Ҫу уйахӗн 24-мӗшӗнче «Салют» культура керменӗнче «Шупашкар юрлать!» Пӗтӗм Раҫҫей фестивалӗ уҫӑлӗ. Унта Чӑваш Ен ушкӑнӗсем хутшӑннисӗр пуҫне Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи хуласенчен те килӗҫ: Йошкар-Оларан, Хусантан, Чӗмпӗртен.
Кӑҫалхи фестивальте пысӑк парне кӗтет. Унта паллӑ ушкӑн — Улатимӗрти (Владимирти) камера хорӗ — хутшӑнӗ. Ертӳҫи — РФ халӑх артисчӗ, РФ тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, пӗтӗм тӗнче конкурсӗсен лауреачӗ Эдуард Маркин профессор.
Ҫав кунхинех, 17:30 сехетре Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Шупашкарти «Классика» юрӑ каппеллин тата Улатимӗрти камера хорӗн пӗрлехи концерчӗ пулӗ. Вӑл «Хула юрласан — халӑх юрлать!» программӑпа килӗшӳллӗн иртӗ.
Ҫу уйахӗн 24-мӗшӗнче вара Шупашкар ҫыннисене тата хӑнисене пысӑк парне кӗтет. Славян ҫырулӑхӗн тата культурин кунне уявланӑ май «Шупашкар юрлать!» Пӗтӗм Раҫҫей хор фестивалӗн финалӗ пулӗ. Уҫӑ лапамра, Анне монуменчӗ умӗнче, пӗрлехи хор юрлӗ. Унта 700 ытла ҫын хутшӑнӗ: Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли, Шупашкарти «Классика» юрӑ каппелли, ачасен 9 хорӗ, ветерансен тата вӗренекенсен 6 хорӗ. Вӗсем 17 юра шӑрантарӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах Шупашкарти пултарулӑх ушкӑнӗсем хореографи композицийӗсемпе илемлетӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин Петр Пупинӑн юбилейлӑ куравӗ уҫӑлнӑ. Ӑна вӑл 60 ҫул тултарнине халалланӑ.
Ӳнерҫе ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов саламланӑ, унӑн ӗҫӗсем республикӑшӑн хаклӑ пулнине палӑртнӑ.
Петр Пупин культурӑшӑн сахал мар ӗҫ тунӑ. Унӑн ӗҫӗсем Чаваш Ене, унӑн истоине, культурине юратнине кӑтартаҫҫӗ. Вӗсем чӑваш халӑхӗн паллӑ ҫыннисемпе паллаштараҫҫӗ. Чӑваш Енӗн пӗрремӗш олимпиецӗ А.Игнатьев бюсчӗ, И.С.Максимов-Кошкинский драматургӑн бюсчӗ, Н.В.Никольский профессор палӑкӗ…
Курав уҫӑлнӑ ятпа Петр Пупина юлташӗсемпе тӑванӗсем саламлама пухӑннӑ. Вӗсен йышӗнче — РФ тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Алексей Трофимов, Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен «Еткер» ыркӑмӑллӑх фончӗн президенчӗ Олег Мустаев, Эрӗнпур облаҫӗнчи чӑваш наци автономийӗн председателӗ Петр Семенов…
Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Культурӑпа халӑх пултарулӑхӗн керменӗнче Чӑваш Енри ача-пӑча фольклор ушкӑнӗсен ӗртӳҫисемпе семинар канашлу иртнӗ. Пӗтӗмпе унта 13 районти тата Шупашкарти 24 ертӳҫӗ хутшӑннӑ.
Семинара регионсем хушшинче иртнӗ «Пӗчӗк ҫеҫ путене» фестивале халалланӑ. Аса илтерер: Вӑл кӑҫал пуш-ака уйӑхӗсенче иртнӗ. Семинарта коллективсен концерт программине йӗркелес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Уйрӑмах вырӑнти тумтирпе усӑ курасси, наци орнаменчӗ ҫинче чарӑнса тӑнӑ.
«Пӗчӗк ҫеҫ путене» фестивале 1990 ҫултанпа кашни 3 ҫулта пӗр хут ирттереҫҫӗ. Малтан ача-пӑча ушкӑнӗсен ертӳҫисем семинар практикумсем йӗркелеҫҫӗ, пӗр ушкӑн пултарулӑхне пӑхса сӳтсе яваҫҫӗ. Унтан кашни районта конкурс иртет, кайран чи пултаруллисем смотр-конкурса хутшӑнаҫҫӗ. Ун витӗр тухнисем фестивалӗн пӗтӗмлетӳ мероприятийӗсене хутшӑнаҫҫӗ.
Ҫу уйахӗн 30-мӗшӗнче Трактор тӑвакан культура керменӗнче «Пӗчӗк ҫеҫ путене» фестивалӗн пӗтӗмлетӳллӗ суйлав конкурсӗ иртӗ. Жюри председателӗ искуствоведени докторӗ М.Г.Кондратьев пулӗ.
«Эпир — Раҫҫейӗн аслӑ культурин пайӗ» ятпа Етӗрнери Культура ҫуртӗнче Анисим Асламас ячӗллӗ вырӑнти ӳнер шкулӗн отчет концерчӗ иртнӗ. Ӑна Раҫҫейре кӑҫал палӑртнӑ Культура ҫулталӑкне тата Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Анисим Асламас чӑваш композиторӗ ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Концерт пуҫланиччен шкул директорӗ В.Г. Александрова вӗренӳ учрежденийӗн ӗҫ-хӗлӗ ҫинчен доклад тунӑ. Районта тата республикӑра иртекен концертсемпе мероприятисене ҫулталӑкра 50 хут ытла хутшӑннӑ. Фестивальсемпе конкурссене те сиктермеҫҫӗ, лауреатсемпе дипломатсем пулса тӑраҫҫӗ. Уйрӑмах пултаруллисенчен пӗри, Валентина Маркова, Чӑваш Ен Элтеперӗн стипендине тивӗҫнӗ, Владимир Иванов — ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Николай Маловӑн стипендине.
Отчет хыҫҫӑн концерт пуҫланнӑ. Тӗрлӗ инструментпа вылянӑ тата каланӑ ачасем: фортепианӑпа, баянпа, гитарӑпа. Хорпа та юрланӑ, уйрӑмшарӑн та, ташласа та кӑтартнӑ.
Сӑнсем (43)
«Наци пуянлӑхӗ — 2014» Пӗтӗм тӗнче конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Куракансен аудитурийӗ пите пысӑк пулнӑ: пӗтӗмпе 67 ҫӗршыв.
Аса илтерер: конкурса тӗрлӗ номинацире — вокал, хореографи, модӑсен театрӗ, ӳнер сӑмахӗ, инструмент каласси, ӳнер тата ал ӗҫ пултарулӑхӗ — куҫӑн мар мелпе те, куҫӑн мелпе те хутшӑнма май пулнӑ.
Заявкӑсем тӗрлӗ ҫӗртен килнӗ: Украинӑран, Курск, Иркутск, Белгород, Чулхула, Сарӑту, Чӗмпӗр, Новосибирск, Владивосток хулисенчен, Свердловск, Мурманск, Волгоград, Челепи, Ростов, Кисан, Пенза облаҫӗсенчен, Чӑваш, Тутар республикисенчен, Байкал тӑрӑхӗнчен, Красноярск, Краснодар енӗсенчен…
Конкурса Чӑваш Республикинчен Тӑвайри ача-пӑча ӳнер шкулӗн вӗренекенӗсем те хутшӑннӑ. Лилия Владимирова — «Эстрада вокалӗ», Анастасия Григорьевӑпа Варвара Лашманова «Фортепиано» уйрӑмӗнче вӗренеҫҫӗ. Лилия конкурса куҫӑн майпа хутшӑннӑ, Анастасийӑпа Варвара вара — куҫӑн мар майпа. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килешӳллӗн Тӑвай районӗн хӗрӗсем III степень Диплома тивӗҫнӗ.
Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ Леонид Волков Валерий Кагунькин ӳнерҫӗн куравӗ уҫӑлнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Валерий Кагунькин Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туканаш районӗнче ҫуралнӑ, халӗ арӑмӗпе Тамара Магдалинӑпа 17 ҫул ытла АПШри Калифорнири Сакраменто хулинче пурӑнать.
Чӑваш ӳнерҫи аякра пурӑнсан та Тӑван ҫӗршывпа ҫыхӑну тытать. Ӳнерҫӗ картинӑсем ӳкерет кӑна мар, Америкӑра вырӑс тата совет ӳнерне сарать. Вырӑс юлташӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлени чӑваш ӳнерсисене Калифорнире «Вырӑсла Америкӑна» упрама май парать. Вӑл 200 ытла ҫул «пурӑнать» ӗнтӗ.
«Калифорни — Ҫӗпӗр» курав Ҫӗпӗре тата аякри Калифорние вырӑс колонисчӗсем «парӑнтарнине» кӑтартать. Чӑваш ӳнерҫисем те Америкӑра хӑйне евӗр чӑваш колонисчӗсем. Ара, вӗсем ӳнерти вырӑс стильне пропагандӑлаҫҫӗ-ҫке-ха. Леонид Волков ӳнерҫӗсене Валерий Кагунькинӑн тӑван кӗтесне — Чӑваш Ене — пыма йыхравланӑ.
Тамара Магдалина хӑйӗн пултарулӑхӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Валерий Кагунькин хӑйне хавхалану кӳнӗшӗн пурне тав тунӑ. Вӑл хӑйӗн тӑван кӗтесне — Туканаш ялне — аса илнӗ.
Курава васкӑр! Ҫу уйӑхӗн 12–18-мӗшӗсенче «Мир Луксор» кинотеатрта пулать вӑл.
Кирек кама та хапӑл унта. Кашниех Ӗнчӗ ҫӗршывне (Индие) халалланӑ сӑнӳкерчӗсене курма пултарать. «Инди пирки — пӗр сӑмах та!» проект авторӗ — Мускаври сӑн ӳкерме юратакан Димитрий Иуанов.
Экспозицире — илемлӗ 20 сӑн. Вӗсем пурте тӗлӗнмелле Ӗнчӗ ҫӗршывӗ пирки. Сӑваплӑ Ганга, Гималай тӑвӗсем, Джайпура, чухӑн Мумбай…
Куравра сӑнӳкерчӗксемпе паллаштарнисӗр пуҫне туслӑ тӗлпулу та йӗркелеҫҫӗ. Унта кашниех кӑсӑклантаракан ыйту пама, Инди чейӗпе сӑйланма пултарать.
Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче черетлӗ 46-мӗш концерт сезонне хупать. Ҫав каҫ куракансене ҫӗршыври паллӑ музыкантсемпе тата ҫӗнӗ музыка хайлавӗсемпе курнӑҫу кӗтӗ.
Концерта Н.А. Римский-Корсаковӑн «Светлый праздник» увертюрипе уҫӑлӗ. Православи юррисенчен тӑракан хайлавсем хыҫҫӑн симфони капеллин хорӗн тата муниципалитетӑн «Классика» юрӑ капеллин концерчӗ малалла тӑсӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреачӗ Наталья Яклашкина ертсе пынипе вӗсем С.В. Рахманиновӑн тата А. Николаев-Струмскин хайлавӗсене янӑратӗҫ.
Ҫӗршыври паллӑ сцена ӑстисем те концерта хутшӑнмалла. Акӑ, Раҫҫей тата Тутарстан халӑх артисчӗ Рубин Абдуллин органпа, Раҫҫей халӑх артисчӗ Михаил Гантварг (вӑл Питӗрти Н.А. Римский-Корсаков ячӗллӗ консерваторие ертсе пырать) сӗрме купӑспа (скрипкӑпа) калӗ. Шупашкарта вӑл финн композиторӗн Я. Сибелиусӑн оркестрпа сӗрме купӑс валли ҫырнӑ концертне янӑратӗ.
Раҫҫейӗн Культура министерстви «Раҫҫей» тата «вырӑс» сӑмахсем пӗр пек тесе шухӑшлать иккен. Ҫакна вӑл «Патшалӑхӑн культура политикин никӗсӗ» программа проектӗнче палӑртса хӑварнӑ. Документа ҫӗршыв Президенчӗн Администрацине ярса панӑ та ӗнтӗ.
Проектра «Вырӑс (Раҫҫей) культурин цивилизациллӗ тӗшши» Раҫҫей империйӗ, СССР тата Раҫҫей Федерацийӗ аталаннӑ тапхӑрта ылмашманнине палӑртнӑ. «Раҫҫей патшалӑхӗн йышӗнчи халӑхсем ҫӗршыв аталаннӑ май пӗрлехи культурӑна йышӑннӑ, ҫав вӑхӑтрах вӗсем Раҫҫей культуринче тӗл пулман наципе культура уйрӑмлӑхӗсенчен пӑрӑннӑ», — тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен автор проекчӗсем.
«Факт енчен пӗр пеккине кура «вырӑс» тата «Раҫҫей» ӑнланусене уйрӑма май ҫук», — тенӗ-мӗн документра. Ҫав вӑхӑтрах унта «Пӗрлехи Раҫҫей культури Раҫҫейӗн тымар халӑхсен ҫитӗнӗвӗсене ӗмсе илнӗ» шухӑш та пур иккен.
Культура министерстви «мультикультурализм идеологине ним тусан та йышӑнмалла мар» шухӑшлӑ иккен. Раҫҫейӗн йӑлана кӗнӗ хаклӑхӗсемпе килӗшсе тӑмалла мар тыткаланине «пултарулӑх ирӗклӗхӗ» тата «наци хӑй тӗллӗнлӗхӗ» текен нимле ӑнлав та тӳрре кӑлараймассине палӑртать имӗш.
Вӑрнар районӗнчи Санарпуҫ ялӗнчи драма ушкӑнӗ ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Ефим Никитин пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Хуняма» постановкӑна Ҫӗпрелте кӑтартнӑ. Ҫак спектакльпех вӗсем нумаях пулмасть Санарпуҫ клубӗн сцени ҫине тухнӑ. Ун чухне зала халӑх лӑк тулли пухӑннӑ.
Ушкӑн спектакле тӗплӗн, темиҫе уйӑх хатӗрленнӗ. Ҫакна Депутатсен пухӑвӗн Санарпуҫ ял тӑрӑхӗн депутачӗ Татьяна Михайлова пуҫарма сӗннӗ. Вӑл хӑй те рольсенчен пӗрине калӑпланӑ. Илемлӗх ертӳҫи Елена Михайлова та роле чунран вылянӑ.
Санарпуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Оксана Александрова, Калининӑри РайПора ӗҫлекен Наталья Филиппова, Светлана Антонова библиотекарь, васкавлӑ медпулӑшун фельдшерӗ Валентина Дмитриева та спектакле хутшӑннӑ. Декорацисене культура учрежденийӗн директорӗ Маргарита Горшкова хатӗрленӗ.
Спектакль сюжечӗ кашнине ҫывӑх. Унта аслӑ ӑрурисемпе ҫамрӑксен хутшӑнӑвӗ пирки. Куракансем геройсемпе пӗрле куляннӑ, савӑннӑ.
Сӑнсем (10)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |