Елчӗк районӗнче ӗнер йывӑр атлетсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта вӑл тӑрӑхри пӑхаттирсем кӑна мар, республикӑн тӗрлӗ районӗнчен пухӑннӑ.
Елчӗксем ку ӑмӑртӑва 29-мӗш хут йӗркеленӗ. Унта хутшӑннӑ алла яхӑн вӑйпитти СССР спорт маҫтӑрӗсен Клементьевсен парнисемшӗн тупӑшнӑ.
Ӑмӑртӑва йывӑр атлетикӑн Елчӗк районӗнчи федерацийӗн ертӳҫи П.А. Скворцов, «Улӑп» спорт шкулӗн пуҫлӑхӗ Р.Н. Григорьев уҫнӑ. Тӗп тӳре пулса Б.Д. Клементьев хакланӑ.
Пӗрремӗш вырӑна Елчӗк ял тӑрӑхӗ тухнӑ. Иккӗмӗшӗнче — Кивӗ Эйпеҫ тӑрӑхӗнчисем, виҫҫӗмӗшӗнче — Курнавӑш енчисем. Мала тухнисене Хисеп грамотисемпе кӑна мар, укҫа-тенкӗпе те хавхалантарнӑ. Мала тухнӑ ушкӑна куҫс ҫӳрекен Кубок та лекнӗ.
Ӗнер Мускавра Граждан вӑрҫин паттӑрне Василий Чапаева асӑнса Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗ йӗлме йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑнӑ. Ӑмӑртӑва хутшӑнас кӑмӑллисене «Сокольники» культурӑпа кану паркне пухнӑ.
Йӗлтӗрпе туслисен тупӑшӑвне легендарлӑ комдивӑн ҫуралнӑ кун ҫывхарнине халалланӑ. Аса илтеретпӗр, Василий Иванович 1887 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Унӑн тӑван ялӗ — Шупашкар уесне кӗрекен Будайка ялӗ. Каярах вӗсен ҫемйи Самар кӗпӗрнинчи яла куҫса кайнӑ.
Мускаври «Сокольники» паркри йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗнче тӗрлӗ ушкӑнрисем тӗрлӗ инҫӗшне тупӑшнӑ. Спорт мероприятин вырӑнне тупма ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе метроран тухнӑ ҫӗртен тытӑнса тупӑшу вырӑнне ҫитичченех волонтерсем ҫул кӑтартма тӑрса тухнӑ. Аллисенче вӗсем чӑваш ялавне тытса тӑнӑ.
Красноармейски районӗнчи Упи шкулӗнче вӗренекенсем халӗ хоккейла выляма пултараҫҫӗ. Унта хоккей курупки уҫнӑ.
Уписем кун пирки тахҫанах ӗмӗтленнӗ. 2014 ҫулта вӗрентекенсем «Каток ҫине кил» социаллӑ проект хатӗрленӗ. Район администрацийӗ вара вӗсене хавхалантарас тенӗ — хыснаран 330 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫитменнине шкул администрацийӗ хушнӑ.
Шкул хӑйех ӗҫлесе илет. Унта ферма, ҫӗр лаптӑкӗ пур. Унта ӗҫлесе илнӗ укҫана каток тумашкӑн янӑ. Каток патӗнче ҫурт та тӑвасшӑн.
Ҫавӑн пекех куракансем валли вырӑнсем пур. Хунарсем те ҫутатаҫҫӗ. Халӗ шкулта хоккей командине йӗркелесшӗн. Арҫын ачасем коньки ҫине хаваспах тӑраҫҫӗ.
Ҫак уйӑхӑн 12-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнче ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен Кӗлӗмкассинчи республика турнирӗ иртӗ.
Ятне Кӗлемкасси тенӗ те, анчах ӑмӑртӑва республикӑран тата кӑмӑл пулсан ун тулашӗнчен те (вӗсене те кӗтеҫҫӗ) пырса ҫитнӗ яшсемпе пикесене район центрӗнчи «Патвар» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче пухаҫҫӗ.
Ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен турнирне СССР спорт маҫтӑрне Орест Маркиянова асӑнса ирттереҫҫӗ.
Орест Маркиянов 1939 ҫулта Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкассинче ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑхӑн педагогика институтӗнче физкультура факультетӗнче вӗреннӗ. Педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ята хӳтӗленӗ вӑл. Ирӗклӗ майпа кӗрешессипе Орест Маркиянов СССРта чӑваш спортсменӗсенчен чи малтан спорт маҫтӑрӗ ята илнӗ. Ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен Чӑваш Енри шкулне те вӑлах йӗркеленӗ.
Чӑваш Енӗн спорт мӑнаҫланӑвӗ Ирина Калентьева Мӑкшӑ Республикин пӗрлештернӗ командине кӗнӗ.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, кунта, спортсменкӑн тӑван тӑрӑхӗнче, Рио-де-Жанейрора иртекен Олимпиадӑра маунтинбайк енӗпе Ирина Калентьева та ӑмӑртасса шанаҫҫӗ.
И. Калентьева мӑкшӑсен пӗрлештернӗ ушкӑнне кӗресси пирки алӑ пуснине пирӗн республикӑн Спорт министерстви пӗлет тата ку шухӑшпа вӑл килӗшнӗ. Республикӑн спорт министрӗ Сергей Шелтухов Иринӑн ҫав республикӑри ҫитӗнӗвне республикӑн зачетне те кӗртме май пуррине палӑртнӑ. Ҫапла туни спортсмена укҫа-тенкӗ енчен хушма хавхалану та кӳреет-мӗн.
Ҫав вӑхӑтрах хӑш-пӗр специалист Мӑкшӑ Республикинче велоспорчӗ вӑйлах аталанманнине палӑртать иккен. Ирина Калентьева унти пӗрлештернӗ ушкӑна кӗнине те мӑкшӑсем тӗрлӗрен, ҫав шутра — кӑмӑлсӑрланса та, йышӑннӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче республикӑра «Йӗлтӗр йӗрӗ – 2016» спорт уявӗ иртӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑрту кӑҫалхипе 34-мӗш хут пулӗ.
Кӑҫал Шупашкарта ӑна аэропорт ҫумӗнче ирттерме палӑртнӑ. Унччен, аса илтерер, йӗлтӗр чупӑвне «Шупашкар: 500 ҫул» паркра ирттернӗ.
Хула администрацийӗ каланӑ тӑрӑх, халӗ ӑмӑрту лапамӗнче ӗҫлеҫҫӗ, йӗлтӗр йӗрне тӑваҫҫӗ. Ҫавӑн пекех урапасем лартмашкӑн вырӑн хатӗрлеҫҫӗ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, унта 2 пин урапа вырнаҫмалла.
Ӑмӑртура 3 ҫухрӑм чупӗҫ. Ҫавӑн пекех VIP-чупу пулӗ, 5 тата 10 ҫухрӑм парӑнтарӗҫ.
Спорт уявне 11 сехет те 45 минутра уҫӗҫ. Малтан VIP-старт пулӗ. Унтан пурте чупӗҫ, кайран 5 тата 10 ҫухрӑм чупаканнисем финиша талпӑнӗҫ. Вӗҫӗнче ҫӗнтерӳҫӗсене чыслӗҫ.
Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Сокол» пӑр керменӗнче хоккейла вылянӑ хыҫҫӑн Герман Шашурин вилнӗ.
Халӗ, следовательсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫе уҫӑмлатаҫҫӗ. Герман Львовича ытларикун, нарӑсӑн 2-мӗшӗнче, пытарнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хоккеист миокард инфарктне пула сывлама чарӑннӑ. Халӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн йышӑну тӑвӗҫ.
Пурӑннӑ пулсан Герман Шашурин кӗҫӗх, нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, 47 ҫул тултарӗччӗ.
Ҫапла, ватӑсем те йӗлтӗр ҫине тӑраҫҫӗ. Ҫулне кура мар хастар кинеми-мучисем Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центра ҫӳреҫҫӗ. Анчах пулӑшу ыйтма мар. Пӗрле пухӑнса сывлӑха ҫирӗплетме.
Спорт сывлӑх ҫулӗсене, иммунитет тата гормон тытӑмӗсене, чӗрепе юн тымарӗсене, апат ирӗлтерекен органсене лайӑх витӗм кӳрет тесе ҫирӗплетнӗ май йӗлтӗрпе хаваспах ярӑнаҫҫӗ.
Килте пусӑрӑнса, тивӗҫлӗ канӑва кайсан никама кирлӗ маррине туйса ларасран чӗрӗлӗх кӗртекенни, паллах, — Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ. Ҫулланнисем валли унта тӗрлӗ ушкӑнсем йӗркеленӗ. «Бодрость» (чӑв. Патварлӑх) клубне ҫӳренӗ май кинеми-мучисем пӗрле пухӑнса тренажер залне те каяҫҫӗ.
Паян, нарӑсӑн 1-мӗшӗнче, Елена Николаева спортсменка 50 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Вӑл — хӑвӑрт утас енӗпе СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, Олимп вӑййисен кӗмӗл призерӗ.
Елена Николаева 1966 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫуралнӑ. Вӑл 1992 ҫулта Барселонӑра иртнӗ Олимпиадӑра кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Ун чухне вӑл Китайри Чэнь Юэлина пӗр ҫеккунт выляса янӑ.
Тепӗр тӑватӑ ҫултан иртнӗ Олимп вӑййисенче Елена Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командипе ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Елена СССР, Раҫҫей чемпионачӗсенче пӗрре мар ҫӗнтернӗ, Европа тата тӗнче кубокӗсен хуҫи пулса тӑнӑ.
Елена Николаева — ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулнӑ. Халӗ социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитетӑн председателӗ.
Forbes паллӑ журнал Олимп чемпионкине Аделина Сотниковӑна Раҫҫейри 8 топ-спортсменсен йышне кӗртнӗ. Вӗсене бизнес-проекта инвестици хывнине шута илсе суйланӑ.
Аса илтерер: Аделинӑн тымарӗсем — Чӑваш Енрен. Унӑн тӑванӗ Шупашкарта пурӑнать. Унӑн аслашшӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ, хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкарта ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑннӑ. 2014 ҫулта Аделина хӑй те Шупашкара килнӗ. Кунта тепре килессине те пӗлтернӗ вӑл ун чухне.
Аделина топ-8 списока акӑ мӗншӗн кӗнӗ: вӑл 2014 ҫулта Сочири Олимп вӑййисенче ылтӑн медаль илнӗ те Мускавра маникюр студине уҫнӑ. Ун ҫумӗнче вӑл хӗрарӑмсен хупӑ клубне йӗркеленӗ. Унта суйланӑ клиентсем ҫеҫ кӗреҫҫӗ: паллӑ спортсменсем, тренерсем. Вӗсем пӗр-пӗринпе опытпа ылмашӑнаҫҫӗ, сӗнӳ параҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |