Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ЧР Наци вулавӑшӗнче нарӑс уйӑхӗнче Айхи кунӗсем иртеҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Литература ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн Айхие халалланӑ чылай мероприяти иртет. Нарӑсӑн 12-мӗшӗнчен пуҫласа «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑра Владимир Пикин, Игорь Макаревичӑн, Владимир Коноваловӑн сӑнӳкерчӗксен куравӗ ӗҫлӗ. Унӑн анонсӗ пӗлтӗр юпа уйӑхӗнчех иртнӗ. Халӗ вара ҫынсем икӗ эрнере ӳнерҫӗсен архивӗнчи сӑнӳкерчӗкӗсемпе паллашма, Айхи ҫине пултарулӑх ҫыннисен куҫӗпе пӑхма пултараҫҫӗ.
Ҫав кунах «Айхин пултарулӑх еткерӗ» кӗнекесен куравӗ уҫӑлӗ. Вӑл Айхи поэзийӗпе кӑна мар, Айхи-библиографпа та, редакторпа та, куҫаруҫӑпа та паллаштарӗ.
Куравсем ӗҫленӗ вӑхӑтра студентсемпе, шкул ачисемпе тӗлпулусем ирттерӗҫ, Айхи залӗнче экскурси пулӗ, «Айгиана» пухмачпа паллаштарӗҫ.
Сӑнӳкерчӗксен куравӗ нарӑсӑн 21-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Ӑна хупнӑ кун Айхин тӑванӗсем, ҫывӑх ҫыннисем пухӑнӗҫ. Айхин тӑлӑх арӑмӗ Галина Куборская-Айхи те килме палӑртнӑ.
Кӗнеке куравӗ вара нарӑсӑн 28-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Кӗҫех Совет Союзӗ фашистла Германие парӑнтарнӑранпа 70 ҫул ҫитет. Ҫавна май республикӑри район-хуласем ӑна паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ, паттӑр ентешӗсене сума суса тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеҫҫӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи вулавӑшсенче акӑ «Фильмсем пулса тӑнӑ кӗнекесем» видео-марафон иртет. Марафон районти тӗп вулавӑшра «Чӑн-чӑн пулни ҫинчен хывнӑ повеҫ» видео сехечӗпе пуҫланнӑ. Ӑна Совет Союзӗн Геройне, летчика Алексей Петрович Маресьева халалланӑ.
«Чӑн-чӑн ҫинчен хывнӑ повеҫ» фильма чӑн пулнӑ фактсемпе усӑ курса ӳкернӗ. Унта Алексей Маресьев летчик истребителӗн кун-ҫулне ҫутатнӑ. Оккупаци территоринче виҫӗ хут ҫапса антарнӑ ӑна, вӑл юр хӳсе лартнӑ вӑрмансемпе виҫӗ эрне ҫӳренӗ, унтан тин партизансем патне тухнӑ. Икӗ урине ҫухатсан та Маресьев паттӑрлӑх кӑтартма пӑрахман. Вӑл каллех самолет штурвалӗ умне ларнӑ, тӑшмана аркатнӑ.
Йӗпреҫсем Маресьева хӑйсен ентешӗ вырӑннӗ йышӑнаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл аманнӑ хыҫҫӑн Йӗпреҫ районӗнче вӗҫме вӗреннӗ.
Фильм курнӑ хыҫҫӑн пухӑннисем унӑн паттӑрлӑхӗ пирки чылайччен калаҫнӑ. Мероприятире «Маресьев — легендӑна кӗрсе юлнӑ ҫын» курав йӗркеленӗ.
Давид Гвинианидзе ертсе пыракан «Тӗнче таланчӗсем» фонд Федор Шаляпинӑн вышкайсӑр пултарулӑхне сума суса Пӗтӗм тӗнчери бассен Шаляпин фестивальне ирттерет. Пуҫласа йӗркелекен культура мероприятине Шаляпин ҫуралнӑранпа 142 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Фестивле савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Мускавра «Хальхи вӑхӑтри бассен чи лайӑх парачӗ» гала-концертпа нарӑсӑн 4-мӗшӗнче уҫнӑ. Вӑл Мускаври пӗтӗм тӗнчери Музыка ҫуртӗнче иртнӗ. Концерт хыҫҫӑн фестивальпе Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи тӗрлӗ хулана тухса ҫӳреме палӑртнӑ. Чи чаплӑ опера театрӗсемпе филармонисенче чи лайӑх симфони оркестрӗсемпе тӗнчери дирижерсем куракансене савӑнтармалла.
Шупашкара фестиваль ыран килсе ҫитӗ. Вӑл Оперӑпа балет театрӗнче иртмелле. Концерта Калмӑк Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Мускаври Б.А. Покровский ячӗллӗ Патшалӑх академи Камерлӑ театрӑн солисчӗ Игорь Лазеров, Израиль оперин солисчӗ Денис Седов (вӑл Нью-Йоркри «Метрополитен-оперӑра», Миланти «Ла Скалара» юрланӑ), Екатеринбургри патшалӑх академи оперӑпа балет театрӗн солисчӗ Олег Бударацкий хутшӑнмалла.
Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ пуҫланнӑранпа вӑхӑт нумай та иртмерӗ – республикӑри хула-районсенче мероприятисем пӗрин хыҫҫӑн тепри иртеҫҫӗ. Пӗрисем вулавӑшсенче ыркӑмӑллӑх акцийӗсем ирттереҫҫӗ, теприсем конкурссем йӗркелеҫҫӗ.
Хальхинче сӑмах — Патӑрьел районӗ пирки. Унта ҫӗнӗ талантсене тупас, ачасене кӗнекесемпе туслаштарас тӗллевпе 1-11-мӗш классен хушшинче «Ҫамрӑк поэтсем» сӑвӑсен конкурсне ирттереҫҫӗ.
Конкурса Патӑрьел районӗнчи «Ҫӑкӑр» историпе этнографи музейӗ нарӑсӑн 5-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗччен ирттерет. Ӑна, паллӑ ӗнтӗ, Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне халалланӑ.
Конкурса хутшӑнакансен 8 йӗркерен кая мар тӑракан сӑвӑ ҫырмалла. Ӑна А-4 хут ҫинче пичетлемелле. Унта авторӑн ятне, хушаматне, ашшӗ ятне, хӑш шкулта тата миҫемӗш класра вӗреннине аялти сылтӑм кӗтесре палӑртмалла.
Чи лайӑх сӑвӑсене «Авангард» район хаҫатӗнче пичетлӗҫ. Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче конкурсҫӑсен 14 сехет ҫурӑра Патӑрьелти Ленин урамӗнчи 21-мӗш ҫурта пырса хӑйсен сӑввисене вуламалла. Тӗплӗнрех 8 (83532) 6-20-64 номерпе шӑнкӑравласа ыйтса пӗлме пулать.
Питӗрти Вырӑс патшалӑх музейне ҫитсе курма нумайӑшӗ ӗмӗтленет. Ҫула тухма вӑхӑт ҫук-и? Ан пӑшӑрханӑр. Унта Шупашкартан тухмасӑрах ҫитме пулать.
Ку кӑна мар. Паллӑ искусствоведсен лекцисене те итлеме май пур. «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрне ҫеҫ ҫитмелле. Лекцисенчен пӗрне ав авалхи вырӑс ӳнерне халалланӑ. Ӑна религоведени специалисчӗ Валерий Ахунов онлайн мелпе ертсе пынӑ.
Вӑл Вырӑс музейӗнче упранакан ӗлӗки турӑшсемпе усӑ курса Христос тӗнӗ мӗнле ҫуралнине, вӑл ҫӗршыв культурипе историне мӗнле витӗм кӳнине каласа кӑтартнӑ.
Вырӑс музейӗнче — 400 ытла экспонат. «Виртуаллӑ филиал» проектпа килӗшӳллӗн ҫак пуянлӑха Раҫҫейри 160 ытла хулари ҫынсем курма пултараҫҫӗ. Анчах тӳлевсӗр лекцисене итлеме, специалистсене ыйтусем пама темиҫе хула ҫеҫ пултараҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче Шупашкар та пур.
Вырӑс музейӗпе тӳрӗ ҫыхӑнӑва тухмалли тытӑма «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрне пӗлтӗр ҫулталӑк вӗҫӗнче парнеленӗ.
Музей ӗҫченӗсемпе тепӗр тӳрӗ калаҫу нарӑсӑн 12-мӗшӗнче пулӗ. Ӑна I Павӑлӑн ачалӑхне халаллӗҫ.
Республика ҫыннисене Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне чӗнеҫҫӗ. Мӗн кӑтартӗҫ-ха унта?
Нарӑс уйӑхӗн 12–14-мӗшӗсенче Оперӑпа балет театрӗнче йӑлана кӗнӗ Чӑваш кӗввин уявӗ иртӗ.
Ҫак кунсенче куракансене Г.Хирпӳн «Нарспи» оперине, Ф.Васильевӑн «Сарпике» балетне пӑхса киленме сӗнеҫҫӗ. Шӑматкун театр сцени ҫинче Раҫҫейӗн тата Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ деятельне, республикӑри Патшалӑх премийӗн лауреатне, Тутар Республикин тава тивӗҫлӗ артистне Валерий Важарова халалласа концерт пулӗ.
Кӑҫалхи Чӑваш кӗввин уявне шӑпах Валерий Важаровӑн 75 ҫулхи юбилейне халаллама йышӑннӑ.
Чӑваш кӗввин уявӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисем пурте 18 сехет ҫурӑра пуҫланаҫҫӗ. Уяв программипе afisha.cheb.ru сайтра паллашма пулать.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Мерчен» хӑна пӳлӗмӗ «Музыкӑри Нарспиана» курав уҫать. Унта «Нарспи» поэмӑна халалланӑ музыка хайлавӗсемпе паллашма май килӗ.
Вулавӑшӑн нотӑпа музыка фондӗнче вырӑс тата чӑваш композиторӗсен «Нарспи» поэма валли ҫырнӑ кӗвӗ сахал мар упранать. Ҫӗнӗ курава пичет тата медиа-кӑларӑмсенчен те йӗркелӗҫ. «Нарспие» тӗрлӗ чӗлхепе пичетленипе те унта паллашма май килӗ.
1940 ҫулта, тӗслӗхрен, Ленинградри В. Иванишин композитор «Нарспи» опера ҫырнӑ. Иванишинӑн пуххисем, В.Кривоносовӑн «Хорсемпе арисем» тата ытти экспонатсем те ҫынсене тыткӑнласса шанаҫҫӗ. Ленинградри И. Пустыльник композитор та 1952 ҫулта чӑваш литературин классикӗн шедеврӗ тӑрӑх опера хайланӑ. Ӑна 1958 ҫулта Ленинградри нота пичечӗн типографийӗнче 1958 ҫулта кун ҫути кӑтартнӑ. 18 страницӑллӑ кӗнекере Нарспи арийӗ, Нарспипе Сетнер дуэчӗ вырӑсла тата чӑвашла пичетленнӗ. Чӑваш текстне И. Максимов-Кошкинский ҫырнӑ.
Чӑваш композиторӗ Г. Хирбю ҫырнӑ «Нарспи» оперӑна 1967 ҫулта Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ лартнӑ.
Кураври мӗнпур хайлава асӑнса та пӗтерес ҫук. Ӑна ҫитсе курмалла. Курав нарӑс вӗҫӗччен ӗҫлӗ.
Литература ҫулталӑкӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем шкул ачисем валли вырӑсла тата чӑвашла поэзи программисем хатӗрленӗ. Кун пирки театрӑн литература пайӗн пуҫлӑхӗ Раиса Полякова пӗлтерет.
«Поэзия — музыка слов» вырӑсла программӑра Анна Ахматован «Реквием» поэми тӗп вырӑнта тӑрать иккен, унсӑр пуҫне Михаил Лермонтовӑн, Михаил Зощенкӑн тата ытти авторӑн сӑввисемпе калавӗсем-мӗн.
«Поэзи — Пурнӑҫ кӗвви» чӑвашла программӑра Любовь Мартьянова, Раиса Сарпи, Светлана Асамат тата Петӗр Эйзин хайлавӗсем янӑрӗҫ. Ял-хулари шкулсенче ачасен пушӑ вӑхӑтне йӗркелекенсене маларах шӑнкравласа заказ пама сӗнеҫҫӗ.
Кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Упири пӗтемӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта литература ҫулталӑкӗ уҫӑлчӗ. Ӑна чӑваш халӑх поэтне К.В. Иванова халалласа ирттерчӗҫ.
Ертсе пыраканӗсем Аня Никифоровӑпа Юля Фомина пулчӗҫ. Пухӑннисем умӗнче «Нарспи — чӑваш литературин палӑкӗ» поэзи каҫӗ кӑтартрӗҫ, вӑл куракансен кӑмӑлне кайрӗ. Ҫак уявра К.В.Иванов пултарулӑхӗн пурнӑҫне, «Нарспи» поэмӑна туллин уҫса пачӗҫ. Сетнерпе Нарспи рольне 11-мӗш класра вӗренекен Аня Васильевӑпа Дима Якимов вылярӗҫ. Тӑхтаман рольне 10-мӗш класра вӗренекен Дима Архипов калӑпларӗ. Михетерпе карчӑкки рольне 8-мӗш класра вӗренекен Коля Васильевпа Лиана Николаева вылярӗҫ. Хӗр ҫумсемпе туй арӑмӗсен ташши-юрри те куракансене савӑнтарчӗ.
Каласа хӑварас пулать, ҫак уява сцена ҫине чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем Васильева Вера Вениаминовна тата Петрова Светлана Валерьяновна хатӗрлесе кӑларчӗҫ.
Красноармейски районӗнче кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне, Чӑваш Енри Константин Ивановӑн ҫулталӑкӗ Красноармейскинчи Культура ҫурчӗнче те савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ.
Фойере Константин Иванова халалланӑ кӗнекесенчен тата вырӑнти авторсен кӗнекисен куравне йӗркеленӗччӗ. Кунтах ал ӑстисен кружокне ҫӳрекенсен ӗҫӗсене курма пулатччӗ — «Пӳрнеске» тата «Рукодельница» кружокҫӑсем Жанна Михайлова ертсе пынипе чӑн та илемлӗ пуканесем ӑсталанӑ.
Уява райадминистраци пуҫлӑхӗ Владимир Григорьев, райадминистрацин социаллӑ пай енӗпе ӗҫлекен Алексей Васильев хутшӑнчӗҫ. Ҫак районта ҫуралса ӳснӗ паллӑ чӑваш ҫыравҫисем те уява килсе ҫитнӗ. Вӗсен шутӗнче Красноармейски районӗн хисеплӗ гражданинӗ, Чӑваш халӑх писателӗ Юрий Сементер сӑвӑҫ, Раҫҫей тата Чӑваш писателӗсен союз пайташӗсем Галина Васильевӑпа (Ордем Гали) Осип Алексеев (Ӑсан Уҫӑпӗ), Николай Ершов поэт, вӑрҫӑ ветеранӗ, темиҫе кӗнеке авторӗ, Красноармейски районӑн Хисеплӗ гражданинӗ Михаил Прохоров тата ытти ҫыравҫӑсем. Хӑнасем пухӑннисем умӗнче литературӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ, ыйтусем ҫине хуравларӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |