ. Вӑл виҫӗ ачаллӑ Ударцевсен пулнӑ.
Ҫурт арҫынсен Ҫветтуй Троица мӑнастирӗ ҫумӗнче вырнаҫнӑ. Ҫемье пуҫӗ унта 20 ҫул ытла ӗнтӗ водительте ӗҫлет.
Ҫулӑм ҫурта кӑна мар, мунчана, хуралтӑ таврашӗсене те тӗп тунӑ. Пушар вӑхӑтенче ҫемье докуменчӗсене тата кӑштах япалисене илсе тухса ӗлкӗрнӗ.
Мӑнастирьте ӗҫлекенсем шар курнӑ ҫемье валли укҫа пухма тытӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |