Вӑрнар районӗнчи Кивӗ Шуртан ялӗнчи Вӑрман урамне ҫул сарнӑ. Ӗҫе кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче пуҫӑннӑ. «Стройка-21» тулли мар яваплӑ обществӑпа тунӑ килӗшӳре строительствӑна авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӗҫлемеллине палӑртнӑ. Анчах подряд организацийӗ ҫине тӑрса тӑрӑшнипе ҫула утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнчех сарса пӗтернӗ.
Пӗр урама ҫул сарма хыснаран 5 миллион та 29 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫул тӑршшӗ — 675 метр. Ӑна сарнипе пӗрлех ҫул айккине шыв юхтарса каясран вак чул сарнӑ, курӑк акнӑ. Ҫуран ҫӳрекенсем валли сукмак сарнӑ. Машинӑсене пӑрӑнса кӗмелли тата ҫаврӑнмалли вырӑнсене те пӑхса хӑварнӑ строительсем.
Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Кивӗ Шуртансем ҫулшӑн питӗ савӑннӑ. Вӑрман урамӗпе иртнӗ чух вӗсем пылчӑк ҫӑрса текех нушаланмӗҫ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Енри темиҫе муниципалитета «За Россию» (чӑв. Раҫҫейшӗн) халӑх фрончӗн регионти уйрӑмӗн хастарӗсем Владислав Солдатов тата Николай Косыев ҫитнӗ. Вӗсем нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишне епле юсанине тӗрӗсленӗ.
Хӑтлӑх кӳмелли укҫана «Ҫурт-йӗр тата хула тавралӑхӗ» проекта пурнӑҫланӑ май уйӑрнӑ.
«Халӑх фрончӗн» эксперчӗсемпе пӗрле республикӑн Стройминӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата реформировани пайӗн пуҫлӑхӗ Наталья Васильева та ҫӳренӗ. Ушкӑн Етӗрне хулинче, Хӗрлӗ Чутай, Элӗк тата Муркаш районӗсенче пулнӑ.
Хӗрлӗ Чутайри нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсене хӑтлӑлатма 3,7 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Кӑҫал унти Ҫӗнӗ урамри 53-мӗш ҫурт, Завод урамӗнчи 60, 61, 63, 67-мӗш ҫуртсен картишӗсенче илемлетмелле. Анчах ӗҫ кал-кал пымасть иккен.
Етӗрне хулинче тата Элӗк районӗнче епле ӗҫлени тӗрӗслевҫӗсене килӗшнӗ.
Муркашра вара кӑлтӑксем тупӑннӑ. Подряд организацине ҫавӑншӑн штрафлама сӗннӗ.
2018 ҫултанпа Раҫҫейре пӗрремӗш ача ҫуратнӑшӑн пособи пама тытӑннӑ. Анчах ӑна илес тесен ҫемьен тупӑшӗ пурӑнма кирлӗ виҫерен 1,5 хут ытларах пулмалла мар. РФ Президенчӗ ҫитес ҫултан улшӑнусем пуласси пирки хушу алӑ пуснӑ.
2020 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче вӑя кӗрекен саккунра палӑртнӑ тӑрӑх, пособие ача 3 ҫул тултариччен (унччен 1,6 тултариччен пулнӑ,) тӳлӗҫ. Ҫитес ҫултан ку пособие ытларах ҫемье тивӗҫӗ: тупӑш пурӑнма кирлӗ виҫерен 2 хут ытларах пулмалла мар.
Палӑртмалла: халӗ ку пособие 3628 ачана параҫҫӗ. Ҫитес ҫултан ҫак пособие тивӗҫекен ҫемьесен йышӗ 7600 ҫитме пултарать.
Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа Чӑваш Енре ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн пурте укҫа тӳлеме тытӑннӑ. Кашнин патне ятарлӑ квитанци килет. Ҫӳп-ҫапа илсе тухассишӗн «МВК «Экоцентр» яваплӑ.
Регионти оператор пӗлтернӗ тӑрӑх, 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кӑҫалхи утӑ уйӑхӗччен квитанци илекенсен 87 проценчӗ ӑна тӳлесе пырать. Тепӗр 13 проценчӗ вара тӳлесшӗн мар.
Палӑртмалла: ҫӗнӗ саккун вӑя кӗнӗ май кашни ялтах ҫӳп-ҫап пухмалли контейнерсем пулмалла. Ку кӑна мар, вӗсем валли ятарлӑ вырӑн хатӗрлемелле: контейнерсем ларакан вырӑна бетон сармалла.
Чӑваш Ене мобильлӗ медицина комплексӗсем килнӗ. Вӗсемпе Пӑрачкав, Йӗпреҫ, Шупашкар, Улатӑр, Елчӗк, Вӑрмар, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчи тухтӑрсем халӑх патне ҫӳрӗҫ. Мобильлӗ комплекссем асӑннӑ районсенчи пӗчӗк ялсене ҫитсе килме кирлӗ. Медицина комплексӗсене туянма федераци хыснинчен 55 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Елчӗкри тӗп район пульницине ҫӗнӗ комплекса панӑ та ӗнтӗ.
«Сывлӑх сыхлавӗ» наци проектне пурнӑҫласа кӑҫал пирӗн республикӑна 18 комплекс кӳрсе килмелле. Вӗсем 100 ҫынтан сахалтарах пурӑнакан ялсенчи 33 пин ҫынна медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерме май парӗҫ.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри пӗчӗк ялсенче пурӑнакансем патне куҫса ҫӳрекен медицина центрӗ тата 13 мобильлӗ медицина комплексӗ, 1 маммограф ҫӳрет.
Пӗр кунра ултавҫӑсем Чӑваш Енре пурӑнакан виҫӗ ҫынна шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнӑ. Вӗсем пӗтӗмпе 105 пин тенкӗлӗх улталанӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти арҫын вӑйлах шар курнӑ: вӑл 95 пин тенкӗ ҫухатнӑ. Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 37-ри тата 38-ти икӗ ҫын вара 2 пин тата 8 пин тенкӗ ултавҫӑсене панӑ. Халӗ полицейскисем ултавӑҫем кам пулнине палӑртас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ.
Ӗҫ-пуҫ вара ҫапларах пулса иртнӗ: ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ултавҫӑсем шанкӑравланӑ та хӑйсем банк ӗҫченӗ пулнине каланӑ. Вӗсем такам банк картти ҫинчен укҫа илме хӑтланнине ӑнлантарнӑ. Ҫавӑнпа хайхискерсем картта реквизичӗсене ыйтнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шӗнерпуҫ ялӗнчи клуба юсаса ҫӗнетнӗ. Унпа ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин паллашнӑ. ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе пулнӑ май Шуршӑл ял тӑрӑхне ҫитсе курнӑ.
Асӑннӑ ял тӑрӑхне кӗрекен Шӗнерпуҫӗнчи клуба икӗ уйӑх юсанӑ. Ун валли «Культура малой Родины» (чӑв. Пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑн культури) программӑпа килӗшӳллӗн укҫа уйӑрнӑ. Программи — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти йышӑннӑскер.
Клубра ҫивиттине ҫӗнетнӗ, алӑксемпе чӳречесене тата ҫутӑ пӑралукӗсене ылмаштарнӑ. Мӗнпур ӗҫе пурнӑҫлама пӗр миллион тенкӗ ытларах тӑкакланӑ.
Иван Моторин клуба пӑхса ҫаврӑннӑ, вырӑнти «Илем» фольклор ансамбльне ҫӳрекенсемпе калаҫнӑ. Йыш Екатеринбурга, Ӗпхӗве, Самарӑна,
ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионне концертпа тухса ҫӳрет.
Куславкка районӗнче пурӑнакан арҫын ӗне илме шутланӑ. Хайхискер тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳсем вуланӑ, пӗри шӑпах ӗне сутнӑ.
Арҫын сутуҫӑпа телефонпа ҫыхӑннӑ. Лешӗ ӗне кӗтӳре пулнине, ӑна каҫхине илсе кайма май пуррине пӗлтернӗ. Ӗне хуҫи таваршӑн 10 пин тенкӗ тӳлесе хума ыйтнӑ.
34 ҫулти арҫын япӑххи пирки шутламан – сутуҫа ӗненсе ӑна укҫа куҫарса панӑ. Каҫхине хайхискер Ҫӗрпӳ хулине таварне илме кайнӑ. Анчах сутуҫӑ кӑтартнӑ адреспа суд приставӗсен вырӑнти подразделенийӗ пулнӑ. Ӗне вара ҫук. Арҫын хӑйне улталани пирки тинех ӑнланнӑ, полицие кайса заявлени ҫырнӑ.
Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Полицейскисем ҫав сутуҫӑ кам пулнине палӑртас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ.
Чӑваш Енри пӗр хӗрарӑм упӑшки пулнӑ арҫына хӑратас тесе алимент шыраса илес тенӗ. Ҫав хут кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче Ҫӗмӗрле тата Пӑрачкав районӗсенче, ҫавӑн пекех Ҫӗмӗрле хулинче ӗҫлекен суд приставӗсем патне ҫитсе выртнӑ.
Хӗрарӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, 37 ҫулти арҫын — калама ҫук явапсӑр. Хӑй вахтӑпа ӗҫлеме ҫӳрет пулин те 7-ри ачине укҫа-тенкӗпе пулӑшмасть. Арҫын ӑҫта ӗҫленине пӗлменнине ӗнентернӗ хӗрарӑм.
Явапсӑрскерне суд приставӗсем (ара, арӑмӗ каланӑ тӑрӑх ҫапла пулса тухнӑ-ҫке) шырама пуҫланӑ. Арҫын килӗнчех, унта унчченхи арӑмӗпе пурӑнать сӑмах суд приставӗсен хӑлхине кӗнӗ. Вӗсем тӗрӗслеме кайнӑ. Алӑка уҫнӑ хӗрарӑм курман-илтмен тесе тунма пӑхнӑ-ха. Анчах приставсем ӗненмен. Чӑн та, арҫын килтех пулнӑ. Шкапра пытанса ларнӑ. Хӗрарӑм хистенипе кӗрсе ларнӑ иккен.
Алимент парӑмне пухса янӑ арҫынна приставсем тытса кайнӑ. Суд хайхине 10 талӑка хупма йышӑннӑ.
Упӑшка пулнӑ этеме пуҫиле ӗҫ пуҫарса явап тыттарассине илтсен хӗрарӑм алимент шыраса илмелли хута каялла илнӗ. Уйрӑлнӑ мӑшӑрӗпе иккӗш шӑкӑл-шӑкӑл пурӑннине пӗлтернӗ, малашлӑх планӗсемпе паллаштарнӑ. Упӑшка пулнӑскере хӑратас тесе ҫеҫ алимент шыраса илме йышӑннине каласа кӑтартнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтӗр тупӑш декларацийӗнче банк счечӗсене туллин кӑтартман-мӗн. Ҫакна прокуратура тӗрӗслев хыҫҫӑн тупса палӑртнӑ.
Ведомство администраци ертӳҫи тӗрӗс мар кӑтартусем панине палӑртсан Шупашкарти депутатсен хула пухӑвне представлени панӑ. Хула пухӑвӗ Алексей Ладыкова дисциплинарлӑ майпа явап тыттарнӑ. Мӗнле майпа явап тыттарнине туллин кӑтартман. Саккунпа килӗшӳллӗн, муниципалитет тӳре-шарине асӑрхаттару, выговор пама е ӗҫрен кӑларма пултараҫҫӗ.
Аса илтерер: Алексей Ладыков пӗлтӗр тӗп ӗҫ вырӑнӗнче 1 465 496 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ, хушма тупӑш 3 пинпе танлашнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |