Юпа уйӑхӗн 9–10-мӗшӗсенче Ҫӗнӗ Шупашкарта ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ. Унта 16 ҫул тултарман хӗрсем хутшӑннӑ. Ӑмӑртура пирӗн ентешсем палӑрма пултарнӑ.
Чемпионат ачасемпе ҫамрӑксен Ҫӗнӗ Шупашкарти 8-мӗш спорт шкулӗнче иртнӗ. Унта Раҫҫейри 38 регионти 237 спортсмен вӑй виҫнӗ. Вӗсем 11 виҫе категорийӗнче медальсемшӗн кӗрешнӗ.
Командӑсен пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, чӑваш спортсменӗсем пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑна Кемӗр облаҫӗ тухнӑ. Виҫҫӗмӗшне вара — Хакас Республики.
Пирӗн республика чысне хӳтӗленӗ Надежда Кочкова, Екатерина Михайлова ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Елизавета Смирнова вара кӗмӗл медальлӗ пулнӑ. Марина Николаева, Виктория Александрова, Наталья Прокопьева, Алена Тимофеева хӑйсен виҫе категорийӗсенче пӑхӑр медаль илнӗ.
Нумаях пулмасть Польшӑра Сётакан карате енӗпе тӗнче чемпионачӗ тата первенстви иртнӗ. Сумлӑ ӑмӑртӑва пирӗн ентешсем те хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ.
ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, тупӑшӑва 22 ҫӗршыври спортсменсем хутшӑннӑ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине хӗвелтухӑҫ кӗрешӗвӗн федерацийӗн воспитанникӗсем Александр Аввакумов тата Никита Беловощев кӗнӗ.
Пирӗн ҫӗршыв команди пӗтӗмпе 25 медаль ҫӗнсе илнӗ: 12 ылтӑн, 4 кӗмӗл, 9 пӑхӑр. Ҫапла майпа пирӗн команда чи малти вырӑна йышӑннӑ. Чӑваш Ен спортсменӗ Александр Аввакумов кумитэ дисциплинӑра пӑхӑр медаль илме пултарнӑ. Никита Беловощев вара 5-мӗш вырӑна тухнӑ.
Нумаях пулмасть, авӑнӑн 23–26-мӗшӗсенче, Сочире ампутантсемпе кӳмепе ҫӳрекенсен пӗтӗм тӗнчери вӑййисем иртнӗ. Пирӗн спортра палӑрнӑ ентешӗмӗр унтан медальсемпе таврӑннӑ.
Спортсменсем спортӑн ултӑ тӗсӗнче вӑй виҫнӗ: ҫӑмӑл атлетика, ишесси, ухӑран пересси, сӗтелҫи теннисӗ, армспорт, тхэквандо.
Чӑваш Енрен унта пӗр спортсмен ҫеҫ хутшӑннӑ. Вӑл нумаях пулмасть декретран тухнӑ Елена Свиридова. Ӑна малтан Иванова хушаматпа пӗлнӗ. Елена 100 тата 200 метрсене чупса кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.
Пирӗн ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ команди мала тухнӑ. Вӑл 102 ылтӑн медаль, 84 кӗмӗл тата 76 пӑхӑр медальсем ҫӗнсе илнӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Китайпа Польша тухнӑ.
Авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче кикбоксинг енӗпе World cup Diamond-2015 тӗнче кубокӗ иртнӗ. Унта чӑваш спортсменӗсем те хутшӑннӑ, пысӑк ҫитӗнӳсемпе таврӑннӑ.
ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал тӗп парнене ҫӗнсе илессишӗн 1062 спортсмен вӑй виҫнӗ. Вӗсем унта 26 ҫӗршывран килнӗ. Спортсменсен йышӗнче пирӗннисем те пулнӑ.
Командӑпа тупӑшса Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Унта Чӑваш Республикин кикбоксинг ассоциацийӗн элчисен те тӳпи пысӑк.
71 килограмм тайман виҫе категорийӗнче «фулл-контакт» дисциплинӑра Артур Шишокин 3-мӗш вырӑн ҫӗнсе илме пултарнӑ. Виталий Гаврилов, 67 килограмм тайман виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗскер, виҫӗ тупӑшӑва выляса яман. Вӑл ҫапла кикбоксинг енӗпе тӗнче кубокӗн хуҫи пулса тӑнӑ.
Ҫак кунсенче Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ватӑ ҫынсен спартакиади иртнӗ. Районсен хушшинче иртнӗ ӑмӑртура ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗн А.Никоноровӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ.
Ӑмӑрту авӑнӑн 29-мӗшӗнче иртнӗ. Унта спорта юратакан 80 ытла ватӑ ҫын хутшӑннӑ.
Спартакиадӑна уҫнӑ ҫӗре район администрацийӗн элчисем, республикӑри ветерансен канашӗн председателӗ Василий Шоркин, «Раҫҫейри пенсионерсен пӗрлӗхӗн» Чӑвашри уйрӑмӗн ертӳҫи Роза Ракова тата ыттисем хутшӑннӑ.
Спартакиадӑна Сӗнтӗрвӑрри, Куславкка, Вӑрмар, Шупашкар районӗсенчи пенсионерсем хутшӑннӑ. Вӗсем эстафетӑра 200 метр чупса, 25 метр ишсе, теннисла выляса тупӑшнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене кубокпа, медальпе тата парнесемпе чысланӑ.
Мускавра юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Сокольники» паркра чӑваш кросӗ пӗрремӗш хут иртет. Ӑна Ардалион Игнатьев ячӗпе халаллӗҫ. Кун пирки Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков парк директорӗпе Андрей Лапшинпа тӗл пулнӑ чухне калаҫса татӑлнӑ.
Ӑмӑртӑва тӗрлӗ ӳсӗмри ушкӑнсене пайласа ирттерме палӑртнӑ: 14 ҫулчченхисем, 18 ҫулчченхисем, 50 тултарман арҫынсем тата 50 ҫула ҫитмен хӗрарӑмсем. Тепӗр икӗ ушкӑнӗ — 50 ҫултан аслӑраххисем.
Йӗркелӳҫӗсем СССР спорт мастерӗ, психологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Валерий Дмитриев, ЧР вӑй-хал культурипе спорчӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Олег Захаров.
Ӑмӑртӑва Мускаври пур чӑваша та чӗнеҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене парнесемпе хавхалантарӗҫ.
Чӑваш Енре «Наци кросӗ» черетлӗ хут иртнӗ. Паллах, ытти тӑрӑхпа танлаштарсан, Шупашкарта чи нумай ҫын хутшӑннӑ. Унта 16 пин ҫын старта тухнӑ.
12 сехетре пурте кӳлмеке пухӑннӑ. Старта Европа кубокӗн ҫӗнтерӳҫи Клавдия Афанасьева панӑ. VIP-чупуна ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. ЧР Элтеперӗн администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев, Алексей Ладыков та старта тухнӑ.
Кӑҫал чи ҫамрӑк спортсмен 2 ҫулта пулнӑ, чи ваттисем вара — 82 ҫулти Леонид Никифоров тата 85-ри Миранда Кольцова.
Тӗрлӗ ӳсӗмре пӗрремӗш вырӑна тухнисене асӑнса хӑварар: Дарья Васильева, Михаил Ефимов, Лилия Степанова, Николай Сергеев, Ольга Николаева, Олег Ильин, Виктория Соловьева, Николай Сергеев, Татьяна Ефимова, Александр Васильев.
ЧР Спорт министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пӗтӗм тӗнчери утмалли куна паллӑ тӑвӗҫ. Ку — иккӗмӗш хут.
Авӑнӑн 25-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнчери утмалли куна паллӑ тӑвас енӗпе канашлу иртнӗ. Ку мероприяти Шупашкарта юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче иртӗ. Ӑна Спорт министерстви тата хула администрацийӗ йӗркелӗ.
Вӑл кӳлмекре 10 сехетре пуҫланӗ. Унта, малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пур ӳсӗмри 100 яхӑн ҫын хутшӑнмалла. Вӗсен йышӗнче — студентсем, тӳре-шара, предприятисенче ӗҫлекенсем, шкул ачисем…
Ҫав кунах «Тухтӑрпа уҫӑлса ҫӳретпӗр» акци те иртӗ. Дистанцие парӑнтарнӑ вӑхӑтра, финиша ҫитичченех, ҫынсем тухтӑртан пулӑшу ыйтма, унпа калаҫма пултарӗҫ.
Тимӗр Акташ журналист пӗлтернӗ тӑрӑх паян Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑй-хал культурипе спорт ӗҫченӗпе, РСФСР тата СССР тава тивӗҫлӗ бокс тренерӗпе Геннадий Герасимовпа сывпуллашнӑ.
Мероприяти Шупашкарти Граждан урамӗнчи «Ритуаллӑ пулӑшу» пӳлӗмӗнче иртнӗ. Тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисемсӗр пуҫне кунта Шупашкарти бокс ветеранӗсем те пухӑннӑ. Пухӑннисем умӗнче спорт министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Сергей Мельников, Геннадий Герасимов вӗрентсе ӳстернӗ В. Соколов, В. Лаптев, Ҫӗмӗрле хулин пуҫлӑхӗ пулнӑ В. Садырга тата ыттисем сӑмах тухса каланӑ.
Герасимов Геннадий Николаевич 1931 ҫулта Етӗрне районне кӗрекен 2-мӗш выҫҫӑлкӑра ҫыралнӑ. Чӑваш Ен, Украина, СССР ТҪФ чемпионӗ пулнӑ, РСФСР шайӗнче иртнӗ турнирсенче ҫӗнтернӗ. 20 спорт мастерне вӗрентсе ӳстернӗ, ҫав шутра Чӑваш Енрен тухнӑ пӗрремӗш олимп бокс чемпионне Валериан Соколов, Тӗнче кубокне ҫӗнсе илнӗ Владимир Мельник. Валерий Уледеркинпа тата Михаил Степановпа пӗрле «чӑваш бокс шкулне» йӗркелекенсенчен пӗри.
Авӑн уйӑхӗн 21-23-мӗшӗсенче Китайра йывӑр атлетика енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Унта ҫӗнтернӗ спортсменсем Рио-де-Жанейрӑра 2016 ҫулта иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнас шанчӑк пур.
Раҫҫей чысне Сергей Петров, Дмитрий Хомяков, Алексей Юфкин тата Наталья Хлесткина (вӑл республикӑн спорт шкулӗнче вӗреннӗ) хӳтӗленӗ. Турнир 10 виҫе категорийӗнче иртнӗ. Пиллӗккӗшӗ — арҫынсем валли, тепӗр ҫавӑн чухлех — хӗрарӑмсем валли. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене укҫан хавхалантарнӑ.
Раҫҫей спортсменӗсен йышӗнче Наталья Хлесткина помост ҫине пӗрремӗш тухнӑ. Икӗ енлӗ кӗрешӳре вӑл 220 килограмм пухма пултарнӑ. Ҫапла пирӗн ентеш пьедесталӑн иккӗмӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Ылтӑн медале Китай спортсменки ҫӗнсе илнӗ. Чӳк уйӑхӗнче АПШра Олимп вӑййисен квалификаци тапхӑрӗ иртӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |