Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Пӗрлехи фольклор кунӗ иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 18.07.2022 18:56 | 1310 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Республикӑн халӑх пултарулӑх центрӗ Канаш районӗнчи Культура ҫуртӗнче ҫамрӑксем валли «Вечерка вместо дискотеки» программа ирттернӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ку вӑл Пӗрлехи фольклор кунӗ тенине пӗлтерет. Мероприяти тӗллевӗ — чӑваш йӑли-йӗркине ҫӗнӗ технологисем урлӑ ҫамрӑксем хушшинче сарасси.

Мероприятие 12 юрӑпа ташӑ коллективӗ хутшӑннӑ. Вӗсем тӗрлӗ йӑла-йӗркене кӑтартса панӑ: «Утӑҫи», «Салтака ӑсатни», «Тӑла тӳни», «Кӑшарни», «Улах», «Йӗтес чӗртни», «Ача чӑкӑчӗ», «Мӑнкун», «Ниме», «Туй», «Ҫӑнӑхта».

Пӗрлехи фольклор кунне Элӗк районӗнчи «Валинкке», Патӑрьел районӗнчи «Ҫӑлкуҫ», Йӗпреҫ районӗнчи «Эревет», Канаш районӗнчи «Татмӑш ен», Комсомольски районӗнчи «Шурӑмпуҫ», Красноармейски районӗнчи «Трак ен», Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Шокӑль», Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Сӗнтӗр», Муркаш районӗнчи «Екрем», Ҫӗрпӳ районӗнчи «Ямаш», Шупашкар районӗнчи «Шордан», Шӑмӑршӑ районӗнчи «Аххаяс» коллективсем хутшӑннӑ.

#культура, #чӑвашлӑх, #чӑвашсем, #Канаш районӗ, #йӑла-йӗрке, #Комсомольски районӗ, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Патӑрьел районӗ, #Шӑмӑршӑ районӗ, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Красноармейски районӗ, #Комсомольски районӗ, #Канаш районӗ, #Элӗк районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем