«Бичурин тата хальхи самана» музейри «Чӑваш картишӗ» экспозици тепӗр экспонатпа пуянланнӑ. Музейра пӗчӗк ҫӑлӑн макечӗ вырӑн тупнӑ.
Ҫӑла Тутар Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Александр Иванович Алексеев (Сантӑр Пикл) парнеленӗ. «Чӑваш картишӗнче» унӑн ытти ӗҫӗ те пур. Малтан вӑл музея «Тӗнче пулса кайни» скульптура композицине тата «Ӗмӗр сакки сарлака» сака парнеленӗ.
Сантӑр Пикл музейпа 10 ҫул ытла тачӑ ҫыхӑну тытать. Шупашкар районӗнче вырнаҫтарнӑ унӑн пирвайхи ӗҫӗ — «Апаш» скульптура композицийӗ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗ муниципалитетӑн балансӗ ҫинчи электрохуҫалӑх объекчӗсене конкурссӑрах вырӑнти пӗр электрохуҫалӑха панӑ. Ҫапла хӑтланни Чӑвашэнергон филиалне тивӗҫтерменнине кура вӑл монополипе кӗрешекенсем патне ҫӑхавпа ҫитнӗ.
Евитленине асӑннӑ службӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӑхса тухнӑ та ахальтенех пӑшӑрханманнине палӑртнӑ. Анчах вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗ объектсене тара парасси пирки килӗшӗве алӑ пусиччен конкурс ирттернине кура тек саккуна пӑсман, ҫавна май асӑрхаттару хучӗ ҫырса тӑма тивмен.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри 4-мӗш котельнӑйран вӗри шыв илсе тӑракансене ӑшӑтмалли тапхӑр пуҫланмасӑр та вӗри шыв памӗҫ. Ҫакна район администрацийӗнче ҫынсем коммуналлӑ пулӑшушӑн парӑма кӗрсе кайнипе ӑнлантараҫҫӗ.
Вырӑнти тӳре-шара ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗсене халӑхӑн 5 миллион тенкӗ ытла тӳлемеллине ӗнентерет. Ҫавна пула асӑннӑ отрасльте ӗҫлекенсем ҫурт-йӗре пахалӑхлӑ тытса тӑма чӑрмав сиксе тухать тесе калаҫҫӗ. Вӗри шывпа тивӗҫтерейменни те ҫавӑнпах ҫыхӑннӑ имӗш.
Ҫурлан 22-мӗшӗнче «Шупашкар — Раҫҫейӗн Атӑл ҫинчи ахахӗ» ятпа иртнӗ пӗтӗм тӗнчери ҫуллахи шкул ӗҫӗ вӗҫленнӗ. Вӑл «Ҫутҫанталӑкпа технологи ландшафчӗн геоэкологи тӗпчевӗ» программӑпа йӗркеленӗ.
Ҫуллахи шкул ҫурлан 4-мӗшӗнчен тытӑнса 22-мӗшӗччен ӗҫленӗ. Унта геоэкологи ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен Германири сакӑр студент: Маркус Роланд Роскопф (Галле хулинчен), Моритц Филлип Коза (Берлин), Эрик Хилшер (Марбург), Мариус Рэбигер (Марбург), Керстин Цальверт (Марбург), Патрик Бергманн (Гросскротценбург), Лиза Хольцхауэр (Ваха), Анне Хольцхауэр (Бинген) хутшӑннӑ.
Чӑвашра пулнӑ хушӑра студентсем Шомикри «Буревестник» географи станцине, Шупашкар ГЭСне, Йӑлӑма, Шупашкарти Ботаника пахчине, Шӑмӑршӑ районӗнчи «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркне, Йӗпреҫри уҫӑ вырӑнти этнографи музейне, Кӳкеҫри «Паха тӗрӗ» музее, вӑрман музейне, Шуршӑлти Космонавтика музейне, Хальхи вӑхӑтри ӳнер центрне, Ҫеҫпӗлӗн тӑван тӑрӑхне ҫитсе курнӑ. Вӗсем валли Ҫӗнӗ Шупашкарти биологилле тасатмалли сооружение тата метеостанцие экскурси йӗркеленӗ.
Паян Кӳкеҫри «Сельхозтехника» чарӑну патӗнче битум пички тӳнсе кайнипе вӑхӑтлӑха ҫула хупса хума тивнӗ. Инкекӗ кӑнтӑрла иртни 1 сехет те 20 минутра пулнӑ.
Битумлӑ пичке тӳннине кура вут хыпса илнӗ. Ҫулӑма сӳнтерессишӗн яваплӑ службӑсем ҫийӗнчех ӗҫе кӳлӗннӗ. Инкекпе кӗрешнӗ вӑхӑтра машинӑсене «Вятка» ҫулпа ҫӳремелле тунӑ.
Инкек сӑлтавӗ пирки каласан, пичкене кӳрсе каякан машинӑпа пичкене ҫыхӑнтаракан сӑнчӑр татӑлнӑ иккен.
Кӳкеҫ поселокӗнче водительсем валли электронлӑ информаци хыпарӗ вырнаҫтарнине нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Кунашкал табло ҫитес вӑхӑтра Куславкка районӗнчи Тӗрлемес ялӗ ҫывӑхӗнче те вырнаҫтармалла.
«Атӑл» ҫул-йӗр управленийӗн эксперт специалисчӗ Георгий Юнусов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакнашкал таблосем водительсемшӗн пысӑк пулӑшуҫӑ. Вӑл руль умӗнчисене ҫул-йӗр ҫинчи лару-тӑру пирки хыпарлӗ: ҫул шуҫлак пирки, вӑйлӑ ҫумӑр килесси ҫинчен. Табло водителе хӑвӑртлӑха чакарма та сӗнӗ.
Таблопа юнашар электронлӑ паллӑ вырнаҫтарӗҫ. Вӑл ҫул ҫинче «тимӗр урхамах» нумай чухне урӑх енчен каймаллине кӑтартӗ.
Ача пахчисем тӑвас ыйтӑва маларах чӑвӑаш парламенчӗн ертӳҫи Юрий Попов хӑй ҫине илнине эпир хыпарланӑччӗ. Ун чух сӑмах Кӳкеҫрипе Муркашри пирки пынӑччӗ. Халӗ, ав, Шупашкартисене тӗрӗсӗлеме тытӑннӑ. Паян республика правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин тӗп хулари ача пахчисем тӑрӑх рейда тухнӑ.
Премьер-министр Шупашкарӑн тӗп пайӗнчи VI микрорайонӗнчи 26-мӗш позицире ҫӗклекен ача пахчине ҫитнӗ. Ӑна пӗлтӗр тума пуҫланӑ. Унта 283 ача вырнаҫмалла. Халӗ ҫурта туса пӗтернӗ иккен те шалти электромонтаж тата отделка енӗпе тимлеҫҫӗ иккен. Моторин ӗҫсем графикран юлса пынине палӑртса ӗҫе хӑвӑртлатма хушнӑ.
Тепӗр пахчана, Богдан Хмельницкий урамӗнчи 240 вырӑнлӑх ача пахчине илсен, унӑн стенисене хӑпартаҫҫӗ иккен. Ӑна кӑҫалхи раштав уйӑхӗнче туса пӗтермелле.
Ҫамрӑксен бульварӗнчи 21А адреспа вырнаҫнӑ ача пахчине ҫитес уйӑхра вӗҫлеме килӗшӳре палӑртнӑ. Ӗлкӗрес тесен васкамалла.
Мускав проспектӗнчи 38А ҫурта ача пахчи валли юсаса ҫӗнетеҫҫӗ. Килӗшӳре палӑртнӑ тӑрӑх, ӗҫе раштавра вӗҫлемелле. Подряд организацийӗ ӗлкӗрме шантарать-мӗн-ха.
Тепӗр объект — Эгер бульварӗнчи 35-мӗш ҫурт.
Ӑҫта-ӑҫта та, анчах республикӑри районсене ушкӑн вӗҫӗмех ҫӳрет. Нумаях пулмасть, акӑ, вӑл Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ял уявне хутшӑннӑ. «Чӗннӗ те, епле каймӑн», — тесе ушкӑн хаваспах ҫула пуҫтарӑннӑ. Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсенчен тӑракан ансамбль профессионал-ертӳҫӗ ертсе пынипе халӑх чунне пымалла шӑрантарнӑ. Концертра асӑннӑ тӑрӑхра ҫуралнӑ Надежда Силпи тата Анатолий Печников хӑй ҫырнӑ сӑвӑсем тӑрӑх ҫырнӑ юрӑсем те шӑраннӑ.
Ял уявне Кӳкеҫри пултаруллӑ пике, республика, ҫӗршыв тата халӑхсем хушшинчи конкурссенче темиҫе хут та лауреат пулса тӑнӑ Анастасия Егоркина та, хутшӑннӑ. Кунсӑр пуҫне бал ташшисен «Илем» халӑх ансамблӗ (ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Валентина Васильева ертсе пырать) хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ.
Сӑнсем (5)
Эрнекун ирпе Кӳкеҫ патӗнчи ҫула хупӗҫ. Анчах нумайлӑха мар. Пӗр сехетлӗхе. Транспорта ҫӳреме вӑхӑтлӑха чарма ирхи ирхи икӗ сехетрен пуҫласа виҫҫӗччен йышӑннӑ.
Чӑваш Енӗн транспорт министерстви ӗнентернӗ тӑрӑх, ку — ирӗкӗсртен йышӑннӑ утӑм. Федераци ҫулӗ ҫинче электронлӑ информаци хыпарӗ вырнаҫтарма палӑртаҫҫӗ. Ҫула таблон юписене вырнаҫтарнӑ вӑхӑта хупса хурӗҫ.
Ӗремпурта нумай пулмасть Атӑлҫи федераллӑ округӗн туризм пурлӑхӗсен «Открой Приволжье» (чӑв. «Атӑлҫи тӑрӑхне уҫ») фестиваль-хӑтлавӗ иртнӗ. Унта «Бичурин тата хальхи самана» музей те хутшӑннӑ.
Кӳкеҫсем хаклавҫӑсене икӗ проектпа паллашма сӗннӗ: «Чӑваш ялӗнчи катайла кану кунӗ» тата «Икӗ культура ҫыхӑнӑвӗ». Вӗсемшӗн икӗ диплома тивӗҫнӗ. Пӗри — «Культурӑна ӑнланмалли туризм» номинацире чи лайӑх маршрутшӑн, тепри — «Чи лайӑх музей экскурсийӗ» номинацире Атӑлҫи федераллӑ округӗнчи чи лайӑх экскурси программишӗн.
«Чӑваш ялӗнчи катайла кану кунӗ» проект авалхи Тухӑҫ культурине тата вӑл чӑвашсемпе епле ҫыхӑннине уҫса парать. Ӑна, паллах, ытларах Н.Я. Бичуринпа ҫыхӑнтарса йӗркеленӗ.
«Икӗ культура ҫыхӑнӑвӗ» вара чӑвашсен авалхи кун-ҫулне кӑтартать — кунта Апаш культури те, чӑваш эрешӗ те, Тухӑҫри культурӑсем те те пур.
«Бичурин тата хальхи самана» музей Кӳкеҫре вырнаҫнӑ. Иртнӗ эрнере унта юсав ӗҫӗсем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн паян вӑл каллех хӑйӗн алӑкне уҫнӑ. Тунтикунпа эрнекун хушшинче 9 сехетрен 17 сехетччен ӗҫлет, шӑматкун — 15 сехетччен кӑна. Экскурсисемшӗн аслисем 20 тенкӗ тӳлемелле, ачасен — 10 тенкӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Синичкин Виссарион Вениаминович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Николай Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |