
Куславкка районӗнче «Атӑл» М-7 федераци трасси ҫинчи 13 километр лаптӑка юсанӑ. Унта икӗ лаптӑк ҫӗре ҫӗнетнӗ.
«Волго-Вятскуправтодор» федерацин хысна учрежденийӗн халӑх ҫыхӑну тытас енӗпе ӗҫлекен специалисчӗ Лира Нурсаитова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫула юсанӑ ҫеҫ мар, ӑна 3 метр та 75 сантиметр таран сарнӑ.
Ҫӳрекенсене меллӗ пултӑр тесе ҫутӑ линине 8 километр тӑршшӗ сарнӑ. Ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли вырӑнсем те пур, общество транспорчӗ валли чарӑнусем те. Мартынкасси, Туканаш, Пӑрмас, Муркар, Тӗрлемес ялӗсем патӗнче 11 чарӑну вырӑнӗ вырнаҫтарнӑ. Пӗр ҫӗрте кану вырӑнӗ йӗркеленӗ.
Куславкка районӗнчи асӑннӑ ҫул лаптӑкӗсене тӗплӗ юсав валли федераци хыснинчен 1 миллиард та 300 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

ЧР Юстици министерстви «Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗ» АУн патшалӑх пакечӗсене каллех сутма тӑратнӑ. Тӳре-шара ӑна пӗлтӗрех приватизацилеме хӑтланнӑ, анчах туянакан тупӑнман.
Аукцион ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче иртӗ. Унта республика харпӑрлӑхӗнчи мӗнпур акцие сутма тӑратӗҫ. Малтанхи хак – 722,1 миллион тенкӗ, аукцион утӑмӗ – 7,2 миллион тенкӗ. Заявкӑсене пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Палӑртмалла: «Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗ» - Атӑл тӑрӑхӗнче ҫӑнӑх туса кӑларакан пысӑк предприяти. Вӑл ҫӑкӑр пӗҫерекен, пылак ҫимӗҫ хатӗрлекен, макарон туса кӑларакан организацисене ҫӑнӑхпа тивӗҫтерет. Унӑн филиалӗсем Шупашкарти тата Канашри элеваторсем, Вӑрмарти, Вӑрнарти, Тӗрлемесри, Ҫӗмӗрлери ҫӑкӑр пӗҫерекен предприятисем шутланҫҫӗ.

Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче Чӑваш Енри арҫын кӑштах «савӑнас» тенӗ-ши – психотроплӑ эмел ӗҫнӗ. Анчах куншӑн суда лекесси пирки шутламан та пуль вӑл.
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 16 сехетре Куславкка районӗнчи Тӗрлемесре пурӑнакан арҫын хӑйӗн килӗнче тухтӑр ҫырса памасӑрах психотроплӑ эмел ӗҫнӗ. Ывӑлӗ ҫакнашкал эмел ӑша янине кура амӑшӗ кун пирки кирлӗ ҫӗре пӗлтернӗ. Ҫапла майпа ывӑлӗ суд сакки ҫине ларнӑ.
ЧР прокуратурин пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, 1-мӗш суд участокӗн миравай судйи арҫын тухтӑр ҫырса памасӑрах наркотик е психотроплӑ япала ӗҫнӗшӗн айӑплӑ тесе палӑртнӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн 4 пин тенкӗ штраф тӳлемелле.

Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Карачри культура паркӗнче «Чӑваш наци кухни» ӗҫме-ҫимен уҫӑ фестиваль конкурсӗ иртнӗ. Мероприятие «Чӑваш картишӗ» проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ.
Фестивале 38 конкурсҫӑ хутшӑннӑ, 10 палатка ӗҫленӗ. Вӗсенче чӑваш наци апачӗн 50 тӗсне тутанма май пулнӑ. Таврана сарӑлнӑ техӗмлӗ шӑршӑ хӑнасене сӗтел хушшине йыхравланӑ. Жюрие ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма пӗрре те ҫӑмӑл пулман.
«Шӳрпе» номинацире Энтри Пасар ялӗнчи Татьяна Индюкова мала тухнӑ. «Какайран пӗҫернӗ чи лайӑх апат» номинацире ҫав ялти Варфоломей Индюков ҫӗнтернӗ. Вӑл шӑрттан хатӗрленӗ. «Чи лайӑх наци кукӑлӗ» номинацире Валентина Смирнова хӑй пӗҫернӗ хуплӑвӗпе мала тухнӑ. Наци ӗҫми конкурсӗнче Карачри Зоя Семенова 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
«Чӑвашла хатӗрленӗ ролл» жюрие уйрӑмах тӗлӗнтернӗ. Ӑна Тӗрлемесри Рушани Абдулхаева пӗҫернӗ. Вӑл «Наци ноу-хау» номинацире ҫӗнтернӗ.

Судьба революции решалась под Свияжском. Октябрьская победа революции далась легко. Стихийный напор ослабел.
Л.Д. Троцкий.
Пӗлтӗр Тутарстана кӗрекен Сӗве хулинче Граждан вӑрҫин музейӗ уҫӑлнӑ. Унта Хӗрлӗ Ҫара туса хуракана тата ӑна чи йывӑр вӑхӑтра ертсе пынӑ Л.Д. Троцкие халалланӑ экспонатсем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Ҫар ӗҫӗсен наркомӗн гипсран тунӑ кӳлепине, ун биографийӗпе кӗнекисене, хӑй аллипе 1918 ҫулта ҫырнӑ Ҫар присягине (1991 ҫулта ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн Раҫҫейре халӗ те усӑ кураҫҫӗ) ятарлӑ зала вырнаҫтарса лартнӑ. Тепӗр залра Сӗве хулине «Троцкий пуйӑсӗ» килнине кӑтартнӑ. Шуррисемпе хӗрлисем «революци арӑсланне» ҫарамаслантарса пуҫ шӑммисен купи ҫине лартса та, ҫӗлене сӑнӑпа тирекен харсӑр юланутҫӑ пек те «юлташла» тӑрӑхласа кӑтартнӑ, ҫак ӳкерчӗксем валли те музейра вырӑн тупӑннӑ…
Тутарстанӑн патшалӑх советникӗ М.Ш. Шаймиев музейҫӗсен ӗҫне «тӗлӗнмелле чаплӑ» тесе хакланӑ.
Мӗнпе палӑрса юлнӑ-ха Л.Д. Троцкий Сӗве хулине килни? «Эпӗ арӑслан пек хаярланса йӗркерен тухса кайнӑ салтаксене хӗстермен пулсан эпир паян Политбюрора ларман пулӑттӑмӑр», — тенӗ каярахпа Лев Давыдович.

Куславкка районӗнчи Тӗрлемес ялӗнче пурӑнакансем ҫӳп-ҫап купипе питех те кӑмӑлсӑр. Ӑпӑр-тапӑра кӳршӗ регионтан, Тутарстанран, килсе тӑкаҫҫӗ.
Ку ыйту тӗрлемессене 20 ҫул каяллах пӑшӑрхантарма пуҫланӑ. Унтанпа вӗсем Тутарстанри тӗрлӗ ведомствӑна вун-вун ҫыру ӑсатнӑ. Юлашки ҫырӑва унти Экологи министерствине ҫырнӑ. Айӑплисене явап тыттарни пирки пӗлтернӗ. Анчах ҫӳп-ҫап купине хупасси пирки никам та шарламан. Ҫитменнине, купа пысӑкланса кайсан кӳршӗ регионтан трактор-машинӑпа килсе ӑна таптаҫҫӗ. Айӑплисене явап тыттарнӑ-и е ҫук-и — анчах купа пысӑклансах пырать.
Россельхознадзор палӑртнӑ тӑрӑх, кӳршӗ регионсем тӗрлемессен ҫӗрӗ ҫине 12 соттӑй кӗрсе кайса тӑкнӑ. Тӗрлемессем тавралӑха вараланӑшӑн питӗ кулянаҫҫӗ.

Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 17 сехет тӗлӗнче Чӑваш Енре нумай хваттерлӗ ҫурт ҫунма тытӑннӑ.
Ку Ҫӗмӗрле хулинчи Банк тӑкӑрлӑкӗнчи 4-мӗш ҫуртра пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм электричество сетӗнче напряжени тӑрук улшӑннипе сиксе тухнӑ. Куншӑн вара ҫиҫӗм «айӑплӑ». Телее, пушара алхасма паман. МСЧ ӗҫченӗсем ҫулӑма 5 минутрах сӳнтернӗ.
Ҫав кунах ҫурҫӗр иртни 2 сехет те 11 минутра Куславкка районӗнчи Тӗрлемес ялӗнче урапа ҫуннӑ. Паллӑ мар ҫынсем ӑна юри чӗртсе янӑ. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.

Чӑваш Енре чи лайӑх культура учрежденийӗсене тата вӗсенче тӑрӑшакан пултаруллӑ ӗҫченсене палӑртма конкурс ирттернӗ. Кӑҫалхине 61 заявка пырса ҫитнӗ: 37-шӗ — муниципалитет культура учрежденийӗсенчен, 24-шӗ — муниципалитет учреждейӗсенче ӗҫлекенсенчен.
«Ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи чи лайӑх педагогика ӗҫченӗ» тата «Муниципалитет музейӗнчи чи лайӑх ӗҫчен» номинацие пӗрер заявка тӑратнипе ку енӗпе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртман.
Чи лайӑх культурӑпа кану учрежденийӗсенчен Улатӑр районӗнчи Октябрьскинчи, Элӗк районӗнчи Питӗшкассинчи, Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пӑшьелти, Комсомольски районӗнчи Урмайри, Муркаш районӗнчи Шетмӗпуҫӗнчи, Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнчи, Шӑмӑршӑ районӗнчи Кивӗ Чукалти, Етӗрне районӗнчи Лапракассинчи, Тӑвай районӗнчи Мушарти культура ҫурчӗсене палӑртнӑ.
Куславкка районӗнче хресчен олимпиади пӗрремӗш хут иртнӗ. Унта республикӑри ачасем хутшӑннӑ, хӑйсем ял хуҫалӑхӗнче мӗн пӗлнине тӗрӗсленӗ. Качака мӗн чухлӗ пурӑнать? Вӑрлӑха епле хатӗрлемелле? Йӑлтах хуравлама тивнӗ ачасен.
Партӑсем ҫинче ҫӗрулми, курӑк, тӑпра выртнӑ. Ачасем ӗҫсене тӗплӗн, тимлӗн пурнӑҫланӑ. Хресчен олимпиади пӗрремӗш хут иртнӗрен ачасем те, вӗрентекенсем те мӗнле хатӗрленмеллине пӗлмен.
Чӗрчунсем, пахча ҫимӗҫ пирки те ыйтусем пулнӑ. Олимпиада Тӗрлемес шкулӗнче иртнӗ. Унта ытларах Канаш, Комсомольски, Куславкка районӗсенчен килнӗ. Тӗлӗнмелле те, пӗрремӗш Шупашкарти 59-мӗш шкул хутшӑнма шутланӑ.
Тупӑшу икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Кӑнтӑрлаччен ачасем чӗрчунсем, ҫӗр ӗҫӗ пирки ыйтусене хуравланӑ. Унтан пултарулӑх ӗҫне пунӑҫланӑ. Ачасем чӑн-чӑн бизнес-план хатӗрленӗ. Вӗрентекенсем те кӑсӑкланнӑ кунпа, ӗҫсен пурнӑҫланӑ.
Олимпиадӑна ирттерес шухӑш Куславкка районӗнчи Василий Семенов фермерӑн ҫуралнӑ. Вӑл унта ӑсталӑх класӗ те ирттернӗ.
Нарӑсӑн вӗҫӗнче Чӑваш наци музейӗнче вӑрман олимпиади иртнӗ. Унта 20 ача хутшӑннӑ: Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Канаш, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Етӗрне, Ҫӗмерле районӗсенчен.
Олимпиада икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Унта хутшӑнакансем вӑрман сӑтӑрҫисене уйӑрма вӗреннӗ, кӑмпасене, ӳсентӑрана, чӗрчунсене, пулӑсене палланӑ.
Ачасен ӗҫӗсене жюри хакланӑ. Вӗсен йышӗнче ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин, Чӑваш наци музейӗн, «Эткер» центрӑн, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ӗҫченӗсем пулнӑ.
Кӑҫал республика олимпиадинче Муркаш районӗнчи Юнкӑ шкулӗнче вӗренекен Инесса Шандимирова ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар шкулӗн вӗренекенӗ тата Куславкка районӗнчи Тӗрлемес шкулӗнче ӑс пухакан Татьяна Шустова тивӗҫнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Ҫӗмӗрле районӗнче Хутар шкулӗнчи Наталья Романова тата Муркаш районӗнчи Юнкӑ шкулӗнчи Анастасия Романова пайланӑ.
Сӑнсем (9)
