Ӗнер, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, республикӑри икӗ пульницӑра ҫӗнӗ тӗп тухтӑрсене ҫирӗплетнине пӗлтернӗ. Кун пирки сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов видеоселектор мелӗпе ирттернӗ канашлу вӑхӑтӗнче каланӑ.
Республикӑн кардиологи диспансерӗн тӗп тухтӑрӗ пулма Вадим Бабокина ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнӗ ертӳҫӗпе паллаштарнӑ май министр Вадим Егорович кардиологи тытӑмӗн ӗҫне аван пӗлет, вӑл чӗрепе юн тымарӗсен хирургӗ, унӑн кардиологи центрне ертсе пырас опыт пур тесе палӑртнӑ.
Муркаш районӗнчи тӗп пульницӑн тӗп врачӗ пулма Оксана Поповӑна ҫирӗплетнӗ. Вӑл унччен ҫав пульницӑра тӗп врачӑн ҫумӗ пулнӑ.
Шупашкар хулинчи Эгер бульварӗнче пурӑнакансем 48-мӗш ҫурт ҫумӗнче нумай хваттерлӗ ҫурт хӑпартассине хирӗҫ-мӗн. Хулана ертсе пыракансем ҫынсен шухӑшне пӗлес тесе халӑхпа сӳтсе явнӑ. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков паян Фейсбукра пӗлтернӗ.
«Эпир халӑхпа сӳтсе яврӑмӑр, проектлакансем хӑйсен проекчӗпе паллаштарчӗҫ, строительсем ӗҫ технологийӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ», – тесе ҫырнӑ сити-менеджер.
Алексей Ладыков пӗлтернӗ тӑрӑх, сӳтсе явма ҫывӑхри ҫуртсенче пурӑнакансем хастар хутшӑннӑ. Тӗрлӗрен шухӑшлакансем тупӑннӑ, ытларахӑшӗ – хирӗҫ. Апла пулсан хула администрацийӗ ҫынсен шухӑшне тӗпе хурӗ.
Шупашкар хулинче троллейбус маршручӗсене ҫӗнӗрен пӑхса тухас шухӑшлӑ. Анчах ҫав утӑма хула ҫыннисене шухӑшне тӗпе хурса тӑвӗҫ. Ҫакӑн пек ӗнентернӗ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра.
Сӗнӳсенчен пӗри — хулари 5-мӗш тата 11-мӗш номерлӗ троллейбус маршручӗсене пӗрлештересси. Унӑн тӑршшӗне тӑсма пулать.
14-мӗш троллейбуса Хӗвеллӗ микрорайона ҫитерме сӗннӗ. Асӑннӑ микрорайонта троллейбус линийӗ ҫук, анчах ҫутӑ пӑралукӗсӗр ҫӳреме пултаракан троллейбуссене ҫула кӑларма пулать.
20-мӗш троллейбуса Чапаев савучӗ патне ҫитересшӗн, Ҫӗнӗ хулара ӑна сехет йӗппине хирӗҫ ҫӳретесшӗн.
6-мӗш тата 8-мӗш маршуртсене пӗрлештерме юрать тесе шухӑшлаҫҫӗ.
3-мӗш троллейбуса Мичман Павлов урамӗпе ҫӳретмесен те тесе сӗннӗ.
⠀
Кӑшӑлвирусран килте сипленекен ҫынсене тӳлевсӗр эмелсем парасси пирки пӗлтернӗччӗ. Унашкаллисене пулӑшма ятарлӑ центр та йӗркеленӗ. Пациентсене эмелсем пама тытӑннӑ ӗнтӗ.
Эмелсене тухтӑрсем киле пырса параҫҫӗ. Вӗсен ӗҫне ҫӑмӑллатас тесе транспортпа тивӗҫтерме палӑртнӑ. Ҫапла майпа вӗсем нумай пациента пулӑшма пултарӗҫ.
Олег Николаев Элтепер ытти регион опытне шута илсе тӳре-шарана тухтӑрсене машинӑпа тивӗҫтерес ыйтӑва татса пама хушнӑ. Ют регионсенче тухтӑрсене тӳре-шаран машинисене уйӑрса панӑ.
Сӑмах май, республикӑра килте сиплекен пациентсене сӑнаса тӑракан 30 центр йӗркеленӗ.
Паян ирпе республикӑн Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев инҫет ҫыхӑну мелӗпе йӗркеленӗ. Вӑл шӑнса пӑсӑлнӑ иккен. Тӳре-шарапа республика ертӳҫи килтен ҫыхӑннӑ.
«Шел пулин те, кӑштах чирлерӗм. Хальлӗхе сипленетӗп, ыранах сывалса командировкӑна тухса кайма хатӗрленмелле», – пӗлтернӗ вӑл планеркӑна пухӑннисене.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак эрнере Олег Николаев Мускава ӗҫпе кайма, унта тӗлпулусем ирттерме палӑртса хунӑ.
Ҫӗрпӳ хулинче культура эткерлӗхне юсаҫҫӗ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова пулнӑ. Министр хулари ача-пӑча ӳнер шкулне те ҫитнӗ. Асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗн ҫурчӗ XIX ӗмӗрӗн 2-мӗш ҫурринчи культура эткерлӗхӗ шутланать. Ҫурта тулаш енчен юсанӑ, ҫивиттине сарнӑ. Акт залне, пӳлӗмсене, урайсене, ӑшӑ пӑрӑхӗсене ҫӗнетнӗ, котельнӑя юсанӑ, алӑксене улӑштарнӑ.
Ҫӗрпӳри историпе таврапӗлӳ музейӗн ҫурчӗ – XVIII ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринчи культура эткерлӗхӗ. Ӑна та юсаҫҫӗ.
Паянтан «Чувашиякурорт» санаторире те кӑшӑлвируспа чирлисем валли койкӑсем хатӗрленӗ. Унта 240 койкӑна саппасра тытӗҫ. Хальлӗхе пирӗн республикӑри пульницӑсенче кӑшӑлвируслисем валли 3280 койка пур.
Кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперштаб паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче черетлӗ ларӑва пухӑннӑ. Унта сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов сӑмах илнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Ҫӗрпӳри район пульницинчи стационарта та ковидпа чирлӗ ҫынсене сипленме пулӑшаҫҫӗ.
Министр каланӑ тӑрӑх, республикӑра пушӑ койкӑсем паянхи куна ҫителӗклӗ. Кунта ҫынсене килте сиплени те витӗм кӳрет.
Пушкӑртстанри Стерлитамакра пурӑнакан Вячеслав Ерохин таврапӗлӳҫӗ Гурий Иванович Комиссаров-Вантер ют ҫӗрте выртнишӗн тахҫанах пӑшӑрханать. «Арӑмӗпе хӑйӗн шӑммисене тӑван республикӑна куҫарса пытарма тархасласа ыйтса вилес умӗн ҫырса хӑварнӑ вӑл», – тесе вӑл кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче республикӑри «Хыпар» хаҫата та ҫырса янӑччӗ.
Гурий Комиссаров-Вантер — чӑваш фольклористикине, чӑваш этнологине, историне тата краеведенине тӗпченӗ. Писатель, публицист, тӑлмач, литературовед, чӗлхеҫӗ, педагог, философ, историк. Гурий Комиссаров-Вантер 1883 ҫулхи юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче хальхи Ҫӗрпӳ районӗнчи Патӑрьел ялӗнче ҫуралнӑ. Етӗрне уесӗнчи тата Епхӳри вӗренӳ заведенийӗсенче ӗҫленӗ. 1969 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ӑна Киров облаҫӗнчи Санчурск поселокӗнче пытарнӑ.
Вячеслав Ерохина Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер укҫа уйӑрса пулӑшма шантарнӑ. Кун пирки вӑл Чӑваш халӑх сайтне пӗлтернӗ.
Паян Шупашкарта «Деловые женщины нового времени: созидание и развитие» (чӑв. Хальхи вӑхӑтри ӗҫлӗ хӗрарӑмсем: чӑмӑртану тата аталану) республикӑри конференци иртнӗ. Ӑна хӗрарӑм-усламҫӑсен кунне халалланӑ. Форума Чӑваш Енри хӗрарӑмсен союзӗ, Усламҫӑ хӗрарӑмсен организацийӗ, «Манӑн услам» центр, Раҫҫейри усламҫӑсен профсоюзӗ йӗркеленӗ.
Мероприятие Чӑваш Енри Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи – финанс министрӗ Михаил Ноздряков, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Александр Федотов, республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ Денис Спирин, Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи Наталья Николаева тата ыттисем хутшӑннӑ.
Дмитрий Евсеев Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ – общество пӗрлешӗвӗсемпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ.
Пайӑн тӗп тӗллевӗ шутӗнче — влаҫ органӗсен политика партийӗсемпе, общество тата тӗн пӗрлешӗвӗсемпе ҫыхану тытса ӗҫлесси, обществӑпа политика пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ тишкерӳллӗ материалсем хатӗрлесси, вӗсене республика ертӳҫине сӗнесси.
42 ҫулти Дмитрий Евсеева чылайӑшӗ коммунист евӗр пӗлет пулӗ. Халӗ вӑл ҫав йышран тухнӑ. Вӑл Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн пиллӗкмӗш созыври (2011-2016) , Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвӗн VI созыври (2016-2020) депутачӗ пулнӑ. 2016 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен РФКП рескомӗн секретарӗ шутланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |