Паян Чӑваш Ен Правительствине ҫӗнӗрен йӗркелеме пуҫланӑ. Аса илтерер: ӗнер, авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Олег Николаев Чӑваш Ен Элтеперӗн должноҫне йышӑнчӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл республикӑн Правительствине отставкӑна ячӗ. Ҫавӑн пек тума саккун хистет.
Паян Олег Николаев чылай министра ҫӗнӗрен ҫирӗплетнӗ. Ҫав вӑхӑтрах пукансӑр юлнисем те пур. Вӗсем хальлӗхе иккӗн: вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ пулнӑ Сергей Яковлев тата культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗнче ӗҫленӗ Роза Лизакова. Вӗренӳ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Алла Салаевӑна, культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Светлана Каликовӑна шаннӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗн администрацине ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑнӗ. Ку должноҫе Владимир Мустаев йышӑннӑ. Конкурса Сӗнтӗрвӑрри районӗн депутачӗсен пухӑвӗнче пӗтӗмлетнӗ.
Палӑртмалла: кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче Анатолий Мясников район администрацине ертсе пыма пӑрахнӑ. Вӑл ку должноҫе 4 ҫул йышӑннӑ.
Депутатсем пухура Владимир Мустаева ҫиччӗмӗш созыври район пухӑвӗн полномочийӗсем вӗҫлениччен контрактпа ӗҫлеттерме йышӑннӑ.
Ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем ҫӗнӗ машинӑпа ҫӳреме тытӑнӗҫ. Чӑваш Ене «Шкода Октавия» тата УАЗ «Патриот» машинӑсем ҫитнӗ. Пӗтӗмпе – 42 «тимӗр урхамах».
Паян кӑнтӑрла йӗрке хуралҫисене ҫӗнӗ машинӑсен уҫҫине тыттарнӑ. Транспорта «Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн илсе килнӗ. Виҫӗ УАЗран иккӗшне паян района янӑ. Теприсем ӗҫрен кӑларнӑ техникӑна улӑшарӗҫ.
«Ҫӗнӗ транспорт республикӑри йӗркене лайӑхрах пахса тӑма пулӑшасса шанатӑп», - тенӗ Патшалӑх автоинспекцийӗн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Романов.
Ӗнер ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Федераци Канашӗнче Чӑваш Енрен кам пулассине пӗлтернӗ. Ку вырӑнта Николай Федоровах юлать.
Саккунпа килӗшӳллӗн, регион Элтеперне суйланакан кашни кандидат суйлав кампанийе вахӑтӗнче сенатор должноҫӗ валли виҫӗ кандидат тӑратать, ҫӗнтерсен вӗсенчен пӗрне анчах суйлать. Олег Николаев Федераци Канашӗн вице-спикерне Николай Федорова, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫине Алена Аршиновӑна, Раҫҫей Паттӑрне Николай Гаврилова тӑратнӑ.
«Паянхи куна илес тӗк, эпӗ шутланӑ тӑрӑх, пирӗн сенатор улшӑнмӗ», - тенӗ Олег Алексеевич.
Аса илтерер: Олег Николаев авӑнӑн 22-мӗшӗнче должноҫе йышӑнӗ.
Паян Чӑваш Ен сывлӑх министрӗн ҫумӗ пулма ҫӗнӗ ҫынна ҫирӗплетнӗ. Аса илтерер: унччен ҫав должноҫе йышӑннисенчен пӗрне, Владимир Дубова, авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ӗҫрен хӑтарнӑччӗ. Хыҫҫӑнах ӑна Республикин психатри пульницине ертсе пыма шанчӗҫ.
Паян министрӑн ҫумӗ пулма Ирина Лисенковӑна ҫирӗплетнӗ. 2004 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа 2009 ҫулхи юпа уйӑхӗччен вӑл Правительство ҫуртӗнче ӗҫленӗ-ха. Ун чухне сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министрӗн ҫумӗ пулнӑ. Кайран Республикӑн стоматологи поликлиникинче йӗркелӳпе методика пӳлӗмӗн заведующийӗнче тӑрӑшнӑ. Аслӑ категориллӗ врач. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ врачӗ вӑл ята 2010 ҫулта тивӗҫнӗ.
Мурманск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Андрей Чибис вӗренӳпе ӑслӑлӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Анна Головинана шаннинен Чӑваш халӑх сайчӗ хай вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ. Халӗ вӑл урӑх ӗҫе куҫнӑ май министр пуканне пушатнӑ.
Анна Германовна Головина 2009 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ. Унта вӑл «Физика» тата «Преподаватель» специальноҫӗсене алла илнӗ. «Финанс тата кредит» енӗпе те вӑл вӗреннӗ. «Пӗтӗмӗшле педагогика, педагогика тата вӗренӳ историйӗ» енӗпе аспирантурӑра ӑс пухнӑ. 2015 ҫулта вӑл педагогика наукисен кандидачӗ ята тивӗҫнӗ. Сӑмах май, 2014 ҫулта «Ҫулталӑк аспиранчӗ» республикӑри конкурсра «Педагогика ӑслӑлӑхӗсем» номинацире ҫӗнтернӗ.
Анна Головина Чӑваш Ен Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче тӗрлӗ должноҫра вунӑ ҫул ӗҫленӗ. Мурманска кайиччен Чӑваш патшалӑх университетӗнче проект ӗҫ-хӗлӗн управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Хӑй вӑл Хабаровскра ҫуралнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев суйлава пӗтӗмлетме журналистсене брифинга пухсан Правительство тытӑмӗнче улшӑнусем кӑштах пулма пултарассине пӗлтернӗччӗ.
Ӗнер ун пек пӗр йышӑну пулчӗ те. Промышленность тата энергетика министрӗ пулма Олег Николаев Евгений Герасимова шанчӗ. Вӑл Воронежри «Масловский» индустри паркӗн коммерци директорӗнче ӗҫленӗ. Унччен вӑл «Четра-Промышленные машины» акционерсен уҫӑ обществинче суту-илӳ пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Дехим» обществӑн учредителӗ тата директорӑн ҫумӗ пулнӑ.
Министр тивӗҫне пӗр вӑхӑт пурнӑҫланӑ Сергей Лекарева министр ҫумӗ пулма куҫарнӑ. Паян асӑннӑ министертсвӑра тата тепӗр кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Министр ҫумӗ пулса ӗҫленӗ Николай Голубцова ӗҫрен кӑларнӑ.
Паян Чӑваш Ен Правительствинче кадрсемпе ҫыхӑннӑ темиҫе йышӑну пулса иртнӗ.
Пӗрремӗшӗнчен, республикӑн промышленность тата энергетика министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Сергей Лекарева ӗҫрен хӑтарнӑ.
Министр пулма республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев министр пулма Евгений Герасимова шаннӑ. Хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Тепӗр йышӑну та пур унта. Маларах асӑннӑ Сергей Лекаревпах ҫыхӑннӑ вӑл. Ӑна промышленность тата энергетика министрӗн ҫумӗ пулма шаннӑ.
Патӑрьел район прокуратури тӑлӑх ыйтӑвӗпе тӗрӗслев ирттернӗ. Надзор органӗнчен хӗр хӑй пулӑшу ыйтнӑ-ха. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫурт-йӗр черетне ӑна 2015 ҫултах тӑратнӑ. Унтанпа Пӑлара шыв нумай юхса иртнӗ, лав вырӑнтан хускалман. Прокуратура тӗрӗслевӗ те ҫавнах ҫирӗплетнӗ. Вырӑнти тӳре-шара тӑлӑха пулӑшас тесе тӑпӑртатса тӑни сисӗнмен.
Хӗре хӳтӗлесе прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ. Унтисем те килсӗр-ҫуртсӑр тӑлӑха пулӑшмаллах тесе йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗрсе ӗлкӗреймен-ха. Ӑна вырӑнти тӳре-шара епле пурнӑҫланине прокуратура хӑй тӗрӗслесе тӑма шантарать.
Чӑваш Республикин Конкурентлӑ политика тата тариф службин ертӳҫин ҫумне ҫирӗплетнӗ. Ҫакӑн ҫинчен калакан йышӑнӑва Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи паян алӑ пуснӑ.
Чӑваш Республикин конкурентлӑ политика тата тариф службин ертӳҫин ҫумӗ пулма Надежда Евлампиевӑна шаннӑ.
Асӑннӑ службӑн ертӳҫи пулма кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче Надежда Колебановӑна ҫирӗплетнӗ. Маларах Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. Халӗ унӑн икӗ ҫум: Алина Елисеева тата Надежда Евлампиева.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |