Раҫҫей Федерацийӗн вӗренӳпе ӑслӑлӑх министрӗ Дмитрий Ливанов ӗнер Аҫтӑрхан облаҫне ӗҫпе ҫитнӗ. «Интерфакс» информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх Началово ялти хусах (выр. казак) кадечӗсен корпусне уҫнӑ хушӑра ҫак ыйтӑва ӑна унта вӗренекен пӗр ҫамрӑк панӑ. «2020 ҫулта, тепӗр пилӗк ҫултан, ют чӗлхепе пурин те экзамен тытма тивӗ», — тенӗ вӑл. Ҫапла май вӑл вӑхӑталла пурин те тытма тивекен пӗтӗмӗшле патшалӑх экзаменӗсен йышне ют чӗлхе кӗрӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫак йыша вырӑс чӗлхипе математика кӗреҫҫӗ.
Пӗлме: чӑваш чӗлхипе вара хальхи вӑхӑтра та пуласлӑхра та нимӗнле экзамен та тыттармаҫҫӗ. Унччен республикӑра 9-мӗш класс пӗтернӗ хыҫҫӑн чӑваш чӗлхин пӗлӗвне тӗрӗслетчӗҫ пулсан, хальхи вӑхӑтра ӑна та пӑрахӑҫланӑ. Раҫҫей Федерацийӗн вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерствишӗн ҫапла вара ют чӗлхене пӗлни тӑван чӗлхерен те пахарах курӑнать.
Авӑнӑн 1-мӗшӗнче республикӑри тӳрленмелли колонисенче те Пӗлӳ кунне уявлӗҫ.
2014–2015 ҫулсенче айӑпланнӑ 678 ҫын вӗренӳ ӗҫне кӳлӗнӗ. Колонисенче 30 ҫула ҫитменнисем валли пӗлӳ илмелли пур условие те туса панӑ. Вӗсенче пӗтӗмпе вӗренӳпе консультацин 10 пункчӗ ӗҫлет.
Пӗлтӗрхи кӑтартӑва илес тӗк, айӑпланнӑ 174 ҫын экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытса аттестат илнӗ. Вӗсенчен пӗр хӗрарӑм Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне ӑнӑҫлӑ тытнӑ.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ тӗле мӗн пур пункта тӗрӗсленӗ. Пӳлӗмсенче юсав ӗҫӗсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ, вӗренӳ литературине те ҫӗнетнӗ.
РФ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов Петропавловск-Камчатска ӗҫпе кайсан 2015 ҫулта вырӑс чӗлхипе Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗнче тест пайне кӑларасси пирки пӗлтернӗ.
«Математикӑра тата вырӑс литературинче тест ыйтӑвӗсене кӑларнӑ ӗнтӗ. Ҫитес ҫул вырӑс чӗлхипе ҫакӑн пекех пулӗ. Унта хуравне суйламалли ыйтусем пулмӗҫ. Ытти предметра та кунашкал ыйтусен шутне чакарӗҫ», — тенӗ Дмитрий Ливанов.
Министр пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ППЭри кунашкал ыйтусене чакарас ӗҫ пырать. Пурӑна киле ҫакнашкал ыйтусем пачах юлмӗҫ. Анчах ку ӗҫе майпен туса пымалла-мӗн: ачасемпе вӗрентекенсем хӑнӑхчӑр.
Паян аслӑ шкулсем хӑйсен сайчӗсенче вӗренме кӗме тивӗҫҫисен списокӗсене пичетлеме тивӗҫ. Списока пӗрлехи патшалӑх экзаменӗн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх йӗркелӗҫ. Унта чи малтанах шкул олимпиадисен ҫӗнтерӳҫисене, кайран ҫӑмӑллӑхлӑ категориллисемпе тӗллевлӗ вӗренме кӗрекенсене асӑнмалла.
Утӑн 30-мӗшӗ тӗлне ҫав категорисен тӗрлӗ хутсен оригиналне пырса памалла та 31-мӗшӗнче ҫавсем вӗренме кӗни пирки хушу пичетлӗҫ.
Вӗренме кӗме сӗннисенчен ыттисен оригиналсене ҫурлан 4-мӗшӗччен парса ӗлкӗрмелле. Тепӗр кунне ҫурлан 5-мӗшӗнче кун ҫути кӑтартӗҫ.
Кун хыҫҫӑн та аслӑ шкулсенче пушӑ вырӑнсем юлсан вӗсем иккӗмӗш тапхӑр йӗркелӗҫ. Ҫурлан 8-мӗшӗччен ҫӗнӗ абитуриентсен хучӗсене йышӑнӗҫ те ҫурлан 11-мӗшӗнче вӗренме иккӗмӗш тапхӑрпа кӗнисем пирки хушу кӑларӗҫ.
Сӑмах май каласан, кӑҫал Чӑваш Енри аслӑ шкулсене пурӗ 3 пин ытла абитуриент валли хысна вырӑнӗ пӑхса хӑварнӑ.
Кӑҫалхи ППЭ пӗтӗмлетӗвне тунӑ. ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал 12 яш-хӗр вырӑс чӗлхипе те, математикӑпа та экзамен «иккӗлӗх» тытнӑ. Ҫавна май вӗсен экзаменсене тепӗр ҫул ҫеҫ тытма май пулӗ. Ун чухне ҫеҫ вӗсем алла аттестат илӗҫ.
Ҫав 12 яш-хӗрӗн аттестатсӑр мӗн тумалла? Министр ку лару-тӑрӑва сӑнаса тӑрассине пӗлтернӗ, вӗсене ӗҫ профессийӗ пама шантарнӑ.
ППЭре йӗркене пӑснине кӑҫал та тупса палӑртнӑ. Тӗрлӗ сӑлтава пула 27 ҫыннӑн экзамен кӑтартӑвӗсене шута илмӗҫ. Пӗрисем экзамена телефон йӑтса кӗнӗ, теприсем шпаргалкӑран ҫырса илнӗ…
Министр ППЭ ачан пӗлӗвне тӗрӗслемелли пӗртен пӗр мел пулмалла маррине каланӑ. Ҫавӑнпа ҫитес ҫул 11-мӗш класс пӗтерекенсем сочинени те ҫырӗҫ.
Нумаях пулмасть биологипе, историпе, информатикӑпа иртнӗ ППЭ кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетнӗ. Мухтанмаллиех ҫукки палӑрнӑ. Истрипе экзамен тытнисен 19,5% ҫӗршывӑн иртнӗ саманчӗсене пӗлменни палӑрнӑ.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, историпе кӑҫал 1 018 яш-хӗр экзамен тытнӑ. Вӗсенчен 19,45% чи пӗчӗк балл та пухайман. Пӗлтӗр ку кӑтарту 3,3% танлашнӑ. Пӗтӗмпе 5,3% ҫеҫ 80–100 балл пухма пултарнӑ. Пӗлтӗр — 21,41%.
Биологипе информатикӑна илес тӗк кӑтарту лайӑхрах. Биологипе экзамен тытнӑ 1 297 ҫынран 5,47% «2» илнӗ. Пысӑк балл пухакансен йышӗ, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 3 хут сахалланнӑ. Информатика экзаменӗнче 6,58% 24 балл та пухайман. Пӗтӗмпе 8,33% ҫеҫ 80–100 балл пухнӑ.
Кӑҫал Чӑваш Енре математикӑпа 6 806 ҫын ППЭ тытнӑ. Шел те, хальхинче никам та экзамена 100 баллӑх ҫырайман.
Пӗлтӗр вара математика экзаменӗнче 46 ҫын 100 балл пухнӑ. Кӑҫалхине илес пулсан, ҫак предметпа вӑтам кӑтарту 46,79 балпа танлашнӑ. Пӗлтӗр — 54,6 балл.
Экзаменра 112 ҫын пысӑк балл пухнӑ (80–100 балл). Кӑҫал чи нумай пухнӑ балл — 98.
Экзамена 222 ҫын тытайман: вӗсем кирлӗ чухлӗ балл пухайман. Аса илтерер: математика экзаменӗн кӑтартӑвӗ аттестат илессине витӗм кӳрет. ППЭре «иккӗ» илнисем ӑна резерв кунӗнче — ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче — тепӗр хут тытма пултарӗҫ. Анчах вырӑс чӗлхипе «2» илмен пулсан ҫеҫ.
Чӑваш Енре вырӑс чӗлхипе ППЭне ӑнӑҫлӑ тытнӑ темелле-ши — кӑҫал экзаменра 37-ӗн 100 балл пухнӑ. Пӗлтӗрхинчен нумайрах. Ун чухне кунашкаллисен йышӗ 35 ҫын пулнӑ.
Асилтерер: кӑҫал вырӑс чӗлхипе 6 880 ҫын экзамен тытнӑ. Пӗлтӗр — 7966 ҫын. Кӑҫал ППЭ тытакансен 20,32% 80–100 балл пухнӑ.
107 ҫын вырӑс чӗлхин экзаменӗнче кирлӗ чухлӗ балл пухайман. Вӗсем ӑна ҫӗртмен 18-мӗшӗнче тытма пултарӗҫ-ха, анчах математика экзаменӗнче «2» паллӑ (24 балран нумайрах пухнӑ тӑк) илмен пулсан ҫеҫ.
Ҫапла шухӑшлать курӑнать вӗренӳре йӗрке тӑвакан тӳре-шара. Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне пӗлтӗр тытакансен сахалтан та 36 балл пухмалла пулнӑ тӑк, кӑҫал ӑна 12 балл пӗчӗклетнӗ. Ун пирки паян Рособрнадзорӑн пресс-служби пӗлтернӗ иккен. Ҫапла вара вырӑс чӗлхипе те, математикӑпа та сахалтан та 24 балл пухсан аттестатлӑ пулӑн.
Ҫапла йышӑну тума кӑҫалхи тата пӗлтӗрхи кӑтартусен статистикине тишкернӗ хистенӗ-мӗн. Ытти предметпа ведомство чи пӗчӗк балсене чакарасшӑн мар. Тепӗр тесен, вӗсем аттестатлӑ пулассипе пулмассине витӗм кӳмӗҫ-ха, вӗренме кӗме тӑрсан кӑна кирлӗ. Ҫапла вара химипе, физикӑпа тата биологипе сахалтан та 36 балл пухмалла, информатикӑпа – 40 балл, обществознанипе — 39 балл, историпе тата литературӑпа — 32 балл, географипе — 37 балл, ют чӗлхесемпе — 20 балл. Шкула 11 ҫул утса та пурин те тытмалли математикӑпа вырӑс чӗлхипе 24 балл таранлӑх та пӗлӳ пухайманнисене шкул пӗтерни ҫинчен свидетельство кӑна тыттарӗҫ.
Маларах асӑннӑ вырӑс чӗлхи патне таврӑнсан, ҫӗршывӗпе 334 ӗҫе пӑрахӑҫланӑ, вӗсенчен 172-шне — карас телефонӗпе усӑ курнӑшӑн.
Вырӑс чӗлхипе патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытнӑ чух йӗркене пӑсакансем пуррине кабинетсенче лартса хунӑ камерӑсем асӑрхани, айӑпа кӗнӗ ачасене экзамена ҫитес ҫул кӑна тытмалла тунӑ.
Аса илтеретпӗр, вырӑс чӗлхипе экзамен тытнӑ чух 4 ача йӗркене пӑсни куҫ тӗлне пулнӑ, физикӑпа иккӗн лекнӗ.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн Вӗренӳ министерстви шкулсемпе видеоконференци ирттерни пирки те хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ каларӗ. «Экзамена карас телефонӗпе ан кӗрӗр», — хытах асӑрхаттарнӑ имӗш ун вӑхӑтӗнче.
Ҫав конференцире ларнӑ пӗр паллаканӑм мероприяти хыҫҫӑн класс ертӳҫи шпаргалкӑсем ҫырма та, телефонпа та усӑ курма хушнине, анчах вӗсене туалета кайсан пӑхма сӗннине пӗлтерчӗ. «Ырӑ» сӗнӗве вӑл тӳре-шара илтмен чух панӑ-ха ӗнтӗ.
Математикӑпа патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытнӑ чух, ав, тепӗр икӗ ача ҫакланнӑ. Вӗсем шпаргалкӑпа тата карас телефонӗпе усӑ курнӑ. Вӗсенчен пӗри — Йӗпреҫ районӗнчен иккен, тепри — Патӑрьелтен. Тем каламалла ӗнтӗ вӗсем пирки: те чееленме ӑсӗ ҫитмен тесе хакламалла, те маларах йӗркеллӗ вӗренсе пымалла пулнӑ темелле-ши?
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |