Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ППЭ

Вӗренӳ

Авӑн уйӑхӗнче Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытма май пулать. Ун чухне экзамен икӗ предметпа пулӗ. Вӗсем хӑҫан иртесси паллӑ ӗнтӗ.

Авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче вырӑс чӗлхипе экзамен тыттараҫҫӗ. Авӑнӑн 8-мӗшӗнче математика предмечӗпе пӗлӳ шайне тӗрӗслеме май пур. Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче вырӑс чӗлхипе тата математикӑпа ППЭ тыттараҫҫӗ.

Авӑн уйӑхӗнче камсене экзамен тытма ирӗк параҫҫӗ-ха? 11-мӗш класс хыҫҫӑн патшалӑхӑн пӗтӗмлетӳ аттестацийӗ витӗр тухайманнисем тата вырӑс чӗлхипе е математикӑпа кирлӗ чухлӗ балл пухайманнисем.

Кашни регионта 1-3 пункт ӗҫлӗ. Вӗсенче видеосӑнав пулӗ. Экзамена виҫӗ кунра пӗтӗмлетӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/35558
 

Вӗренӳ

Канашри 3-мӗш шкултан вӗренсе тухнӑ Ангелина Иванова Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсенче хӑйне евӗр рекорд лартнӑ. Вӑл виҫӗ экзаменра чи нумай балл пухнӑ.

Ангелина вырӑс чӗлхипе, обществознанипе, историпе 100 балл пухнӑ. Ку хӗрачан пӗрремӗш ҫитӗнӗвӗ мар. Ангелина 1-11-мӗш классенче шӗкӗр пиллӗкпе кӑна вӗреннӗ. Вӑл олимпиадӑсемпе конкурссенче те малти вырӑнсене йышӑннӑ. Ангелина правӑпа, обществознанипе, историпе иртнӗ олимпиадӑсенче ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ.

Палӑртмалла: Раҫҫейре ППЭне виҫӗ предметпа Кемӗр облаҫӗнчи тепӗр хӗрача та 100 баллшар илнӗ. Вӑл лицейра ӑс пухнӑ. Вӑл та Канаш хӗрӗ пекех ҫав предметсемпех чи нумай балл пухнӑ.

 

Вӗренӳ

Математика тата вырӑс чӗлхи предмечӗсемпе ППЭ мӗнле тытни паллӑ. Чӑваш Енре пурӑнакан пур ҫамрӑк та вӗсене ӑнӑҫлах тытайман.

Математика предмечӗсемпе яш-хӗре йывӑртарах килнӗ. База шайӗнчине Шупашкарта 1862 ҫамрӑк тытнӑ. Вӗсенчен 51-шӗ аттестат илмешкӗн кирлӗ чухлӗ балл пухайман. Ку экзамена 100 баллӑ шкалапа шутламаҫҫӗ. Вӑтам кӑтарту Чӑваш Республикинче 4,22-пе танлашнӑ.

Вырӑс чӗлхипе Шупашкарта 2261 яш-хӗр ППЭ тытнӑ. 10 ҫын чи сахал бала та пухайман. Вӗсене халӗ аттестат параймӗҫ. Сӑмах май, Шупашкарта кӑҫал 2283 ҫамрӑк Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсене тытнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/34058
 

Вӗренӳ

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, математика предмечӗпе профиль шайӗнче ППЭ тытнӑ. Ку экзаменран та ҫӑмрӑксене кӑларса янӑ тӗслӗх пулнӑ.

Аслӑ шкула кӗмешкӗн ҫеҫ кирлӗ тӗк яш-хӗр математикӑна профиль шайӗнче тытнӑ. Пӗтӗмпе пӗлӗвне 4,2 пин ҫын тӗрӗсленӗ.

Республикӑра 31 пункт ӗҫленӗ, вӗсенче 1,6 йӗркелӳҫӗ ӗҫленӗ. Экзамен хальхинче те пӑтӑрмахсӑр иртмен. Шпаргалкӑпа тата кӗсье телефонӗпе усӑ курнӑшӑн 5 ҫынна аудиторирен кӑларса янӑ.

Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре экзамен вӑхӑтӗнче 57 ҫынна аудиторирен кӑларса янӑ. 44-шӗ — 9-мӗш класран вӗренсе тухакансем, 13-шӗ — 11-мӗш класс пӗтернисем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/33824
 

Вӗренӳ

Паян, ҫӗртмен 2-мӗшӗнче, математика предмечӗпе патшалӑхан пӗрлӗхле экзаменӗ иртнӗ. Вӑл база шайӗнчи пулнӑ.

Анчах экзамен пӑтӑрмахсӑр иртмен. Икӗ ҫамрӑка шпаргалкӑпа усӑ курнӑшӑн аудиторирен кӑларса янӑ. Кунашкал тӗслӗхсем Шупашкарта тата Елчӗк районӗнче пулнӑ.

Сӑмах май, математика енӗпе 5212 ҫын экзамен тытнӑ. Унӑн пӗтӗмлетӗвне ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен пӗлӗҫ. Тепӗр экзамен ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пулӗ. Ун чухне 11-мӗш класран вӗренсе тухнӑ яш-хӗр математика предмечӗпе профиль шайӗнче экзамен тытӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/33738
 

Вӗренӳ

Нумаях пулмасть 11-мӗш класран вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксем вырӑс чӗлхипе патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне тытнӑ. Чӑваш Енре 36 пункт ӗҫленӗ. Пур ҫӗрте те видеокамера вырнаҫтарнӑ.

Экзамена федераци инспекторӗсем, общество сӑнавҫисем, Рособрнадзорнӑн специалисчӗсем тимлӗ пӑхнӑ. Кӑҫал аттестат илес тесен сахалтан та 24 балл пухмалла пулнӑ. Экзамен пӗтӗмлетӗвне ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен пӗлтерӗҫ.

Вырӑс чӗлхипе экзаменран пилӗк ҫамрӑка кӑларса янӑ. Вӗсем шпаргалкӑран ҫырса илме хӑтланнӑ. Кунашкал тӗслӗхсем Канаш, Патӑрьел, Йӗпреҫ районӗсенче, Шупашкарта пулнӑ. Йӗпреҫ районӗнче харӑсах икӗ ҫынна экзаменран кӑларса янӑ. Экзамена вӗсем ҫитес ҫул ҫеҫ тытайӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/?c=view&id=12943
 

Вӗренӳ

Чӑваш Енре Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытас енӗпе «хӗрӳ лини» ирттерме палӑртнӑ.

Ӑна Рособрнадзорӑн специалисчӗсем ирттереҫҫӗ. Вӗсем выпускниксене тата вӗсен ашшӗ-амӑшне кӑҫал ППЭне ирттермелли йӗрке ҫинчен каласа кӑтартӗҫ. Аттестат илес тесен сахалтан та миҫе балл пухмаллине, аслӑ шкула мӗн чухлӗ балл кирлине уҫӑмлатӗҫ.

Сывлӑх енчен хавшак тата сусӑр ачасемпе ППЭ ирттермелли йӗркене пырса тивекен ыйтусен те уҫӑмлатӗҫ.

Мероприяти ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 11-12 сехетсенче Рособрнадзорӑн информаци центрӗнче пулӗ. Ыйтусене электронлӑ почтӑпа та йышӑнаҫҫӗ: ege@obrnadzor.gov.ru. Ведомствӑн халӑх тетелӗнчи страницинче те ҫырма пулать. Мероприяти вӑхӑтӗнче +7 495 984 89 19 номерпе шӑнкӑравламалла. Ӑна онлайн мелпе те кӑтартӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/82628
 

Вӗренӳ

РФ Вӗренӳ министерстви Патшалӑх пӗрлехи экзаменӗн йӗркине каллех улшӑнусем кӗртнӗ.

Ҫитес ҫулран пуҫласа экзамен иртмен шкулсен алӑкӗсене хупӗҫ, пичет ҫапӗҫ. Аудиторири плакатсемпе стендсене илмелле пулӗ.

Экзамен тытмалли пунктсенче металл шыракан хатӗр вырнаҫтарӗҫ, видеосӑнав та пулӗ. Видеоҫыравсене ҫитес ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗччен упрӗҫ. Комисси ыйтнипе ППЭ пунктӗнче телефон сигналне пӗтерекен хатӗр те лартма пултарӗҫ.

ППЭ вӑхӑтӗнче тухтӑр пулӗ. Шкул ачине япӑх пулсан ӑна пулӑшу кӳрӗҫ. Вӑл ППЭ тытайманни пирки акт та ҫырӗ. Выпускниксем хӑйсен ӗҫӗпе ҫав кунах паллашма пултарӗҫ. Вӗсене хӑйсен шкулӗнче пӗлтерӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/82613
 

Вӗренӳ

Шкултан вӗренсе тухакансен кӗҫех хӗрӳ тапхӑр пуҫланӗ. Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне тытиччен вӑхӑт нумаях та юлмарӗ. Патшалӑхӑн пӗтӗмлетӳ аттестацине пулӑшакан информаципе технологи центрӗ Чӑваш Енре ППЭ тӗлӗшпе «хӗрӳ лини» уҫнӑ.

ППЭ тытма хатӗрленекенсем, вӗсен ашшӗ-амӑшӗ, вӗрентекенсем, экзамен йӗркелӳҫисем унта шӑнкӑравласа экзамен процедури, заданисем, требованисем пирки ыйтса пӗлме пултараҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ППЭре йӗркене пӑсни ҫинчен хыпарлама юрать.

ППЭне пырса тивекен ыйтусене (8352) 57-21-60 номерпе шӑнкӑравласа пӗлме пулать. Рособрнадзорӑн сайтӗнче вара час-часах сиксе тухакан ыйтусемпе паллашма пулать. Ҫавӑн пекех ППЭн информаци порталӗнче «Ыйту-хурав» пайра пӑхма май пур.

 

Вӗренӳ

Раштавӑн 2-мӗшӗнче 11-мӗш класра вӗренекенсем сочинени ҫырнӑ. Хӑйсен пӗлӗвне Шупашкарти 2 пин ытла яш-хӗр тӗрӗсленӗ.

Ку экзамен ППЭне ҫул уҫса парать. Ӑна иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ ирттереҫҫӗ. Хӑш-пӗр аслӑ шкула вӗренме кӗнӗ чухне сочинени 10 балл таран хушма пултарать.

Сочиненисене кил-ҫурт, ҫул, юрату тата Литература ҫулталӑкӗпе ҫыхӑнтарнӑ. 11-мӗш классем экзамена тахҫанах хатӗрленме тытӑннӑ.

Сочинение ҫырмашкӑн 4 сехет уйӑрнӑ. Гаджетсемпе, ытти япалапа усӑ курма ирӗк паман вӗсене. Орфографи словарьне ҫеҫ уҫса пӑхма май килнӗ. Сочинение 5 критерипе хаклӗҫ. Унта 350 сӑмахран кая мар пулмалла.

Сочинение лайӑх ҫырсан ППЭ тытмашкӑн ирӗк парӗҫ. Сочиненисене ҫак эрне вӗҫлениччен тӗрӗслесе пӗтермелле. Ун чухне сочинени экзаменне тепӗр ҫул нарӑс тата ҫу уйӑхӗсенче ҫырма ирӗк парӗҫ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.08.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ҫывӑх ҫынсемпе ирттермелле. Ҫемьепе пӗрле апатланӑр е эрнен пӗрремӗш ҫурринче туссемпе уҫӑлса ҫӳре. Ку эрне юратнӑ ҫын валли вӑхӑт уйӑрма та аван - хӑвӑра та савӑнӑҫ пулӗ. Шел те, эрнен иккӗмӗш ҫурринче япӑх хыпарсем илтетӗр е тӑшмана тӗл пулатӑр. Ку кӑмӑла пӑсӗ.

Ҫурла, 03

1863
162
Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ.
1979
46
Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть