Муркашри тури чӑвашсен музейӗнче шӑрҫаран япала ӑсталама вӗрентессипе мастер-класс ирттернӗ. Вырӑс чӗлхинче анлӑ усӑ куракан ҫак сӑмаха чӑвашла каласан, ку вӑл пӗр-пӗр ӗҫе хӑнӑхтарнине пӗлтерет-ха ӗнтӗ.
Лариса Смирнова ӑстаҫӑ палан сапакӗ ӑсталама хӑнӑхтарнӑ. Вӑл кашни утӑма тӗплӗн ӑнлантарнине пула темле наян та вӑрттӑнлӑха алла илейӗ.
Шӑрҫаран япала тӑвассипе Лариса Ильинична тивӗҫлӗ канвӑа тухнӑ хыҫҫӑн кӑсӑкланма тытӑннӑ. «Малтан кӑна йывӑррӑн туйӑнать? Куҫ хӑрать те ал тӑвать», — лӑплантарать иккен вӑл пӗлӗшӗсене. Лавккара тем тӗслӗ шӑрҫа та сутнине кура унран темле капӑр япала ӑсталама май пур.
Сӑнсем (6)
Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Етӗрнере Анисим Асламас композитор ячӗпе регионсем хушшинчи «Сӑр ҫийӗн культура асамат кӗперӗ» наци культурин фестивалӗ иртнӗ. Музыкӑн тӗрлӗ жанрӗ тӗлӗшӗнчен пултаруллӑ ҫав композитор РСФСР тата Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ музыкӑпа сцена хайлавӗсем (опера, балет, муыкӑллӑ камит), вокалпа симфонии (поэма, оратории, кантата), симфони (симфони, увертюра, оркестрпа инструмент концерчӗсем), камерӑпа инструмент (квартет, тӗрлӗ инструмент валли пьесӑсем), вокал хайлавӗсем ҫырнӑ.
Фестивале Чӑваш Енри халӑх пултарулӑхӗн коллективӗсем кӑна мар, Чулхула облаҫӗнчи, Мари Элти, Тутарстанри ушкӑнсем хутшӑннӑ. Элӗк районӗнчи Владимир Терентьев ертсе пыракан «Ветеран» хор та унтан юлман. Вӗсем хорпа та юрланӑ, арҫын тата хӗрарӑмсен ансамблӗсем те уйрӑммӑн сцена ҫине тухнӑ, Валентина Корниловапа Николай Васильев солистсем те хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ.
Фестивале хутшӑнакансем валли анлӑ культура программи хатӗрленӗ, вӗсене районти ӳнер музейне илсе кайнӑ, Н.Д. Мордвинов халӑх артисчӗн музей-ҫурчӗпе паллаштарнӑ.
Канаш районӗнчи тӗрлӗ шкулти вӗрентекенсем пӗр тӗвве чӑмӑртанса хор йӗркеленӗ. Вӗсем халӗ ачасене вӗрентеҫҫӗ кӑна мар, ташлаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ, концертсене те хутшӑнаҫҫӗ. Ҫӗнӗ ушкӑн ҫитӗнӳ тума та ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Вӗсем республикӑри учительсен хорӗсен конкурсӗнче «чӑваш юрри» номинацире ҫӗнтернӗ.
Акӑ Юрий Кириллов Ҫеҫпӗлти шкула 35 ҫул ытла ӗҫлет. Вӑл ачаранпах купӑс калать. Конкурс умӗн вӑл ыттисемпе пӗрле репетицине ҫӳренӗ, вокал юрлама, актер ӑсталӑхне хӑнӑхнӑ.
Хор кунашкал мероприятие пӗрремӗш хут хутшӑннӑ. Унта мӗнле юрӑпа хутшӑнасси пирки вӗрентекенсем пӗрле шухӑшланӑ. Республика шайӗнчи конкурсра ҫӗнтерни — вӗсемшӗн пысӑк ҫитӗнӳ. Вӗсем малашне те алӑ усса ларасшӑн мар — репетицисем ирттерсе пултарулӑх конкурсӗсене хутшӑнасшӑн.
Чӳк уйӑхӗн 3–4-мӗшӗсенче Чӑваш Енре «Ӳнер каҫӗ» иртмелле. Вӑл республикӑри мӗнпур патшалӑх музейне пӗрлештерӗ.
Мероприятие каҫхине йӗркеленӗ май темле ӗҫлӗ ҫын та ҫавӑн чухне музея ҫитме вӑхӑт тупассах тесе шанаҫҫӗ. Кӑҫалхи «Ӳнер каҫӗ» чи малтанах пултарулӑх каҫӗ пуласса шантараҫҫӗ. Унӑн девизне те шухӑшласа тупнӑ. «Хутшӑн тата ылмаш» ят панӑ ӑна.
Кӑҫалхи акцин тӗп тӗллевӗ республикӑра пурӑнакаснене хӑйсен ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртме пулӑшасси теҫҫӗ. Республикӑри патшалӑх музейӗсене касан сӑвӑ ҫырма е портрет ӳкерме, Гамлета сӑнарлама е гитарӑпа выляма, фуэте ҫавӑрма е тӑмран пӗр-пӗр савӑт ӑсталама май туса парӗҫ.
Ҫынсен тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхне уҫса пама Чӑваш наци музейӗн литература, музыка тата художество салонӗсӗем пулӑшӗҫ. Киносалонта «3D форматлӑ Шупашкар» фильм кӑтартӗҫ.
А.Г. Николаев летчик-космонавтӑн Мемориал комплексӗнче каҫхи тӳпене пӑхтарӗҫ.
Хут купӑс сасси кӳршӗ яла та илтӗнет. Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ялӗнчи халӑх ку инструмента питӗ килӗштерет. Унта нумаях пулмасть «Выля, хут купӑс, янра, такмак — 2014» конкурс иртнӗ. Купӑсҫӑсен ӑсталӑхне курма 100 ытла ҫын пухӑннӑ.
Конкурса Шупашкарти И.Васильев, Г.Якимов, Л.Захаров, Н.Андреев, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Вениамин Смелов, Шупашкар районӗнчи Николай Николаев тата Валерий Никитин хутшӑннӑ. Купӑсҫӑсем ҫӗнтерӳҫӗ ятне ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. Пурте чунтан купӑс каланӑ, ҫынсене савӑнтарнӑ. Залри халӑх купӑсҫӑсемпе пӗрле юрланӑ. Хӑшӗ-пӗри чӑтса тӑрайман — ташша тухнӑ.
Купӑсҫӑсен ӑсталӑхне жюри хакланӑ. Николай Николаев ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. «Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ купӑсҫӑ» номинацире В.Смелов палӑрнӑ. И.Васильев «Купӑсҫӑ — виртуоз» номинацире ҫӗнтернӗ. Л.Захаров «Халӑх юррине чи лайӑх юрлакан» номинацире палӑрнӑ. Нина Федорова — «Такмак чи лайӑх калакан» ята тивӗҫнӗ.
Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗ кӑҫалхи Культура ҫулталӑкӗ тӗрлӗ мероприятипе пуян пулнине пӗлтерет. Кӑҫал икӗ культура учрежденийӗ — Шупашкарти художество училищи тата Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищи — хӑйсен юбилейне палӑртнине аса илтерет.
Ӳнер ӗҫченӗсем хула ҫыннисем валли ҫӗнӗ проектсем хатӗрленине те палӑртнӑ. Асӑннӑ район администрацийӗпе «Ровесник» культура ҫурчӗ «Сывлӑх ташши» тата «Ача-пӑча Акатуйӗ» проектсем шухӑшласа кӑларнӑ. «Радуга» культурӑпа курав центрӗ «Пӗтӗм ҫемье валли халӑх теттисем» проекта пурнӑҫа кӗртет. Унта ачасем ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле тӗрлӗ тетте, открытка тата ытти хатӗрлеҫҫӗ.
Нумаях пулмасть тата тепӗр ҫӗнӗлӗх хута янӑ. «Салют» культура керменӗнче «Европа театрӗ» проект пурнӑҫа кӗрет. Паян унта нимӗҫле тата хрантсусла лартнӑ спектакльсем кӑтартнӑ. Унта Шупашкарти шкулсенчи тата Елчӗкри вӑтам шкулти, Йӗпреҫри 1-мӗш вӑтам шкулти ачасем хутшӑннӑ-мӗн. Проектӑн партнерӗ — И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ.
Сӑнсем (3)
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ, Раҫҫейӗн тата Чӑваш Енӗн Патшалӑх премийӗсен лауреачӗ Валерий Яковлев авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 75 ҫул тултарнине эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫав ятпа театрта ырантан пуҫласа Валерий Николаевичӑн хальтерех лартнӑ спектаклӗсен эрни иртет.
Паллӑ сцена ӑстин юбилейне спектакльсен фестивалӗ юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен тытӑнса юпан 30-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Куракансене ыран театр Анатолий Чебановӑн пьесипе лартнӑ «Праски кинеми мӑнукне авлантарать» спектакле йыхравлать. 24-мӗшӗнче Федор Павловӑн «Ялта» драмине кӑтартӗҫ, 25-мӗшӗнче — «Укҫа чул кастарать» (пьеса авторӗ — Александр Пӑртта), 26-мӗшӗпе 30-мӗшӗнче «Вӗҫсе иртеҫҫӗ кайӑксем» (Арсений Тарасовпа Ольга Туркай), 28-мӗшӗнче — «Хурлӑхлӑ хурама сасси» (Денис Гордеевпа Геннадий Кириллов), 29-мӗшӗнче — «Юратупа кавӑн» (И. Стаднюк). Кашни спектакль умӗн мӗн те пулин кӑсӑкли пулассине систереҫҫӗ.
Мускавра нумаях пулмасть Геннадий Айхин халиччен пичетлемен сӑввисене хӑтланӑ. «Расположение счастья» кӗнекере кун ҫути курнӑскерсем унччен нихӑҫан та пичетленмен. Поэт архивӗчен вӗсене пухса тата ҫӗнетсе кӑлараканӗсем — Наталия Азаровапа Татьяна Граузӗ Вӗсемех кӗнеке хӑтлавӗ вӑхӑтӗнче Айхин сӑввисене вуланӑ.
Кӗнеке хӑтлавне поэтӑн тусӗ пулнисем, литераторсем тата сӑвӑҫӑн пултарулӑхне пысӑка хурса хаклакансем пуҫтарӑннӑ. Геннадий Айхи ҫинчен тус тата поэт евӗр, тӗслӗхрен, Игорь Макаревич художник каласа кӑтартнӑ. Сӑвӑҫа халалланӑ ӗҫӗсене те кӑтартнӑ вӑл унта. Акварельпе ӳкернӗскерсем поэта чӗрӗ евӗр сӑнлаҫҫӗ иккен. Айхин сӑнӳкерчӗкӗсене те илсе пынӑ.
Хӑтлава поэтӑн ывӑлӗ Алексей Айхи хӑйӗн «4'33» ушкӑнӗпе пырса ҫитнӗ. Вӑл ашшӗн темиҫе сӑввине кӗвӗленине пӗлтернӗ. Ачалӑхри хӑш-пӗр саманта та аса илнӗ. Ашшӗн савӑнӑҫлӑ та тиркевлӗ сӑввисене итленӗ май ӑна хӑй валли тепӗр енчен уҫнине те пытарман вӑл.
Кӗнеке хӑтлавне Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков хутшӑннӑ.
Паян вара Айхине асӑнса Мускаври Пултарулӑх ҫуртӗнче кӗнеке хӑтлавӗ иртмелле.
Юпан 20-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче «Иккӗн — чуччу ҫинче» (авторӗ Уильям Гибсон) спектакль пулнӑ. Постановкӑна театрпа кинон паллӑ артисчӗсем Татьяна Арнгольцпа Григорий Антипенко хутшӑннӑ.
Спектакль пӗччен икӗ ҫын ҫинчен. Вӗсем ӑнсӑртран паллашаҫҫӗ. Ҫамрӑк ҫынсем иккӗшӗ те расна, ҫавӑнпа вӗсем шухӑша путаҫҫӗ: иртнӗ хурлӑхлӑ пурнӑҫӗ кая юлнӑ, вӗсем пӗрле пулайӗҫ-и?
Артистсем, шел те, Шупашкарпа паллашайман. Вӗсене ҫакна тумашкӑн япӑх ҫанталӑк чӑрмантарнӑ. Ара, пӑрлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн хула йӗркене кӗрсе пырать ҫеҫ-ха. Тӗрӗссипе, Татьяна Арнгольц Шупашкарта иккӗмӗш хут. Анчах вӑл кунта пӗрремӗш хут хӑҫан пулнине астумасть. Артистсем чӑвашсен наци ҫимӗҫне тутанма хирӗҫ маррине палӑртнӑ.
Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Мускаври чӑваш наци культура автономийӗ чӑвашсен уявне Кӗр сӑрине ирттернӗ. Уяв «Хӗрлӗ Октябрь» культура ҫуртӗнче иртнӗ.
Культура ҫуртӗнче Кӗр сӑрине халалланӑ концерт иртнӗ. Унта чӑваш этрада артисчӗсем Стас Владимиров, Алиса Чайникова, Светлана Печникова тата ыттисем хутшӑннӑ.
Концерт 16 сехетре пуҫланнӑ. Каҫхи 9 сехетре «Таврия» ресторанра уяв малалла тӑсӑлнӑ. Унта Олей Кӑйкӑр, Ирина Понамарева, Светлана Печникова хутшӑннӑ.
Ташӑ каҫӗ ирхи 5-чченех пынӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |