Шупашкарти 11-мӗш ача пахчи кӗҫех консультаци центрӗ уҫӗ. Ӑна грант укҫипе тӑвӗҫ. Ҫапла, ача пахчи РФ Ҫутӗҫ министерствин гратне – 12 миллион тенке – тивӗҫнӗ.
Укҫа-тенке федераци хыснинчен «Шкул умӗнхи тата пӗтӗмӗшле вӗренӗвӗн хальхи йышши механизмӗсемпе технологийӗсен аталанӑвӗ» программӑпа килӗшӳллӗн уйӑрӗҫ. Палӑртмалла: 11-мӗш ача пахчи пӗлтӗр те 12 миллион тенкӗ грант выляса илнӗ.
Грант укҫипе уҫма палӑртнӑ консультаци центрӗ «Шанӑҫ» ятлӑ пулӗ. Вӑл сусӑр ачасен ашшӗ-амӑшне психологи-педагогика пулӑшӑвӗ парӗ. Центр тӳлевсӗрех ӗҫлӗ.
Шупашкар хула пуҫлӑхӗ пулнӑ Ирина Клементьевӑна суд хупса хума йышӑннӑ.
Ӗҫе эрнекун, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкарти Ленин район судӗнче пӑхса тухнӑ. Ирина Клементьевӑна «Чувашия-Мед» (чӑв. Чӑваш Ен-Мед) страхлакан компани пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ чухне организацин укҫи-тенкине тӑкакланӑшӑн тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн айӑпланӑ. Ҫавӑншӑн ӑна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 5 ҫуллӑха хупма йышӑннӑ.
Суд хӗрарӑма РФ Пуҫиле кодексӗн 160-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе 2 эпизодшӑн, 160-мӗш статьян 3-мӗш пайӗпе тата 201-мӗш статйипе 2 эпизодшӑн явап тыттарма йышӑннӑ. Вӑл 20 миллион тенкӗ ытлалӑх тӑкак кӳнине палӑртнӑ_. Ирина Клементьевӑна суд залӗнчен хуралпа илсе тухса кайнӑ.
Суд приговорӗ саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Услампа ӗҫленӗ арҫыннӑн пысӑк парӑм пухӑннӑ. Унӑн 2,5 миллион тенкӗ парса татмалла.
60 ҫулти арҫынран парӑма шыраса илмелли хут Шупашкарти Ленин районӗнчи суд приставӗсен пайӗнче выртать. Приставсем унӑн фура – прицеплӑ МАЗ-5440069 автомобиль – пуррине тупса палӑртнӑ. Пысӑк машине Кӳкеҫ поселокӗнче ларнӑ.
Приставсем фурӑна арестленӗ, ӑна ятарлӑ астостоянкӑна кайса лартнӑ. Экс-усламҫӑ парӑма 10 кунра парса татмасть пулсан унӑн машинине сутӗҫ, укҫине парӑма татма ярӗҫ.
Чӑваш Енри 17 ҫамрӑк патшалӑхӑн премине тивӗҫнӗ. Вӗсене 2018 ҫулхи ӗҫӗ-хӗлӗпе тӑрӑшулӑхӗшӗн ҫапла хавхалантарма йышӑннӑ.
Премие экономикӑн тӗрлӗ отраслӗпе сферинче тӑрӑшакансем тивӗҫнӗ.
Йышра — ӑслӑлӑхра, техникӑпа производствӑра; вӗрентӳре, воспитани парас тата ҫамрӑксен политики енӗпе; литературӑра, культурӑпа тата ӳнерте; журналистикӑра; сывлӑх сыхлавӗнче; ҫут ҫанталӑка хӳтӗлессинче; физкультурӑпа спортра; нимеҫӗре; патриот пӗлӗвӗ парассипе тата ҫамрӑксен юхӑмне аталантарассипе тимлекенсем.
Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Лауреатсен йышӗнче, сӑмахран, — «Чӑвашкино» киностудин режиссер-сценарисчӗ Алексей Енейкин. Ӑна «Иван Яковлев ҫамрӑксен чӗринче» документлӑ фильм сценарине хатӗрленӗшӗн премипе чыслас тенӗ.
Конкурса пурӗ 41 ҫын хутшӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ыйтӑма хутшӑннӑ та укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Вӑл куншӑн парне илме шаннӑ та… Анчах ултавҫӑ аллине ҫакланнӑ.
43 ҫулти хӗрарӑм халӑх тетелӗнче виртуаллӑ ыйтӑм ирттерни пирки вуласа пӗлнӗ. Ӑна Раҫҫейри пӗр банк ирттерет-мӗн, куншӑн парне парать. Хӗрарӑм мӗнпур ыйтӑва хуравланӑ. Кун хыҫҫӑн вара банк карттин даннӑйӗсене те ярса панӑ. Ку кӑна мар, вӑл кодсене те пӗлтернӗ.
Паллах, нимӗнле парне те пулман. Хӗрарӑм счечӗ ҫинчен 15 пин тенкӗ ҫухалнӑ. Хӗрарӑм полицие кайса мӗн пулса иртнине каласа кӑтартнӑ. Йӗрке хуралҫисем ултавҫа тупса палӑртнӑ. Вӑл Ӗренпур облаҫӗнчен. Ӑна Чӑваш Ене илсе ҫитернӗ ӗнтӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
«Чӑвашавтотранс» предприятире ӗҫленисен шаплу парӑмне тинех тӳлесе татӗҫ. Кун пирки паян ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — транспорт тата ҫул-йӗр министрӗ Александр Николаев паян пӗлтернӗ. Ун пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.
Шалу тӳлеме ЧР Правительстви республикӑн резерв фондӗнчен 57 миллион ытла тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ.
Александр Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ЧР Арбитраж сучӗн ларӑвӗ иртнӗ. Предприяти ӗҫченӗсене шалу тӳлес ыйтӑва унта ытти парӑмпа татӑлассинчен маларах кӑларма йышӑннӑ. Укҫана республика хыснинчен уйӑрма йышӑннӑ. Ҫапла вара «Чӑвашавтотранс» предприятире ӗҫленисем тинех шалу илсе пӗтерӗҫ.
Ҫак парӑм пирки, сӑмах май, унччен тӗрлӗ ларура вӗҫӗмех сӑмах хускататчӗҫ.
Чӑваш Ен каллех чухӑн ҫемьесемпе палӑрнӑ. 2018 ҫула пӗтӗмлетсе танлаштарӑм хатӗрленӗ, ӑна РИА Рейтинг пичетленӗ.
Чӑваш Енри икӗ ачаллӑ ҫемьесен ӗҫлесе илнӗ шалуран чи кирлине кӑна туянсан 18214 тенкӗ юлать. Пӗр ачаллисен вара кӑштах нумайрах – 26960 тенкӗ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк каялла Чӑваш Ен кунашкал танлаштарӑмра 60-мӗш йӗркене йышӑннӑ. Халӗ вара – 61-мӗш вырӑнта.
Псков, Иваново облаҫӗсенчи, Кабарда-Балкарти ҫемьесем вара пирӗнтен те япӑхрах пурӑнаҫҫӗ-мӗн. Унта икӗ ачаллӑ ҫемьесен тупӑш укҫинчен чи кирлине туянсан 6-9 пин тенкӗ ҫеҫ юлать.
Вӑрнар поселокӗнче пурӑнакан 66 ҫулти хӗрарӑм судри хутсене ҫунтарнӑ. Ҫавӑншӑн ӑна Йӗпреҫ район сучӗ 50 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Тивӗҫлӗ канури хӗрарӑма РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпланӑ. Ку статьяпа суд ӗҫне чӑрмав кӳрекенсене явап тыттараҫҫӗ.
Хӗрарӑм Вӑрнар район судӗнче урай ҫуса пурӑннӑ. Хӑйӗнпе пӗрле пурӑнакан арҫын та унта тӑрӑшнӑ. Анчах ӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫавӑншӑн хӗрарӑм суд ӗҫченӗсене тарӑхнӑ, тавӑрма шутланӑ.
Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче вӑл суд ларӑвӗн ҫыруҫин пӳлӗмӗнчи пуҫиле ӗҫ материалӗсене кирлӗ мар хутсемпе йӑтса тухса кайнӑ. Пуҫиле ӗҫ материалӗсене хӗрарӑм урамра ҫунтарнӑ. Ҫапла майпа вӑл суд ертӳҫисене сиен кӳрес, вӗсен ырӑ ятне ярас тенӗ.
Патӑрьел районӗнчи ача пахисенчен пӗрин ертӳҫи хуран сутса ята кӗнӗ.
Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ача пахчин ертӳҫине ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. Пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ ӗнтӗ, ӑна Патӑрьел район судне ярса панӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2017 ҫулхи юпа уйӑхӗнче тата 2019 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче хӗрарӑм-ертӳҫӗ инвентаризаци хутне тата техника тӑрӑмне пӑхнин актне суйса хатӗрленӗ. Ача пахчинчи ӑшӑ хуранӗсем юрӑхсӑр тесе кӑтартнӑ. Вӗсене 2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вырӑнти пӗр ҫынна 4 пинпе сутнӑ. Ӑшӑ хуранӗсен хакӗ ҫав вӑхӑтрах 56 пин тенкӗ ытларах тӑнӑ.
2018 ҫулшӑн Чӑваш Енре патшалӑх премине кам тивӗҫни паллӑ. Ун пек хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Литературӑпа ӳнер енӗпе патшалӑх премине Анатолий Рыбкина парас тенӗ. Питӗр хулинчи чӑвашсен культура обществин пайташӗн, РФ тава тивӗҫлӗ художникӗн «Мой старый добрый дом – земля и люди родной Чувашии» ярӑмпа хатӗрленӗ ӗҫӗсене ҫапла пысӑка хурса хакланӑ.
Естествӑлла тата техника наукисен енӗпе конкурса техника наукисен кандидачӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн электроникӑпа реле хӳтӗлевӗн тата автоматика кафедрин доценчӗ Владислав Антонов хӑйӗн монографине тӑратнӑччӗ. Шӑпах ҫав ӗҫ премие тивӗҫнӗ те. Гуманитари ӑслӑлӑхсен енӗпе премие Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫлекен авторсен, вӗсен йышӗнче ҫавӑн пекех Виталий Родионов профессор та пулнӑ, ушкӑнне парас тенӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Асанкасси (Каҫал тӑрӑхӗ) ялӗнче земство училищине уҫнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Махмутов Владимир Ильич, производство пуҫараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Виктор Леонтьевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тутаркас районӗ вырӑнне Сӗнтӗр районне туса хунӑ. | ||
| Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп кӗнекине пуҫарса янӑ. | ||
| Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар вӑтам шкулне И.Н. Ульянов ятне панӑ. | ||
Пулӑм хуш... |