Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Съешь же ещё этих мягких французских булок да выпей чаю! конкурс вӗҫленчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Майкл 11.01.2013 00:41 | 2624 хут пӑхнӑ

Кирек мӗнле ӗҫӗн те йӗрки пур. Чӑваш алфавитӗнчи мӗн пур саспаллисемпе усӑ курса ҫырмалли предложенисен конкурсне те пӗтӗмлетме вӑхӑт.

Чи малтанах конкурс пирки пӗр-ик сӑмах. Пурте ку конкурса мӗнле шутласа тупни пирки ыйту параҫҫӗ. Алфавитри пур саспаллипе те усӑ курса ҫырнӑ предложение панграмма теҫҫӗ, вырӑсла хитререх каласан «разнобуквица» тени пулать ӗнтӗ. Кунашкал тӗслӗхсем вырӑс, украин, акӑлчан, нимӗҫ, француз, чех, пӑлхар, грек, латыш, корей, яппун, эсперанто тата ытти халӑхсен чӗлхипе тупса вулама пулать. Хӑй вӑхӑтӗнче типографи валли саспаллисем шӑратса шрифтсем епле ҫапӑннине курма кирлӗ пулнӑ-ха ку япала. Ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ шрифтсем шутласа тупаҫҫӗ: вӗсен ячӗсем те тӗрлӗрен — пурне пуҫра асра тытса пӗтереймӗн! Анлӑ сарӑлнӑ «Съешь [же] ещё этих мягких французских булок, да выпей чаю» предложение Microsoft 1990 ҫултанпа усӑ курать. Артемий Лебедев панграммӑсене чылай ҫул хушши пухнӑ, ун патне ҫынсем хӑйсен предложенийӗсене яра-яра панӑ.

Чӑваш ҫырулӑхӗн хӑйӗн историйӗ пур. Тӗрлӗ вӑхӑтра тӗрлӗ улшӑнусем пулнине те вулакан аванах пӗлет пулӗ. Шкулта чӗрӗк ӗмӗр ӗҫлетӗп, ачасене чӑвашла вӗрентетӗп. Ҫакӑн пек шухӑш пуҫра ҫуралчӗ: чӑваш алфавитӗнчи пур саспаллипе усӑ курса хитре предложени тӑвасчӗ. Хӑтланса пӑхма пулать. Кун пекки хальччен пулман вӗт. Тата иртнӗ ҫул И.Я. Яковлевӑн чӑваш букварӗ (1872 ҫ.) пичетленсе тухнӑранпа 140 ҫул тултарчӗ. Ҫак пулӑма епле те пулин палӑртас тесе ҫак конкурса Тӗнче тетелӗ урлӑ ирттерме шутларӑмӑр. Чӑваш радиовӗ пӗлтерчӗ, чӑваш халӑх сайтӗнче, «Ирӗклӗ сӑмах» интернет хаҫатра, Виталий Михайлов сайтӗнче тата «Тантӑшра» хыпар пулчӗ. Вӑхӑтне те икӗ эрне ҫеҫ патӑмӑр, тен, сахал та пулчӗ пулӗ. Предложенисем килме пуҫларӗҫ, шӑнкӑравлаҫҫӗ. Тӗлӗнмелле интереслӗ конкурс, анчах пӗрре те ҫӑмӑл мар иккен теҫҫӗ. Тата конкурс ҫӗнтерӳҫине пысӑк парне шантарнӑ-ҫке эпир. Пӗрисем тата парни мӗн пулать, питӗ пӗлес килет тесе ыйтаҫҫӗ, эп вӗсене малтан ӗҫне тӑвӑр-ха тетӗп. Мускаври пӗр журналист, хитре саслӑскер, телефонпа шӑнкӑравласах интервью илчӗ — вӗсем те илтнӗ пирӗн конкурс ҫинчен!

Халӗ вара конкурса килнӗ ӗҫсем пирки. Пурӗ вӗсем 13 районтан, 3 хуларан: 18 предложени. Тутарстанти Нӑрлат хулинчи С.В. Пятаковран килчӗ конкурса пӗр тӑпӑл-тӑпӑл предложени. Конкурс йӗркипе килӗшӳллӗн ушкӑнпа, тӗрлӗ ӳсӗмрисем хутшӑнма пултарнӑ. Амӑшӗпе хӗрӗ А.Н. Ивановӑпа Ю.В. Соловьева (Йӗпреҫ районӗ), Красноармейскинчи Зинаида Петровнӑпа Виталий Михайлович Михайловсем маттур, пӗр шкулта тӑрӑшакан Т.Н.Атлашкинӑпа П.А.Семёнова (Куславкка районӗ, Тӗрлемес) тата Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракассинчи Т.Г. Кудряшова конкурса сӑвӑласа шӑрҫаланӑ ӗҫ ярса панӑ. Шӑмӑршӑ районӗнчи Пуянкассинчи Л.П. Красновӑран харӑсах виҫӗ предложени килчӗ вӗт — ҫывӑрман. Чи ҫамрӑкки — 14 ҫулхи Салмина Кристина (Патӑрьел районӗ, Кивӗ Ахпӳрт) та маттур пулчӗ.

Предложенисенче нумай пӗр йышши членсене ҫырса кайни ӗҫ хакне чакарать. Конкурса кӑткӑслатаканни-йывӑрлатаканни — б, г, д, ж, з, щ, ц, ф, ъ, о саспаллисем вырӑс чӗлхи урлӑ кӗнӗ сӑмахсенче ҫеҫ тӗл пулни. Вырӑслинех танлаштарӑр — предложенисем тума ансатрах. Апла пулин те 3-мӗш вырӑнта Яруткина Светлана Вячеславовна, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ (Хӗрлӗ Чутай районӗ, Хусанушкӑнь) — Эх, бриджи йӗмлӗ чи вӑрӑм цыган шофёр подъездра щит ҫине пӑхса сӳрӗккӗн «у!» юрласа ярать. 2-мӗш вырӑнта — Иванова Людмила Петровна, пуҫламӑш классене вӗрентекенӗ (Шупашкар районӗ, Апаш) — Подъезд умӗнчи гараж ҫывӑхне Бонифаций шӳтлесе щётка, этюдник таянтарать. Конкурс ҫӗнтерӳҫи — Павлова Ольга Яковлевна, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ (Ҫӗрпӳ хули) — Эх, ӳлӗм съездра ҫав Лёня Щербатый офицер жаргонӗ шыв юхнӑ пек чул касать!

Конкурса хутшӑннисене пурне тав сӑмахӗ калатпӑр, пурнӑҫра ҫирӗп сывлӑх, телей, ӑнӑҫу сунатпӑр. Конкурса хутшӑнни ҫинчен ӗнентерекен сертификатсене ӑҫта парассине ҫывӑх вӑхӑтра пӗлтӗрӗпӗр, малти вырӑнсене тухнисене диплом, ҫӗнтерӳҫе дипломпа парне кӗтет.

Евгений Майков

#Шупашкар районӗ, #Апаш, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Хуракасси, #Ҫӗрпӳ, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Хусанушкӑнь, #Патӑрьел районӗ, #ӑмӑртусем, #Кивӗ Ахпӳрт, #Куславкка районӗ, #Тӗрлемес, #Йӗпреҫ районӗ, #Нӑрлат, #Тутарстан

 

Комментари:

Сарри // 1928.80.2677
2013.01.12 14:41
Вулакансен конкурса килнĕ ытти ĕçсемпе паллашас кăмăл пулсан çакăнта тупма пултараççĕ http://majkov.jimdo.com/конкурс-вĕçленчĕ-çĕнтерÿçĕсем-паллă/

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем