Канаш хулинче ҫуралнӑ биатлонист Раҫҫей кубокӗнче врҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ку хыпара эпир Чӑваш Енри паллӑ журналист, халӗ Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗнче информаципе аналитика управленийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлекен Михаил Вансяцкий Фейсбукра хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр.
Канашра ҫуралнӑ Алексей Петров Пушкӑртстан чысне хӳтӗлет. Биатлон енӗпе иртекен Раҫҫей кубокӗн иккӗмӗш тапхӑрӗнче вӑл спринтра палӑрнӑ. Чӑваш Ен ҫӗрӗнче ҫуралнӑскер виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Раҫҫей кубокӗн пӗтӗмӗшле зачетӗнче ентешӗмӗр — малти виҫҫӗмӗш вырӑнта, Раҫҫей биатлонисчӗсен союзӗн танлаштарӑмӗнче раштавӑн 3-мӗшӗнче вӑл тӑваттӑмӗш пулнӑ.
Виҫҫӗ-тӑваттӑри ывӑлӗпе вырӑсла калаҫса тӑракан чӑваш хӗрарӑмӗнчен, ма вӑл ачипе чӑвашла калаҫманни ҫинчен ыйтрӑм та вӑл мана ҫапла хуравларӗ:
— Ывӑл манпа вырӑсла калаҫнӑран, эпӗ унпа темшӗн элле чӑвашла калаҫаймастӑп ҫав: чӗлхе ҫаврӑнмасть. Именетӗп-ши вырӑсла калаҫакан хамӑн ачапах чӑвашла калаҫма, е урӑх сӑлтавӗ ҫакӑн, анчах ҫакна ниепле те ӑнлантараймастӑп. Шалти тормоз чарать, пӗр сӑмахпа.
Тепрехинче ҫамрӑкранпах пӗрне-пӗри пӗлекен юлташ, калаҫӑва чӗлхе проблемисем ҫинчен хускатсан, хӑйӗн сӑмахӗсене пӗртен-пӗр тӗрӗс чӑнлӑх вырӑнне хурса, татӑклӑн тата уҫҫӑн ҫапла каласа хучӗ:
— Эпир — чӑвашсем, пирӗн хушша пӗр-пӗр вырӑс е урӑх халӑх ҫынни пырса кӗрсенех, пурте ҫав самантрах вырӑсла калаҫма пуҫламалла. Ҫакӑ вӑл эпир ҫӳллӗ шайри культурӑллӑ ҫынсем пулнине кӑтартать. Эпир ҫак ҫын умӗнче вырӑсла калаҫманни эпир ӑна хисеплеменнине пӗлтерет.
— Эпир шутпа нумайраххине курса, пире хисеп туса, ҫак ҫын пирӗнпе чӑвашла калаҫма тӑрӑшмалла мар-шим? — тесе ыйтасшӑнччӗ унран, анчах ӗлкӗреймерӗм: вӑл хӑйӗн ӗҫӗпе айккинелле пӑрӑнса кайрӗ.
2019 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗнче Наци вулавӑшӗнче Чӑваш шурсухалӗсен (ваттисен) тӗп канашӗн ларӑвӗ пулса иртнӗ. Унта ҫак ыйтусене пӑхса тухнӑ:
1. 2019 ҫулта аксакалсен канашне пӑшӑрхантарнӑ ыйтусем (вӑл шутра — Слакпуҫӗнчи сысна комплексӗ лартассине сивлени; удмурт чӗлхине хӳтӗлесе Альберт Разин хӑйне ҫунтарса яни тата чӑваш шкулӗсенчи вӗрентӳ).
2. Тӗрлӗ пӗрлешӳсемпе уйрӑм ҫынсем Халӑх ячӗпе паракан чыс паллисем (медальсемпе орденсем) ҫинчен 2016 ҫулта хускатнӑ ыйтӑва малалла сӳтсе явни).
3. Чӑваш Республикин 100 ҫулне тата Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 75 ҫулне ял-хулари Шурсухалсен ушкӑнӗсем мӗнле кӗтсе илесси (ӗҫ планне палӑртни).
4. Халӑх Хуралӗпе Шурсухалсен канашӗн йышне ҫӗнетесси пирки.
Лару ӗҫлӗ те тухӑҫлӑ иртнӗ. Малтан кун йӗркинчи ыйтусемпе Шурсухалсен канашӗн ертӳҫи Виталий Станьял хӑй шухӑшӗсене пӗлтернӗ, Унтан кашни ыйтӑва тӗплӗн шӗкӗлченӗ. Тӑван чӗлхе шӑпи тата ӑна шкулсенче мӗнле вӗрентни ҫинчен Владислав Эльмен (Шупашкар районӗ), педуниверситетра ӗҫленӗ Александр Мефодьевпа Василий Васильев профессорсем, Тимер Акташ журналист хӑйсен шухӑшне пӗлтернӗ, Эдуард Бахмисов (ЧНКан «Чӑваш ялӗ» комитечӗ ертӳҫи) хӑй юлашки ҫулсенче Муркаш районӗнчи Калайкассинчи, Шупашкар районӗнчи Анат Кӗнерти, Элӗк районӗнчи Юнтапари тата ытти нумай шкулсенче чӑваш чӗлхипе культурин кунӗсене ирттерме пулӑшни ҫинчен, ку ӗҫре тем тӗрлӗ ӑнӑҫлӑ майсемпе меслетсем пурри ҫинчен тӗплӗ каласа панӑ.
Чӑваш пукане театрӗнче «Шуҫӑм» фольклор ансамблӗн концерчӗ иртнӗ. Унта пулса курнӑ Тимӗр Акташ журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑтлӑ зал лӑк тулли пулнӑ.
«Шуҫӑм» фольклор ансамблӗ — Пӗтӗм тӗнчери фестивальсен дипломанчӗ. Шупашкарти ушкӑна Диана Сусарина ертсе пырать.
Пултарулӑх коллективӗнче — пуян опытлӑ артистсем, ҫав шутра аслӑ пӗлӳллӗ ӑстасем.
«Шуҫӑм» ансамбль юлашки ҫулсенче пултаруллӑ ҫамрӑксемпе пуянланса пыраҫҫӗ. Ушкӑна 2003 ҫулта йӗркеленӗ. Унтанпа ансамбль Тутарстанри, Самар облаҫӗнчи ялсенче, Пушкӑртстанра, Дагестанра, Молдовӑра, Украинӑра, Турцире, Финляндире, Германире, Францире тата ытти ҫӗршывра пулнӑ.
«Шуҫӑм» артистсен репертуарӗнче чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине кӑтартасси те пур.
Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫат 30 ҫулхи юбилейне уявлама хатӗрленет. Сумлӑ датӑна йӑшташӑмӑрсем раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Ҫав кун «Чӑваш чӗлхипе тухакан пичетпе массӑллӑ информаци хатӗрӗсен аталанӑвӗнчи йывӑрлӑхсем» темӑпа «ҫавра сӗтел» иртӗ. Вӑл 11.00 сехетре пуҫланӗ.
Канашлу вӑхӑтӗнче наци журналистикинчи йывӑрлӑхсене сӳтсе явӗҫ, экспертсен шухӑшне итлӗҫ, чӑваш чӗлхипе тухакан регионти хаҫатсен лару-тӑрӑвӗпе паллашӗҫ, хаҫат чӗлхине сӳтсе явӗҫ. «Ҫавра сӗтеле» «Урал сасси» хаҫатӑн редакторӗ Ю.Н. Михайлов ертсе пырӗ.
«Ҫавра сӗтел» хыҫҫӑн 16.00 сехетре «Урал сасси» хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ тухнӑранпа 30 ҫул ҫитнине халалланӑ савӑнӑҫлӑ пуху иртӗ. Кӑмӑл тӑвакансене хапӑл туса кӗтнине пӗлтернӗ «Урал сасси» хаҫатра.
Мероприятисем «Урал Батыр» Наци культурисен центрӗнче, Пелепей хулинчи Горохов урамӗнчи 28-мӗш ҫуртра иртӗҫ.
Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа ноябрь уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 120 ҫул ҫитрӗ. Ҫав ятпа Пушкӑртстанри Ҫтерлӗри 6-мӗш вулавӑшра чӑвашсен аслӑ поэтне асра тытса литературӑпа музыка каҫӗ иртнӗ. Ҫакӑн пирки «Урал сасси» хаҫатра Лариса Коротаева пӗлтернӗ.
Уявра Пушкӑрт патшалӑх университечӗн Ҫтерлӗри филиалӗн пушкӑрт тата тӗрӗк филологи факультечӗн 1-мӗш курс студенчӗсем кӑвар чӗреллӗ поэтӑмӑра асӑнса унӑн кун-ҫулӗнчи ӗҫӗ-хӗлӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ, вилӗмсӗр сӑввисене вуланӑ. Аслӑ шкулта вӑй хуракан Л.А. Афанасьевапа Л.В. Коротаева доцентсем Ҫеҫпӗл Мишшин пархатарлӑ ӗҫӗсене, вӑл чӑн-чӑн патриот пулнине асӑнса хӑварнӑ. Геннадий Челпир сӑвӑҫ поэтӑн халӑхшӑн тунӑ манӑҫми ӗҫӗсене, А.П. Червякова поэтшӑн чун юрри пулнине палӑртса хӑварнӑ, хӑй ҫырнӑ сӑвви-юррисемпе паллаштарнӑ.
Уявра ЧНКА представителӗсем, ҫыравҫӑсем пулчэнӑ. «Савни» ансамбль (ертӳҫи – О.А. Иванова) программӑна илемлӗ юрӑсемпе пуянлатнӑ. «Сеспель» кинокартинӑн пӗр сыпӑкне курнӑ. Литературӑпа музыка каҫӗнче пултарулӑх ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ.
Раштав уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче Пушкӑртстанра Чӑваш Республикин культура кунӗсем иртӗҫ. Мероприятисене Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленсе кайнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Уяв Ӗпхӳри Пушкӑрт патшалӑх оперӑпа балет театрӗн пысӑк залӗнче иртӗ.
Раштавӑн 7-мӗшӗнчи уява Чӑваш патшалӑх академи ташӑпа юрӑ ансамблӗ, Чӑваш патшалӑх филармонин коллективӗсем хутшӑнӗҫ. Чӑваш патшалӑх академи ташӑпа юрӑ ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи – РФ халӑх артисчӗ Юрий Васильев. Чӑваш патшалӑх филармонийӗнчи «Ҫавал» ансамбль XXII Хӗллехи Олимп вӑййисенче тата РФ Патшалӑх Думинче иртнӗ Чӑваш Республикин кунӗсене уҫнӑ чух Чӑваш Ен культурипе паллаштарнӑ тесе хыпарлать «Урал сасси» хаҫатра Надежда Родионова. Чӑваш халӑх кӗввин чи пуян та илемлӗ, чуна пырса тивекен тӗслӗхӗсемпе «Ҫеҫпӗл» эстрада ансамблӗ тата «Nota «G» ташӑ ушкӑнӗ паллаштарӗ.
Раштавӑн 8-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Федор Павловӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ялта» спектакле кӑтартӗ. Спектакль режиссерӗ, сценографӗ тата костюмсен художникӗ – СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев.
Пушкӑртстанра пурӑнакан Марина Васильева
«МИСС Интернет» (чӑв. Тӗнче тетелӗнчи хитре хӗр) конкурсра тупӑшать. Ентешӗмӗршӗн «Контактри» «MISS INTERNATIONAL UFA - 2019» пабликра пӗлтернӗ. Сасӑлав чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Конкурс тӗллевӗ Пушкӑртстанӑн нумай енлӗ культурине кӑтартасси тесе пӗлтернӗ. Унта хутшӑнакан Марина Васильева — чӑваш, 23 ҫулта. Малтан вӑл Пушкӑртстан Республикинчи Октябрьскинчи музыка коллеждӗнчен вӗренсе тухнӑ. халӗ хӗр И.Н. Ульянова ячӗллӗ ЧПУра вӗренет, халӑх юррисене шӑрантарас пултарулӑха туптать. Ӗпхӳри Культура керменӗнче юрӑҫ пулса ӗҫлет.
Конкурса Кӑркӑстан, Инди, Азербайджан, Куба, Армени, Пушкӑртстан, Тутарстан, Китай, Грузи, Ангола хӗрӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Финалта чӑваш хӗрӗ «Илемлӗ» юрра шӑрантарӗ. Ӑна вырӑсла калаҫма пӗлмен Китай хӗрӗ те вӗреннӗ.
Конкурса хутшӑнакансен сӑнӳкерчӗкӗсемпе ҫакӑнта паллашма пулать. Марина Васильевӑшӑн ҫакӑнта сасӑламалла.
Чӳк уйӑхӗн 11–20-мӗшӗсенче Шупашкарти театр форумӗ иртӗ. Вӑл Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче пулӗ.
2019 ҫулти форум вӑхӑтӗнче ҫамрӑк куракансен наци театрӗсен «Атӑл юмахӗ» пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗ (Волжская сказка) тата ачӑ-пӑча наци драматургийӗн «От чистого истока в прекрасное далёко» (чӑв. Таса ҫӑлкуҫран хӳхӗм инҫете) пӗтӗм тӗнчери лабораторийӗ ӗҫлӗ.
Фестивале Раҫҫейри тата ют ҫӗршыври 10 театр хутшӑнӗ. Ҫав шутра — Казахстанри Акмолинскри облаҫри драма театрӗ Кокшетау хулинчен килсе ҫитӗ. Казах халӑх юмахӗсем тӑрӑх лартнӑ «Канбак-шал» ӗҫпе паллаштарӗ ушкӑн. Пушкӑртстанран тӑватӑ театр килӗ. Тулӑри, Мордвари, Мари Элти театрсем те Шупашкарта хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ.
Силпи улӑхӗсем тавра пуҫланнӑ калаҫусем ҫинчен «Урал сасси» хаҫатра сентябрӗн 12-мӗшӗнче тата октябрӗн 2-мӗшӗнче пичетленнӗ статьясене вуларӑм, «Регионы России» журналта, «Чӑваш халӑх сайтӗнче», «Правда Краснояра ВКонтакте», «Идель.Реалии» сайтра тата ытти хыпарлав хатӗрӗсенче тухнисемпе паллашрӑм.
Чӑваш халӑхӗшӗн сӑваплӑ вырӑнсем шутланакан ҫӗре ют ҫӗршыв компанине арендӑна панине, Силпи сӑрчӗпе улӑхӗсене сысна каяшӗ айне тума шутланине ниепле те йышӑнма май ҫук. Хальхи технологи хӑватлӑ теҫҫӗ пулсан та, йышлӑ сысна комплексӗн пылчӑкӗпе шӑршине икӗ хуранта пытарса усрама май пулмасть. Халлӗхе Раҫҫейре ун пек тап-таса комплекссем никам та туман, ҫавӑнпа сысна витине Пелепей хули ҫумне е Шарлӑк (Шаровка) варрине лартмаҫҫӗ.
Халӑх сӑлтавсӑр шавламасть. Сысна комплексӗ Слакпуҫ ял хутлӑхӗнчи чӑваш ялӗсен малашлӑхне касса татать, ҫӑлкуҫсене варалать, сывлӑхшӑн пӑрӑнми хӑрушлӑх тӑвать. Кунта нимле юптару-тыттарупа, ӗҫ вырӑнӗ, инвестици ырлӑхӗ тенипе тӳрре тухма пулмасть.
Вырӑнти халӑха пӑтратас шутпа халӗ Слакпуҫӗнчи шкула кам ятне парасси пирки тавлашу пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.06.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Сокольников Петр Фадеевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Яковлев Владимир Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Макаров Николай Иванович, чӑваш тухтӑрӗ, медицина ӑҫлӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхне йӗркеленӗ. | ||
| Шупашкарта Петӗр Хусанкай палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |