Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ППЭ

Вӗренӳ
cdnimg.rg.ru сайтри сӑн
cdnimg.rg.ru сайтри сӑн

Тӗнчере коронавирус алхасать, ҫавна май мероприятисем ирттерме чарнӑ. Шкул ачисем хальлӗхе каникулта. Кайран вӗсене дистанци мелӗпе вӗрентме палӑртнӑ.

РФ Ҫутӗҫ министерстви патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне те каярах куҫарма йышӑннӑ. Палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланса ҫӗртмен 29-мӗшӗнче вӗҫленмеллеччӗ. Анчах вируса пула вӑл каярах пуҫланӗ – ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче. Ку 9-мӗш класран вӗренсе тухакансене те пырса тивет.

Сӑмах май, кӑҫал Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне 797 пине яхӑн ҫын тытма палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/63416
 

Вӗренӳ
dixinews.ru сайтри сӑн
dixinews.ru сайтри сӑн

Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗччен 11-мӗш класран вӗренсе тухакансен мӗнле предметсемпе Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытассине палӑртаҫҫӗ. Хӗрсемпе каччӑсен 14 предметран суйламалла. Ҫӗнӗ вӗренӳ технологийӗсен республикӑри центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗтӗмпе 6060 заявлени панӑ.

Кӑҫал 5887 ҫын вырӑс чӗлхипе экзамен тытӗ, база шайӗнчи математикӑна – 2079 ҫын, профиль шайӗнчи математикӑна 3728 ҫын суйланӑ. Ытларах обществознани (3136), физика (1849), биологи (1289) предмечӗсене суйласа илнӗ.

Историпе – 968, химипе – 1007, информатика тата ИКТ-па – 981, акӑлчан чӗлхи – 771, литературӑпа – 370, географипе 305 ҫын ППЭ тытӗ.

Хрантсус тата нимӗҫ чӗлхисене 3-шер ҫын суйланӑ, китай чӗлхипе вара 4 ҫын пӗлӗвне тӗрӗслесшӗн. Испан чӗлхине 1 ҫын ҫеҫ суйланӑ.

 

Сумлӑ сӑмах Чӑваш чӗлхи

Куҫа курӑнакан историлле вӑрах мар перспективӑра тӗнчери тата пирӗн ҫӗршыври чӗлхесем епле енне улшӑнассине мӗнле куратпӑр-ха? Епле пӑтӑрмахсем кӗтеҫҫӗ хальхи халӑхсен чӗлхисене?

Раҫҫее илсен, шкулсенче ачасене ППЭ-пе экзамен тыттарсах акӑлчан чӗлхине вӗрентме пуҫланине пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ. Ҫакна пула кӑшт вӑхӑтран, пӗр вунӑ-вунпилӗк ҫултан Раҫҫейри кашни шкул пӗтерекен ача акӑлчанла калаҫма пӗле пуҫласси каламасӑрах паллӑ. Пирӗн тӑван чӗлхене тиркекен чылай чӑвашсем паян хӑйсен ачисене вырӑс чӗлхине ҫеҫ вӗрентме тӑрӑшнӑ пекех, паянхи нумай вырӑс та ачисене пурнӑҫра акӑлчанла калаҫма вӗрентме тӑрӑшнине куратпӑр. Ҫакна пула, ҫывӑх перспективӑрах пирӗн ҫӗршыври вырӑссем, нумай пуҫтах чӑваш хӑйӗн чӗлхине тиркенипе вырӑсла ҫеҫ калаҫма тӑрӑшнӑ пекех, вырӑс чӗлхине тиркесе акӑлчанла ҫеҫ калаҫма пуҫламӗҫ, тесе калаятпӑр-и-ха? Калама пултараймастпӑр, мӗншӗн тесен пурнӑҫ Раҫҫейре акӑлчан чӗлхин позицийӗпе витӗмӗ ҫултан-ҫул вӑйлӑланса пынине кӑтартать.

Вырӑс чӗлхине юлашки ҫулсенче нумай акӑлчан сӑмахӗ кӗрсе тулчӗ.

Малалла...

 

Вӗренӳ

Пушӑн 20-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен республикӑра маларах тытмалли ППЭ тапхӑрӗ пулнӑ. Вӑл мӗнлерех иртнӗ? Ку ыйтӑва тӳре-шара сӳтсе явнӑ.

ЧР вӗренӳ министрӗ Сергей Кудряшов палӑртнӑ тӑрӑх, ППЭ тапхӑрӗ йӗркеллех иртнӗ, пӑлӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама май килнӗ. Малтанхи тапхӑрта 260 ытла ҫын хутшӑннӑ, пӗтӗмпе 675 экзамен тытнӑ.

Ҫапах экзаменсен вӑхӑтӗнче йӗркене пӑснӑ тӗслӗх пулман мар. Тӗслӗхрен, хими экзаменӗнчен пӗр ҫынна кӑларса янӑ. Вӑл йӗркене пӑснӑшӑн унӑн кӑтартӑвӗсене шута илмен.

260 ытла ҫынран 123-шӗ экзаменра чи пӗчӗк балл та пухайман. 51 ҫын 80 баллӑх тытнӑ, пӗр ҫын вара 100 балл пухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/56683
 

Вӗренӳ

Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗсем пуҫланиччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ – ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тытӑнӗҫ. Кӑҫал республикӑра 6219 ҫын экзамен тытӗ, пӗлтӗр 6068-ӑн пулнӑ.

Чылайӑшӗ кӑҫал обществознани предметне суйланӑ: 3,4 пин ҫын. Физикӑна – 2 пин ытла, ют чӗлхе предметне – 709, вырӑс литературине – 441, географие 340 ҫын тытӗ. Палӑртмалла: кӑҫал ют чӗлхесен йышӗнчен китай чӗлхине те суйласа илме ирӗк пур. Ӑна Раҫҫейри 43 регионти 289 ҫын суйланӑ. Чӑваш Енре вара ку предметпа пӗр ҫын пӗлӗвне тӗрӗслӗ. Предмет комиссийӗн председателӗ И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ аспирантки, Китай ҫынни пулӗ.

Каласа хӑвармалла: ҫу уйӑхӗнче географипе тата литературӑпа экзаменсем пулӗҫ.

 

Вӗренӳ

Раштавӑн 5-мӗшӗнче Раҫҫейри шкул ачисем вырӑс чӗлхипе пӗтӗмлетӳ сочиненине ҫырӗҫ. Шупашкарта 2 пин ача пӗлӗвне тӗрӗслӗ.

Сочинение лайӑх ҫырсан шкул ачин ППЭ тытмашкӑн ҫул уҫӑлӗ. «Зачет» илеймесен пӗлӗве тепӗр хутчен, нарӑсӑн 6-мӗшӗнче тата ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, тӗрӗслеме тивӗ.

Кӑҫал сочиненире сахалтан та 350 сӑмахпа усӑ курмалла. Суйламашкӑн 5 тема парӗҫ, вӗсемпе кӑшт маларах паллаштарӗҫ. Сочинени ҫырмашкӑн 3 сехет те 55 минут уйӑрӗҫ. Тӗрӗслев пур регионта та 10 сехетре пуҫланӗ. Ачасене словарьсемпе усӑ курма ирӗк парӗҫ. Анча хӑйсен словарьне, планшет, смартфон илсе кӗме юрамасть.

 

Вӗренӳ

Чӑваш Енре халӗ Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗнче 100 балл пухнӑ 44 ҫын шутланать. Нумаях пулмасть обществознани предмечӗпе кӑтартусене пӗтӗмлетнӗ.

Шупашкарта ку предметпа 1086 ҫын ППЭ тытнӑ. 44-мӗш лицейри тата 29-мӗш шкулти икӗ пике экзаменра 100 балл пухнӑ. Палӑртмалла: иртнӗ ҫул обществознани экзаменне пӗр ҫын та ун чухлӗ баллӑх ҫырайман.

Хальлӗхе Шупашкарта Пашалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗнче 100 балл пухнӑ 27 ҫын шутланать. Вӗсем химипе, историпе, вырӑс чӗлхипе тата обществознанипе экзамена ӑнӑҫлӑ тытнӑ.

Паянхи кун тӗлне 14 дисциплинӑран 8-ше кӑна пӗтӗмлетнӗ-ха.

 

Вӗренӳ
«Советская Чувашия» архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
«Советская Чувашия» архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Шкултан вӗренсе тухакансем ППЭ тытаҫҫӗ. Хальлӗхе географипе, информатикӑпа, математикӑпа, историпе тата химипе кӑтартусем паллӑ.

Историпе кӑҫал 2 ҫын 100 балл пухнӑ. Вӗсем – Шупашкартан. Химипе 6 яш-хӗр 100 балл пухайнӑ. Вӗсем Шупашкарти 2-мӗш лицейран, Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейран, Улатӑрти 6-мӗш гимназирен, Вӑрмарти шкултан, Муркашри шкултан тата Краснормейски районӗнчи Мӑн Шетмӗ шкулӗнчен вӗренсе тухакансем.

Иртнӗ ҫулпа танлаштарсан, математикӑпа тата географипе ППЭ кӑтартӑвӗсем лайӑхланнӑ. Геграфипе чи нумаййи 96 балл пухнӑ.

Историпе 4 ҫын 100 балл пухнӑ. Пӗлтӗр унашкаллисем виҫҫӗн пулнӑ. Кӑҫал 80 балран ытларах пухакансем те чылайрах – 12,7 процент (пӗлтӗр – 9,5%).

Кӑҫал хими предметне суйлакансен йышӗ ӳснине те палӑртмалла.

 

Вӗренӳ
«Советская Чувашия» архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
«Советская Чувашия» архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

11-мӗш класран вӗренсе тухакансен экзаменсем пыраҫҫӗ. Кӑҫал ППЭн тӗп тапхӑрӗ ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗччен иртет. Пӗтӗмпе 5,8 пин ытла ҫын ППЭ тытать.

Паянхи кун тӗлне географипе, информатикӑпа, математикӑпа, химипе тата историпе экзаменсем иртнӗ ӗнтӗ. Экзаменсенче йӗркене пӑсакансем тупӑннӑ.

Математикӑпа, химипе тата историпе ППЭ тытнӑ чухне тӑватӑ ҫынна аудиторирен кӑларса янӑ. Комсомольскинчи 2-мӗш шкулта тата Патӑрьелти 1-мӗш шкулта икӗ ачана телефон илсе кӗнӗшӗн экзамен тытма ирӗк паман. Вӑрмарти Г.Егоров ячӗллӗ шкулта тата Шупашкарти 60-мӗш шкулта икӗ ача шпаргалкӑпа лекнӗ. Вӗсем суйласа илнӗ экзаменсене ҫитес ҫул ҫеҫ тытайӗҫ, математикӑпа вара кӑҫал авӑн уйӑхӗнче пӗлӗвне тӗрӗслӗҫ.

 

Вӗренӳ

Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗ ачасене хумхантарнине тавҫӑрма йывӑр мар. Ӑна мӗнле тытнинчен кайран ӑҫта вӗренме кӗресси, пурнӑҫ ҫулӗ те унран килет тесен те йӑнӑш мар-тӑр. Ҫитменнине тата вӗрентекенсем те ачасене: «Шкулта тӑрӑшмасан экзамен тытаймастӑр», — йышши ӳпкевпе аптӑратнине илтме тивет.

Паян Раҫҫейӗн Вӗренӳ министерстви «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи ППЭне халалланӑ пӗрлӗхре https://vk.com/ege 16 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен психолог сӗнӳ-канаш парассине пӗлтерет.

Онлайн-консультацие психологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Мускаври патшалӑх психологипе педагогика университечӗн профессорӗ, психологипе 15 ытла кӗнеке кӑларнӑ Ольга Хухлаева ирттерӗ. Шкул пӗтерекенсене вӑл хӑйсене лӑпкӑ тытас, хумханас мар тесен мӗн тумаллине вӗрентӗ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ