Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Культура

Культура

Ыран, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрне «Моя жизнь – театр / Пурнӑҫӑм — театр» кӗнеке хӑтлавӗ иртӗ. Кӗнекене СССР халӑх артистне, маларах асӑннӑ театрӑн тӗп режиссерне Валерий Яковлева халалланӑ. Хӑтлав 17 сехетре пуҫланӗ. Кайран «Эс ман чунра (Пихампар чунӗ манра)» спектакль кӑтартӗҫ. Ку ӗҫе режиссер тата художник-постановщик пулса Валерий Яковлев лартнӑ.

СССР халӑх артисчӗ, Чӑваш Енӗн Патшалӑх премийӗсен лауреачӗ Валерий Яковлев 2019 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче 80 ҫул тултарнӑ. Ҫавна май Чӑваш кӗнеке издательствинче «Моя жизнь – театр/ Пурнӑҫӑм – театр» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Ӑна издательство Федерацин пичет тата массӑллӑ коммуникацисен агентствин гранчӗпе пичетленӗ.

 

Харпӑр шухӑш Чӑвашлӑх

Иосиф Александрович Дмитриевпа эпир пӗр-пӗрне пуҫран шӑлса, пӗр-пӗрне юрас тесе, алай-алай тесе калаҫман. Унпа хутшӑннӑ чух эп, М.М. Бахтин калашле, достоевскилле ҫавра ҫил кӑларма юрататтӑм, ҫуралтӑр-ха чӑн сӑмах тесе. Юлашки вун ҫулхи калаҫусене вӑл темле салхуллӑ (халь ӑнланатӑп — ыратулла, трагедилле салхуллӑ) шухӑш-кӑмӑлпа вӗҫлетчӗ: «Яваплӑх ӑҫта, яваплӑх…». Аслӑ юлташӑн («Сан хыҫҫӑн йӗм пӗҫҫи тавӑрса чупаймастӑп ӗнтӗ эп», — тетчӗ вӑл.) сӑмахӗсем маншӑн халь халал пек янӑраҫҫӗ… Чӑвашлӑх пирӗн пурнӑҫран хӑрушла кайса пынине чылай чухне яваплӑх ҫуккипе ӑнлантарма пулать. Чӗлхене, чӑвашлӑха хӗстереҫҫӗ. Чӗрӗ организмӑн (ҫутҫанталӑк йӗркипе килӗшӳллӗн) хӗстернине хирӗҫ тӑмалла пек, реакци пулмалла пек… Анчах эпӗ, шел пулин те, ҫакна Чӑвашра курмастӑп. Пирӗн чуна Улатимӗр Тяпкинла кӑмӑл («чӑваш халӑхӗ ҫухалса пынинчен ытлашши трагеди тумалла та мар»), Геронтий Никифоровла перспективизм («чӑваш чӗлхи тепӗр 50 ҫултан пӗтет») ҫулӑхмаллипех ҫулӑхнӑ пулмалла… Ӑҫта пирӗн, хамӑр пурнӑҫа, хамӑр шӑпана чӑваш ӗҫӗпе ҫыхнисен («Мӗн чухлӗ нумайрах ҫын чӑваш факультетне пӗтерет – ҫавӑн чухлӗ чӑваш пуласлахӗ шанчӑклӑрах», — тесе шутлаттӑм эп, айван пуҫӑмпа), чӗре?

Малалла...

 

Культура

Виталий Никитин-Станьял литературовед, таврапӗлӳҫӗ, публицист, поэт, общество хастарӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ 80 ҫул тултарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗнче ҫуралса ӳснӗ паллӑ ҫыннӑн юбилейне халалласа Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ирттернӗ пултарулӑх каҫне Шупашкар районӗнчи Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнчи Алина Николаева та хутшӑннӑ. Шупашкар районӗнчи чӑваш чӗлхипе литература учителӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫипе, Кӑшавӑш шкулӗнчи чӑваш чӗлхи учителӗпе Евгений Майковпа иккӗшӗ уяв сценарине хатӗрленӗ.

Алина Михайловна Виталий Станьяла халалласа акросӑвӑ ҫырнӑ. Ӑна вӑл сумлӑ хӑнасем умӗнче вуласа парса юбиляра саламланӑ. Алина Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, Виталий Петрович пултарулӑхӗпе уроксенче ачасене те паллаштараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-101490572_1962
 

Персона
Виталий Станьял. Николай Плотников тунӑ сӑн
Виталий Станьял. Николай Плотников тунӑ сӑн

Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче паян Виталий Петрович Станьялӑн 80 ҫулхи юбилейне палӑртрӗҫ. Пӗрремӗш хутри акт залӗ туп-туллиехччӗ — паллӑ таврапӗлӳҫе, вӗрентекене, публициста тата ытти нумай енпе палӑрнӑ паллӑ общество хастарне саламлама нумайӑн пуҫтарӑннӑччӗ. Вӗсен йышӗнче Шупашкар район пуҫлӑхӗ Николай Хорасев, Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин, Виталий Петрович ҫуралнӑ Станьял тӑрӑхӗнчи тӑванӗсемпе пӗлӗшӗсем, пӗрле ӗҫленӗ ӗҫтешӗсем, вӗренекенӗсем тата ыттисем пулчӗҫ. Кашни Виталий Петровича ӑшшӑн саламларӗ, хӑйсене тӳрӗ ҫул ҫине тухма май туса панӑшӑн тав сӑмахӗ каларӗ.

Станьял Виталий Петрович 1940 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗнче колхозник кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Анат Кӗнер шкулӗнче вӑтам пӗлӳ илнӗ, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче — аслӑ пӗлӳ. Виталий Петровичӑн ӗҫ кун-ҫулӗ «Коммунизм ялавӗ», «Советская Чувашия» хаҫат редакцийӗсенче, Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче, Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче иртнӗ. Вӑл филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, аслӑ шкул вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫлевҫи.

Малалла...

 

Персона
wikiyy.com сӑнӳкерчӗкӗ
wikiyy.com сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш пуканин ӑсти Терентий Дверенин пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ҫакӑн пирки Маргарита Красотина журналист Фейсбукра ӗнер пӗлтернӗ.

Терентий Парамонович пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳрт ялӗнче ҫуралнӑ. Рационализаторла сӗнӳсен авторӗ те вӑл, пахчаҫӑ та. 85-е ҫитсен чӑваш пуканине ӑсталама тытӑннӑ.

2010 ҫулта вӑл Чӑваш Енӗн патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Пуканесене хӑйӗн ачисем вырӑнне хурсах хакланӑ. Ӑста пӗр ӗмӗрхине уявланӑ кун, пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичпӳрте республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев ҫитнӗччӗ. Ватта вӑл Чӑваш Республикин Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ячӗпе Тав ҫырӑвӗпе тата алла ҫыхмалли сехетпе хавхалантарнӑччӗ.

 

Сумлӑ сӑмах Культура

Чӑваш пӑрасни (прози) хӗрарӑм ҫыравҫӑсен романӗсемпе ҫулсеренех пуянланса пырать. Юлашки вӑхӑтра Ульха Эльмен романне вуласа савӑннӑччӗ. Ку хутӗнче Людмила Сачкован «Сиксе юхать Хула ҫырми» историлле романӗн пӗрремӗш кӗнекине (Шупашкар, «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2019. — 368 с.) кӳнеҫнӗ кӑмӑлпа вуласа тухрӑм.

Людмила Николаевна Сачкова (28. 11. 1957; Патӑрьел, Ҫӗнӗ Ахпӳрт) ҫыравҫӑ чӑваш литературинче «Чӗкеҫӗм, Чӗкеҫ» (1996) халайӗпе (повеҫӗпе) палӑрса юлчӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн ун пултарулӑхӗпе шкул ачисене тӗрлӗ классенче паллаштарма пуҫларӗҫ, республика театрӗсем пьесисене шилӗк ҫине кӑларчӗҫ.

Шкулта, хаҫат-журналсенче, чӑваш хумсасӗнче (радиовӗнче), тӗпчев институтӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтрах Людмила Николаевна хӑйӗн пултару тертне туртма пӑрахмарӗ. Чӑтӑмлӑ, нуша-йывӑрлӑха парӑнман, тӗллев патне пӑрӑнми туртӑнакан ҫын вӑл. Университетра вӗреннӗ ҫулсенче «Ҫилҫунатра» малалла питӗ талпӑнса пыратчӗ, ӑмӑртусене хутшӑнса ҫӗнтеретчӗ. Вӗсем, ҫамрӑк чухне литпӗрлешӳре хастар пулнӑ хӗрупраҫсем — Раиса Сарпи, Марина Карягина, Галина Матвеева (Антонова), Ольга Васильева (Эльмен), Лидия Филиппова (Михайлова), Альбина Яковлева (Юрату).

Малалла...

 

Чӑвашлӑх

Кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче, вырсарникун, Мускавра чӑвашсен Сурхурийӗ иртӗ. Ӑна Раҫҫейӗн патшалӑх ача-пӑча вулавӑшӗ РФ Президенчӗ ҫумӗнчи чӑвашсен полпредствипе пӗрле ирттерӗ. Ку мероприяти «Здравствуй, сосед!» (чӑв. Сывӑ-и, кӳршӗ) проектпа килӗшӳллӗн пулӗ. Ӑна вулавӑш ҫӗршыври халӑхсен культурипе паллаштарас тӗллевпе йӗркелет.

Вулавӑшра «Загадочный праздник волжских болгар-чувашей Сурхури» (чӑв. Атӑлҫи пӑлхар-чӑвашсен асамлӑ Сурхури уявӗ) лекци тата ӑсталӑх сехечӗ иртӗ. Ӑсталӑх сехетӗнче этника стилӗпе декоративлӑ панно тума вӗрентӗҫ.

Уяв 14 сехетре виҫҫӗмӗш хутри трансформер-залта пуҫланӗ. Чӑвашсен Сурхурийӗ кӑсӑклӑ пуласса шантараҫҫӗ, кӑмӑл пуррисене пурне те йыхравланине пӗлтереҫҫӗ.

 

Культура
http://sovch.chuvashia.com сӑнӳкерчӗкӗ
http://sovch.chuvashia.com сӑнӳкерчӗкӗ

Республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсене шӑматкун, кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче, професси уявне пухӗҫ. Вӑл 11 сехетре К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пуҫланӗ.

Уява журналистсем, полиграфистсем, хаҫат-журнала валеҫекенсем, ҫак отрасльпе ҫыхӑннӑ ытти ҫын, ветерансем пуҫтарӑнӗҫ. Меропряитие тӗрлӗ тӳре-шара хутшӑнӗ. Сумлӑ тесе шухӑшлакансене тӗрлӗ шайри Хисеп грамотипе хавхалантарӗҫ.

Чӑваш пичечӗн кунне 2000 ҫултанпа кӑрлач уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче уявлаҫҫӗ. Ку кун «Хыпар» хаҫат тухма пуҫланипе ҫыхӑннӑ. Ӑна 1906 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче пуҫласа кун ҫути кӑтартнӑ.

Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра 89 МИХа шута илнӗ. Роскомнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2019 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗ тӗлне 73 пичет кӑларӑмӗ (61 хаҫат, 11 журнал, 1 сборник), электронлисем 16 кӑларӑм (1 радиопрограмма, 7 телеканал, 8 радиоканал) шутланаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче «ТНВ «Татарстан» телеканал Шупашкарта Хаяр Йӑван палӑкне лартни ҫинчен сюжет кӑтартнӑ.

Тавлаштаракан тата калаҫтаракан тема «7 дней» (чӑв. 7 кун) вырсарникун каҫхи тишкерӳллӗ кӑларӑмра 15 минута яхӑн пынӑ. Ильшат Аминов телеертӳҫӗ Шупашкарти пулӑмпа паллаштарнӑ.

Телеканал журналистки Ильзира Юзаева нумаях пулмасть пирӗн республикӑн тӗп хулинче пулнӑ, Чӑваш Енри Ваттисен тӗп канашӗн пайташӗсенчен интервью илнӗ. «Татарстан» телеканалӑн ушкӑнӗ Константин Иванов скверӗнче пулнӑ, Хаяр Йӑван скульптурине ӳкерсе илнӗ.

Аса илтерер: Чӑваш Енри ваттисен канашӗ те ҫак палӑка хирӗҫ. Унӑн пайташӗсем палӑка илсе музее пама сӗннӗ. «Ку факта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи тӗп халӑхсене хисеплеменнипе тан йышанатпӑр. Палӑка илсе Чӑваш наци музейне памалла тесе шутлатпӑр», - ҫапла пӗлтернӗччӗ общество пӗрлешӗвӗн пресс-секретарӗ Тимӗр Акташ.

 

Персона

Владислав Николаев ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн журналисчӗ, нумаях пулмасть Пушкӑртстанра пулнӑ.

«Пушкӑртстана ҫул ҫывӑх мар, ҫавӑнпа та эпӗ вӑхӑта туллин усӑ курма тӑрӑшатӑп: юлташсемпе тӗл пулатӑп, шкулсене кӗрсе тухатӑп…», — тесе ҫырнӑ журналист тата ҫыравҫӑ Фейсбукра.

Унти Авӑркас районӗнчи Юламан ялӗнче пурӑнакан чӑваш ҫыравҫипе, поэчӗпе Александр Савельев-Саспа курнӑҫнӑ. 87 ҫулхискер Ҫӗнӗ ҫул умӗн хӑйӗн 20-мӗш кӗнекине кун ҫути кӑтартнӑ иккен.

Владислав Николаев шурсухала Раҫҫей ҫыравҫисен союзӗн пайташӗ пулнине ӗнентерекен ҫӗнӗ удостоверение (ҫав хутсене пӗлтӗр ҫӗнетрӗҫ) ҫитерсе панӑ. Александр Сергеевич вара хӑнана хӑйӗн кӗнекине парнеленӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 184, 185, 186, 187, 188, 189, 190, 191, 192, 193, [194], 195, 196, 197, 198, 199, 200, 201, 202, 203, 204, ... 443
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗтӗм ӗҫе лӑпкӑ, хӑвӑра кирлӗ пек татса пама май килӗ. Хирӗҫесрен пӑрӑнӑр, хӑвӑрӑн вӑя, энергие перекетлемелле. Пушӑ вӑхӑта ҫутҫанталӑкра ирттерӗр. Спортпа туслашма лайӑх вӑхӑт, Интереслӗ тӗлпулу пулма пултарать, вӑл романтика хутшӑнӑвне куҫӗ.

Чӳк, 27

1911
113
Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ.
1913
111
Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ.
1943
81
Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
2002
22
Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та