Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Анатолий Фишера чысласа тивӗҫлӗ канӑва ӑсатнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 16.08.2021 06:47 | 1721 хут пӑхнӑ
Персона

Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Чӑваш халӑх артистне, хор дирижёрне, педагога, Анатолий Фишера, чысланӑ.

Хора 50 ҫул ытла ертсе пынӑ ҫав ҫын тӗп хормейстер ӗҫне пӑрахнӑ, тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ.

Анатолий Фишера театр директорӗ Валерий Клементьев учрежденин Хисеп грамотипе чысланӑ, ӗҫе чуна парса пурнӑҫланӑшӑн тав тунӑ.

Анатолий Фишер Ижевскра 1938 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Мускаври музыкӑпа педагогика училищинче тата Мускаври П.И. Чайковский ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче вӗреннӗ. Пиллӗкмӗш курса ҫитсен Мускав облаҫӗнчи Электросталь хулинче халӑх опера театрӗнче хормейстерта ӗҫлеме тытӑннӑ. 1963-1969 ҫулсенче Бурят Республикинчи Г.Ц. Цыдынжапов ячӗллӗ оперӑпа балет театрӗнче тӑрӑшнӑ. 1969 ҫулта ӑна Шупашкара, Чӑваш музыка театрне тӗп хормейстера чӗнсе илнӗ.

Педагог пулса вӑл Улан-Удэри Хӗвелтухӑҫ-Ҫӗпӗр культура институтӗнче, каярах И.Я. Яколвев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче тӑрӑшнӑ.

#чыславсем, #Ижевск, #театрсем, #Мускав, #артистсем, #Бурят Республики, #консерватори, #училищӗсем, #ЧППУ, #Улан-Удэ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем