Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш наци телекуравӗ 3 ҫул тултарнӑ. Ҫак тапхӑрта республика ҫыннисем патне тележурналистсем тӗрлӗ кӑларӑм илсе ҫитернӗ.
Телекурав пурнӑҫа терлӗ енлӗн ҫутатма тӑрӑшать: экономика, социаллӑ ыйту, спорт, культура… Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче телекурав анлӑрах сарӑлма тытӑннӑ. Халӗ Наци телекуравне Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра, Сӗнтӗрвӑрринче, Куславккара, Ҫӗрпӳре, Кӳкеҫре, Тӗрлемесре, Сӑнав поселокӗнче курма пултараҫҫӗ.
Ҫитес вӑхӑтра телекурава Улатӑра, Ҫӗмӗрлене, Етӗрнене, Вӑрнара, Йӗпреҫе илсе ҫитересшӗн. Халӗ вара Наци телекуравне пурте тӗнче тетелӗнче курма пултараҫҫӗ.
Авӑнӑн 6-мӗшӗнче Куславккара Атӑл хӗрринче «Ялав» хаҫатӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн ҫӑмӑл атлетика эстафети иртнӗ.
Уява уҫнӑ ҫӗре Куславкка район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.Колумб район хаҫачӗн тӗп редакторӗ В.Константинов хутшӑннӑ, вӗсем пурне те тупӑшура ӑнӑҫу суннӑ.
Чи малтан старта ветерансем тухнӑ. Унта Тӗрлемес команди мала тухнӑ. Унтан ҫемьесем тупӑшнӑ, унта Дарешинсем ҫӗнтернӗ.
Муниципалитет, организацисем хушшинче Куславкка хула тӑрӑхӗ ҫӗнтернӗ. 7–9-мӗш классен хушшинче Куславккари 3-мӗш шкул мала тухнӑ. 10–11-мӗш классен ушкӑнӗнче тӗрлемесссем ҫӗнтернӗ.
Сӑнсем (125)

Кӳкеҫ поселокӗнче водительсем валли электронлӑ информаци хыпарӗ вырнаҫтарнине нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Кунашкал табло ҫитес вӑхӑтра Куславкка районӗнчи Тӗрлемес ялӗ ҫывӑхӗнче те вырнаҫтармалла.
«Атӑл» ҫул-йӗр управленийӗн эксперт специалисчӗ Георгий Юнусов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакнашкал таблосем водительсемшӗн пысӑк пулӑшуҫӑ. Вӑл руль умӗнчисене ҫул-йӗр ҫинчи лару-тӑру пирки хыпарлӗ: ҫул шуҫлак пирки, вӑйлӑ ҫумӑр килесси ҫинчен. Табло водителе хӑвӑртлӑха чакарма та сӗнӗ.
Таблопа юнашар электронлӑ паллӑ вырнаҫтарӗҫ. Вӑл ҫул ҫинче «тимӗр урхамах» нумай чухне урӑх енчен каймаллине кӑтартӗ.
Ҫутҫанталӑка упрама ачасене шкул саккинчех вӗрентеҫҫӗ. Куславкка район шӑпӑрланӗсем тавралӑха упрама, ӑна тасалӑхра тытма чӗнсе калаҫҫӗ. Ҫаксене вӗсем плакатсем ҫинче кӑтартнӑ.
Куславкка районӗнчи ҫамрӑксен «ЭКА» экологи юхӑмӗ «Экологи плакачӗ» район конкурсӗ ирттернӗ. Конкурс Куславкка районӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсен ҫумӗнче иртнӗ. Ӑна ачасене ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑннӑ мероприятисене ытларах илӗртес тӗллевпе йӗркеленӗ.
Кокурсра тӗрлӗ ӳсӗмри ачасен ӗҫӗсем пулнӑ. Унта кӗҫӗн классенче вӗренекенсем те, аслӑраххисем те хастар хутшӑннӑ. Йӗркелӳҫӗсем кашни ӗҫ хӑйне евӗр пулнинчен тӗлӗннӗ. Кашни ача «Экологи» темине хӑйне евӗр ӑнланать-мӗн. Пейзажсем, юханшывсем, вӑрмансем… Кашни ӗҫ ҫутҫанталӑк илемне уҫса кӑтартать. Хӑшӗ-пӗри вара хулан ҫӳп-ҫаппа тулнӑ урамӗсене сӑнланӑ, тавралӑха тасатма чӗнсе каланӑ.
Район шайӗнче иртнӗ конкурса 16 вӗренӳ учрежденийӗ хутшӑннӑ. Чи хастаррисен йышӗнче: Куславккари 3-мӗш шкул, Тӗрлемес вӑтам шкулӗ, «Асамат кӗперӗ» ача пахчи… Конкурса пӗтӗмпе 150 ӗҫ тӑратнӑ. Комисси членӗсем вӗсене пӑхса тухсан 6 номинацире 20 вырӑн пама палӑртнӑ.
Шкул тулашӗнчи ӗҫсене йӗркелесе пыракан республикӑри «Эткер» центрта IX вӑрман олимпиади иртнӗ. Унта 16 районти тата Шупашкарпа Канаш хулисенчи 27 ача хутшӑннӑ. Олимпиадӑра вӗсен теори тата практика тӗлӗшӗнчен кӑтартма тивнӗ. Пӗрремӗш пайӗнче ачасем тест ыйтӑвӗсене хуравланӑ; иккӗмӗшӗнче тӑватӑ секцире ӗҫленӗ: вӑрманти чӗрчунсен экологийӗ, вӑрманти ӳсентӑрансен экологийӗ, шыв биологийӗ, вӑрман ӗҫӗ.
Вӑрман олимпиадинче Куславкка районӗнчи Тӗрлемесри шкулта вӗренекен Мария Христофорова пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Елчӗк районӗнчи Лаш-Таяпари шкул ачисем Антон Игнатьевпа Андрей Павлов, виҫҫӗмӗшӗнче — Куславкка районӗнчи Тӗрлемесри Надежда Фадеева, Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарти Татьяна Шустова, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьскинчи (Ӗсмелти) Наталья Почемова.
Чӑваш Республикин информаци политикипе масӑллӑ коммуникаци министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх ҫитес вӑхӑтра наци телеканалӗн кӑларӑмӗсене тата темиҫе ял-хулари кабель телевиденийӗ урлӑ курма пулӗ. Енчен те хальччен чӑвашла кӑларӑмсемпе ҫутатма йӗркеленӗ телеканала Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Куславкка хулисемпе Кӳкеҫ, Опытнӑй, Тӗрлемес посёлокӗсенче ҫеҫ курма май пулнӑ пулсан малашне вӗсен йышне Канашпа Етӗрне, Ҫӗмӗрлепе Улатӑр хулисем тата Вӑрнарпа Йӗпреҫ посёлокӗсем хушӑнмалла. Унсӑр пуҫне, малтанхи пекех, ҫак телеканалпа «Ростелеком» УАО провайдерпа усӑ куракансем паллашма пултараҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн наци телерадиокомпанине 2009 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Радиокӑларӑмсем чӑн та чӑвашла итлеме кӑмӑллакансемшӗн пысӑк парне пулса тӑнӑ пулсан, телекӑларӑмсенче шел пулин те чӑваш чӗлхи валли вырӑн хальхи вӑхӑтра сахалтарах тупӑнать.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян Куславкка районӗнчи ӗҫ-хӗлпе паллашнӑ. Унта вӑл экономикӑн тата социаллӑ сферӑн тӗрлӗ енлӗ пурнӑҫӗпе кӑсӑкланнӑ.
Ял хуҫалӑхне илсен, Василий Семенов фермер патӗнче пулнӑ. Пахча-ҫимӗҫ тата ҫӗрулми туса илессипе ҫине тӑракан ҫав фермер ӗҫ калӑпӑшне ҫулсерен ӳстерсе пырать-мӗн. Тепӗр хресченшӗн апат-ҫимӗҫе туса илессинчен вырнаҫтарасси хӗнтерех те, семенов фермерӑн ку енӗпе йывӑрлӑх ҫук темелле. Вӑл ӑна хамӑр тӑрӑха кӑна мар, Тутар Республикинчи тӗрлӗ хулара сутать, ҫывӑх вӑхӑтра Чӗмпӗрте те хӑйне валли ҫул уҫасшӑн.
Предприятисенчен Михаил Игнатьев «Автофургон» обществӑна та ҫитнӗ. Унта «ГАЗ», «КамАЗ», «Урал» тата «КрАЗ» машинӑсем валли ятарлӑ техника кӑлараҫҫӗ-мӗн. Продукци калӑпӑшне кӑҫалхи ҫур ҫулта 15 процент ӳстернӗ иккен.
Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсенчен Михаил Васильевич Тӗрлемесри вӑтам шкулта пулнине палӑртмалла.
Республика Пуҫлӑхӗн ӗҫлӗ ҫулҫӳревне район хастарӗсемпе ирттернӗ пуху вӗҫленӗ.
Кирек мӗнле ӗҫӗн те йӗрки пур. Чӑваш алфавитӗнчи мӗн пур саспаллисемпе усӑ курса ҫырмалли предложенисен конкурсне те пӗтӗмлетме вӑхӑт.
Чи малтанах конкурс пирки пӗр-ик сӑмах. Пурте ку конкурса мӗнле шутласа тупни пирки ыйту параҫҫӗ. Алфавитри пур саспаллипе те усӑ курса ҫырнӑ предложение панграмма теҫҫӗ, вырӑсла хитререх каласан «разнобуквица» тени пулать ӗнтӗ. Кунашкал тӗслӗхсем вырӑс, украин, акӑлчан, нимӗҫ, француз, чех, пӑлхар, грек, латыш, корей, яппун, эсперанто тата ытти халӑхсен чӗлхипе тупса вулама пулать. Хӑй вӑхӑтӗнче типографи валли саспаллисем шӑратса шрифтсем епле ҫапӑннине курма кирлӗ пулнӑ-ха ку япала. Ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ шрифтсем шутласа тупаҫҫӗ: вӗсен ячӗсем те тӗрлӗрен — пурне пуҫра асра тытса пӗтереймӗн! Анлӑ сарӑлнӑ «Съешь [же] ещё этих мягких французских булок, да выпей чаю» предложение Microsoft 1990 ҫултанпа усӑ курать. Артемий Лебедев панграммӑсене чылай ҫул хушши пухнӑ, ун патне ҫынсем хӑйсен предложенийӗсене яра-яра панӑ.
Чӑваш ҫырулӑхӗн хӑйӗн историйӗ пур. Тӗрлӗ вӑхӑтра тӗрлӗ улшӑнусем пулнине те вулакан аванах пӗлет пулӗ.
Акан 6-мӗшӗнчен Чӑваш телевиденийӗ тепӗр 200 пине яхӑн чӑваш килне ҫитет тесе пӗлтереҫҫӗ. Шупашкарсӑр пуҫне паянхи кун ку ҫӗнӗлӗхе Ҫӗнӗ Шупашкар, Куславкка, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри хулисем тата Опытныйпа (Ҫӗрпӳ районӗ) Тӗрлемес (Куславкка районӗ) посёлокӗсем хак пама пултараҫҫӗ. Тахҫанах кӗтнӗ ӗҫе Чӑваш Енри «Ростелеком» АУО, РТРС «Чӑваш Республикин РТПЦ» тата «Ҫӗн Шупашкар кабель ТВ» ТМЯО пӗрле пухӑнса йӗркеленӗ иккен.
Чӑваш чӗлхипе культурине аталантармалли майсем хушӑнни савӑнтарать ӗнтӗ, анчах та ҫак «чӳречене» чӑваш инҫекурав ӑстисем мӗнпе тултарӗҫ-ши?

Чӑвашсен паллӑ писателӗ, пирӗн ентеш Никифор Мранька ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитсе пынине халалласа Куславккари Н.И. Лобачевский музейӗнче ҫак кунсенче вулавҫӑсен ӑмӑртӑвӗ иртрӗ.
Никифор Мранькан пултарулӑхӗнче нумай томлӑ «Ӗмӗр сакки сарлака» романӗ тӗп вырӑн йышӑнать. Ӑна вӑл 1959-1970 ҫулсенче ҫырнӑ. Ку вӑл чӑваш литературинчи истори темипе ҫырнӑ чи лайӑх эпикӑллӑ произведенисенчен пӗри пулса тӑрать.
Шӑпах ҫак романри сыпӑксене илемлӗ вуласа пачӗҫ те ӗнтӗ конкурса хутшӑнакансем. Пӗр-пӗринпе пултарулӑх тӗлӗшӗнчен тупӑшма Энтри Пасарӗнчи, Елчӗкри, Тӗрлемесри вӑтам шкулсенче, Тӗмшерти тата Куславккари 1-мӗш тӗп шкулсенче вӗренекенсем килнӗ. Жюри членӗсем таврапӗлӳҫӗ тата поэт М. Андреев, хулари тӗп библиотека ӗҫченӗ Н. Орлова тата Музей-ҫуртӑн экскурсовочӗ Н. Егорушкина вӗсене тивӗҫлӗ хаксем пачӗҫ. Ҫапла вара пӗрремӗш вырӑна Энтри Пасарӗнчи вӑтам шкулта 7 класра вӗренекен А.
