Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнче кӗрхи чемпионат тата ҫӑмӑл атлетика енӗпе республика ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Спорт уявне Чӑваш Енри 300 ытла вӑйлӑ спортсмен хутшӑннӑ.
Спорт уявне малтанах Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен В.Егоров ячӗллӗ 1-мӗш спорт шкулӗн директорӗ Сергей Егоров уҫнӑ. Унтан Йӗпреҫ район администрацийӗн элчисем, республикӑри «Урожай» спортпа вӑй-хал культурин обществин директорӗ Михаил Мурзин тухса калаҫнӑ.
Сергей Егоров район ертӳлӗхне тапӑшӑва лайӑх йӗркеленӗшӗн тав тунӑ. Вӑл тренерсене те спортсменсене хатӗрленӗшӗн ырланӑ.
«Чупу сывлӑха ҫирӗплетмелли чи ансат мел. Вӑл спорт ӑсталӑхне те ӳстерет. Пирӗн тӑрӑхра кун пек пысӑк мероприяти иртнӗшӗн савӑнатӑп. Ку юлашки хут пулмасса шанатӑп», — тенӗ Николай Федоров.
Ӑмӑртура пӗтӗмпе наградӑсен 14 комплектне выляттарнӑ.
Омскра пӗтӗм тӗнчери марафон пулнӑ. Унта пирӗн ентеш Альбина Майорова та хутшӑннӑ.
Ӑмӑрту авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртнӗ. Унта спорта юратакан 7 пине яхӑн спортсмен хутшӑннӑ. 42 ҫухрӑм та 195 метр чупнӑ.
Ку чупу историре чи сивви пулнипе асра юлӗ. Спортсменсем 8-9 гардус ӑшӑ ҫанталӑкра чупнӑ.
Хӗрарӑмсен ушкӑнӗнче Шупашкарти спортсменка Альбина Майорова пӗрремӗш пулнӑ. Вӑл 42 ытла ҫухрӑма 2 сехет те 34 минут та 15 ҫеккунтра чупса тухнӑ. Омскри ҫынсем ӑна ытларах Иванова хушаматпа пӗлеҫҫӗ.
Марфонра кӗмӗл медале Чӗмпӗрти Оксана Фашенко илнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Кӑркӑсстанри Марина Карабицкая тухнӑ.
Арҫынсен йышӗнче Кенири Мойбен Лабан ҫӗнтернӗ. Василий Пяткин, Кӑркӑсстан спортсменӗ, иккӗмӗш пулнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Екатеринбургри Андрей Миняков ҫӗнсе илнӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри Наци кросӗ ҫулсеренех иртет. Ӑна Чӑваш Енри хуласенче, районсенче хаваспах ирттереҫҫӗ, унта ҫынсем хастар хутшӑнаҫҫӗ.
Кӑҫал Наци кросӗ авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулӗ. Шупашкарсем ун чухне кӳлмек хӗррине пухӑнӗҫ.
Шупашкарти Мускав районӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кроса хутшӑнакансене ирхи 8 сехетрен пуҫласа 11 сехет ҫурӑччен регистрацилӗҫ. Чупу 12 сехетре пуҫланӗ.
Программӑпа килӗшӳллӗн, кроса хутшӑнакансем 1, 2, 6, 8 тата 12 ҫухрӑм чупӗҫ. Спорт мероприятине кирек кам та, ӳсӗмне пӑхмасӑр, хутшӑнма пултарать. Вӗсен йышӑннӑ йӗркепе килӗшӳллӗн заявка ҫеҫ ҫырмалла.
Кросра ҫӗнтернисене медальсемпе, дипломсемпе, парнесемпе хавхалантарӗҫ.
Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкул Чечен Республикинче вилнӗ Леонид Пучкова асӑнса спорт ӑмӑртӑвӗ ирттерме хатӗрленет. Ӑна шкул Леонид пуҫне хунӑ кун, авӑнӑн 16-мӗшӗнче, йӗркелӗ. 28 ҫулти арҫын Шупашкар районӗнче полицин патрульпе пост службинче водительте ӗҫленӗ. Чечен Республикине ӗҫпе кайсан пуҫне хунӑ.
Ҫав кун шкул ачисем йӑлана кӗнӗ йӗркепе ҫӑмӑл атлетика эстафетине тухӗҫ. Калашинков автоматне салатса пуҫтарассипе те тупӑшӗҫ. Унсӑр пуҫне 200 метра хӑвӑртрах чупса тухассипе тата турник ҫинче ытларах туртӑнассипе ӑмӑртӗҫ.
Чӑрӑшкасси шкул пуҫлӑхӗ Ирина Гаврилова ӑмӑртӑва ытти шкул ачисем хутшӑнсан пушшех те кӑмӑллӑ пулассине пӗлтерет.
Чӑрӑшкасси шкулӗнче вӗреннӗ Леонид Пучкова асӑнса пӗлтӗр вӗренӳ учрежденийӗ асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑнта каччӑн амӑшӗ Галина Александровна, Шупашкар районӗнчи йӗрке хуралҫисем тата Леонидӑн тантӑшӗсем хутшӑннӑ.
Авӑн уйӑхӗн 2–4-мӗшӗсенче Ҫӗнтерӗвӗн Камчаткӑпа Курильск эстафети иртнӗ. Экстремал-ишевҫӗсем пырлӑ шыва 12 километр ҫӗнсе Камчаткӑн кӑнтӑр районӗнчи Лопатка сӑмсахӗнчен пуҫласа Ҫурҫӗр Курил утравӗн ҫурҫӗр енче вырнаҫнӑ Шумшу утравӗн Пономарев сӑмсахӗ патне ишсе тухнӑ. Ҫак ҫула 1945 ҫулта Курил десанчӗ тунӑ. Ишеве халь тухнисем шӑпах ҫавна аса илсе сивӗ шыва парӑнтарнӑ та.
Тӗнчерен пухӑннӑ 22 ишевҫӗ хушшинче Чӑваш Енӗн «АквАйСпорт» федерацийӗн президенчӗ Татьяна Александрова пулнӑ. Унсӑр пуҫне Раҫҫейри, Китайри, Великобританири, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи, Чилинчи, Австралинчи тата Кӑнтӑр Африкӑри Республикӑри спортсменсем 8 градусран ӑшӑ мар шыври ҫула тухнӑ. Тинӗс хумӗсем океан еннелле тӗке-тӗке янӑ.
Спортсменсем эстафетӑпа ишнӗ. Пӗрне пӗри вӗсем кашни 15 минутран ылмаштарса пынӑ. Апла пулин те спортсменсем йывӑрлӑха парӑнман, палӑртнӑ вырӑна ишсе тухнӑ-тухнах.
Аван уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Болгарире шашка енӗпе тӗнче чемпионачӗ вӗҫленнӗ. Унта пирӗн ентеш те хутшӑннӑ, пысӑк ҫитӗнӳсемпе таврӑннӑ вӑл унтан.
Артем Тихонов ҫичӗ ҫулта кӑна-ха. Анчах вӑл самаях пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрма ӗлкӗрнӗ. Артем Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен «Энергия» спорт шкулӗнче Вячеслав Сухович тата Андрей Унтин тренерсем патӗнче ӑсталӑхне туптать.
Артем Болгарире 8 ҫул тултарман ачасен ушкӑнӗнче шашкӑлла вылянӑ. Вӑл виҫӗ программӑпа иртнӗ ӑмӑртура виҫӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илме пултарнӑ.
Артем унччен те ӑмартусене хутшӑннӑ. Кӑҫал вӑл ака уйахӗнче Раҫҫей ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ. Вӑл унта та виҫӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Ҫу уйӑхӗнче вара Артем Европа ӑмӑртӑвӗнче абсолютлӑ чемпион пулса тӑнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Андриян Григорьевич Николаев 86 ҫул тултарӗччӗ. Вӑл ҫуралнӑ кун яланах велосипедҫӑсен ӑмӑртӑвне ирттереҫҫӗ. Ҫав кун ҫумӑр ҫӑвать-и, хӗвел пӑхать-и — яланах чупу йӗркелеҫҫӗ.
Авӑнӑн 5-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче Район кунне тата Андриян Николаевӑн амӑшӗ Анна Алексеевна ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине паллӑ тӑваҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех Шуршӑлтан пуҫласа Андриян Николаевӑн агросӑнӗ патне чупма палӑртнӑ.
Авӑнӑн 5-мӗшӗнче 10 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарта «Химик» культура ҫурчӗ умӗнче «Земляне» ушкӑнӑн юрри янӑрӗ. 10 сехет ҫурӑра хусканусем тӑвӗҫ. Унта 11 сехетре — старт.
Пурне те старта йыхравлаҫҫӗ.
Александр Яргунькинӑн хӑвӑрт утас енӗпе Пекинра иртнӗ тӗнче чемпионатне хутшӑнмалла пулнӑ. Анчах ӑна допингпа усӑ курнӑ тесе ӑмӑртӑва хутшӑнтарман. Ҫакна «Спорт-Экспресс» пӗлтерет.
Ҫав ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Александр Китай тӗп хулине ҫитеймен. Ӑна Раҫҫейрен Пекина вӗҫекен самолетранах антарнӑ. Унӑн организмӗнче эритропоэтин тупнӑ. Ку организма вӑй хушакан япала.
Ҫапла тӗнче чемпионатӗнче Раҫҫейрен нихӑш хӑвӑрт утакан спортсмен та хутшӑнман. Ку — пӗрремӗш хут.
Утӑ уйӑхӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗ ҫитес стартсене хӑвӑрт утакансене ямастпӑр тесе йышӑннӑ. Ку Виктор Чегин тренер тӗлӗшпе тӗпчев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫапла пулса тухнӑ. Кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче Валерий Борчина, Сергей Кирдяпкинӑна, Ольга Каниськинӑна допинга пула дисквалфикациленӗ. Пӗлтӗр ҫулла Елена Лашмановӑна юраман препаратсене ӑша янӑшӑн икӗ ҫуллӑха дисквалификациленӗ.
Ҫӗмӗрлесем учрежденисенче ӗҫлекенсемпе вӗренекенсене хӑйне евӗр тупӑшӑва хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Чӑннипе, ку ӑмӑрту мар-ха, вӑл сывлӑха ҫирӗплетме пулӑшать.
Ҫӗмӗрлери ача-пӑча пултарулӑх центрӗ авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Tweed Race велочупу ирттерет. Ӑна ЧР экономика аталанӑвӗн, промышленноҫ тата суту-илӳ министрӗ Владимир Аврелькин ертсе пырӗ.
Велочупӑва кирек кам та хутшӑнма пултарӗ. Кӑмӑл ҫеҫ пултӑр. Унта сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнакансене хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ. Вӑл хаваслӑ та интереслӗ пуласса шантараҫҫӗ.
Велочупӑва вӑй-хал культурине тата спорта халӑх хушшинче сарас, ҫынсене велосипед спорчӗпе кӑсӑклантарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
Чупӑва хутшӑнакансем малтан Ача-пӑча пултарулӑх центрӗ умӗнче 14 сехет ҫурӑра пухӑнӗҫ. Старт 15 сехетре пуҫланӑ. Унта хутшӑнакансен 1 ҫухрӑм ярӑнмалла. Пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла мар. Велочупӑвӑн культурине ҫеҫ кӑтартмалла.
Нумаях пулмасть, ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Новороссийскри циркра питӗ пысӑк инкек пулнӑ. Шоу вӑхӑтӗнче пирӗн ентеш сарӑмсӑр вилнӗ.
Унта лашасемпе шоу иртнӗ. 24 ҫулти Анастасия Максимова джигитовкӑн пӗр элементне пурнӑҫланӑ. Ҫӗртрен япала илнӗ чухне вӑл темӗнле майпа тытӑнса юлайман, лаша ҫинчен ӳкнӗ. Анчах ури ҫакланнӑ. Ҫавна май лаша хӗре арена тӑрӑх сӗтӗрнӗ. Урхамаха темиҫе минут тытса чарайман, вӑл Настьӑна темиҫе ҫаврӑм сӗтӗрнӗ.
Ҫийӗнчех васкавлӑ медпулӑшӑва чӗннӗ, хӗре пульницӑна ӑсатнӑ. Анчах вӑл унта ҫитиччен куҫне яланлӑхах хупнӑ. Хӗр пуҫпа нумай ҫапӑннӑ, ӑна лаша таптанӑ.
Халӗ ку ӗҫе Краснодар енӗнчи следстви комитечӗ тӗпчет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |