Шупашкар хула администрацийӗнчи Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртессипе ӗҫлекен управление ертсе пыма шаннӑ ҫын виҫӗ эрне хыҫҫӑн ӗҫрен кайнӑ.
Федор Андреева асӑннӑ управленин ертӳҫи пулма ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче шаннӑ. Унччен вӑл Шупашкар хула администрацийӗн Ленин районӗн администрацийӗнче пуҫлӑх ҫумӗ пулса ӗҫленӗ.
Ӑна Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленине ертсе пыма лартсан ҫав ҫыннӑн тӗп тивӗҫӗсен шутӗнче хулари программӑсене пурнӑҫласси тата Граждан урамне юсаса ҫӗнетессине вӗҫлесси тесе Денис Спирин сити-менеджер
палӑртса хӑварнӑ. Тилхепене тыттарнӑранпа уйӑх ҫитиччен Федор Андреев ятне маларах эпир асӑннӑ управлени сайтӗнчи структурӑран кӑларса ҫапнӑ. Вӑл текех пуҫлӑх маррине управленин пресс-службинче те халӗ журналистсене ҫирӗплетсе панӑ.