Эстонирен Чӑваш Ене тӑтӑшах килсе ҫӳрекен Ираида Захарова пирки нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Вӑл Эстонире чӑваш наци тумӗн музейне те уҫнӑ иккен. Ираида шкултан вӗренсе тухсан Санкт-Петрбургри университета кӗнӗ. Мӑшӑрӗпе унтах пурӑнма юлнӑ.
Ҫӗнйӗркелӳ тапхӑрӗнче вӗсем Эстоние куҫса кайнӑ. Ираида каланӑ тӑрӑх, тӑван кӗтесне чунӗ яланах туртнӑ. Музей уҫас шухӑш тахҫанах ҫуралнӑ-мӗн. Унӑн амӑшӗпе кукамӑшӗ алӗҫӗпе аппланнӑ-мӗн. Ҫавна май ӗлӗкхи япаласем пухӑннӑ. Анчах Ираида музей уҫас шухӑша майӗпен пурнӑҫа кӗртнӗ.
Ираида музей уҫиччен Эстонири радиора ӗҫленӗ. Вӑл унта халӗ те чӑвашла «Ӑраскал» кӑларӑм ертсе пырать. Эстони халӑхӗ чӑваш культурипе питӗ кӑсӑкланать.
Кӑҫалтан пуҫласа Ираида чӑваш тӗррине вӗрентме тытӑннӑ. Эстонире 1000 яхӑн чӑваш пурӑнать. Темиҫе ҫул каялла Ираида «Чӑвашсем» кӗнекене эстон чӗлхипе кӑларнӑ. Нумаях пулмасть ҫак кӗнекене Эстонири шкулсенче вӗренӳ программине кӗртнӗ.
Эстонири чӑвашсен ентешлӗхӗн ӗмӗчӗсем пысӑк. Ираида Захарова шухӑшӗпе, тӑван тӑрӑхран пин-пин ҫухрӑмра пурӑнсан та йӑх тамарсене манмалла мар, ачасене тӑван халӑх йӑлипе килӗшӳллӗн воспитани памалла.
Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчt савӑнӑҫлӑ пулӑм иртнӗ. Ҫак районта ҫуралса ӳснӗ ҫынсем — «Чавал» ентешлӗх — концерт лартнӑ.
Земфира Яковлева, Станислав Кондратьев, Александр Самсонов, Анатолий Данилов, Юлия Юнисова, Иван Шинжаев тата ҫамрӑк Регина Чишкинапа Алексей Максимов ҫуралнӑ тӑрӑхне юрӑ-ташӑпа ҫитсе ентешӗсене чӑн-чӑн уяв парнеленӗ.
Ку мероприяти районшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнӑ.
Сӑнсем (14)
Шупашкарти театрсем премьерӑсем хатӗрлеме тытӑннӑ. Ара, сезон уҫӑласси те инҫех мар-ҫке.
К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ куракансем валли тӑватӑ премьера хатӗрлет. Артистсем отпускран таврӑнсан чи малтанах иртнӗ сезона пӗтӗмлетнӗ.
Аса илтерер: иртнӗ сезонра, «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсра, Арсений Тарасов пьеси тӑрӑх лартнӑ «Мунча кунӗ» спектакль чи лайӑххи пулнӑ. Нина Яковлева вара хӗрарӑм рольне чи лайӑх калӑплакан ятне илнӗ. «Мунча кунӗ» спектакль Ӗренпурта Атӑлҫи федераци округӗнчи театрсен фестивалӗнче чи интереслӗ 5 спектакль йышне кӗнӗ.
Паян Тутарстанра авалхи Пӑлхар хулине ЮНЕСКО эткерлӗхне кӗртес ыйтупа ятарлӑ мероприяти иртет. Унта пирӗн рсепубликӑн культура, наци тата архив ӗҫӗсен министрӗ Вадим Ефимов хутшӑнать.
Мероприяти программине Пӑлхарӑн историлле объекчӗсене (Хура палатӑна, Шурӑ палатӑна, мавзолея, Пӗчӗк минарета, Собор мечетне), Пӑлхар аталанӑвӗн музейне, Ислам йышӑннине палӑртса лартнӑ паллӑпа, Шурӑ мечетпе, Ҫӑкӑр музейӗпе паллашассине кӗртнӗ.
Темиҫе минут каялла, 17 сехетре, Тутарстанри Муса Джалиль ячӗллӗ оперӑпа балет театрӗнче асӑннӑ комплекса ЮНЕСКО эткерлӗхне кӗртесси ҫинчен калакан сертификата савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура пама палӑртнӑ.
Асаилтеретпӗр, Тутарстан влаҫӗ тӑрӑшнипе Пӑлхар хулине ЮНЕСКО кӑҫал ҫӗртмен 23-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери эткерлӗхӗн палӑкӗ тесе йышӑннӑ. Вӑл 1002-мӗш номерпе ҫырӑннӑ. Сӑмах май Раҫҫейре унашкал палӑксем тата 25 пур.
Ҫак кунсенче Мускаври национальноҫсен ҫуртӗнче Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков тата Мускаври чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫипе Анатолий Григорьевпа тата Мускаври национальноҫсен ҫурчӗн ертӳҫисемпе курнӑҫнӑ.
Тӗлпулура ҫитес ҫул Мускавра Культура тата Литература ҫулталӑкне халалласа тӗрлӗ мероприяти ирттересси пирки калаҫса татӑлнӑ. Кӑҫал та ахаль лармӗҫ. Юпа уйӑхӗнче Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа пултарулӑх каҫӗ йӗркелӗҫ. Унта пултарулӑх интеллигенцине, ҫав шутра Раҫҫей тата Чӑваш ҫыравҫисен союзӗн пайташӗсене чӗнесшӗн. Тата, паллах, — поэтӑн юлташӗсемпе тӑванӗсене.
Ҫичӗ чӗлхепе кӑларнӑ «Нарспи» кӗнекене 2015 ҫулхи нарӑсра Константин Иванов классик ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнӗ май хӑтлама шухӑшлаҫҫӗ.
Мускавра ҫулсерен иртекен наци культурисен «Раҫҫейӗн нумай тӗсӗ» фестивальне ҫӗртме уйӑхӗнче чӑваш культурине пуҫӗпех халалласшӑн.
Ҫурлан пӗр кунӗнче Елчӗкри культурӑпа кану центрне Раҫҫей тата чӑваш эстрадин «ҫӑлтӑрӗсем» пуҫтарӑннӑ. Вӗсен хушшинче Алла Пугачева та, Филипп Киркоров та, хӑй вӑхӑтӗнче Евровиденире ҫӗнтернӗ Дима Билан та тата ыттисем пуҫтарӑннӑ. Анчах вӗсем чӑн-чӑн артистсем мар, вӗсене евӗрлекенсем пулнӑ. Районти тӗрлӗ клубран пухӑннӑскерсем «Один в один» шоу-концерт кӑтартнӑ.
Уява канӑва йӗркелес енӗпе ӗҫлекен методист Марина Кузьмина Алла Пугачеван «Эй, вы там» юррипе пуҫланӑ. Ун хыҫҫӑн сцена ҫине Натали (ӑна Екатерина Цыганова евӗрленӗ), Николай Басков (Диана Кириллова), Ирина Аллегрова (Екатерина Федотова), Григорий Лепс (Анастасия Барская) хӑпарнӑ. Елена Пыркина Витас пек юрланӑ, Лидия Скворцова — Надежда Кадышева пек. Тепӗр тесен пурне те асӑнса пӗтереймӗн. Вырӑнтисем концерт пурне те килӗшнине ӗнентереҫҫӗ.
Сӑнсем (24)
Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑван ялӗнче ӗнер регионсем хушшинче иртнӗ «Ҫавал ҫӑлкуҫӗ» туслӑх фестивалӗ вӗҫленнӗ. Унта Чӑваш Енри, Чулхула облаҫӗнчи, Мӑкшӑ Республикинчи фольклор ушкӑнӗсем хутшӑннӑ.
Аса илмешкӗн: фестиваль пӗрремӗш хут кунтах, Мӑн Ҫавал пуҫланнӑ ҫӗрте, иртнӗ. Юханшыв республикӑри 6 районта юхса иртет, унтан Атӑла кӗрет. Туслӑх фестивалӗ халӑх йӑлине сыхласа хӑварма пулӑшать.
Кӑҫалхи фестиваль программи пуян пулнӑ. Республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем вӑйӑ картине тӑнӑ. Кун хыҫҫӑн Ҫӗмӗрле район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Лев Рафинов, Тӑван ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Савельев тухса калаҫнӑ, халӑха пысӑк ҫак уяв ячӗпе саламланӑ. Тӳре-шара вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫынсем унчченхи йӑла-йӗркене тавӑрма талпӑннине палӑртнӑ.
Уяв вӑхӑтӗнче алӗҫ ӑстисен куравӗ йӗркеленнӗ. Хӑнасене ӗлӗкхи чӑвашсен пурнӑҫӗ пирки каласа кӑтартакан этнографи ялӗ кӑсӑклантарнӑ. Фестиваль пурне те савӑк кӑмӑл парнеленӗ, туслӑха ҫирӗплетнӗ.
Ӗнер «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑра Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗн Валентин Наездниковӑн куравӗ уҫӑлнӑ.
Унта ӳнерҫӗн акварель тата пастель техникипе тунӑ 70 ӳкерчӗкӗпе паллашма пулать. Вӗсем — юлашки ҫулсенчи ӗҫсем. Вӗсен йышӗнче — натюрмортсем, пейзажсем, портретсем. Валентин Николевичӑн арӑмӗн, мӑнукӗн юлташӗсен сӑнӗсем уйрӑмах паллӑ вырӑн йышӑнаҫҫӗ.
Валентин Николаевич 1937 ҫулта Иваново облаҫӗнче ҫуралнӑ. Шупашкара 1960 ҫулта килнӗ. Ун чухне вӑл ӳнерҫӗ тата педагог пулнӑ. 1965 ҫулта И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ӳнерпе графика факультетне пӗтернӗ. Пултаруллӑскере живопиҫ кафедринче вӗрентме хӑварнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл Шупашкарти 35-мӗш шкулта ӳнерпе черчени урокӗсене 40 яхӑн ҫул вӗрентнӗ.
«Элӗк районӗнчи агиткультбригадӑпа художество пултарулӑхӗн коллективӗсем ҫынсене туслаштарма, ҫуралнӑ кӗтесе юратма, ялӑн культура пурнӑҫне хастар хутшӑнтарма пулӑшаҫҫӗ», — тесе пӗлтереҫҫӗ асӑннӑ район администрацийӗнче.
Нумаях пулмасть, акӑ, «Валинкке» фольклор ансамблӗ Шуркасси Юнтапа ял тӑрӑхне крекен Тавӑшкасси ял уявне тухса кайнӑ. Ушкӑн ял ҫыннисене хӑйӗн репертуарӗнчи пӗччен тата ушкӑнпа юрлакан номерсемпе, ташӑсемпе савӑнтарнӑ.
«Пӗчӗк йышлӑ тата район центрӗнчен аякра вырнаҫнӑ ялта пурӑнакансем валли — культура ӑстисем» музыка проектне пурнӑҫа кӗртсе ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнчи районти агиткультбригадӑпа ял тӑрӑхӗсем хушшинчи культура центрӗн коллективӗсем пӗр кун Янкурас ял уявне хутшӑннӑ. Юлашкинчен асӑннӑ ушкӑнсем хушшинче маларах асӑннӑ «Валинкке» фольклор ансамблӗ, ветерансен «Ветеран» хорӗ, «Элӗк ен» эстрада ансамблӗ пулнӑ.
Ҫак шӑматкун вара районти юрӑ-ташӑ ӑстисем Тукач ялӗнче пурӑнакансем патне ҫитӗҫ.
Ҫурлан 3-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Тукай ялӗнчи этнокультура паркӗнче Чӑваш наци телекуравӗ «Эх, юррӑм, янӑра!» каларӑм ӳкернӗ. Унта «Вата ӑшши» (ҫӑлкуҫра ҫавӑн пек ҫырнӑ) клуб пайташӗсем, «Шурӑмпуҫ» халӑх фольклор ансамблӗ, «Шӑпчӑксем» ача-пӑча фольклор ансамблӗ хутшӑннӑ.
«Вата ӑшши» клубӑн хастарӗсем Ольга Басникова, Елизавета Евдокимова, Раиса Петрва, Раиса Иванова, Мария Васильева, Лидия Борисова, Иосиф Ильин чӑвашсен ӗлӗкхи юррисене тӑмрапа юрланӑ.
«Шӑпчӑксем» чӑваш юррисене шӑрантарнӑ, ташланӑ, вылянӑ. «Шурӑмпуҫ» та чӑвашсен юррисене юрланӑ.
Тукай ял тӑрӑхӗнче аслисем кӗҫӗннисене йӑла-йӗркене вӗрентме тӑрӑшаҫҫӗ.
Сӑнсем (17)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |