Аван уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти Шупашкар мэрӗ пулнӑ, халӗ РФ Патшалӑх Думин депутатӗнче ӗҫлекен Леонид Черкесова ЧР Патшалӑх Канашӗн председательне лартма сӗннӗ.
Ыран, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Патшалӑх Канашӗн ҫиччӗмӗш созывӗн пӗрремӗш сессийӗ пулать. Шӑпах унта председателе, унӑн ҫумне, комитетсен председательне, аппарт ертӳҫине, Чӑваш Ен сенаторне суйлӗҫ. Патшалӑх Канашӗн депутачӗсенчен ытларахӑшӗ, 30-шӗ, - «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсем. Ҫавна май Леонид Черкесовӑн председатель пулас шанчӑк пысӑк.
Ҫавӑн пекех Шутлавпа тӗрӗслев палатин ертӳҫине палӑртӗҫ. Ку пукана Светлана Арисова йышӑнма пултарӗ.
Алла Салаева РФ Патшалӑх Думин депутатне суйланнӑ хыҫҫӑн пушаннӑ вице-премьер пуканне республикӑн сывлӑх сыхлав министрне Владимир Степанова шанса панӑ. Хушӑва Чӑваш Ен ертӳҫи Олег Николаев паян алӑ пуснӑ.
Малашне Владимир Геннадьевич сывлӑх сыхлавӗшӗн ҫеҫ мар, вӗрентӳ, культура, спорт тата ӗҫ отраслӗсемшӗн те яваплӑ пулӗ.
Республикӑн правительствинче хальхи вӑхӑтра 6 вице-премьер. Пӗрремӗш ҫум, вӑлах финанс министрӗ те – Михаил Ноздряков, премьер-министрӑн заместителӗсен шутӗнче ҫавӑн пекех – ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов, Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полпречӗ Пётр Чекмарев, строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Павел Данилов тата маларах эпир асӑннӑ Владимир Степанов.
Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Дмитрий Захарова шаннӑ.
Аса илтерер: ку вырӑн паян Алла Салаевӑна министр пуканӗсӗр хӑварнӑ хыҫҫӑн пушаннӑ.
Дмитрий Анатольевич вӗренӳ отраслӗнче ҫӗнӗ ҫын мар. Вӑл Шупашкар хула администрацийӗнче вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ.
Дмитрий Захаров 1979 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 2001 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Истори наукисен кандидачӗ. Хӑйӗн пӗлӗвне вӑл РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин Раҫҫей академийӗнче икӗ хутчен те ӳстернӗ. Ӗҫ биографине хула шкулӗсенчен пӗринчи истори учителӗнчен пуҫланӑ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумне – вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрне Алла Салаевӑна ӗҫрен кӑларнӑ. 150-мӗш номерлӗ хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Алла Салаевӑна должноҫран хӑтарни вӑл РФ Патшалӑх Думине депутата суйланнипе ҫыхӑннине тавҫӑрма йывӑр мар. Алла Салаева – «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ.
Алла Леонидовна 1979 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. 2000 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен историка вӗренсе тухнӑ, 2002 ҫулта — Патшалӑх службин Атӑл-Вятска академийӗнчен. Педагогика наукисен кандидачӗ. Чылай ҫул Шупашкар хула администрацийӗнче тӑрӑшнӑ.
Суйлава пӗтӗмлетме вӑхӑт. Камсем, хӑш партисем ҫӗнтернӗ-ха унта? Палӑртмалла: суйлава халӑхӑн 58 проценчӗ хутшӑннӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, РФ Патшалӑх Думине пирӗн республикӑран Алла Салаева (39,89%) тата Анатолий Аксаков (41,74%) кайӗҫ. Партисенчен «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» (37,24%), КПРФ (22,48%), «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» (14,92%), ЛДПР (6,8%), «Ҫӗнӗ ҫынсем» (5,67%) мала тухнӑ.
ЧР Патшалӑх Канашӗн ҫитес созывӗнче ултӑ парти депутачӗсем пулӗҫ: «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей», КПРФ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей», ЛДПР, Пенсионарсен тӗрӗслӗхшӗн партийӗ, «Ҫӗнӗ ҫынсем». Юлашки виҫҫӗшӗн Паташлӑх Канашӗнче пӗрер вырӑн пулӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн» - 20 мандат.
Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан арҫын директора ҫӗҫӗпе чикнӗ. Хӑйӗн пуҫлӑхне мар-ха. Управляющи компани ертӳҫине.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче пурӑнакан харпӑрлӑхҫӑсем пухӑва пуҫтарӑннӑ. Унта ҫурта тытса тӑракан управляющи компани директорӗ те хутшӑннӑ. Пухурисенчен пӗри, ҫуртра пурӑнакан арҫын, пӗрмай тем кӑшкӑрса тӑнӑ. Директор ӳсӗр ҫын сӑмахне хӑлхана чикес темен, илтмӗш тунӑ. Арҫынна ҫавӑ тарӑхтарсах янӑ. Вӑл хӑйӗн хваттерне кӗрсе унтан ҫӗҫӗ йӑтса тухнӑ. Ҫавӑнпа директора кӑкӑр тӗлӗнчен чикнӗ.
Тӗпчевҫӗсем тата тухтӑрсем ӳсӗр ҫын директор сывлӑхне ҫӑмӑл сиен кӳнине палӑртнӑ. Апла пулин те пӑтӑрмахшӑн Ҫӗмӗрле арҫыннин явап тытма тивех. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ ӗнтӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансемшӗн лайӑх хыпар ку. 101-с маршрут ҫине автобуссем тухӗҫ. Унччен унта маршруткӑсем ҫӳренӗ.
Тӳре-шара виҫӗ маршрут валли перевозчик тупас тесе уҫӑ конкурс ирттернӗ. Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче конкурс ҫӗнтерӳҫи 101-с маршрут ҫине тухмалли пысӑк класлӑ 15 автобуса кӑтартнӑ. Транспорта 72 пассажир кӗрет.
Автобус конкурс документацийӗпе килӗшсе тӑрать. Халӑх нумай ҫӳрекен вӑхӑтсенче транспорт 8-10 минут интервалпа ҫӳрӗ. Ытти чухне – кашни 15-20 минутран.
Ҫӗнӗ автобуссем маршрут ҫине паян тухмалла пулнӑ. 270-мӗш маршрут ҫине ҫӗнӗ транспорт юпа уйӑхӗнче тухӗ, 234-мӗш маршрут ҫинче – ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Паян министр ҫумне Ирина Лисенковӑна ӗҫрен кӑларма йышӑннӑ. Республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ документа Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Министр ҫумӗн пуканне Ирина Лисенкова шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла йышӑннӑччӗ. 1985 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ врачӗ» ята тивӗҫнӗ. 2004-2009 ҫулсенче вӑл сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Сывлӑх сыхлав министерствине куҫиччен Республикӑн стоматологи поликлиникинче оргметодпӳлӗм заведующийӗ пулнӑ.
Нумаях пулмасть РФ Президенчӗ Владимир Путин самоизоляцие кайнӑ. Ку унӑн таврашӗнчи ҫынсем кӑшӑлвируспа чирленипе ҫыхӑннӑ. Кремльти ҫын каланӑ тӑрӑх, ҫав ҫынсем вӑхӑтра ревакцинаци туманнипе аптӑраса ӳкнӗ.
Чирленӗ ҫынсем вакцинациленнӗ, анчах вӗсен каярахпа антителӑсем сахалланнӑ, ревакцинацие вара вӑхӑтра туман. «Пурте чире нимӗнле паллӑсӑр, ҫӑмӑллӑн чӑтса ирттереҫҫӗ. Йывӑр пӗр тӗслӗх те ҫук», - тенӗ Президент пресс-секретарӗ Дмитрий Песков.
Владимир Путин самоизоляцире сахалтан та пӗр эрне пулӗ. Ҫапах вӑл унчченхи пекех ӗҫлет.
Чӑваш Енӗн юстици министрӗнче тӑватӑ ҫул тӑрӑшнӑ Наталья Тимофеева Совет Союзӗн Геройӗ А.В. Кочетов ячӗллӗ Федерацин Атӑлҫи округӗнчи Чӑваш кадет корпусне ертсе пыма тытӑннӑ. Унччен вӑл ҫулталӑк ытларах Шупашкар районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ.
Наталья Тимофеева Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ шутланать, ӑна «Чӑваш Республики умӗнче тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль орденӗпе чысланӑ.
Наталья Юрьевна 1979 ҫулхи раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Приморье тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «юриспруденци», «хими» специльноҫсене алла илнӗ. «Чӑвашторгтехника» организацире юрисконсульт, пай пуҫлӑхӗ пулнӑ, кайран ЧР Культура министерствинче консультант-юристра, тӗп специалистра, пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. 2011-2015 ҫулсенче Чӑваш Енӗн Пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствинче тимленӗ, унта министр ҫумӗ таран вырӑн йышӑннӑ. 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен комитетне ертсе пыма тытӑннӑ, комитетран министерство туса хунӑ хыҫҫӑн министр пуканне йышӑннӑ. Кайран ӑна министр тивӗҫӗнчен хӑтарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |