Шкулсемпе техникумсенчен вӗренсе пӗтерекенсем паянхи куна пӗр пӗрлехи патшалӑх экзаменне — вырӑс чӗлхипе — тытнӑ ҫеҫ пулин те калаҫӑвӗ вара ун тавра Раҫҫей шайӗпех сарӑлнӑ. Пӗр регионта экзамен ӗҫӗсене Тӗнче тетелне кӑларса хунӑ, тепӗр вырӑнта карас телефонӗпе усӑ курнӑ. Ҫак ӗҫ-пуҫсене пула Раҫҫей вӗренӳ министерстви экзамен материалӗсем Тӗнче тетелӗ тӑрӑх ан сарӑлтӑр тесе ҫӗнӗ меслет шутласа кӑларнӑ.
Раҫҫей вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов палӑртнӑ тӑрӑх ҫӗртмен 3-мӗшӗнче математикӑпа иртекен ППЭ условисене самай ҫирӗплетме палӑртнӑ. Мӗнле майпа ҫирӗплетессине министр каласа пама васкамасть-ха, мӗншӗн тесен ултавҫӑсем те ҫӗнӗ улшӑнусене кура ҫӗнӗ меслетсем шутласа кӑларма пултарӗҫ.
Вӗренӳ министерстви хальхинче тата мӗн шутласа кӑларӗ-ши? Ку ыйту чӑнахах та кӑсӑклӑ. Хуравне вара ҫитес патшалӑх экзаменӗ иртнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ пӗлме пултарӑпӑр.
Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗ пирки хыпарланӑ чух эпир «Ҫырса илме йывӑр пулӗ» тесе пӗлтернӗччӗ. Ҫапах та йӗркене пӑсакансем Чӑвашра та тупӑннӑ-мӗн. Ун пек пӑтӑрмах Вӑрмар районӗнче пулнӑ. Унта тӗрӗслевпе хаклав материалӗсене Тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ тӗслӗхе асӑрханӑ. Ҫавӑн пек хӑтланнӑ хӗрӗн ӗҫне халӗ пӑрахӑҫласси пирки сӑмах пырать.
Асӑрханӑ ытти ҫитменлӗх пирки каласан, Комсомольскинчи вӑтам шкулта экзамен хыҫҫӑн материалсене кӑлтӑкпа пухнине палӑртнӑ. Теприсем карас телефонӗпе усӑ курнӑ тӗслӗхсем те пулнӑ иккен. Экзамен бланкӗсене чылай ҫӗрте ӑна тытакансемсӗрех шутлани те йӗркене пӑсни шутне кӗрет. Шупашкарти 18-мӗш лицейре экзамена вӑхӑт ҫитичченех вӗҫленӗ. Хальлӗхе ҫакнашкал кӑлтӑксем паллӑ, патшалӑх экзаменӗсем вӗҫленнӗ тӗле вӗсен йышӗ нумайланма та пултарӗ.
Вӗренӳ учрежденисенчен вӗренсе ьухакансем хӑйсен пурнӑҫӗнче йывӑр та пӗлтерӗшлӗ тапхӑр патне ҫывхарнӑ — Пӗрлехи патшалӑх экзаменне тытасси ҫитнӗ. Вара экзамена кам ӑспа, кам чеелӗхпе тытма хӑтланкалать.
«Экзамена тытнӑ чух пур меслет те лайӑх», — ҫак девизпа тейӗн вӗренсе тухаканем Тӗнче тетелне кӗрсе экзамен хуравӗсене каҫса кайсах шыраҫҫӗ.
Ҫамрӑксен юратнӑ «Контактра» тетелӗн ертӳҫисем паянхи кун вырӑс чӗлхипе пыракан патшалӑх экзаменӑн хуравӗсемпе тивӗҫтерсе тӑракан тетелти 72 ушкӑна вӑхӑтлӑха ӗҫлеттерме пӑрахтарнӑ имӗш. Асӑннӑ ушкӑнсенче пӗтӗмпе 1,5 пин ҫын шутланса тӑнӑ.
Рособрнадзорта палӑртнӑ тӑрӑх Тӗнче тетелӗнче тухса тӑракан экзамен «хуравӗсене» ӗненсех кайма кирлӗ мар. Тӗрлӗ хурахсем укҫа-тенкӗ шӑйӑрса илессишӗн тем кӑна шутласа кӑлармаҫҫӗ ӗнтӗ. Экзамен тытакансен чи малтанах хӑйсена шанмалла, тӗрлӗ ултавлӑ меслетсемпе усӑ курасси ҫинчен шутламалла мар.
Вунпӗрмӗшсен Юлашки шӑнкӑрав уявӗ шавласа иртсе кайрӗ. Паян акӑ вара, ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче шкул пӗтерекенсем Пӗрлехи патшалӑх экзаменне тытма партӑсем хушшине ларчӗҫ. Паян вӗсем хӑйсен пӗлӳ шайне вырӑс чӗлхи экзаменӗпе тӗрӗслӗҫ.
Вӗренӳ министертствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх пӗрлехи патшалӑх экзаменне кӑҫал пӗтӗмешле 8 367 ҫын тытать, вӗсенчен 127 колледж, техникум тата 431 пӗлтӗрхи ҫулсенчи вӗренсе тухаканӗсем. Пӗрлехи патшалӑх экзаменне тытма 43 пункт йӗркеленӗ, унта 2 893 ҫын ӗҫлет.
Раҫҫейре вара, Рособрнауки пӗлтернӗ тӑрӑх, патшалӑх экзаменне пурӗ 750 пин яхӑн ҫамрӑк тытать.
2013 ҫулта Пӗрлӗхлӗ патшалӑх экзамена республикӑра пӗтемпе 8 367 вӗренсе тухакан (вӗсенсен вӑтам шкултан вӗренсе тухнисем 7809, коледжпа техникум учрежденийӗсенчен — 127 тата пӗлтӗрхи ҫулсенче вӗренсе тухнӑ 431 ҫамрӑк тытӗҫ.
Чӑваш Енӗн вӗренӳ министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх вӗренсе тухакансем ытларах гуматитарлӑ ӑслӑлӑхсене кӑмӑлаҫҫӗ. Пӗтӗмлетнӑ тӑрӑх вӗсем ҫак вӗренӳ предмечӗсене суйланӑ:
«Обществознани» (экзамен тытакансем 63,05%), «Истори» (23,96%) , «Акӑлчан чӗлхи» (10,43%).
Хими, биологи, физика ӑслӑлӑхсене кӑмаллакансем йышӗ вара «Физика» предметне суйланӑ — 32,21 процент, «Биологи» предметне — 23,88 процент, «Хими» — 14,82 процент.
Экзамен тытакансене пурне те ӑнуҫу сунас килет. Ҫак йывӑр тапхӑра тӳссе ирттерме вӑй-хал, чӑтӑмлӑх самаях ҫиттӗрчӗ.
Ҫапла шиклентерет Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствин пресс-служби. Унтан пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрлехлӗ патшалӑх экзаменне тыттаракан вырӑнсене видеокамерӑсем вырнаҫтарӗҫ. Камерӑсем мӗн сӑнланине Тӗнче тетелне лартасси пирки асӑрхаттараҫҫӗ.
Экзаменсен вӑхӑтӗнче ачасен ӗҫне виҫӗ пине яхӑн ҫын сӑнаса тӑрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |