Нумаях пулмасть пирӗн республикӑра кантурта ӗҫлекен чипер пикесен конкурсӗ иртнӗ. «Мисс Офис – 2021» ят панӑ ӑмӑртӑва пирӗн тӑрӑхри 20 компани хӗрӗсем хутшӑннӑ. Асӑннӑ ӑмӑртура Офис ӗҫченӗсен пӗтӗм тенчери конкурсӗн 12-мӗш сезонне хутшӑнма суйласа илнӗ.
Кастинга 20 организацирен хутшӑннӑ, анчах конкурсӑн ҫурма финалне виҫҫӗн ҫеҫ лекейнӗ. Ҫав пикесем сӑнӳкерчӗкре (сулахайран сылтӑмалла) сӑнланнӑ: Ольга Дмитриева, суту-илӳ менеджерӗ; Дарья Моисеева, реклама менеджерӗ; Анастасия Семенова, менеджер.
Авӑн уйӑхӗнче тӗнче тетелӗнче сасӑлав иртӗ. Финала 30 хӗр ҫеҫ лекейӗ. Кайран вӗсенчен пӗрне, ҫӗнтерӳҫе, «Мисс Офис – 2021» титул парӗҫ тата 2 миллион тенкӗ (налукне конкурса йӗркелекенсем хӑйсем тӳлӗҫ) парса хавхалантарӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ-хӗр конкурс учредителӗн тата тӗп спонсорӗн реклама кампанийӗн сӑнӗ пулса тӑрӗ.
Чӑваш Ен хыснинче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫитӗнекен шӑпӑрлансене шкулта тӳлевсӗр ҫитерме укҫа тупӑннӑ. Сӑмах май, унччен ку укҫана муниципалитет уйӑрнӑ.
Ку ыйтӑва Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра сӳтсе явнӑ. ЧР вӗренӳ министрӗ Алла Салаева пӗлтернӗ тӑрах, республикӑра ку категорие кӗрекен 11800 ача шутланать. Вӗсене хула е район хыснинчи укҫапа тӳлевсӗр ҫитермелле, анчах пур чухне те укҫа ҫитмест-мӗн.
Нумаях пулмасть республика тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн 455 миллион тенкӗ гранта тивӗҫнӗ. Шӑпах ку укҫа ачасене тӳлевсӗр ҫитермешкӗн кайӗ. Ҫапах район-хула хыснисем те ку тӗллевпе укҫа уйӑрӗҫ.
Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗ пулнӑ, асӑннӑ ведомствӑра ертсе пыракан должноҫсенчен пӗрне йышӑннӑ ҫынна улталанӑшӑн явап тытарнӑ.
48 ҫулти арҫына РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе айӑпланӑ. Ку статьяпа пысӑк суммӑлӑх улталакансене явап тыттараҫҫӗ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, МЧС ӗҫченӗ пулнӑ этем ҫурт-йӗр туянма тӑкакланнӑ тесе Федерацин налук службине хутсем тӑратнӑ. Ҫавна май 2015-2016 ҫулсемшӗн вӑл 260 пин тенкӗ налук вычечӗ илнӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫурта арҫын ҫывӑх тӑванӗнчен пӗлӗшӗ урлӑ илнӗ. Туянса вӑл тӑкакланман.
МЧС ӗҫченӗ айӑпа йышӑннӑ, вычет шутӗпе илнӗ укҫана тавӑрса панӑ. Суд ӑна 200 пин тенкӗлӗх штраф хурса панӑ.
Шуашкарта пурӑнакан арҫынсем хӗрарӑма пула укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Вӗсенчен пӗри, аслӑраххи, 430 пин тенке такамсене куҫарса панӑ, ҫамрӑкраххи — 32 пин.
Хайхи этемсене хӗрарӑм кирлӗ пулса кайнӑ. Секс пулӑшӑвӗ кӳресси пирки хыпарланине арҫынсем тӗнче тетелӗнче асӑрханӑ. 53-ри арҫын хӗрарӑм патне тухса кайнӑ. Палӑртнӑ вырӑна ҫитсен арҫын хӗрарӑм патне шӑнкӑравланӑ. Лешӗ малтан укҫа куҫарса пама ыйтнӑ. Депозит евӗр. Улталанасран хӑранипе. Кайран укҫана тавӑрса пама шантарнӑ. Кайран хӗрарӑм касса аппарачӗ йӗркеллӗ ӗҫлеменни, унтан тата темӗнле пӑтӑрмах ҫине йӑвантарнӑ. Ҫапла вара арҫын 430 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Унтан хӗрарӑм телефона тек тытман.
Мускава вахта мелӗпе ӗҫлеме ҫӳрекен арҫын лотерейӑра укҫа выляса илнӗ. Кун пирки «Столото» пӗлтерет.
Шупашкарта пурӑнакан Дмитрий Шевнин виҫӗ ҫул ӗнтӗ лотерея вылять. Билет туяннӑ чухне яланах ӑна ӑнасса шанать. Хальхинче ӑнӑҫу чӑнах та ун енче пулнӑ. Вӑл лотерейӑра 706 пин те 577 тенкӗ выляса илнӗ.
Дмитрий укҫа выляса илнине пӗлсен питӗ тӗлӗнне, ҫав вӑхӑтрах савӑннӑ. Ара, вӑл ҫакна тахҫантанпах кӗтнӗ вӗт.
Дмитрий ку укҫа-тенке хваттер тяннӑ ҫӗре ярасшӑн.
Пирӗн ҫӗршывра, апла пулсан, Чӑваш Енре те ҫурт-йӗр хакӗ кӑҫал каллех ӳсӗ. Ҫакӑ тара пама хваттер туянакансен йышӗ ӳснипе тата строительство материалӗсен хакӗ хӑпарнипе ҫыхӑннӑ. Кун пирки Наци кредит рейтингӗн агентстви пӗлтернӗ.
Маларах асӑннӑ ҫӑлтава пула кредитӑн вӑтам виҫи хӑпарса пырать, пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчипе танлаштарсан кӑҫалхи асӑннӑ тапхӑр тӗлӗнче 29 процент ӳснӗ (Тӗп банк пӗлтернӗ тӑрӑх, 2,9 миллион тенке ҫитнӗ).
Тишкерӳҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, банксен вӑтам ставки 8 процентран пуҫласа 9 процент таран хӑпарӗ. Ҫӑмӑллӑхлӑ программӑпа чи пысӑк ставки виҫи 6,5 процентран 7 процента ҫитет. Тепӗр тӗп ҫӗнӗлӗх — ҫӑмӑллӑхлӑ программӑн чи пысӑк виҫи ҫӗршывӑн мӗнпур регионӗнче 3 миллион тенкӗпе танлашасси.
Республикӑри патшалӑх органӗсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерекен служба «Тойота камри» машинӑсем илме палӑртни пирки пӗлтернӗччӗ. Халӗ туянмӗҫ, кун пирки хушу та кӑларнӑ.
Аса илтерер: унччен Элтепер администрацийӗн автобази пулнӑ вӑл. Халӗ ятне улӑштарнӑ. База 12,8 миллион тенкӗлӗх 6 «Тойота камри» туянасси пирки пӗлтернӗ, аукцион ирттерме палӑртнӑ. Кашни машина 2,1 миллион тенке кайса лармаллаччӗ.
База машинӑсем туянмӗ, эппин, аукцион та иртмӗ.
Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ Шупашкар районӗнчи Лапсарта регистрациленнӗ «Юрма» кайӑк-кӗшк компанине панкрута кӑларма йышӑннӑ. Ҫавӑн пек тавӑпа суда Перекет банкӗ тухнӑ. Кредит учрежденийӗ умӗнче предприяти 2,289 миллиард тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ.
«Юрма» агрохолдинг комбикорм хатӗрлессипе, кайӑк-кӗшӗк ӳстерессипе, ял хуҫалӑх продукцине тирпейлессипе тата сутассипе ӗҫленӗ. Предприятин устав капиталӗ – 786,8 миллион тенкӗ.
Сӑнав процедурине асӑннӑ агрохолдингра кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче пуҫарнӑччӗ. Ҫавӑн чухне суд предприятие активсене урӑх ҫӗре куҫарма чарнӑ.
Чӑваш Енри ҫамрӑксене 2020 ҫулшӑн патшалӑх премине пама йышӑннӑ.
Асӑннӑ укҫана наукӑра, техникӑра тата производствӑра; вӗрентӳре, воспитани парас ӗҫре тата ҫамрӑксен политики енӗпе, ҫавӑн пекех физкультурӑпа спортра тӑрӑшакансене; нимеҫӗсене; ҫынсенче патриотизм туйӑмӗ вӑратас енӗпе тимлекенсене; ҫамрӑксен юхӑмне аталантарассипе ӗҫлекенсене панӑ.
Литература, культура тата ӳнер енӗпе тӑрӑшакансенчен Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн аслӑ инженер-программисчӗ Антон Назаров, асӑннӑ учрежденин гуманитари ӑслӑлӑхсен литературин заведующийӗ Виктория Николаева, Гелюся Степанова библиотекарь «Чувашская Республика: летопись столетия» проектпа палӑрнӑ.
Журналистика енӗпе И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем Дмитрий Заграничный, Виктория Кислова, Вячеслав Краснов, Роман Куракин, Николай Филиппов «Студенческое онлайн ток-шоу «Среди крыш» (чӑв. «») проектшӑн патшалӑх премине тивӗҫнӗ
Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене 1 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Укҫи хӑйӗн те мар, кредитсем илнӗ вӑл.
Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, банкӑн хӑрушсӑрлӑх ӗҫченӗ имӗш вӑл. Ҫак хӗрарӑм ячӗпе такам креди илесшӗн-мӗн, ахӑртнех, ултавҫӑсем. Арҫын операцие пӑрахӑҫлама сӗннӗ.
Вӑл каласа пынипе хӗрарӑм кредитсем илнӗ, пӗтӗм укҫана тӗрлӗ счет ҫине куҫарнӑ. Хайхискер укҫана каялла тавӑрса парассине шантарнӑ. Ҫапла вӑл ултавҫа 1,1 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |