Чӑваш Енре «республика Элтеперӗ» валли «Genesis G80» автомобиль туянасшӑн. Кун пирки патшалӑх закупкисен порталӗнче пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ.
Машина туянасси пирки «Чӑваш Республикин Элтеперӗн Администрацийӗн автобази» хысна учрежденийӗ пӗлтернӗ.
Техника заданийӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, машина кӑҫал кӑларнӑскер тата тулли приводлӑ пулмалла. Двигателӗн хӑвачӗ — 197 лаша вӑйӗ. Автомобиле пилӗк пассажир вырнаҫтӑр.
Машина туянма хыснаран 3 миллион та 203 пин те 500 тенкӗ кӑларса хума хатӗр.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсенче Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӳлти Хыркасси ялӗнче Ункӑ юханшывӗ ҫинче ГЭС тунӑ, анчах вӑл темиҫе ҫултан ишӗлнӗ. 80-мӗш ҫулсенче ҫуран каҫмалли кӗпер тунӑ унта.
Ҫав кӗпере 2019 ҫулхи кӗркунне юсанӑ, анчах ку нумая пыман – кӑҫал ҫуркунне пӗр енчи кӗпер тӗревӗсем ишӗлсе аннӑ. Кун пирки «Чӑваш Ен» ПТРК репортаж хатӗрленӗ.
Хӑрушӑ пулсан та Ҫӳлти тата Аялти Хыркасси ялӗнчи ҫынсем ҫав кӗперпех усӑ кураҫҫӗ. Капла ҫула кӗскетме пулать: Патӑрьел ялӗнчи лавккана, шкула, пульницӑна, чарӑнӑва ҫывӑхрах.
Ял тӑрӑхӗн администрацийӗн кӗпере юсама укҫа ҫук. Тӳре-шара ҫынсене асфальт ҫулпа усӑ курма сӗнет.Халӑх фрончӗ ҫакӑнса тӑракан кӗпер тумалли пирки калать. Ҫакӑ паллӑ: кӗпере юсамаллах, анчах мӗнле укҫапа? Хальлӗхе хуравӗ ҫук.
Алла Салаевӑна Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ пулма ҫирӗплетнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ ӗнер алӑ пуснӑ.
Алла Салаевӑна 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн пуканне пӗрре шаннӑччӗ-ха. Анчах унта вӑрах ӗҫлеменччӗ вӑл. 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче ҫав ӗҫрен кайнӑччӗ.
Алла Салаева 1979 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче истори учительне вӗреннӗ. Педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Алла Салаева Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса та тӑрӑшнӑччӗ. Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ӑна Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама /news/24340.html
ҫирӗплетнӗччӗ. Юлашки вӑхӑтра вӑл вице-премьер пулнипе пӗрлех вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑччӗ.
Мурманск облаҫӗнчи вӗренӳ министрӗ пулнӑ Анна Попова ку должноҫрен кайнӑ хыҫҫӑн депутат пулӑшуҫи пулса тӑнӑ. Вӑл малашне «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» депутатне Алена Аршиновӑна пулӑшса пырӗ.
Палӑртмалла: Анна Попова министрта ҫур ҫула яхӑн ӗҫленӗ нарӑсӑн 17-мӗшӗнче министра ларнӑ, авӑнӑн 14-мӗшӗнче Мурманск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Андрей Чибис унпа килӗшӗве пӑрахӑҫланӑ.
Анна Попова Алена Аршиновӑпа пӗрле 84 ҫулти кинемей валли апат-ҫимӗҫ туянма лавккана кайнине асӑрханӑ. Вӗсем нимеҫӗсем пек пулнӑ.
Аса илтерер: Мурманск облаҫӗнче Анна Попова халӑх тетелне лартнӑ постсенче вырӑсла йӑнӑш ҫырнӑшӑн ҫынсем кӑмӑлсӑрланнӑччӗ.
Юлашки вӑхӑтра пирӗн республикӑри районсемпе хуласен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене палӑртмалли конкурссем иртрӗҫ.
Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене ҫӗнӗ ҫынсем килсе тулман. Тилхепене унчченхисем тытса пырӗҫ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Пӑрачкав тата Йӗпреҫ районӗсенче, Канаш хулинче суйланӑ. Пӑрачкав райадминистрацине Евгений Лебедев ертсе пырӗ, Йӗпреҫ райадминистрацине – Игорь Семенов, Канаш хулине – Виталий Михайлов.
Кунсӑр пуҫне юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Элӗк районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма Александр Куликова, Ҫӗмӗрле районӗнче Лев Рафинова ҫирӗплетнӗ; чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗн тилхепине Алексей Ладыкова тыттарнӑччӗ, Комсомольски райадминистраци пуҫлӑхӗн пуканне Александр Осипов йышӑннӑ, Елчӗк районӗнче – Леонард Левый, Канаш районӗнче – Владимир Степанов, Муркаш районӗнче — Ростислав Тимофеев.
Ҫак кунсенче хӑш-пӗр муниципалитетра сити-менеджера суйласси малалла пырать. Иртнӗ эрнекун, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче ҫеҫ мар, Комсомольски районӗнче те администраци пуҫлӑхне суйланӑ. Чӑваш халӑх сайчӗн вулаканӗсене тӳрех пӗлтерер: тилхепене ҫӗнӗ ҫынна тыттарман, унчченхинех пуҫлӑхра хӑварнӑ.
Депутатсен районти пухӑвне район пуҫлӑхӗ — «Дружба» ял хуҫалӑх производство кооперативӗ тата «Сюрбеево» тулли мар яваплӑ обществӑн ертӳҫи Ремис Мансуров ертсе пынӑ. Конкурс комиссийӗн пӗтӗмлетӗвӗпе комисси председателӗ — Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Юрий Попов паллаштарнӑ. Районти депутатсем Александр Осипов кандидатуришӗн сасӑланӑ.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗ «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче онлайн йышӑну пӳлӗмӗсем ирттерессине пӗлтернӗ.
Чӳк уйӑхӗнче шкулсенче иккӗмӗш чӗрӗк пуҫланӗ. Ашшӗ-амӑшне тата ачасене темӗн те кӑсӑклантарать: шкулта епле графикпа вӗрентесси, ача пахчисем епле ӗҫлесси, техникумсен студенчӗсене инҫет ҫыхӑну мелӗпе вӗрентмӗҫ-и... Ҫак ыйтусене Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ — вӗренӳ министрӗ Алла Салаева чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче хуравлӗ.
Чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 17 сехетре Чӑваш Енӗн Ҫурт-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхӗ Виктор Кочетков ҫынсен ыйтӑвне хуравлӗ. Унпа ҫурт-йӗрпе ҫыхӑннӑ самантсене хускатма май килӗ. Тӗнче тетелӗнчи эпир маларах асӑннӑ ушкӑнра ыйтусене халех йышӑнаҫҫӗ.
Паян Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑхне суйланӑ. Сити-менеджер пулма Алексей Ладыковах шаннӑ.
Аса илтерер: республика тӗп хулин сити-менеджерӗ пулас кӑмӑллисем пилӗк ҫын Республика тӗп хулин сити-менеджерӗ пулас кӑмӑллисем пилӗк ҫын тупӑннӑччӗ: Дмитрий Попов, Юрий Шакеев, Олеся Абашева, Алексей Ладыков тата Владимир Владимиров. Комисси вӗсенчен иккӗшне: Алексей Ладыкова тата Олеся Абашевӑна — суйласа илнӗччӗ.
Паян Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн черетсӗр иккӗмӗш ларӑвӗ иртнӗ. Унта Алексей Ладыков кандидатурине ырланӑ.
Пуҫлӑхсене маларах тӑватӑ районта суйланӑччӗ. Ун чухне те ҫӗнӗ ертӳҫӗсем пулманччӗ. Улатӑр районӗнче Нина Шпилевӑна администраци пуҫлӑхӗ пулма шаннӑ, Патӑрьел районӗнче – Рудольф Селиванов, Красноармейски районӗнче – Александр Кузнецова, Шӑмӑршӑ районӗнче – Владимир Денисова.
Ӗнер Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулмалли кандидатсен заявкисене тишкернӗ. Конкурс комиссийӗн ларӑвне республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ — финанс министрӗ Михаил Ноздряков ертсе пынӑ.
Республика тӗп хулин сити-менеджерӗ пулас кӑмӑллисем пилӗк ҫын тупӑннӑ: Дмитрий Попов, Юрий Шакеев, Олеся Абашева, Алексей Ладыков тата Владимир Владимиров. Комисси вӗсенчен иккӗшне: Алексей Ладыкова тата Олеся Абашевӑна — суйласа илнӗ.
Паян Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвӗ иртӗ. Вӑл 14 сехетре пуҫланӗ. Унта сити-менеджера суйлӗҫ.
Ӗнер Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова халӑха йышӑннӑ. Ун патне пынисем тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ.
Сӑмахран, ӗҫлеме пӑрахнӑ предприятисен: Шупашкарти промышленность валли япаласем шӑратса тӑвакан савутӑн тата Шупашкарти агрегат савучӗн докуменчӗсен архива парас ыйтупа та министр патне пыракансем пулнӑ.
Канаш районӗнчи Малти Ӑнтавӑш ялӗнче пурӑнакансем вара ялта Культура ҫурчӗ сывлӑш пекех кирлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Учреждение тӑвас ыйтупа ялти хастар Правительство ҫуртне, культура министрӗ патне ҫул тытнӑ. Министр яваплисене ыйтӑва тишкерме сӗннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |