Кӳкеҫре ҫамрӑк амӑшӗсене хулари чирлӗ арҫын хӑратса ҫӳрет тесе ҫырать Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта тӳлевсӗр саланакан пичет кӑларӑмӗсенчен пӗри. «Хӗрарӑмсем ачасене урама пӗччен епле кӑлармалла-ши тесе пӑшӑрханаҫҫӗ?» — шухӑшне малалла тӑсать ҫав хаҫат.
Шупашкар район центрӗнче онанист ҫӳренине кӑларӑма Кӳкеҫ хӗрарӑмӗ пӗлтернӗ-мӗн. Хаҫатҫӑсене хӗрарӑм хӑй тата унӑн пӗчӗк ачи ҫав ҫынран шар тӳснӗ тесе каланӑ пулать.
Хӗрарӑм пульницӑран вӑрманти асфальт ҫулпа килне таврӑннӑ чух сак патӗнче арҫын хӑй ӗҫӗпе аппаланнине асӑрханӑ. «Тахҫанах ун пеккине курман та эпӗ аптӑраса ӳкрӗм. Пилӗк уйӑхри ача ҫумра пулман тӑк лайӑх кӑна эпӗ ӑна тапнӑ пулӑттӑм», — тесе пӗлтернӗ Кӳкеҫ хӗрарӑмӗ пичет кӑларӑмне.
«Пулса-иртни хыҫҫӑн хӗрарӑмпа ача ҫывӑхри лавккана кӗнӗ», — тесе ҫырать хаҫат. Онаниста курнӑ хӗрарӑмӑн паллаканӗ ӑна ҫав арҫынна унччен те курни пирки пӗлтернӗ пулать.
Арҫынна хӗрарӑм хытах сӑнанӑ: лешӗ 170–175 сантиметр ҫӳллӗш, ҫутӑрах сӑрӑ тӗслӗ джемпер, хура шӑлаварпа хура бейсболка тӑхӑннӑ-мӗн.
Чӑваш Ене Раҫҫей эстрадинчи паллӑ «ҫӑлтӑр» килнӗ. Анна Семенович Кӳкеҫ поселокӗнче концертра юрланӑ.
Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Кӳкеҫре «Скания» урапан дилер центрӗнче уҫӑ алӑксен кунӗ иртнӗ. Мероприятие савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура йӗркеленӗ. Концертра тӗп номере «Блестящие» ушкӑнӑн экс-солистки Анна Семенович пурнӑҫланӑ.
Концертра Раҫҫей эстрада юрӑҫи юрланисӗр пуҫне ташӑсем, шоу пулнӑ. Мероприятие ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев та ҫитнӗ. Вӑл департамент директорӗпе Зденек Петраспа килӗштерсе ӗҫлесси пирки калаҫнӑ.
«Тӑван Ен» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музее кӑҫал ҫулла 106 ҫын килсе курнӑ. Вӗсен йышӗнче 7 ют ҫӗршыв ҫыннисем те пур.
Туристсенчен чылайӑшӗ Турцирен килнӗ. Ҫавӑн пекех Венгрирен, Литваран, Францирен, Беларуҫран, Украинран килекенсем пулнӑ. Музейре тӗрлӗ зал ӗҫлет. Бичуринӑн ӗҫӗсене вулав залӗ пек йӗркелени уйрӑмах илӗртет. Унтах Китайра чей ӗҫес йӑлана курма пулать. Пекин оперинчен ари итлеме те май пур.
Шупашкар районне килекен туристсем культура объекчӗсене кайса курма пултараҫҫӗ. Ку маршрут авӑн уйӑхӗччен ӗҫлет. Вӑл 3-5 сехетлӗхе тӑсӑлать.
Ҫак маршрутпа ҫулла виҫӗ ушкӑн ҫӳренӗ. Вӗсен ушкӑнӗнче «Вӗршӗнсем» пилот ушкӑнӗ те пулнӑ. Пӗтӗмпе ку маршрутпа 99 ҫын паллашнӑ.
Шухӑшланипе шур пӳрт лартаймӑн тенӗ те чӑваш, анчах выртан каска мӑкланнӑ тенине шута илсен ӗмӗт пулсан ӑна пурнӑҫа кӗртме пулатех тесе шухӑшлас килет.
Кӳкеҫри нумаях пулмасть Н.Я. Бичурина халалласа черетлӗ хутчен вулав ирттернӗ. Ӑна унти «Бичурин тата хальхи самана» музей кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут йӗркелет. Хальхине музейҫӑсем Иакинф Бичурин ҫуралнӑранпа 238 ҫул ҫитнине халалланӑ. Кӑҫалхи вулава районти Культура ҫуртӗнче пухӑннӑ. Республикӑри ятлӑ-сумлӑ ӑсчахсемпе, тӗрлӗ тӳре-шарапа пӗрлех аякри чӑвашсем те — Тӗмен облаҫӗнчисем — хутшӑннӑ унта. Асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн пайташӗ С.К. Антонов пӗрлешӗвӗн ертӳҫи И.Н. Маслова ячӗпе салам сӑмахӗ каланӑ. Вӑл Тӗменри чӑвашсен ассоциацийӗ Иакинф Бичурина халалласа Тобольск хулинче асӑну хӑми вырнаҫтарас шухӑшлине пӗлтернӗ.
Иакинф Бичурин Шупашкар районӗнчи Шемшер ялӗнче ҫуралнӑ. Шӑпа ӑна Китая кӑна мар, Ҫӗпӗре те илсе ҫитернӗ.
Раҫҫей ӑслӑлӑхӗсен академийӗн корреспонденчӗ, Китай чӗлхи куҫаруҫисен шкулне йӗркелекенӗ Никита Яковлевич Бичурин (Иакинф атте) ҫуралнӑранпа 238 ҫул ҫитнине халалласа «Бичурин тата хальхи самана» музейра Бичурин вулавӗсем иртнӗ. Кӑҫалхипе ӑна виҫҫӗмӗш хут йӗркеленӗ.
Мероприяти пуҫламӑшӗнче Бичурин пахчинчи Иакинф аттен палӑкӗ патне чечексем хунӑ. Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Г.Егоров Бичурин пултарулӑхӗ чӑваш халӑхӗн культурин аталанӑвне витӗм кӳнине палӑртнӑ.
Бичурин вулавӗсем Кӳкеҫ поселокӗнчи культура ҫуртӗнче иртнӗ. Унти фойере Чӑваш наци музейӗ «Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен вӗренсе тухнисем» курав йӗркеленӗ.
«Ҫыравҫӑсем — Шупашкар районӗнчен тухнӑ ҫынсем» секцире Светлана Смирнова поэт, Лидия Сарине тата Нина Пӑрчӑкан ҫыравҫӑсем, Шупашкарти 3-мӗш лицейре чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Лидия Кузьмина 19-мӗш ӗмӗрти чӑваш поэчӗсен хайлавӗсене вуланӑ. Светлана Васильевна Николай Шупуҫҫыннин сӑввисемпе хӑй кӗвӗленӗ юрӑсемпе паллаштарнӑ.
Кӳкеҫре ҫулланнисемпе сусӑрсем валли интернат-ҫурт пуррине вӑл тӑрӑхрисем пӗлеҫҫӗ-ха. Унта пурӑнакансем ахаль лармаҫҫӗ — вӑй пуррисем хушма хуҫалӑхра ӗҫлеҫҫӗ. Анчах ӗҫлекенсен правине пӑсни те пулать иккен унта. Кӑлтӑка Шупашкар район прокуратури тупса палӑртнӑ.
Тӗрӗслев органӗ асӑрханӑ тӑрӑх, сусӑрсем саккунпа пӑхнӑ вӑхӑтран ытла ӗҫленӗ. I тата II ушкӑн сусӑрӗсен шучӗпе эрнере 35 сехетрен ытла ӗҫлемелле мар. Анчах интернатра ку йӗркене пӑхӑнман. Унсӑр пуҫне чи пӗчӗк ӗҫ укҫи кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 5965 тенкӗпе танлашать. Ваттисемпе сусӑрсен ҫуртӗнче саккунӑн ҫак виҫине те пӑхӑнман — шалӑва сусӑрсене ҫав виҫерен сахалрах тӳленӗ.
Кӑлтӑксемшӗн интернат-ҫурта 30 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Тӗнче тетелӗнче вырнаҫтаракан мӗнпур хыпара ӗненсе пӗтерме йывӑр та, анчах «Ҫыхӑнура» (ВКонтакте) халӑх сетӗнчи Кӳкеҫ поселокӗн Халӑх канашӗ хӑйӗн страницинче Кӳкеҫри ишӗлекен пӗр ҫуртри ҫынсене Ишлее куҫарасси пирки хыпарланӑ. Тӗрӗсрех, вӗсене унта куҫарасси пирки епле майпа йышӑну тунине пӗлес тесе Шупашкар район администрацине ыйтса ҫырнине пӗлтернӗ. Ҫырӑва паян райадминистрацире йышӑнса юлнӑ.
Ҫынсем хӑйсем ӑнланман мар-ши тесен Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Александр Андреев тӗрӗсех иккенне пӗлтерет. Кӳкеҫри Сӗнтӗрвӑрри урамри 12-мӗш «а» ҫуртра пурӑнакансене район центрӗнчен темиҫе ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Ишлее куҫма кӑмӑл тунине пӗлтерсе ҫырса памасӑрах куҫараҫҫӗ пулать. Маларах асӑннӑ ушкӑнӑн страницинче ҫакӑ Раҫҫей Ҫурт-йӗр кодексӗн 89-мӗш статйипе килӗшсе тӑмасть тесе ҫырнӑ.
Шупашкар районӗнче шӑматкун пулнине пӑхмасӑрах паян пӗр мероприяти хыҫҫӑн тепри иртнӗ. Янӑшра шкул уҫнине эпир пӗлтертӗмӗр-ха.
Район центрӗнче паян старостӑсемпе черетлӗ хут пуҫтарӑннӑ. Вӗсемпе тӗлпулассине Шупашкар район администрацине Георгий Егоров ертсе пыма тытӑннӑ хыҫҫӑн йӗркелесе янӑччӗ. Черетлӗ тӗлпулӑва паян кунӗпех ӗҫпе тӑван районӗнче пулнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене пуннӑҫлакан Михаил Игнатьев, РФ Федераци Канашӗн пайташӗ Вадим Николаев (унччен вӑл «Чӑваш бройлерӗ» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкне ертсе пынӑччӗ), Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫи Николай Угаслов тата ыттисем хутшӑннӑ.
Паянах Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси ял тӑрӑхне кӗрекен Энтимӗркасси ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ уҫнӑ. Пуҫлӑхсем кунсӑр пуҫне «Приволжское» вӗренӳ хуҫалӑхӗнче, Кӳкеҫ поселокӗн уявӗнче пулнӑ.
Сӑнсем (44)
Тӑлӑхӑн Турри тӑххӑр тенӗ ваттисем. Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Пӑва ялӗнче пурӑнакан Алексей Петрова ҫӳлти хӑват пулӑшайман курӑнать — хӳтлӗх шыраса вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне ҫитнӗ.
Элтепер патне йышӑнӑва пынӑскер хӑй 2011 ҫултанпа ҫурт-йӗр илме хӑй тӑлӑх пирки черетре тӑнине пӗлтернӗ. Анчах кӗтнӗ ҫурта е хваттере ниепле те паман.
Тӑлӑх ӳснӗ каччӑна Михаил Игнатьев ашшӗ-амӑшӗн хӳтлӗхӗсӗр юлнисене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме республика хыснинче кӑҫал 114,99 миллион тенкӗ укҫа пӑхса хӑварнине пӗлтернӗ. Ку виҫрен 2,5 миллион ытларах тенки Елчӗк районне лекмелле. Алексее халӗ Елчӗкри Мир урамӗнче тӑвакан ҫӗнӗ ҫуртра кӑҫал хваттер памалла.
Элтепер патне ытти тӑрӑхри ҫынсем те йышӑнӑва пынӑ. Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри Екатерина Иванова, акӑ, хӑй пурӑнакан Ҫутӑ урама хӑҫан газ кӗртессипе кӑсӑкланнӑ. Унӑн ҫемйи нумай ачаллӑ пирки унта ҫӗр илнӗ, пӳрт те туса лартнӑ. Михаил Игнатьев Ҫутӑ, Инҫет, Кедр, Ҫурхи урамсенче килес ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта ку ыйту татӑласса шантарнӑ.
Сӑнсем (9)
Чӑваш Енре ҫул-йӗр тӑвас ӗҫ малалла пырать. Акӑ, ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар районӗнчи икӗ ялта кӗҫех ҫӗнӗ ҫул сарӗҫ.
Оппукасси тата Станьял ялӗсен ҫыннисем кӗҫех ҫӗнӗ ҫулпа утма пултарӗҫ. Оппукасси ялӗнче Шоссе урамӗнче ҫул сараҫҫӗ. Вӑл 480 метр тӑршшӗ пулӗ.
Станьял ялӗнче вара Хӑйӑр тата Мир урамӗсенче ҫул сараҫҫӗ. Унти ҫулсем пӗтӗмпе пӗр ҫухрӑма яхӑн пулӗҫ.
Кӗҫех Кӳкеҫри Хӗвел урамӗнче (700 метр) ҫул тума тытӑнӗҫ. Ҫавӑн пекех чӑрӑшкассисем савӑнма пултарӗҫ. Ҫулсене вӗтӗ чул сарса хытарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |