Ҫак кунсенче Чӑваш Ен тӗп хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри канашлу ӗҫлет. Унта кӑҫалхи навигаци вӑхӑтӗнчи (пӑрахутсем шыв ҫинче ҫӳренӗ тапхӑрти) турист карапӗсен расписанийӗпе графикне ҫирӗплетӗҫ.
Пӗтӗм Раҫҫейри ҫакӑн пек канашлу икӗ ҫул каяллата Шупашкартах иртнӗччӗ. Апла пулсан Чӑваш Ен тӗп хулин хӑнасене йышӑнас опыт пур. Вӑл ҫеҫ те мар, пирӗн республика туристсене кӑсӑклантарма тӗрлӗ майсем туса параять.
Шупашкарти канашлӑва Мускавран, Питӗртен, Чулхуларан, Самартан, Ярославльтен, Костромараран, Тутарстанран, Карелирен, Удмурт Республикинчен, Краснодар тӑрӑхӗнчен 50 ҫын ытла килсе ҫитнӗ. Вӗсем пурте — туризмпа ӗҫлекенскерсем: е круиз компанийӗн ертӳҫисем, е ҫак енӗпе тӑрӑшакан ытти ӑстаҫӑсем.
Мускаври хӑш-пӗр суйлавҫӑна пуш уйӑхӗн 18-мӗшенчи сасӑлав кунӗнче питех те ӑннӑ. Вӗсем Чӑваш Енри предприятисенчен пӗринче туса кӑларакан макарона, пӗр хутаҫне 13 тенкӗпе туяннӑ.
«Суйлава кайма илӗртме: Чӑваш Ен Патшалӑх канашӗн ертӳҫи ҫумӗнчен 13 тенкӗлӗх макарон». Ҫапла ятпа dailystorm.ru сайтра вырӑсла материал пичетленнӗ. Статьяна чӑваш парламенчӗн депутачӗн сӑн ӳкерчӗкӗпе тата макарон хутаҫӗпе пуянлатнӑ.
Шупашкарти хапрӑк макаронне ҫӗршывӑн тӗп хулинчи 201-мӗш суйлав участокӗ умӗнче сутнӑ. Сутуҫӑсем чек паман имӗш, апла пулин те интернет-кӑларӑм йӳнӗ макарон хуҫине палӑртнӑ. Ӑна Шупашкарти «Вавилон» макаронпа кондитер хапрӑкӗ туса кӑларнӑ. Интернет-кӑларӑм ку предприяти хуҫи Чӑваш Ен Патшалӑх канашӗн депутачӗ Олег Мешков пулнине, вӑл регионта харӑсах темиҫе предприяти тытса тӑнине палӑртнӑ.
Депутат предприятийӗсем апат-ҫимӗҫ туса кӑларассипе, юсавпа, куҫман пурлӑхпа, эрех-сӑра кӑларассипе ӗҫленине пӗлтернӗ.
Раҫҫей Президенчӗн суйлавӗ хыҫҫӑн Чӑваш Енри хӑш-пӗр тӳре-шара ӗҫсӗр юлассине систереҫҫӗ. Калаҫтаракан ҫак хыпара Александр Белов журналист «Правда ПФО» интернет-хаҫатра ҫырса кӑтартнӑ. Унта республикӑн Правительствинче ӗҫсӗр юлма пултаракан министрсен ячӗсене асӑнса кайнӑ.
Тӗнче тетелӗнчи хаҫат хыпарланине ӗненсен, ҫапла тума Михаил Игнатьев Элтепер ирттернӗ хупӑ канашлура йышӑннӑ.
Ӗҫрен хӑтармаллисен малтанласа ҫирӗплетнӗ списокӗнче ҫаксем имӗш: информполитика министрӗ Александр Иванов, транспорт министрӗ Владимир Иванов, строительство министрӗ Владимир Михайлов, юстици министрӗ Наталья Тимофеева, культура министрӗ Константин Яковлев.
Чӑваш Енӗн премьер-министрне Ивана Моторина та ӗҫрен хӑтармалла-мӗн. Ӑна Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне лартма сӗнӗҫ имӗш. Республикӑн тӗп хулин сити-менеджерӗн мӗнпур ҫумӗсемпе пӗрлех ӗҫрен кайма тивессине асӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев вара Етӗрне суйлав округӗпе ЧР Патшалӑх Канашне суйланать сӑмах тухнӑ-мӗн. Вӑл ҫын пирки Чӑваш Енӗн Правительство пуҫлӑхне ларасси пирки те калаҫаҫҫӗ имӗш.
Мускавра инкек пулнӑ. Унта Чӑваш Енри рабочи сарӑмсӑр вилнӗ. Инкек паян ирхине, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Автосавут урамӗнче пурӑнмалли комплексӑн канализацине хунӑ чухне пулнӑ.
Котлован йӑтӑнса аннӑ чухне унта виҫӗ рабочи пулнӑ. Вӗсенчен пӗри тухма ӗлкӗрнӗ, вӑл суранланман. Тепӗр арҫынна ҫӑлавҫӑсем кӑларнӑ. Шел те, виҫҫӗмӗшне ҫӑлма май килмен. Вӑл Чӑваш Ен арҫынни пулнӑ.
Вӑл Тӑвайра пурӑннӑ. Хайхискер сарӑмсӑр виличчен пӗр эрне маларах ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Вӑл 39 ҫул тултарнӑ.
Сирире персе аннӑ АН-26 самолетра пулнӑ, Самар облаҫӗнчи Анатьялта (вӑл — чӑваш ялӗ) ҫуралнӑ Владимир Еремеев генерал-майора паян пытарнӑ.
Владимир Вениаминович 1964 ҫулта ҫуралнӑ. Унӑн амӑшӗ колхозра ӗҫленӗ, ашшӗ водитель пулнӑ. 1979 ҫулта вӑл Суворов училищине кӗнӗ. Унтан танк училищинче вӗреннӗ. Малтан Чехословакире хӗсметре тӑнӑ, кайран — Калининградра. Калининградра Владимир Еремеев полк командирӗ пулнӑ, кайран — Балти флотӗнчи ҫыран хӗрри ҫарӗсен штаб пуҫлӑхӗ. Тӗрлӗ ҫӗрте хӗсметре пулнӑ хыҫҫӑн Мускавра пурӑннӑ. 2012 ҫулта вӑл Мускаври парадра 27-мӗш мотострелок бригади гвардеецӗсен колоннине ертсе пынӑ. Юлашки ҫулсенче вӑл Раҫҫейӗн Хӳтӗлев министерствинче Тӗрӗслевпе надзор тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ.
Сирири командировкӑна генерал-майор 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗнче тухса кайнӑ.
Чӑваш Енри 10 команда паян каҫхи ултӑ сехет те 5 минутри пуйӑспа Мускава тухса кайнӑ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинче вӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри X робототехника фестивальне хутшӑнӗҫ. Ӑслӑ ачасемпе ҫамрӑксен сумлӑ мероприятине Олег Дерипаскӑн «Вольное Дело» (чӑв. Ирӗклӗ ӗҫ) фончӗ ҫӗршывӑн Вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерстви тата Стратегилле пуҫарусен агентсви пулӑшнипе йӗркеленӗ.
Чӑваш Енрен Шупашкарти «Kulibin.club» клуба тата «Кванториум» ача-пӑча технопаркне ҫӳрекенсем, Ҫӗрпӳри 1-мӗш вӑтам шкулта, Шупашкарти 61-мӗш, 27-мӗш, 39-мӗш шкулсенче, 1-мӗш гимназире, Канашри 11-мӗш шкулта вӗренекенсем ҫула тухнӑ. Маларах вӗсем регионти фестивальте ҫӗнтернӗ. Делегацие «Kulibin.club» клубӑн ертӳҫи Зоя Рязанова ертсе пырать. Вӑл ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Мускаври Хусан вокзалӗнче Чӑваш Ен ҫыннине тытса чарнӑ. Вӑл 8,5 пин доллар вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
«Хусан – Мускав» маршрутпа ҫӳрекен пуйӑспа килнӗ пӗр ҫын полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл купере ӑнсӑртран укҫа манса хӑварнӑ-мӗн. Хайхискер Мускава ҫитсен укҫа чикнӗ конверта кӑларнӑ та матрас ҫине хунӑ. Ҫав вӑхӑтра тепри япалисене пуҫтарнӑ, тухма хатӗрленнӗ.
Ҫак арҫын куперен тухса кайнӑ, укҫи пирки вара маннӑ. Аса илсен каялла таврӑннӑ, анчах купере нимӗн те пулман. Транспорт полицийӗ пуйӑсра ҫак арҫынпа урӑх пассажирсем те пулнӑ.
Полицейскисем Чӑваш Енри хӗрарӑма тытса чарнӑ. 40 ҫултискерӗн ҫумӗнче конверт пулнӑ, унта вара – 8,5 пин доллар. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шӑчӑпа ҫӳллӗшне сикекен Анжелика Сидорова ҫӑмӑл атлетика енӗпе Британири Бирмингем хулинче иртекен тӗнче чемпионатне хутшӑнать. Ӑмӑрту паян пуҫланнӑ, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Мускавра ҫуралнӑ хӗр Чӑваш Ен тата Мускав чысне хӳтӗлет. Ҫуркуннен малтанхи уйӑхӗнчи старта Раҫҫейӗн ҫичӗ спортсменӗ тухать. Хӗллехи Олимп вӑййинчи евӗрех ӑмӑртӑва вӗсем нейтраллӑ ялавпа хутшӑнӗҫ. Тӗнче чемпионатне Анжеликӑн «Юность Москвы» обществӑри Светлана Абрамова тренерне те хутшӑнма ирӗк панӑ.
Эрне каялла Анжелика Сидорова Раҫҫейӗн хӗллехи чемпионатӗнче Европӑри чи лайӑх, тӗнчери иккӗмӗш кӑтартупа палӑрнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн спорт министерствин пресс-служби ӗнер хыпарланӑ. Пирӗн ентеш 4,87 метра сикнӗ.
Елчӗк районӗнчи «Волчье логово» (чӑв. Кашкӑр йӑви) сунарпа хӑна ҫуртӗнче сунар биатлонӗ енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Ку хыпара лаш-таяпасем «Контактра» ушкӑнра ҫӗркаҫ пӗлтернӗ.
Ӑмӑртӑва пӗр тӑван Князевсем пуҫарнӑ. Ҫанталӑк сиввине кура вӗсем пурне те вӗри чейпе, канихвет-пӗремӗкпе хӑналанӑ. Лаш Таяпара пурӑнакансемпе унта ҫуралса ӳснисем хӑнасене вырӑнти паллӑ вырӑнсемпе паллаштарнӑ. Ҫил кастарса хир тӑрӑх вӗҫтерме кӑмӑллакансене юр ҫийӗн ҫӳрекен машинӑпа — снегоходпа — ярӑнтарнӑ.
Сунар биатлонне вара тӗрлӗ тӑрӑхри: Мускаври, Шупашкарти, Канашри, Комсомольскипе Елчӗк районӗнчи — сунарҫӑсем хутшӑннӑ. Канашсен ушкӑнӗ пуринчен те маттуртарах пулнӑ. Ҫавӑнпа вӗсене пӑлан тата укҫа парса хавхалантарнӑ.
«Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ» холдинг хӑвӑрт ҫӳрекен пуйӑспа инҫе ҫула тухакан пассажирсене какай ҫитерме пӑрахнӑ. Унсӑр пуҫне вӗсене пулӑпа ҫӑмарта та лекмӗ. Анчах ҫакӑ — вӑхӑтлӑха кӑна.
«Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ» холдингӑн Чулхулари чукун ҫулӗн корпоратив ҫыхӑнӑвӗсен пайӗн халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалисчӗ Алена Чернышева пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑйне евӗр апат типӗ тытакансене ҫеҫ пырса тивет. Анчах вӗсене те ирӗксӗрлесе ҫитермӗҫ. Хӑйсене килӗшекен менюна пассажирсем билет туяннӑ чухнех суйлаҫҫӗ.
Типӗ тытакансен рационӗпе хӑвӑрт ҫӳрекен «Сапсан» пуйӑсри пӗрремӗш класлӑ тата услам-класлӑ вырӑнсене билет туяннисене ҫеҫ тивӗҫтереҫҫӗ. Ун пек пуйӑссем Шупашкара ҫӳремеҫҫӗ-ха. Вӗсем, сӑмахран, Мускавран Питӗре тата Чулхулана хутлаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |