Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн паянтанпа — ҫӗнӗ пресс-секретарь. Хушӑва республика ертӳҫи хӑй алӑ пуснӑ.
Пресс-секретарь пулма Борис Краснова ҫирӗплетнӗ. Вӑл И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче тата Патшалӑх службин Атӑл-Вятка академийӗнче вӗреннӗ.
Маларах вӑл Росреестр ертӳҫин пулӑшуҫинче, Ингушети пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи-канашҫинче, «Опора России» (чӑв. Раҫҫей тӗрекӗ) президент организацийӗнче пресс-секретарьте ӗҫленӗ. Борис Краснов РФ Ял хуҫалӑх министерствин пресс-службине те ертсы пынӑ, «Химпромра» та, Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче те тӑрӑшнӑ.
Ҫӗмӗрле районӗнче «Соснячок» ача-пӑча уйлӑхне юсаса ҫӗнетесшӗн. Кун пирки асӑннӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валерий Шигашев тата республикӑн вице-премьерӗ — вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Алла Салаева пӗлтернӗ.
Валерий Шигашев 40 ҫул каялла ҫав уйлӑхра каннине аса илсе Инстаграмри уйрӑм постра сӑнӳкерчӗк те вырнаҫтарнӑ.
Алла Салаева пӗлтерне тӑрӑх, асӑннӑ учрежденире ҫулсерен 500-е яхӑн ача каннӑ. Ача-пӑча уйлӑхӗ хырлӑхра вырнаҫнӑ, ҫывӑхрах пӗве пур тата икӗ ҫӑл тапса тӑрать.
Халӗ вырӑнтисем (ҫав шутра — маларах асӑннӑ Валерий Шигашев тата депутатсем) ача-пӑча уйлӑхне хальхи евӗр юсаса ҫӗнетсе ӗҫлеттерсе ярасшӑн. Республика шайӗнчи тӳре-шара шухӑша ырласа йышӑннӑ. Проекта ҫитес ҫулхи ҫуркунне валли хатӗрлесе ҫитерӗҫ.
Чӑваш Ен вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Тӑвай районӗнчи шӑматкунлӑха хутшӑнни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Кун пирки вӑл Фейсбукра пӗлтернӗ. Сӑнӳкерчӗксенче Сергей Геннадьевич ҫырмана тасатни, вӑл ял ҫыннисемпе калаҫни, вӗсемпе пӗрле апатланни сӑнланнӑ.
Ял хуҫалӑх министрӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, тасалӑх хуҫалантӑр тесен вараламалла мар. Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци радиовӗн тӳрӗ эфирӗнче Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнчен Надежда Петровна ятлӑ хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ. Вӑл ял вӗҫӗнчи ҫырма йӑлари хытӑ каяшпа тулнине пӑшӑрханса пӗлтернӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫӳп-ҫап контейнерӗсем пур, анчах вӗсем пушӑ иккен, мӗншӗн тесен ял ҫыннисем йӑлари хытӑ каяша ӗлӗкхиллех ҫырмана йӑтаҫҫӗ-мӗн.
Министр тӳсейменнипе вырӑна тухса кайнӑ, ял ҫыннисемпе шӑматкунлӑха хутшӑннӑ.
Паян Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумне — строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫре пулма Павел Данилова шаннӑ.
Павел Владимирович Шупашкарта 1974 ҫулхи утӑ уйӑхен 25-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ҫемьеллӗ. Мӑшӑрпе виҫӗ ача ӳстереҫҫӗ.
Павел Данилов Г.В. Плеханов ячӗллӗ Раҫҫей экономика университетӗнче «Финанс тата кредит» специальноҫа алла илнӗ. 2011-2013 ҫулсенче иккӗмӗш аслӑ пӗлӳ илнӗ. Экономика наукисен кандидачӗ.
Павел Данилов юлашки ҫулсенче «Раҫҫей Стройминӗн проект дирекцийӗ» автономи учрежденине ертсе пынӑ. Мускавран килнӗ пулин те Чӑваш Еншӗн ют мар. Вӑл кунта ҫуралнӑ, 2000-мӗш ҫулсенче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Анатолий Емельяновӑн финанспа экономика енӗпе ҫумӗ пулса ӗҫленӗ.
Иртнӗ канмалли кунсенче Ҫӗрпӳ районӗнче ҫӗр ишӗлсе аннӑ. Ку Туҫи ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Хыпара «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Унччен ҫак вырӑн питӗ хитре курӑннӑ, вӑл ҫынсене илӗртнӗ. Ҫӳллӗ вырӑнтан ялсем алӑ тупанӗ ҫинчи пек курӑннӑ. Ҫав вырӑнта саксем те лартнӑ. Халӗ вӗсем ҫӗр айне пулнӑ.
Юрать-ха, никам та шар курман. Туҫи ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ӗҫченӗсем вырӑна ҫитнӗ. Тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ сӑрт 20-25 метр ҫӳллӗш. Администраци пуҫлӑхӗ Людмила Атманова ҫав вырӑнта ҫитес вӑхӑтра асӑрхаттару паллисем лартассине пӗлтернӗ.
Шупашкарта 5-мӗш хутран ӳкнӗ арҫын ачана тытса ӗлкӗрнӗ Вениамин Егорова Шупашкар хула администрацийӗ чысланӑ. Аса илтерер: ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Мир проспектӗнче чӳречерен ӳкнӗ 5 ҫулти арҫын ача ӑна пула чӗрӗ юлнӑ, вӑйлах суранланман.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тата хула пуҫлӑхӗ Алексей Кортунов арҫын паттӑр пулнине палӑртнӑ. Ӑна тав ҫырӑвӗпе, парнесемпе чысланӑ. Ҫав йышра – хула сӑнне ӳкернӗ картина.
Вениамин Егоров хӑй те ача ашшӗ, унӑн ывӑл ӳсет. Вӑл ашшӗ-амӑшне тимлӗрех пулма сӗннӗ, пӗччен хӑвармалла марри пирки асӑрхаттарнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков кадр улшӑнӑвӗ пирки пӗлтернӗ. Кун пирки вӑл Инстаграмра паян ирпе ҫырнӑ.
Хула администрацийӗн физкультурӑпа спорт управленийӗн пуҫлӑхӗ пулма Сергей Худаева ҫирӗплетнӗ.
Сергей Алексеевич — Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн физкультура факультечӗн доценчӗ, педагогикӑри унӑн стажӗ 30 ҫула яхӑн.
2000 ҫултанпа Сергей Худаев — Чӑваш Республикин баскетбол федерацийӗн президенчӗ, 2014 ҫултанпа — «Чебоксарские ястребы» баскетбол клубӗн тӗп тренерӗ.
ЧР Вӗрентӳ институчӗн ректорӗ пулнӑ Елизавета Казакова пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 61 ҫулта пулнӑ.
Елизавета Васльевна пурнӑҫне вӗрентӗве халалланӑ. Малтан вӑл вӗрентекенре ӗҫленӗ, унтан шкул директорӗн ҫумӗ пулнӑ. Кун хыҫҫӑн квалификацие ӳстерекен тытӑма ӗҫлеме куҫнӑ, республика валли управлени кадрӗсем хатӗрленӗ.
Пӗр ҫул вӑл Вӗренӳ министерствинче министр ҫумӗнче ӗҫленӗ. Ун хыҫҫӑн Вӗренӳ инситутнех таврӑннӑ, пенсие тухичченех ректор пулнӑ. Вӑл – ЧР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ. Унӑн педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗн степенӗ пур.
Елизавета Казаковӑпа ыран 8.30-100 сехетсенче сыв пуллашӗҫ: Шупашкар урамӗ, Граждан урамӗ, 19-мӗш ҫурт.
«Чӑваш Ен — релестроени тата электротехника енӗпе ҫӗршыв шайӗнчи тӗп хула». Ҫапла хакланӑ РФ промышленность тата суту-илӳ министрӗн ҫумӗ Михаил Иванов Шупашкарта «РЭЛАВЭКСПО-2021» ятпа иртнӗ ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗнче тата куравра.
«Раҫҫей шайӗнче пысӑка хурса хаклакан Чӑваш Енри предприятисемшӗн эпӗ мӑнаҫланатӑп тата савӑнатӑп», — тесе ҫырнӑ республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов Фейсбукра.
Министр палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре Раҫҫейри пӗртен-пӗр электротехника кластерӗ пур. Отрасльте 20 пин ытла ҫын пурӑнать. Асӑннӑ отрасль промышленность сферинче 30 процента яхӑн йышӑнать.
Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов сӗт сутакансемпе тӗл пулнӑ. Вӑл ӗнер Шупашкар районӗнчи Курак Чурачӑк ялне кайнӑ.
Ял ҫыннисем министра пӗлтернӗ тӑрӑх, сӗт пухакансем асӑннӑ ҫимӗҫе пӗр литрне 19 тенкӗпе туянаҫҫӗ.
Сергей Артамонов ӗнентернӗ тӑрӑх, ял ҫыннисене урамсене, тӑван тӑрӑха хӑтлӑх кӳресси ытларах пӑшӑрхантарать. Сӑмахран, ҫырмара плотина тӑвасси, лавкка умӗнчи лапама хитрелетесси, ҫӳп-ҫап контейнерӗсене лартса тухнӑ вырӑнсене бетонласси.
Ӗне усракансене кӑҫал та укҫан пулӑшас тенине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: пӗр ӗнешӗн – 2400, икӗ ӗнешӗн – 3400-шар тенкӗ, виҫӗ тата ытларах ӗнешӗн 4400-шар тенкӗ парасси пирки шухӑшлаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |