Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, кӑҫал та ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн стипендине 1000 ҫамрӑк тивӗҫнӗ. Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрвашра пурӑнакан Алинӑпа Анатолий Гурьевсен ҫемйинче стипендие тӳрех иккӗн тивӗҫнӗ.
Вӗсем — Евгения тата Николай. Асли Женя Канашри педагогика колледжӗнче вӑй-хал культурин уйрӑмӗнче 3-мӗш курсра вӗренет. Коля ялти шкулта 10-мӗш класра ӑс пухать.
Вӗсем иккӗшӗ те спортпа туслӑ. Вӗсем кашни ӑмӑртӑвах хутшӑнма тӑрӑшаҫҫӗ, унтан ҫӗнтерӳпе таврӑнаҫҫӗ.
Женя спорт мастерӗн кандидачӗн ятне илме тивӗҫ пулнӑ. Коля юлашки 3 ҫулта ӑмартусенче 14 вырӑн ҫӗнсе илнӗ.
Мероприятийӗ ку маларахах иртнӗ те, ҫапах та пӗлтересех терӗмӗр. Пултаруллӑ ҫын пур енчен те маттур иккен. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем волейбол выляссипе ылтӑн медале тивӗҫнӗ.
Мечӗк хыҫҫӑн хӑвалама сцена ӑстисем ахальтен тухман. Иртнӗ уйӑхра вӗсем республикӑн культура тата ӳнер учрежденийӗсем хушшинче йӗркеленӗ II физкультурӑпа спорт спартакиадине хастар хутшӑннӑ.
Финала малтанхи тапхӑрти 6 вӑйлӑ ушкӑн тухнӑ. Вӗсене икӗ ушкӑна пайлаттарса выляттарнӑ. Пӗрремӗш ушкӑнра К. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Хальхи историн патшалӑх архивӗн тата Чӑваш Наци вулавӑшӗн ушкӑнӗсене пӗр пек: 2:0 — шутпа ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна ку ушкӑнра вулавӑшра ӗҫлекенсем ҫӗнсе илнӗ. Тепӗр командӑна пайланса вылякансем те ҫӗнтерӳшӗн хытах тупӑшнӑ. Ара, финала кам тухассине ҫав вӑйӑ кӑтартса панӑ-ҫке. Ҫапла вара Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗпе финала тухнӑ. Кунта чӑваш драма театрӗн артисчӗсем оперӑпа балет артисчӗсенчен маттуртарах пулнӑ. Бронза медале Чӑваш патшалӑх филармонийӗ тивӗҫнӗ.
Воллейбол вӑййипех лӑпланмӗҫ-ха культура ӗҫченӗсем.
Нарӑсӑн 8-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Йӗлтӗр йӗрӗ — 2015» иртет. Халӗ мероприятие хӗрсе хатӗрленеҫҫӗ. Кӑҫал ӑна Сочири Олимп вӑййисем уҫӑлнӑранпа 1 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кун 48 пин ҫын йӗлтӗр ҫине тӑма палӑртать. Шупашкарта ӑмӑрту «Шупашкар: 500 ҫул» паркра иртӗ. Хулара унта 2 пине яхӑн ҫын хутшӑнмалла.
Ӑмӑртӑва хутшӑнмашкӑн нумайрах ҫынна илӗртес тӗллевпе Канашра «Йӗлтӗр йӗрӗ» логотиппа усӑ курса ҫӑматӑсем хатӗрленӗ. Вӗсем йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсене лекӗҫ.
Нарӑсӑн 7-мӗшӗнче Раҫҫейре Хӗллехи спорт енӗсен кунӗ иртмелле. Ҫав куна ҫулталӑк каялла Сочире уҫӑлнӑ Хӗллехи Олимп вӑййисен кунӗпе ҫыхӑнтарнӑ.
Пирӗн республикӑра ҫав кун тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртаҫҫӗ. Халӑх чи йышлӑ хутшӑнаканнисен шутне «Пирӗн шанчӑкӑн пӑрӗ» тӑркӑч (коньки) спорчӗ пулӗ. Ӑмӑртӑва шуҫ тупанпа профессилле майпа ярӑнакансем те, ун ҫине хутран-ситрен тӑракансем те хутшӑнаяҫҫӗ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти Андриян Николаев ячӗллӗ тӗп стадионта иртмелле.
Ҫӗнӗ Лапсарти йӗлтӗр базинче вара арҫынсемпе хӗрарӑмсем 5 тата 10 километра тупӑшӗҫ. Шупашкарти «Олимп» стадионта спорт уявӗ иртӗ. Вӑл 16 сехетре пуҫланӗ. Унта фигуристсем, шуҫ тупанпа ярӑнакансем, хоккеистсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартӗҫ. Уяв пӑр ҫинчи каҫхи ташӑ каҫӗпе вӗҫленӗ.
Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче Чӑваш Енре фитнес-аэробика енӗпе республика чемпионачӗ тата первенстви иртнӗ. Ӑна савӑнӑҫлӑ ларту-тӑрура уҫнӑ ҫӗре Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата ытти тӳре-шара хутшӑннӑ.
Михаил Игнатьев тренерсемпе ашшӗ-амӑшне тав тунӑ. Спортӑн ҫак енӗ хуласенче кӑна мар, ялсенче те аталаннине кӑмӑлтан палӑртнӑ. Хӑйсен ӳт-пӗвӗпе хуҫаланакан ҫамрӑк ӑстасен пултарулӑхне палӑртнӑ, мӗншӗн тесен ку спортпа аппаланас тесен, Элтепер шучӗпе, хӑюлӑх, ҫирӗп вӑй-хал кирлӗ. «Пирӗн спортсменсем ҫнтернишӗн эпир савӑнатпӑр. вӗсемпе мӑнаҫланатпӑр. Пирӗн хӗрсемпе каччӑсем пурнӑҫра тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнччӑр тесе влаҫ органӗсем енчен мӗн кирлине йӑлт тӑватпӑр», — ӗнентернӗ Михаил Васильевич. Кунсӑр пуҫне вӑл ҫӗнӗ спорт комплексӗсем, спорт керменӗсем уҫма шантарнӑ.
Фитнес-аэробика енӗпе чемпионатпа первенство кӑҫалхипе республикӑра саккӑрмӗш хут иртнӗ. Унта 8 ҫултан пуҫласа аслӑраххисем таранах тӗрлӗ енпе: аэробика, степ-аэробика, хип-хоп-аэробика – ӑмӑртнӑ.
Сӑмах май каласан, хальхи вӑхӑтра республикӑри спорт шкулӗсенче фитнес-аэробики енӗпе 4 уйрӑм уҫнӑ.
Ыран, кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче, Студентсен кунӗнче, Шупашкарта пилӗк мероприяти ирттерме палӑртнӑ.
Студентсем тата Татьянӑсем Чӑваш наци музейне, Чапаев музейне тата хулари ытти музея ҫитсе курма пултарӗҫ. Студент пулнине ӗнентерекен билет пулсан ҫамрӑксем экспозиципе тата уйрӑм куравпа паллашма пултарӗҫ.
Кунсӑр пуҫне мӗн пур студент паркри кирек мӗнле аттракционпа ярӑнма та пултарать. «Ҫӗнӗ ӑру» каток ҫинче пӑр ҫинчех ташӑ каҫӗ ирттерӗҫ. Эрешлесе ярӑнассипе ӑсталӑх класӗсем, конкурссем иртӗҫ.
Татьянӑсен кунӗнче Шупашкарти катоксем,спорт залӗсем, бассейнсем, йӗлтӗр йӗрӗсем студентсемшӗн тӳлевсӗр пулӗҫ. Студент билечӗ ҫеҫ кӑтартмалла.
Ҫавӑн пекех студентсем театрсене йӳнӗрех хакпа кӗме пултарӗҫ.
Ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкарта тата тепӗр вӑй-хал культуипе сывлӑх комплексӗ тума палӑртаҫҫӗ. Вӑл Эгер бульварӗчне вырнаҫӗ.
Ҫӗнӗрен хӑпартаканни те ыттисем пекех нумай функциллӗ пулассине шантараҫҫӗ. Унта спорт тата тренажер залӗсем, фитнес валли лапам, бассейн пӑхса хӑвармалла. Комплекс пӗр сехетре 150 ҫынна йышӑнайӗ. Ҫӗнӗ спорт сооруженийӗнчи спортӑн тӗп енӗ бокс пулмалла-мӗн. Ҫапах та спортӑн ытти енне те сирсе хӑвармӗҫ. Фитнес-аэробика, баскетбол, волейбол, мини-футбол выляма, ишме майсем йӗркелесшӗн.
Ҫак кунсенче строительсем ӗҫе кӳлӗннӗ. Спорт комплексне кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче хута ярасшӑн.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи спорт комплексне малашне шкул ачисем кӑна мар, тивӗҫлӗ канӑва тухнисем те тӳлевсӗр ҫӳреме пултараҫҫӗ. Бассейн, каток, спорт залӗсем ҫӗнӗ расписанипе ӗҫлеме пуҫланӑ.
Халӗ ватӑсем пушӑ вӑхӑта унта ирттереҫҫӗ. Ав Николай Алексеев кашни ир хускану тӑвать. Вӑл, спорт мастерӗн кандидачӗ, ыттисене тӗслӗх кӑтартасшӑн.
Николай Алексеевӑн шухӑшӗпе, тивӗҫлӗ канӑва тухнисем спорт комплексне тӳлевсӗр ҫӳреме тивӗҫ. Эрнере виҫӗ кун пенсионерсемпе тренер заняти ирттерет. Халӗ кунсерен сывлӑха ҫирӗплетекенсен йышӗ нумайланать.
Пенсионерсен клубӗ виҫӗ ҫулта район тата республика шайӗнче иртнӗ спартакиадӑсенче пӗрре мар ҫӗнтернӗ.
Етӗрне районӗнчи Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗнчи «Выл» территорийӗнче районта кашни ҫул иртекен пӑр уявӗ иртнӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене район пуҫлӑхӗ Александр Краснов, Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗн ертӳҫи Татьяна Леонтьева тата Етӗрне район депутачӗ Петр Столяров саламланӑ.
Командӑсем пӑр ҫинче мечӗкпе хоккей вылянӑ, анчах урана тӑркӑч (коньки) мар — ҫӑматӑ тӑхӑнса. Чемпионатра район администраци команди, Етӗрне хулинчи депутатсен ушкӑнӗ тата районти ял хуҫалӑх ертӳҫисен командисем ӑмӑртнӑ. Хӗрӳллӗ тупӑшура ҫӗнтерӳҫӗ ята Етӗрне хулинчи депутатсен ушкӑнӗ тивӗҫнӗ.
Етӗрне администрацин пӗрремӗш ҫумӗ Владимир Семенов «Чи лайӑх хапхаҫӑ», Сергей Бобылев «Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ», район администраци пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин «Чи лайӑх тапӑнакан» ята тивӗҫнӗ. Владимир Николаевич пӗтӗмпе ултӑ мечӗк ҫапса кӗртме пултарнӑ.
Юлашкинчен район администраци пуҫлӑхӗ ҫӗнтерӳҫӗ командӑна кубок парса чысланӑ.
Сӑнсем (150)
Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнчи канмалли кунсем вӑхӑтӗнче тӗрлӗ спорт мероприятийӗ ирттерчӗҫ. Элӗк районӗнчи хаҫатҫӑсем те вӑл вӑхӑтра калем пӑрахса алла спорт хатӗрӗсем ярса илнӗ. Вӗсем вырӑнти «Хӗлхем» спорт шкулне пуҫтарӑнса Сывлӑх кунӗ ирттернӗ.
«Ҫынсем спортпа тусли пирки ҫырса кӑтартни кӑна ҫителӗксӗр, хамӑр та сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркипе туслашар, вӑй-хал тапса тӑнине туйса илер терӗмӗр», — ҫапларах шухӑш тытнӑскерсем спорт тумтирне кӑмӑлтан тӑхӑннӑ. «Кун сая ятӑмӑр текен пулман. Пурте кӑмӑллӑ юлтӑмӑр», — ӗнентереҫҫӗ хаҫатҫӑсем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |