Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.7 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хутар

Хутар (выр. Ходары) — Чӑваш Республикинчи Ҫӗмӗрле районӗнчи ял. Вӑл Хутар ял тӑрӑхӗн администраци центрӗ шутланать.

Географи

Ял Ҫӗмӗрле районӗн тухӑҫ пайӗнче, Эскетен юханшывӗн сылтӑм ҫыранӗнче, республика шайӗнчи автомобиль ҫулӗ ҫумӗнче вырнаҫнӑ. Ялтан республикӑн тӗп хулине, Шупашкара ҫитме — 87 километр, район центрне, Ҫӗмӗрле хулине ҫитме — 19 километр, чи ҫывӑхри Ҫӗмӗрле чукун ҫул станцийӗччен — 19 километр.

Истори

Яла XVIII ӗмӗрте никӗсленӗ. Ялӑн историлле ячӗсем: Лобашка, Ходарово, Ходар, Покровски.

Тӗрлӗ ҫулсенче ял ҫаксен йышне кӗнӗ:

1835 ҫулччен ял ҫыннисем патшалӑх хресченӗсем, 1863 ҫулччен вара удел хресченӗсем пулнӑ. Халӑхӑн тӗп ӗҫӗсем — ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси, утарта пыл-хурт тытасси, платник ӗҫӗ, ҫавӑн пекех инҫе вырӑнта тара кӗрсе ӗҫлесси: вӑрман хуралҫисемпе кӑмрӑк ҫунтаракансем пулса ӗҫлесси, ҫӑмарта пухасси, тӑхланран тӗрлӗ япала тӑвасси, унсӑр пуҫне тимӗрҫӗ, пичкӗҫӗ, столярпа токарь, сӑранҫӑ, ҫӗвӗҫ тата атӑ-пушмак ӗҫӗпе тӑрӑшнӑ.

1748 ҫулта Турӑ Амӑшӗн Пукрав чиркӗвне туса лартнӑ (1941 ҫулта хупнӑ, 1989 ҫулта ҫӗнӗрен уҫнӑ). 1870 ҫулта Халӑх ҫутта кӑларас министерствин пуҫламӑш шкулӗ уҫӑлнӑ. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче суту-илӳпе промышленность заведенийӗ тата арман ӗҫленӗ. 1929 ҫулта Токсин ячӗллӗ колхоз йӗркеленӗ.

Халӑх йышӗ

Ялта чӑвашсемпе вырӑссем пурӑнаҫҫӗ. Ҫулсем тӑрӑх халӑх йышӗн улшӑнӑвӗ:

  • 1747 ҫ.: 255 ҫын (арҫынсем);
  • 1795 ҫ.: 92 ҫын (51 арҫын, 41 хӗрарӑм), 16 кил;
  • 1869 ҫ.: 153 ҫын (72 арҫын, 81 хӗрарӑм);
  • 1897 ҫ.: 336 ҫын (183 арҫын, 153 хӗрарӑм), 46 кил;
  • 1926 ҫ.: 1047 ҫын (498 арҫын, 549 хӗрарӑм), 221 кил;
  • 1939 ҫ.: 1205 ҫын (540 арҫын, 665 хӗрарӑм);
  • 1979 ҫ.: 808 ҫын (370 арҫын, 438 хӗрарӑм);
  • 2002 ҫ.: 638 ҫын (316 арҫын, 322 хӗрарӑм), 251 кил;
  • 2010 ҫ.: 578 ҫын (284 арҫын, 294 хӗрарӑм), 225 харпӑр хуҫалӑх.

Инфраструктура тата экономика

Ял территорийӗнче Ленин ячӗллӗ ЯХПК тата «Агрофирма «Алёнушка» ТМЯП ӗҫлеҫҫӗ.

Хутар ялӗнче кирлӗ социаллӑ объектсем пурте пур темелле:

  • шкул;
  • пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн офисӗ;
  • Культура ҫурчӗ;
  • вулавӑш;
  • ҫыхӑну уйрӑмӗ;
  • сбербанк уйрӑмӗ;
  • музей;
  • 4 спорт лапамӗ;
  • 4 лавкка.

Паллӑ ҫыннисем

  • Анастасиев Андрей Иванович (1852–1914) — педагог, Хусан университетӗнче вӗреннӗ, Пӑрачкаври учительсен семинарийӗнче ӗҫленӗ.
  • Васильев Анатолий Андреевич (1924–1996) — производство йӗркелекенӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Мускаври коопераци институтне вӗренсе пӗтернӗ.
  • Долгов Василий Архипович (1906–1990) — литература критикӗ, куҫаруҫӑ, публицист, СССР Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн членӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер.
  • Кудаков Юрий Дмитриевич (1942 ҫ.ҫ.) — композитор, педагог, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент, Хусанти патшалӑх педагогика институтне вӗренсе пӗтернӗ.
  • Матвеев Геннадий Петрович (1956 ҫ.ҫ.) — ҫар лётчикӗ, социаллӑ ӗҫ йӗркелекенӗ, Сызраньри лётчиксен ҫар авиацийӗн аслӑ училищине вӗренсе пӗтернӗ.
  • Николаев Вениамин Фёдорович (1924–1972) — культура ӗҫченӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, РСФСР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.
  • Фёдоров Фёдор Владимирович (1909–1991) — агроном, журналист, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне вӗренсе пӗтернӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр


 
Категорисем: Хутар
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-08-01 12:51:25 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 12 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем