Культура
![]() Инстаграмри @hypar1906 страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫамрӑк авторсен литература пултарулӑхӗн «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» республика шайӗнчи конкурсне ӗҫсене йышӑнма пуҫланӗ. Вӗсене пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Конкурса чӑвашла е вырӑсла литература хайлавӗсем ҫыракан 15-35 ҫулсенчи ҫамрӑксем хутшӑнайӗҫ. Вӗсен ӗҫӗсене «Проза», «Поэзи», «Драматурги» номинацисенче йышӑнӗҫ. «Хыпар» издательство ҫурчӗ Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫсене Ачасемпе ҫамрӑксен республикӑри библиотекинчи таврапӗлӳпе наци литературин пайне ҫак адреспа ярса памалла: 428027, Шупашкар, И. Яковлев проспекчӗ, 8-мӗш «а» ҫурт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |