Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн ҫиччӗмӗш созывӗн пӗрремӗш ларӑвӗ иртет. Унта пӑхса тухмалли ыйтусенчен пӗри – хула администрацийӗн пуҫлӑхне суйламалли тапхӑра палӑртасси.
Ҫӗнӗ созыв йӗркеленнӗ май хула администрацийӗн килӗшӗвӗ вӗҫленет. Унтан депутатсем конкурс комиссине йӗркелеҫҫӗ.
Юпан 8-мӗшӗнче Алексей Ладыковӑн килӗшӗвӗ пӑрахӑҫланать, ҫӗнӗ конкурс ирттересси пирки пӗлтереҫҫӗ. Ҫӗнӗ пуҫлӑх ӗҫе тытӑниччен унӑн тивӗҫӗсене урӑххи пурнӑҫлӗ. Алексей Ладыков ку тивӗҫе ЖКХ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумне Владимир Филиппова сӗннӗ.
Аса илтерер: Алексей Ладыков ку дожноҫре 2011 ҫултанпа ӗҫлет. 2015 ҫулта депутатсен ҫӗнӗ созывӗ унӑн килӗшӗвне тӑсма йышӑннӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствинче республикӑн тӗп архитекторне, министрӑн ҫумне Александр Шевлягина чысланӑ. Ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ архитекторӗ» ят панӑ.
Чыслава ӗнер йӗркелени ытахальтен мар. Юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери архитектура кунне уявланӑ.
Паллӑ пулӑмпа Александр Шевлягина ӗҫтешӗсем тата Александр Героев министр, ҫавӑн пекех Чӑваш Енри архитекторсен союзӗн пайташӗсем саламланӑ.
Александр Шевлягин 1988 ҫултанпа СССР Архитекторсен союзӗн пайташӗ пулнӑ, 2002-2006 ҫулсенче Чӑваш Енри архитекторсен союзне ертсе пынӑ.
Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов Шупашкарта Правительство ҫуртӗнчен тухнӑ. Унччен те пулман – ӑна такам тапӑннӑ. Хайхискер ӑна ҫавӑнтах кӗтсе тӑнӑ.
Ҫамрӑк арҫын министра шӗрӗп уҫҫипе 3 хутран кая мар ҫапнӑ. Тӳре-шара аллипе май килнӗ таран унран хӳтӗленнӗ. Ҫапах министр кӑштах суранланнӑ.
23 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Владимир Степанова вара тухтӑрсем пулӑшу панӑ. Вӑл пульницӑна выртмаллах аманман. Халӗ унӑн сывлахӗ лайӑхах.
ЧР экономика аталанӑвӗн экс-министрӗ Владимир Аврелькин тӗрмере ларать. Ҫулталӑк пусламӑшӗнче суд ӑна унта 4,5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Кӗҫех, ултӑ кунран, ун тӗлӗшпе каллех суд пулмалла. Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче каллех приговор вулӗҫ.
Аса илтерер: Владимир Аврелькина дожноҫпе усӑ курнӑшӑн айӑпланӑ. Аврелькинпа пӗрле ҫак ӗҫе тунӑ икӗ ҫын тата строительство фирмин пуҫлӑхӗ те явап тытаҫҫӗ.
Экс-министр патшалӑх субсидийӗсем пама посредниксем урлӑ икӗ миллион тенкӗ ыйтса илнӗ. Тата пӗр миллион тенкине ҫав строительство организацийӗнченех тепӗр тӳре-шарана памалле тесе илнӗ. Анчах ҫакна тума хатӗрленмен те вӑл.
Паян Федерацин суд приставӗсен Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫӗнӗ ертӳҫипе Денис Борисовпа паллаштарнӑ. Ӑна хальлӗхе тивӗҫе пурнӑҫлама шаннӑ-ха.
Республикӑн Правительствин ҫуртӗнче ҫӗнӗ ертӳҫӗне Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Михаил Ноздряков йышӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫынпа Федерацин суд приставӗсен службин директорӗн ҫумӗ — ҫӗршывӑн тӗп суд приставӗн ҫумӗ Денис Фирстов паллаштарнӑ.
Денис Борисов — шалти службӑн аслӑ лейтенанчӗ. Ку тытӑмра вӑл 2002 ҫултанпа ӗҫлет.
Михаил Ноздряков Дениса Борисова чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме ырӑ суннӑ.
Чӑваш Енри тӳре-шарана страхлӗҫ. Ҫавна хӑш организацире пурнӑҫлассине палӑртмалли аукцион юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртӗ.
Патшалӑх служащийӗсене страхлама 2 миллион та 48 пин тенкӗ уйӑрӗҫ. Тӳре-шаран пурнӑҫне тата сывлӑхне ҫав суммӑлӑх страхлӗҫ. Пурӗ 1482 ҫынна страхлама палӑртнӑ. Кама мӗн чухлӗ тенкӗлӗх страхласси ӗҫченӗн окладне шута илӗҫ.
Патшалӑх служащийӗ, Турӑ сыхлатӑр та, вилсен унӑн тӑванӗсене ҫав ҫыннӑн 75 оклачӗ чухлӗ тӳлӗҫ. Инвалида тухсан унӑн ушкӑнне кура 30 окладран пуҫласа 50 оклад таран парӗҫ; сусӑрлансан – 20 оклад; ҫӑмӑл суранлансан – 5 оклад.
Ӗнер Чӑваш Ене Раҫҫей премьер-министрӗ Михаил Мишустин килсе кайрӗ. Пӗччен мар. Унпа пӗрле Раҫҫей министрӗсем те пулнӑ. Мускавран килнӗ тӳре-шара Шупашкарта икӗ ҫӗре: Чапаев ячӗллӗ савута тата «Текстильмаш» предприятие – ҫитсе курнӑ.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, Мишустин премьер-министр предприятисенче вӑрах тӑман. Протокол тӑрӑх, Чапаев ячӗллӗ савутра ун коллективпа калаҫмалла пулнӑ. Цехри «Ахаль рабочисем» тесе суйланисем рабочисем пулни иккӗленӳллӗ. Вӗсем унччен республикӑн Информаци политикин министерствинче, Стройминӗнче тата ытти ведомствӑра ӗҫленӗ-мӗн. Вӗсем савутра тӑрӑшаҫҫӗ-ха. Анчах рабочи пулса тар тӑкни иккӗленӳллӗ. Андрей Иванов журналист, сӑмахран, министр ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ Сергей Безрукова та «рабочисен йышӗнче» курнӑ.
Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 4-мӗшнче республикӑн экономика министрӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Олег Молякова шаннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл — «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партире тӑракан Игорь Моляков депутатӑн пӗртӑванӗ. Олег Моляков 55 ҫулта. Вӑл 1993 ҫултан пуҫласа 2002 ҫулччен ЧР экономика министрӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ, унтан Патшалӑх Думин депутачӗ пулнӑ. 2010 ҫул пуҫламӑшӗнче «РУКС» предприятире те ӗҫленӗ.
Ӗнер Олег Молякова министр ҫумӗнчен хӑтарма йышӑннӑ. Ӗнерех ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн пулӑшуҫи пулма ҫирӗплетнӗ.
Паян Чӑваш Ене РФ премьер-министрӗ Михаил Мишустин вӗҫсе килнӗ. Вырӑнти оппозиционер Юрий Шакеев федераци шайӗнчи тӳре-шара хӑйне тимлӗх уйӑртӑр тесе машинисене Правительство ҫурчӗ умне килсе лартнӑ. ГАЗельсенчен пӗрин ҫине Шупашкар сити-менеджерӗ тӗлӗшпе ҫырни пур.
«Про Город» хаҫат Юрий Шакеевпа ҫыхӑнса вӑл ҫакна мӗншӗн тунипе кӑсӑкланнӑ. «Манӑн суйлавпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсене палӑртас килет. Вӑл иртнӗ чухне йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Ача пахчисемпе, шкулсемпе, Китай экспансийӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусем те пур тата», - тенӗ оппозиционер.
13 сехет те 10 минутра Шакеевӑн машинисене ятарлӑ техникӑпа тата троспа ҫул ҫинчен илсе кайма хӑтланнӑ.
Раҫҫейӗн ял хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Джамбулат Хатуов Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн Сергей Артамоновӑн ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ. Кун пирки вӑл паян, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, республикӑн Правительство ҫуртӗнче Олег Николаев Элтеперпе ирттернӗ тӗлпулура каланӑ.
«Сергей Геннадьевич ӗҫе малалла тӑсни пушшех те кӑмӑллӑ. Ӑна шаннишӗн сире тав тӑватӑп. Пирӗн шутпа, вӑл — ӗҫлеме чи хатӗр министрсенчен пӗри», — тенӗ Мускавран килнӗ хӑна.
Сергей Артамонов федерацин Атӑлҫи округӗнчи субъектсенчи чи лайӑх виҫӗ министр, Раҫҫейри чи лайӑх 20 министр шутне кӗрет иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |