Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Наци телеканалӗ анлӑланать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 23.09.2013 19:05 | 1850 хут пӑхнӑ

Чӑваш Республикин информаци политикипе масӑллӑ коммуникаци министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх ҫитес вӑхӑтра наци телеканалӗн кӑларӑмӗсене тата темиҫе ял-хулари кабель телевиденийӗ урлӑ курма пулӗ. Енчен те хальччен чӑвашла кӑларӑмсемпе ҫутатма йӗркеленӗ телеканала Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Куславкка хулисемпе Кӳкеҫ, Опытнӑй, Тӗрлемес посёлокӗсенче ҫеҫ курма май пулнӑ пулсан малашне вӗсен йышне Канашпа Етӗрне, Ҫӗмӗрлепе Улатӑр хулисем тата Вӑрнарпа Йӗпреҫ посёлокӗсем хушӑнмалла. Унсӑр пуҫне, малтанхи пекех, ҫак телеканалпа «Ростелеком» УАО провайдерпа усӑ куракансем паллашма пултараҫҫӗ.

Чӑваш Енӗн наци телерадиокомпанине 2009 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Радиокӑларӑмсем чӑн та чӑвашла итлеме кӑмӑллакансемшӗн пысӑк парне пулса тӑнӑ пулсан, телекӑларӑмсенче шел пулин те чӑваш чӗлхи валли вырӑн хальхи вӑхӑтра сахалтарах тупӑнать.

Наци радиовне ҫынсем 105 FM тата 72.41 УКВ ҫинче пӗтӗм республикипе — Шупашкарсӑр пуҫне — итлейреҫҫӗ. Шупашкарта радиохумсемпе «Тӑван радио» 100,3 FM ҫинче тухмалла — вӑл хума Чӑваш Енӗн наци телерадиокомпани пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче выляса илнӗччӗ. Ку радио, тӳре-шара шантарнӑ тӑрӑх, кӑҫал ҫулталӑк вӗҫнелле ӗҫлесе каймалла.

#Сӗнтӗрвӑрри, #Ҫӗрпӳ, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Шупашкар, #Йӗпреҫ, #Вӑрнар, #Улатӑр, #Ҫӗмӗрле, #Етӗрне, #Канаш, #телекӑларӑмсем, #Куславкка, #Кӳкеҫ, #Опытнӑй, #Тӗрлемес

 

Комментари:

Серте Унтри // 1414.25.2019
2013.09.24 20:48
Спутник каналĕсен шутне хăçан кĕртĕç?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем