Ҫул-йӗр инспекторӗнче ӗҫленӗ арҫынна ӗҫ кӑтартӑвне лайӑхлатма хӑтланнӑшӑн айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе маларах РФ Пуҫиле кодексӑн икӗ статйипе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлакан инспекторпа ҫыхӑннӑ ӗҫе Ҫӗмӗрле район судне ярса панӑ ӗнтӗ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле районӗнче ҫул-йӗр инспекторӗнче ӗҫленӗ ҫын кӑҫалхи пуш, ҫу, ҫӗртме уйӑхӗсенче водительсене урӑх статьяпа явап тыттарнӑ. Лешсем ҫул-йӗр правилине пӑснӑ: хӑрушсӑрлӑх пиҫиххине ҫыхӑнман, чарӑнма юраман ҫӗрте чарӑннӑ, страхламан машинӑпа ҫула тухнӑ. Вӑл вара вӗсене ҫуран ҫӳрекен ҫын ҫул-йӗр правилине пӑснӑ евӗр ҫырса панӑ. Ҫавӑншӑн лешсене 500-шер тенкӗ штраф ҫырса панӑ.
Шанчӑкран тухнӑ хыҫҫӑн инспектора ӗҫрен кӑларнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем «Чӑвашавтотранс» шӑпишӗн яваплисене шыраҫҫӗ. Тӗрӗслев материалӗсене Чӑваш Ен прокуратури тӑратнӑ. Ҫавна тӗпе хурса тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2014 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви, ЧР Финанс министерстви, ЧР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви предприятин укҫи-тенкипе тата пурлӑхӗпе (предприятин республикӑн унитарлӑ предприятийӗ пулнӑ-ҫке) кирлӗ пек хуҫаланман. Кирлӗ чухлӗ субсиди уйӑрманнине те асӑннӑ. Тӑкаклӑ тарифсем йӗркелесе предприятие тупӑшсӑр хӑварнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ тӗрӗслевҫӗсем.
Яваплисем кирлӗ пек тимлеменнине пула предприяти ӗҫлеме чарӑнса ларнӑ, ҫынсене вӑхӑтра шалу тӳлеймен. «Чӑвашавтотранс» ПУПра конкурс управляющийӗ ӗҫе пуҫӑннӑ вӑхӑта шалу виҫин парӑмӗ 40 миллион тенкӗрен иртнӗ. Налуксен парӑмӗ 50 миллион тенкӗрен каҫнӑ. Предприятин кредиторсен умӗнчи парӑмӗ 200 миллион тенкӗрен иртнӗ.
Пуҫиле ӗҫе РФ Пуҫиле кодексӗн 286-мӗш статйин 3-мӗш пайӗ «в» пункчӗпе килӗшӳллӗн пуҫарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 56 ҫулти хӗрарӑм финанс пирамидине укҫа хывнӑ, унтан палламан ҫынна ӗненсе ӑна укҫа панӑ.
Хӗрарӑм патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ та микрофинанс компанийӗн ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Организаци 2018 ҫулта хупӑннӑ, хӗрарӑм вара шӑпах ӑна 180 пин тенкӗ панӑ.
Арҫын куншӑн компенсаци пулассине пӗлтернӗ. Ку кӑна мар, процентсем те тавӑрӗҫ-мӗн – 700 пин тенкӗ ытла. Анчах куншӑн укҫа куҫармалла имӗш – урӑх вкладчиксем валли.
Хӗрарӑм ҫакна ӗненсе 451 пин тенкӗ кредит илнӗ. Кун хыҫҫӑн арҫын пач ҫухалнӑ. Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче хӗрарӑм полицие кун пирки пӗлтернӗ.
Васкакан вакка сикет теҫҫӗ те, Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ те васкас темен, те хуравламасан та юрӗ тенӗ-ши...
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ хуравламанни пирки прокуратурӑна пӗр ҫын евитленӗ. Надзор органӗ ҫыру йӗрӗпе тӗрӗслев пуҫарнӑ. Чӑн та, суймасть. Вырӑнти пӗр ҫын хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ патӗнче 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнчех пулнӑ. Унпа вӑл хулана хӑтлӑх кӗртес тата ытти ыйтӑва хускатнӑ.
Ҫавӑнтанпа ҫурхи шыв та юхса иртнӗ, тепӗр хӗл те ҫывхарнӑ. Пуҫлӑх патӗнче хайхи этем пулнӑранпа уйӑх мар (саккунпа килӗшӳллӗн ҫавӑн пек вӑхӑтра хуравламалла), ҫулталӑк ҫите пуҫланӑ.
Васкаман пуҫлӑх тӗлӗшпе вырӑнти прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавна май хула администрацийӗн пуҫлӑхне 5 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
«»
Укҫа хӑй хакне ҫухатнӑ хыҫҫӑн банкри укҫа сая кайнине вӑтам тата аслӑрах ӑрурисем аван астӑваҫҫӗ. Шупашкарти Мускав проспектӗнче тӗп офисӗ вырнаҫнӑ «Чӑвашкредитпромбанка» Раҫсей Тӗп банкӗ лицензисӗр хӑварнӑ хыҫҫӑн ҫынсем канӑҫсӑрланма пуҫларӗҫ.
Коммуналлӑ е ытти пулӑшушӑн ҫав банк урлӑ тӳленисене те меллех мар халӗ. Анчах вӗсенчен те ытла хумханаканнисем — асӑннӑ банкра укҫа тытнӑ ҫынсем. Турра шӗкӗр, асӑннӑ банк патшалӑх уйрӑм ҫынсен вклачӗсене страхлакан программӑпа усӑ курнӑ-ха. Апла пулсан, 1 миллион та 400 пин тенкӗ вкладсене страхланӑ-ха.
«Чӑвашкредитпромбанк» ыйтӑвӗпе паян Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Иван Моторин канашлу ирттернӗ. Ыран, нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 11 сехетре Шупашкарти Яков Ухсай ячӗллӗ Культура керменӗнче вкладчиксемпе РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаков тата Олег Николаев тӗл пулӗҫ.
«Чӑвашкредитпромбанк» кредит организацийӗ лицензисӗр юлнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ҫакӑн пек йышӑнӑва Раҫҫейӗн банкӗ чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тунӑччӗ. Ҫӗршыври банксен хушшинче «Чӑвашкредитпромбанк» актив виҫипе 258-мӗш йӗрке йышӑннӑ.
Банка укҫа хывнисен вклачӗсене страхлаҫҫӗ. Уйрӑм ҫынсене 1 миллион та 400 пин тенкӗ таран тавӑрса памалла.
Халӗ «Чӑвашкредитпромбанк» клиенчӗсем хӑйсен вклачӗсене «Россельхозбанкран» илейӗҫ. Страхланӑ суммӑна тӳлемешкӗн банк-агент пулма «Россельхозбанка» суйласа илнӗ. Кун пирки «Агентство по страхованию вкладов» (чӑв. Вкладсене страхлассипе ӗҫлекен агентство) патшалӑх корпорацийӗн Халӑхпа ҫыхӑну тытакан департаменчӗ паян пӗлтернӗ.
Укҫана ҫӗршывӑн тӑватӑ субъектӗнче: Чӑваш Енре, Мари Элта, Мускавра тата Питӗрте — парӗҫ. Тупрана чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пама пуҫлӗҫ.
Куславкка районӗнче «Атӑл» М-7 федераци трасси ҫинчи 13 километр лаптӑка юсанӑ. Унта икӗ лаптӑк ҫӗре ҫӗнетнӗ.
«Волго-Вятскуправтодор» федерацин хысна учрежденийӗн халӑх ҫыхӑну тытас енӗпе ӗҫлекен специалисчӗ Лира Нурсаитова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫула юсанӑ ҫеҫ мар, ӑна 3 метр та 75 сантиметр таран сарнӑ.
Ҫӳрекенсене меллӗ пултӑр тесе ҫутӑ линине 8 километр тӑршшӗ сарнӑ. Ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли вырӑнсем те пур, общество транспорчӗ валли чарӑнусем те. Мартынкасси, Туканаш, Пӑрмас, Муркар, Тӗрлемес ялӗсем патӗнче 11 чарӑну вырӑнӗ вырнаҫтарнӑ. Пӗр ҫӗрте кану вырӑнӗ йӗркеленӗ.
Куславкка районӗнчи асӑннӑ ҫул лаптӑкӗсене тӗплӗ юсав валли федераци хыснинчен 1 миллиард та 300 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 63 ҫулти хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та юмах юптарнӑ: вӑл вклад уҫнӑ банкра ултавҫӑсем пур иккен, вӗсем унӑн ячӗпе кредит илесшӗн имӗш. Хайхискер банкри ултавҫӑсене тупмашкӑн пулӑшма ыйтнӑ. Ватӑскер ӗненнӗ. Ҫапла хӗрарӑма 150 пин тенкӗ кредит илме ӳкӗте кӗртнӗ.
Унтан ҫав арҫын каллех шӑнкӑравланӑ, ултавҫӑсем тепӗр банкра та ӗҫлеме пултарнине каланӑ, каллех 150 пин тенкӗ кредит илме ыйтнӑ. Ватӑ хӗрарӑм ҫав укҫа-тенке арҫын кӑтартнӑ счетсем ҫине куҫарнӑ.
Ҫав кунах Шупашкарти 51 ҫулти арҫын улталаннӑ. Ун патне «банкӑн хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗ» шӑнкаравланӑ, унӑн счечӗ ҫинчен такам укҫа куҫарма хӑтланнине пӗлтернӗ. Вӑл арҫынна банк уйрӑмне кайса 415 пин тенке илме, «резерв фондне» куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ.
Паян Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта пӑхса тухнӑ ыйтусенчен пӗри акцизпа ҫыхӑннӑ.
Раҫҫейӗн Бюджет кодексне тӳрлетӳсем кӗртнине пӗлтернӗ май республикӑн финанс министрӗ Светлана Енилина акцизсем пӗтӗмпех республика бюджетне кӗрессине хыпарланӑ. Кунта сӑмах этил спирчӗ тата спиртлӑ шӗвексем сутнинчен илекен налук пирки пырать. Унччен акцизсен 50 проценчӗ регионти хыснана юлнӑ. Ҫӗнӗлӗх вӑя кӗрсен акцизсенчен республика хыснине килекен укҫа виҫи 12 процент хушӑнмалла.
Чӑваш Ен прокурорӗ Василий Пословский ҫак темӑна сӳтсе явма хутшӑннӑ. Вӑл килти сӑрана ытларах вӗретме сӗннӗ иккен. Пословский прокурор шухӑшланӑ тӑрӑх, килте вӗретекен сӑра лавккара туянакан эрех-сӑра пек сиенлӗ мар.
Шупашкарти 5-мӗш гимназире вӗренекен Нина Сретенская ҫӗркаҫ Турцинчи пульницӑра пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ӑна паян, чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, операци тумалла пулнӑ.
Аса илтерер: пике пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнченпе Мускаври Блохин ячӗллӗ Онкологи центрӗнче сипленнӗ, анчах унта тек пулӑшайман. Нинӑна ҫывӑх ҫыннисем Турцинчи клиникӑна илсе кайнӑ. Унта хӗре сиплеме, шӑмӑ сӑссине куҫарса лартма пулнӑ. Анчах 16 ҫулти хӗр операцие кӗтсе илеймен.
Кӑҫал кӗркунне Нина Сретенскаяна сиплеме ҫынсем укҫа пухма тытӑннӑ. Турцире сипленме 7 миллион тенкӗ кирлӗ тесе пӗлтернӗччӗ Чӑваш халӑх сайчӗ маларах. Ҫак тӑкаксен шутне сиплев, донор шырани, шӑмӑ сӑссине куҫарса лартни, реабилитаци кӗнӗ. Шупашкар пики валли донора та тупнӑ пулнӑ — 29 ҫулти турккӑ хӗрарӑмне.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |