Чӑваш Республикин Наци библиотеки централизациленӗ майпа кӑҫал 6 млн тенкӗлӗх 11 пине яхӑн экземпляр кӗнеке туяннӑ, вӗсенче 82 библиотекӑна валеҫсе тухнӑ.
Ҫӗнӗ кӑларӑмсем ялти 50 библиотекӑна, хулари 25 вулавӑша, ҫавӑн пекех Улатӑрти, Канашри, Куславккари, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери, Шупашкарти тӗп вулавӑшсене тата Чӑваш Енӗн Наци библиотекине лекнӗ.
Вулавӑшсен кӗнеке фончӗ ҫапла майпа тӗрлӗ отрасль литературипе, словарьсемпе тата энциклопедисемпе, илемлӗ литературӑпа пуянланнӑ.
Ку хыпара каярах юлса пӗлтӗмӗр пулин те хыпарласах килет. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Анатолий Смолин поэт ҫуралнӑ кун, «Куславккасем» ентешлӗх вырӑнти администраципе пӗрле «Смолин вулавӗсем» пултарулӑх конкурсӗ ирттернӗ. Ӑна кӑҫалхипе вуннӑмӗш хут йӗркеленӗ.
Анатолий Смолин сӑвӑҫ Куславкка районӗнчи Шӑнчас ялӗнче 1957 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ, 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ.
Анатолий Смолин куҫаруҫӑ та пулнӑ. Вӑл — Ҫеҫпӗл Мишши тата Ҫемен Элкер премийӗсен лауреачӗ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. «Ҫилҫунат» журналта ӗҫленӗ, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗн пресс-ҫыруҫинче, каярах унӑн пулӑшуҫинче тӑрӑшнӑ.
Нумаях пулмасть Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫынсен ыйтӑвӗсене тӳрӗ эфирта хуравлани пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Ун чухне ҫынсем нумай ыйту хускатнӑ. Ӗнерхи кун тӗлне илсен, вӗсенчен 70 процентне хуравланӑ.
Ыйтусем уйрӑмах нумай Шупашкартан, Куславкка тӑрӑхӗнчен тата Ҫӗнӗ Шупашкартан ҫитнӗ. Йӗпреҫемпе елчӗксем пӗр ыйту та паман.
Ыйтусене хуравлассипе пур ведомствӑпа вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗ те пӗр пек хӑвӑтлӑхпа ӗҫлемест. Экономика аталанӑвӗн, Вӗрентӳ министерствисем, Ҫӗрпӳ, Шупашкар тата Куславкка муниципалитечӗсен округӗсенче ыйтусене 40 процентӗнчен сахалтарах хуравланӑ.
АКА | 10 |
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприяийӗсем ҫуракине тухнӑ. Ҫак ӗҫе республикӑмӑрӑн кӑнтӑр енчи районӗсенче пурӑнакансем ыттисенчен маларах кӳлӗнеҫҫӗ.
Паянхи кун илсен уй-хирте Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка тата Пӑрачкав муниципалитет тӑрӑхӗсенче ӗҫлеҫҫӗ. Вӑл тӑрӑхри аграрисем ҫуртри пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 3007 гектар ҫинче акнӑ, рапса — 10 гектар.
Ҫуракине ирттерме хуҫалӑхсен вӑрлӑх ҫителӗклӗ. Кондициллӗ вӑрлӑха кирлинчен 96 процент чухлӗ хатӗрленӗ.
Куславккари «Кайӑк вӗҫевӗ» ятлӑ вырӑн чылай ҫынна, туриста илӗртет. Унтан тавралӑх питӗ илемлӗ курӑнать, Атӑл вара алӑ тупанӗ ҫинчи пекех.
Анчах ҫав вырӑнта чуччу кӑна пур. Куславкка район администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал унта ҫуллахи кафе пулӗ. Ӑна тума тытӑннӑ ӗнтӗ.
Администрацин шухӑшӗпе, ҫав лапамра парковка валли вырӑн сахал. Ҫавӑнпа унта хушма вырӑнсем тӑвасшӑн.
Куславккара пурӑнакан пӗр хӗрарӑма улталанасран банк ӗҫченӗсем тем пекех тытса чарма хӑтланнӑ.
Ҫулланнӑ ҫав ҫын нумайӑшӗ ҫакланакан капкӑнах лекнӗ. Ун патне ултавҫӑсем шӑнкӑравласа банкра упракан укҫӑра ҫухатма пултаратӑр хӑратнӑ. Хӑйсемпе ҫав этемсем право хуралӗн тытӑмӗнче тата банкра ӗҫлекенсем тесе паллаштарнӑ. Укҫасӑр тӑрса юлас мар тесен вӗсем сӗннӗ пек тумалла тесе ӗнентернӗ.
Сӑмах май каласан, счет ҫинчи 900 пин ытла тенке хӗрарӑм ют ҫынсене тӳрех куҫарса парайман — шанчӑксӑр операцие кредит учрежденийӗсем чарса лартнӑран хӗрарӑм пӗр банкоматран тепӗр ҫӗре ҫитнӗ, унтан кӳршӗллӗ региона тухса вӗҫтернӗ. Унта вӑл хӑйӗн туприне ҫичӗ ютсене куҫарса панӑ-панах.
Чӑваш Ен Правительстви массӑллӑ информаци хатӗрӗсене грант шучӗпе 19 миллион тенкӗ ытларах укҫа пама палӑртать.
«Чӑваш Ен» ПТРКна 1 миллион та 226,4 пин тенкӗ уйӑрса парасшӑн. Ҫав укҫа икӗ телепрограммӑпа 1 радиопрограмма хатӗрлеме кайӗ. «Чӑваш Ен» НТРКна — 1 миллион та 671,2 пин тенкӗ (2 телепрограммӑпа 3 радиопрограмма валли), ЮТВна — 502 пин тенкӗ (1 телепрограмма валли), «Высший пилотаж» обществӑна — 222,4 пин тенкӗ (1 радиопрограмма валли).
«Советская Чувашия» хаҫат 4 миллион та 314,9 пин тенкӗлӗх 16 гранта ҫӗнсе илнӗ, «Грани» хаҫат — 1 миллион та 925 пин тенкӗлӗх 7 гранта, «Хыпар» издательство ҫурчӗ — 3 миллион тенкӗ те 489,9 пин тенкӗлӗх 13 гранта.
Списокра ҫавӑн пекех Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай тата Ҫӗрпӳ районӗсен хаҫачӗсем.
Куславкка районӗнчи тӳре-шара ӗҫ законодательствине пӑснӑ. Пӑтӑрмаха вырӑнти прокуратура тупса палӑртнӑ.
Муниципалитет пӗрлешӗвӗсене тата учрежденийӗсене пӗтернӗ май ҫынсене ӗҫрен кӑларса янӑ чухне вырӑнтисем ӗҫ саккуне тивӗҫлипе пӑхӑнман. 8 ҫынна тӳлемелли 140 пин тенке, сӑмахран, вӑхӑтра паман. Ҫынна ӗҫрен кӑларни ҫинчен калакан документсене ҫырнӑ чух та кӑлтӑксем тупӑннӑ.
Ҫитменлӗхсене асӑрханӑ хыҫҫӑн надзор органӗ яваплисем тӗлӗшпе хутсем ҫырнӑ, административлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ, 1 ҫыннӑн интересне хӳтӗлесе суда тавӑҫпа тухнӑ.
Ҫуркунне ҫитнӗ май Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем пӑр хулӑнӑшне тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра чи хулӑн пӑр - кӳлмекре: 33-38 сантиметр. Ҫавӑн пекех юханшыв портӗнче, Шомик, Куславкка, Ильинка тӗлӗнче пӑр самай хулӑн - 33 сантиметр ытла. Анчах ҫакна астумалла: вӗсенче те ҫӳхе вырӑнсем пур.
Сӑр юханшывӗнче те ҫӳхе вырӑнсем нумай. Ҫапах Ҫӗмӗрле тӗлӗнчи хӗллехи кӗпер ӗҫлет-ха.
Ҫакна манмалла мар: пӑр хулӑнӑшӗ 10 сантиметртан сахалрах пулсан ҫеҫ аслӑ ҫынсемшӗн хӑрушӑ шутланать.
Паян ҫӗрле Куславккара "Форд Транзит" микроавтобус ҫунса кайнӑ. Вӑл Чехов урамӗнчи ҫурт умӗнче ларнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушарта никам та шар курман. Халӗ микроавтобус мӗншӗн ҫуннине тӗпчеҫҫӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарта 101-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫунса кайнӑ. Юрать-ха, пассажирсем тухса ӗлкӗрнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |